Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 23:24
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 27
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Семенов призĕшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ирттерекен турнира уçнă чухне çамрăк спортсменсене: «Сывлăха çирĕплетни спортра çеç мар, пурнăçра та ăнăçу тума пулăшать», – тесе каларĕ. Çакна В.Семеновăн пурнăç çулĕ ĕнентерӳллĕн çирĕплетсе парать. Вăл Чăваш Енри Елчĕк районĕнче çуралнă, Канаш шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан Канашри агрегат завочĕн фрезеровщикĕнчен Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ. Владимир Николаевич ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт маçтăрĕ. Унăн ывăлĕ, Павел, Канашра çуралса ӳснĕскер, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ – бокс енĕпе спорт маçтăрĕ. Чăваш Ен Президенчĕн Николай Васильевич Федоровăн хăйĕн те каратэпе хура пиçиххи пур. Вăл хăй ал чăмăрĕсем çинче урайĕнчен çĕр хутчен çĕкленме, турник çинче алă вăйĕпе 20-рен кая мар çăмăллăнах туртăнма пултарать. Çамрăк кĕрешӳçĕсене те вăл çакна тума сĕнчĕ, анчах хăюллисем тупăнмарĕç.
    Çапах та ачасем ăнăçуллă пулас тесен спортпа туслашма кирлине çирĕп ăнланчĕç. Турнира хутшăннисене Николай Васильевич хальхипе малашнехи ăмăртусенче тата пурнăçра та ăнăçуллă пулм ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 673 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Раççей – спорт çĕршывĕ» форум çулсерен пулакан мероприяти. Вăл спортри актуаллă ыйтусене татса пама, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать. Çитес форумра пĕр çавра сĕтел те пулин çулталăк хушшинче спортпа физкультура сферинче тунă пĕтĕмлетӳсемпе çыхăнсан питĕ лайăх пулмалла. Хальхинче эпир ытларах мĕн тумалли пирки калаçрăмăр.
    Юлашки çулсенче халăх спортпа ытларах интересленни курăнать, çавна май спорт объекчĕсен шутне ӳстерме тивет. Ăмăртусен шучĕ ӳсет, тĕнчери спорт аренинче конкурентлăха эпир çухатман-ха. Пирĕн 14 аслă шкул, 5 наукăпа тĕпчев центрĕ. Анчах спорт отраслĕ халăх пурнăçне лайăхлатма пулăштăр тесен нумай ĕç пурнăçламалла. Спорт приоритетлă отрасльсен шутне кĕнине Раççей Президенчĕ те çирĕплетрĕ. Спорт инфраструктури çĕршыв регионĕсенче пĕр пек аталанмалла. Анчах, шел пулин те, Федерацин физкультурăпа спорта аталантарассин тĕллевлĕ программине 42 регион кăна хутшăннă. Ыттисем пачах урăх шухăшпа пурăнаççĕ апла? 
    Форумра ача-пăчасемпе çамрăксен спорчĕ пирки нумай калаçрĕç. Унăн ăнлавĕ массăлла спорт ăнлавĕнчен пач улшăнса тăрать. Паян пирĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче физкультура системине йăлт çĕнетмелле. Чи малтан вăл ачасемшĕн интересл ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 616 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ăна мухтаса чăвашра хăй 
    пурăннă чухнех ламран-лама
    юмах-халап çӳренĕ.
    В.Канюков.
    2009 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче поэт-классик, обществăпа патшалăх ĕçченĕ, совет писателĕ, критикĕ, литературовечĕ, çĕнĕ пурнăçшăн хыпса çунакан, ырă чунлă та таса кăмăллă çын Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 120 çул çитет. Кам пĕлмест пуль унăн «Хитре Чĕкеç», «Вĕре çĕлен», «Янтрак Янтравĕ», «Еркĕн» тата ытти поэмисене, «Чĕлĕм», «Йĕтĕн тус», «Ленин», «Пĕтелмей» тата нумай-нумай сăввисемпе ытти хайлавĕсене, очеркĕсене, калавĕсене, фельетонĕсене, асаилĕвĕсене! Н.В. Шупуççынни – чăваш çырулăхĕпе историйĕнче чи паллă ятсенчен пĕри. 
    Çĕнĕ Аксура (Аксу районĕ) шкул уçăлнăранпа раштав уйăхĕнче 100 çул çитет. Ăна уçса йĕркелесе никĕслекенĕ тата унта чи малтан вĕрентекенĕ – Н.В.Шупуççынни, чăвашсен паллă сăвăçи. Каярахпа – пултаруллă публицист, тĕпчевçĕ тата тăлмач.
    Николай Васильевич 200 ытла кил-çуртлă яла декабрьте килсе çитнĕ. Çирĕмри яша раштаври шартлама сивĕ те, шкул çурчĕ çукки те, ытти чăрмавсем те учитель ĕçĕнчен пистереймен. Çĕнĕ Аксу халăхĕ çамрăк вĕрентекене ăшă та ырă кăмăлпа тата хаваспа кĕтсе илнĕ. Вăл килни – хресч ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1630 | | Комментарисем (4)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăвашăн сумлă ывăлĕ, вилĕмсĕр классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Поэтăн юбилейне чăваш халăхĕ хальхинче те анлăн паллă турĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕсен уяв каçĕ иртрĕ. 
    Писательсемпе поэтсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, вĕрентӳ учрежденийĕсемпе аслă шкулсен культура, филологи уйрăмĕсен студенчĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем, поэтăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем, унăн поэзине пысăка хурса хаклакансем пуçтарăнчĕç унта. 
    Уяв каçне паллă юрăç Виталий Адюков авалхи чăвашсен кĕввисемпе уçнă хыççăн ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова саламларĕ.
    Çеçпĕл Мишши фончĕн председателĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай вут чĕреллĕ поэтăн Çеçпĕл Мишшин халалĕсене пурнăçа кĕртме хастар тăрăшнăшăн ТР халăх поэтне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ренат Хариса тата писатель-тăлмача Аристарх Дмитриева Çеçпĕл Мишши премине пачĕ. 
    Сăмах ăстине халалланă уявра чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Раиса Сарпипе ЧР искусствăсен тава тивĕçл ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1059 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)