Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 04:32
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 24 » Турă чăвашла пĕлет
    Турă чăвашла пĕлет
    19:09
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тинех! Мăнкун тĕлне Вăл чăваш çĕрне çитрĕ. Уяв çимĕçĕ пек хĕрлĕ питлĕ хулăн Кĕнеке – Кĕнекесен кĕнеки. Турă çырăвне малашне эпир те пĕтĕмпех чăвашла вулаятпăр. Пирĕн те Библи пур. Эпир те – Турă кĕнекиллĕ халăх. Чăваш чĕлхи – Библи чĕлхи. Чĕлхемĕр çĕн сывлăш илчĕ!
    Истори тĕпчевçисем каланă тăрăх, пирĕн мăн асаттесен пĕрремĕш кĕнеки – Турă кĕнеки – Варачанта /Кавказ Хунлăхĕнче/ 544 çулта тухнă. Анчах шăпамăр синкерлĕ килнĕ: кĕнеки те çухалнă, çырулăхĕ те манăçнă.
    XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕнĕ шанчăк çуралнă. 1820 çулта Хусанта 4 Евангелие чăвашла пичетлесе кăларнă. Лайăх пуçланнă ĕç кĕçех путланнă: Библин малалли пайĕсем ун чух кун курайман.
    XIX ĕмĕр вĕçнелле И.Я.Яковлев ушкăнĕ çĕнĕ çырулăх йĕркелесе янă, Библи йышне кĕрекен кĕнекесене пĕрин хыççăн теприне кăларма пуçланă. Турă çырăвĕн тулли пуххине чăвашла вулас ĕмĕт ÿтленсе пынă. Анчах ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕнче вăрçи тапраннă, çĕршыва пăлхавăр кисретнĕ. Пурнăç пач тепĕр май кайнă...
    Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче – 1991 çулта – Библие чăвашла куçарса кăларас шухăш çĕнĕрен тĕвĕленнĕ. Çав тĕллеве пурнăçа кĕртмелли çул-йĕр ку хутĕнче те тумхахлă пулнă. Çапах та Турă пулăшнипе чăрмав-йывăрлăх хыçала юлчĕ. Чăвашла Библи 7 пин тиражпа кун çути курчĕ. Çакăнта вун-вун çын тÿпи пур /сăнарлăн каласан пĕри çурлине шăлланă, тепри тыррине вырса кĕлте çыхнă, виççĕмĕшĕ çĕмел тунă тата тепри капанне йĕркене кĕртнĕ/. Тĕп ĕçне пурнăçлаканĕ вара Ева Николаевна ЛИСИНА пулчĕ. Чăваш чĕлхин кунĕ умĕн унпа хамăрăн Библи пирки калаçатпăр.
    – Ева Николаевна, аса илĕр-ха: Библи куçарас ĕçе мĕнле кăмăл-туйăмпа пуçăнтăр?
    - Библие мĕнле куçарма тытăннине, кайран мĕн-мĕн тÿсме лекнине аса илетĕп те - кулас килет. Эпĕ, Мускавра пурăнаканскер, Шупашкара килтĕм те хамăрăн пĕр тăлмачăран ыйтатăп: "Эсир чылай куçартăр ĕнтĕ, йывăр мар-и?” Вăл: "Ним хăрушши те çук, санăн пичетлемелли машинка пур-и? Тÿрех машинкăпа çапма пулать!” - тет. Эпĕ те ĕçе пуçăнтăм хайхи. Чăнах, ĕç çăп-çăмăл пырать: ăс-пуç куçарнине алă çырса та ĕлкĕреймест! Епле чăрсăр та хăюллăччĕ эпир: "Чăвашла та, вырăсла та пĕлетпĕр! Кун пек йывăрлăхсене çĕнтересси пирĕншĕн нимех те мар!” Çапла ĕçе çăмăллăн кĕрсе кайрăмăр. Кайран тертленесси пуçланчĕ. Манăн сатурлăхран нимĕн те юлмарĕ. Турă мана çийĕнчех, куçарма пуçласанах, тăна кĕртрĕ.
