Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 02:16
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Ака » 30 » Янăра, тăван чĕлхеçĕм
    Янăра, тăван чĕлхеçĕм
    09:10
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
      Çак ятпа иртрĕ те ĕнтĕ ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн акт залĕнче чăваш чĕлхи кунне халалланă чаплă уяв. Уява шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн ертÿçи Тихонова Валентина Аркадьевна уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхене юратнине, хисепленине хăйсен сăввисемпе, юрри-ташшисемпе, ырă сăмахĕсемпе палăртса пачĕç. 
      Анастасия Иванова (5а) (вĕрентекенĕ В.Тихонова), Кристина Лукина (5б), Александра Яковлева (5б), Анастасия Иванова (6а), Ксения Григорьева (7а) (ертÿçи З. Михайлова) хăйсем çырнă сăввисене илемлĕ вуласа кăтартрĕç. Павел Данилов (11б), Марина Афанасьева (11б), Евгения Филимонова (11б) (ертÿçи В. Михайлов) Нестер Янкас сăввисене уççăн та илемлĕн вуласа пачĕç.
      5а класра вĕренекен хĕр ачасем «Чăваш çĕршывĕ», 6а класс ачисем «Ăçта каян, чĕкеç?» халăх юррине, Анастасия Никифорова (7б) «Тавах сана, тăван шкулăм» юрра (ертÿçи Н.В.Никитина) шăрантарчĕç. 5а класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ В.Тихонова) И.Я.Яковлевăн «Кулачă» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ сценкăна питĕ ăста выляса пачĕç. Павел Данилов (11б) вуланă «Павăл» кулăшла сăвă та пурне те килĕшрĕ.
      Уявра Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ фестивальте хастар хутшăннисене И. Кускова шкул директорĕпе фестиваль проекчĕн авторĕ В. Михайлов Дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç.
      Тăван чĕлхене халалласа ирттернĕ уяв пурне те килĕшрĕ. И Кускова чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен культурипе кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулта, районта тата республикăра ирттернĕ конкурссене, олимпиадăсене, викторинăсене хастар хутшăнса малти вырăнсене тухнă çĕнтерÿçĕсене тепĕр хут ăшшăн саламларĕ, малашне те творчествăлла çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх та ăнăçу сунчĕ.
      Шкул ачисем тăван чĕлхене сума суни питĕ савăнтарать. Пирĕншĕн, чăваш çыннисемшĕн, хамăрăн илемлĕ те çепĕç чĕлхерен пахи çук. Тăван чĕлхепе калаçни, вулани, çырни, юрлани – пысăк телей. Чăваш чĕлхи радио, телевидени, театр, компьютер чĕлхи пулни – чун тулли савăнăç. Малашне те уççăн янăра, тăван чĕлхеçĕм. Эсĕ пирĕн чун хавалĕ, чун уççи, ăс-хакăл тĕшши, пултарулăх сĕткенĕ.
    Михайлова З.П.


    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 774 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.6/41 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (11.05.2009 13:23) [Материал]
    Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи, ăна пурин те тăрăшса вĕренмелле!


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)