Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 00:02
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тутарстанăн Элкел районĕнчи Çĕньялта çак районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем пухăнса канашларĕç. Кунти шкул ĕçченĕсем уçă уроксем ирттерчĕç, вырăнти çурт-музейре чăваш туйĕн инсценировкине кăтартрĕç. Кĕске вăхăт хушшинче ял варринчи кивĕ медпунктран çĕньялсем ĕлĕкхи чăваш музейне туса лартнă. Унта йăлтах ĕлĕкхи пурнăçла тунă: кăмаки те пур, арчи те, кĕнчелипе ал арманĕ те çенĕкре, чӳрече янаххисене те эрешлисемпе улăштарма хатĕрленеççĕ. Ачасем туй йăлисене лайăх вĕренни сисĕнчĕ: ятарлă юрăсене те, такмаксене те ăста юрларĕç. Ташши тата мĕне тăрать! Çакă йăлтах кивĕлле капăрлатнă кил-çуртра пулса иртнине шута илсен хăвна ху шăпах ĕлĕкхи пек, туй ĕçкине кăмака хыçĕнчен пăхса тăракан евĕр туятăн. 
    Тĕлĕнтерчĕç элкелсем. Ку тăрăхри чăвашсем вĕт иртнĕ çулсенче, Сиктĕрмери музей ĕçĕ-хĕлĕпе Çĕньялти Уява шута илмесен, тăван чĕлхепе культурăна аталантарас ĕçре ытла палăрмастчĕç. Хальхи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕ пирки çакна калаймастăн. Хастарсем темелле вĕсене. Çулсене пылчăк тухма пуçланине пăхмасăрах пурте пуçтарăннă канашлăва. Учительсен пĕрлешĕвĕ вĕренекенсен «Ман юратнă учитель» темăпа çырнă сочиненийĕсене пăхса тухса ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 648 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Рустам Минниханов Тутарстан Президенчĕн должноçне йышăнас церемони Хусанти С.Сайдашев ячĕллĕ концерт залĕнче иртрĕ. Унта пурĕ 800 ытла хăна килнĕччĕ, çав шутра РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.Рапота, Ислам конференцийĕ организацин генеральнăй секретарĕ Э.Ихсаноглу, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, республика пуçлăхĕсем тата ыттисем те. 
    Пуçтарăннисем умĕнче сăмах каланă чухне Рустам Минниханов «Тутарстан Президенчĕн должноçне йышăннă май эпĕ çак самантăн яваплăхне тата пĕлтерĕшне туллин туятăп», – терĕ. Вăл Раççей Президентне Д.Медведева, Тутарстан Патшалăх Канашĕн депутачĕсене çак ĕçе шанса панăшăн тав турĕ. Хăйĕн вĕрентекенне Минтимер Шаймиева Рустам Минниханов уйрăмах тав турĕ. Çĕнĕ Президент сăмахĕсем тăрăх, çак ĕçе ăна шанса пани вăл республика суйласа илнĕ çула – социаллă лăпкăлăха, нацисем хушшинчи килĕшӳлĕхе тата экономикăн тĕреклĕ аталанăвне – тĕрев пани. Çавăн пекех вăл Тутарстан Раççей экономикин чĕри, Хусан – çĕршывăн виççĕмĕш тĕп хули пулса тăнине палăртрĕ: «Раççей Федерацине вăйлă регионсем çеç вăйлă тума пултарнине Тутарстан ĕçпе çирĕплетет».
    Рустам Минниханов сăмахĕсем тăрăх, паян пирĕн умра çĕнĕ задача тăрать: ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 648 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)