    – Турă пире йăнăш çултан пăрма тăрăшать, Вăл систернине вăхăтра ăнланса илмелле кăна. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхĕре ахаль ăс-тăн ăрăмлă пулăм е "детективлă истори” пек йышăнать. Вулакана унпа тĕплĕнрех паллаштарар-ха.
    – Библин "Йыша шутлани” кĕнекине /вырăсла – "Числа”/ питĕ хăвăрт куçарса пĕтертĕм. Тăлмачă ĕçĕнче мана пуринчен ытла иккĕмĕш тапхăр – текста "çÿп-çапран” тасатни, янăравлăрах туни – килĕшет. Куçарса пĕтернĕ хыççăн эпĕ кăштах тăхтатăп, текст "сивĕнсе” çиттĕр, вара тем тĕрлĕ хĕпĕртесе текста тĕрĕслеме пуçлатăп. Çитрĕ çав тапхăр! Манăн алăра – тем хулăнăш ал çыру. Уçатăп – тап-таса хут, тепĕр листине илетĕп, унтан теприне – пурте шап-шурă. Нимĕн те ăнланаймастăп, анрасах кайрăм темелле... Пурне те пăхса тухрăм – чи вĕçĕнче кăна, пĕр-икĕ страницăра, чăвашла çырнă йĕркесем кăштах палăратчĕç...
    Эпĕ тÿрех кĕнеке лавккине тухса чупрăм: куçарма хатĕрленнĕ чухне хутне те, çырмалли хатĕрне те çавăнтах туяннăччĕ. Ăнлантарса пачĕç: çавăн пек паста пур иккен, темиçе кунран унпа çырни шупкаланать те пĕтĕмпех çухалать. Ăнсăртран çакăн пекки лекнĕ мана.
    Киле килтĕм те йĕрсе ятăм. Эпĕ ăнланса илтĕм: ку ахальтен мар. Турă мана хĕрхенсе, юратса: "Ачам, эсĕ куçарма пултаратăн, анчах çакăн пек куçарма юрамасть”, - тенĕ пек туйăнчĕ. Туррăма çакăншăн халĕ те пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп.
    – Кун хыççăн ĕç-пуç епле йĕркеленсе пычĕ?
    –Темиçе кунран çав кĕнекенех çĕнĕрен куçарма пуçларăм, аран-аран, питĕ вăрахăн ĕçлерĕм. Текстран хăрама, асăрхануллă пулма вĕренсе пытăм. Библие шăпах чăвашла куçармалла пек туйăнать мана. Чунлă чĕлхе вăл.
    Кайран Иезекииль кĕнекине куçарма хушрĕç. Уçса пăхрăм та – часрах хупса хутăм. "Çук, çук, ку кĕнекене эпĕ нихăçан та куçараяс çук... Эй, Турă, пулăш! Эй, Турă, пулăш!”
    Пулăшрĕ.
    – И.Я.Яковлев ушкăнĕ Авалхи Халалри 13 кĕнекене "чăвашлатнă”. Вĕсен хушшинче ăнăçлисем те /Моисейĕн 3-мĕш "Левит” кĕнеки/, вăйсăр куçарусем те /Сирах кĕнеки/ пур. 1992 çулта йĕркеленĕ ушкăнăн тĕллевĕ çапла пулнă: Библин малтан куçарнă кĕнекисене çĕнĕрен пăхса тухса тÿрлетмелле тата 37 кĕнекине пуçласа чăвашла хывмалла...
    – Тăватă тăлмачăпа икĕ редактор – П.В.Афанасьев, Д.В.Гордеев, В.Г.Григорьев /Енĕш/, Е.Н.Лисина тата П.К.Львовпа О.В.Таллерова – 5 çул хушши тăрмашрăмăр. Ку пĕрремĕш тапхăр пулчĕ. Çакăн хыççăн Раççей Библи Пĕрлĕхĕ /РБО/ тăватă тăлмачăран пĕрне суйласа илчĕ те малалли ĕçе çавна шанса пачĕ. Çав çынни эпĕ пултăм.
    Авалхи Халалри 50 кĕнекене тата Çĕнĕ Халалри 27 кĕнекене богословсемпе тата авалхи еврей, арамей, грек чĕлхисене пĕлекенсемпе пĕрле тĕрĕслесе тухмаллаччĕ /ăнланмасăр куçарнă вырăнсем туллиехчĕ унта/.
    Библеистика малаллах аталанать-çке – унччен вулама-ăнланма пултарайман пуплевсене чылайăшне ăнкарса илнĕ: тĕнче çакна тахçанах шута илнĕ, куçарăва та кĕртеççĕ. Пирĕн çĕршывра çак ĕç революцие пула кая юлнă, халĕ тÿрлетеççĕ.
    Авалхи Халал тексчĕ, пĕтĕмĕшле илсен – авалхи еврей чĕлхипе çырнăскер, талккăшпе пырать, унта пĕр чарăну палли те çук. Ку çеç-и: XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Роберт Лаут епископ Авалхи Халалри чылай кĕнекене /сăмахран, Пророксен кĕнекисене/ сăвăлла çырнине кăтартса парать: рифма çук, анчах питĕ вăйлă ритм янăрать, хăш-пĕр кĕнекинче поэзи саккунĕсем уççăнах курăнаççĕ. ХХ ĕмĕр варринчен пуçласа Европăра кирек хăш çĕршывра пичетленекен Библире те сăвăлла вырăнсене сăвăлла куçараççĕ. Текст хăватлă, янăравлă, сулмаклă илтĕнмелле.
    - Малтан Пророксен кĕнекисене пичетлесе кăларма шухăшларĕç...
    - Анчах куçару экспертсене тивĕçтермерĕ, пĕтĕмпех çĕнĕрен тума тиврĕ. Çакна аса илетĕп те шухăшлатăп: "Эй, Турă, тавах пире пулăшнăшăн, намăс курасран çăлса хăварнăшăн!”.
    Каярах Библин тата тепĕр пайне – Ăслăлăх кĕнекисене – чăвашла куçарса кăлартăмăр. Айхи вĕсене алăран ямасăр вулатчĕ. Вăл темиçе хут та каласа хăварчĕ: "Халь çак кĕнекене вуламалла. Чĕлхи, сăнарĕсем, тасалăхĕ, тапса тăракан вăй-хăвачĕ, янăравĕ – этем тăваймасть çакăн пек, кунта Турă алли сисĕнсе тăрать!”.
    – Ева Николаевна, иккĕмĕш тапхăрта сирĕнпе пĕрле урăх çынсем ĕçлерĕç. Вĕсене палăртар-ха.
    – Ку тапхăр чи йывăрри, чи кăткăсси пулчĕ. Вăл 14 çула тăсăлчĕ. Мана халĕ те çав тапхăр тăсăлнăн туйăнать.
    Чăвашла текста якатмалла, "çÿп-çапран” тасатмалла, тĕрĕсрех сăмахсем тупмалла пулнă. Çав тĕллевпе эпĕ Г.Ф.Трофимов /Юмарт/, А.И.Дмитриев, А.А.Тимофеев /Ыхра/ çыравçăсене тата сана, чĕлхеçе, пирĕн ĕçе хутшăнма сĕннĕччĕ. Тĕрĕс утăм пулнă çакă. Пĕрле питĕ нумай вăй хунă.
    Геннадий Юмартпа иксĕмĕр Кĕçĕн Пророксен кĕнекине тĕпренех юсаса пичете юрăхлă турăмăр. Эпĕ ун чухне Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕнче пурăнтăм. Сергия игумения пире библиотекăра ĕçлеме ирĕк пачĕ. Чăнах, питĕ вăйлă тăрăшрăмăр ун чухне. Тÿрлетсе якатнă ал çырăвне пичетлесе тăракан Л.К.Егорова мăнастире çĕрле те чупса пыратчĕ /мăнастир хапхине çăрапа питĕрсе илнĕ ĕнтĕ/, пичетленĕ текста карта хушшинчен парса хăваратчĕ, çырса тултарнă листасене наборлама илсе каятчĕ.
    Аристарх Дмитриевпа "Ăслăлăх кĕнекисене” пичете хатĕрленĕ чухне алла-аллăн ĕçлерĕмĕр. Пÿлĕмре "Çак сăмаха йышăнатпăр-и е тепринпе усă куратпăр-и?” - тени çеç илтĕнсе тăчĕ. Вулăр-ха: кĕнеке еплерех янăрать!
    Текста Анатолий Ыхра пек тĕплĕ вулакан сахал пулĕ. Пирĕн хушăра вăл чи йăвашшиччĕ, кирек мĕнле ĕçе те хатĕрччĕ. Библи текстне ачалла хĕпĕртесе те юратса вулатчĕ. Вăл пач кĕтмен çĕртен вилсе кайни пире хуçсах хăварчĕ...
    – Куçару ĕçĕ 19 çула яхăн пынă терĕмĕр. Йывăр вăхăтсене тÿссе ирттерме, алла усмасăр малалла тăрмашма хавал кÿрекенни кам пулчĕ?
    – Йывăр самант чылаях пулнă. Кун пек чухне эпĕ тÿрех Варнава митрополит патне каяттăм. Ун умĕнче ÿпкелешсе лармастăн ĕнтĕ, малалла тумалли ĕç валли пиллĕх илетĕн – çакăн хыççăн яланах хам тĕрекленнине сисеттĕм, кăмăл та уçăлатчĕ. Библи макетне тунă чухне пăшăрханмалли чылай тупăнчĕ, çав ыйтусене митрополит татса пама пулăшрĕ. Чăвашла хăш-пĕр сăмах пирки тавлашнă чухне темиçе хутчен Н.П.Петров чĕлхеçĕ патне шăнкăравланăччĕ. Вăл та мана çирĕп тытăнса тăма тĕрев кÿчĕ. Паллах ĕнтĕ, тете – Геннадий Айхи – хавхалантарса тăнă. Вăл "Господь” пĕлтерĕшлĕ Çÿлхуçа сăмаха пĕтĕм чунран ырларĕ.
    – Эсир хăвăрăн аппăра Луиза Николаевнăна 40 çул ытла пăхса пурăнатăр. Çакă сирĕн пурнăçа хăйне майлă йĕркелеме хистенĕ...
    –Тÿррĕнех калатăп: пирĕн кил-йышра аппа пулас мар тăк эпĕ урăхларах çын – чылай начартарах – пулаттăм. Вăл, йăвашскер, тĕлĕнмелле сапăрскер, çырма та, вулама та пĕлменскер, – чун-чĕре тасалăхне упрать. Урама кашни тухмассерен аса илтерет: "Сăхсăхрăн-а?” "Чун ăшши” темелле ăна. Ахальтен мар Тухăçра ун пек çынна çветтуй пекех шутлаççĕ.

    – Хăвăра пулăшакансем, хÿтĕлекенсем пирки каларăр ĕнтĕ. Анчах тĕнчене юраса пĕтереймĕн: сирĕн ĕçĕре ăнланманнисем те, ура хума пăхакансем те пулчĕç мар-и-ха?
    –Хам пирки виçĕ çăхав вулама тиврĕ. Ун пеккине Раççей Библи Пĕрлĕхĕнче пытарса тăмаççĕ – кам çинчен çырнă - çавнах кăтартаççĕ.
    Питĕ шел: иккĕшне лайăх пĕлетĕп – вĕсем яланах кăмăллăн та уççăн калаçаканччĕ. Халĕ те кăмăллăнах калаçатăп, анчах уççăн мар. Икĕ юлташ çухалнăн туйăнать. Хăш чухне "ма вуларăм-ши çав çăхавсене?” тесе те кулянатăп. Эпир пурте çын-çке: пирĕн лайăххи те, начарри те пур. Кашни утăмах шутласа тăваймастпăр пулĕ.
    – Уйăхран - уйăх, çулран - çул Библи куçарса пурăнакан çыннăн пурнăçĕпе шухăш-кăмăлĕ хăйне евĕрлĕ улшăнатех...
    – Кулленхи хĕвĕшÿ, çынна çилленни, тарăхни-вĕчĕхни еккипе кайсассăн чи кирлине – чун-чĕрере мĕн пуррине çухатма пулать. Çавăнпа нумай япаларан сыхланатăн, вара санăн чунунта – лăпкăлăх та тÿсĕмлĕх.
    Библи куçарнă чухне питĕ тĕрĕс пурăнатăн: ĕçе пуçăнас умĕн кĕлĕ тăватăн, Турăран пиллĕх ыйтатăн, Ăна тав тăватăн, Унран хăратăн. Хăв пысăк та кирлĕ ĕç тунине туятăн, йăвашлăхпа тÿсĕмлĕх мĕн иккенне ăнкарма пуçлатăн. Турă çакăнтах, пирĕн хушăмăртах пулнине туйса илетĕн. Çав саманта нимĕнле мулпа та, нимĕнле чаппа та танлаштараймăн...
    - Кĕлĕ çын кăмăлне те улăштарать.
    Манăн Тверь облаçĕнчи пĕр ялта çурт пур. Пĕррехинче тÿрккес кÿршĕ мана сăлтавсăрах кÿрентерсе пĕтерчĕ. Эпĕ хирĕç нимĕн те шарламарăм, тÿрех вырăсла /ăна ăнланмалла пултăр тесе/ "Отче наш” калама пуçларăм. Çĕр улми кăларса пуçтарнă май çак кĕлле пĕр чарăнмасăр виçĕ сехете яхăн сасăпах каларăм. Çăвар типсе ларчĕ, чĕлхе аран-аран çаврăнкалать. Çав хушăра кÿршĕме пĕтĕм чунран юратса пăрахрăм: унăн пахчи мĕнле тирпейлĕ, вăл чечексене епле юратать, хурĕсемпе пĕчĕк ачасемпе калаçнă пек калаçать... Тата унăн ури ыратать-çке, аран-аран утать. Тĕлĕнмелле юрату хыпса илчĕ чунăма: ман ăна ыталаса чуп тăвас, ырă сăмахсем калас килчĕ. Вăл маншăн тăванран тăван пек туйăнса кайрĕ. "Эх, пахчана тухтăрччĕ!” - тетĕп. Çапла пахчари пĕтĕм ĕçе ăшă кăмăлпа вĕçлерĕм...
    – Юлашки вăхăтра эсир курăнмарăр, ăçта «пытанса» пурăнтăр?
    – Библи куçарăвне пичетлеме хатĕрлесе çитерсен, типографи ыйтăвĕсем тухса тăрсан пăшăрханмалли-тарăхмалли нумай пулчĕ. Чун тÿлеклĕхне çухатас мар тесе аппапа Опта пуш çĕрĕ /Оптина пустынь/ текен мăнастире кайса пурăнтăмăр. Питĕ телейлĕччĕ унта иксĕмĕр. Чирлĕ аппашăн савăнтăм – чиркÿ уншăн тăван кил пекех. Темле ĕç тума та /сăмахран, кухньăра ĕçлеме/ хатĕрччĕ эпĕ, анчах та пире: "Сире кĕлле çÿресен те çитĕ”, - терĕç. Çапла пурăнтăмăр вара: ирхи кĕлĕ 5 сехете пырать, каçхи кĕлĕ те 4-5 сехет тăсăлать. Чунăм витĕрех йăвашланса кайнипе йĕрес килсе каять.
    Чĕрепе чĕркуçленсе чăвашла кĕлĕ калатпăр. Турă пултарнă чĕлхепе Турра аслăлатпăр. Туятпăр: чунран шăранса тухакан сăмахсем пушăлăхра çĕтмеççĕ – кирлĕ çĕре çитеççĕ. Илтет Вăл пире. Илтет. Пирĕн авалхи чĕлхе Турра килĕшÿллĕ. Пулăшать Вăл пире. Хамăрăн Ăна тивĕçлĕ пуласчĕ. Хамăртан сивĕтес марччĕ. Аса илер-ха:
    Турă тунă тĕрлĕ халăх
    Хăй чĕлхишĕн тăрăшать.
    Нихăш халăх та чĕлхисĕр
    Турăран кун-çул курмасть.
    Чунри сăмах – тăван сăмах. Вăл кăна – Турăран, ытти – урăхран. Тăван сăмах пире тăванпа çыхать: чĕррисемпе, кайнисемпе, ÿлĕмхисемпе. Çыхăну татăлсан – тĕнче тĕнĕлтен тухать...

    Çăлкуç:http://hypar.ru/nws/show/32/7242/index.php?id=s241701358289
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 735 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.6/8 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)