Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 23.11.2024, 02:51
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 24 » "Улăп-2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" вăйă конкурс пулать
    "Улăп-2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" вăйă конкурс пулать
    22:09
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пилĕк çул хушши (2007-2011 çулсенче) Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ. Унăн юлашки тапхăрне республикăмăрти районсем хушшинче ирттернĕччĕ.
    Пĕлтĕр вара ун вырăнне çĕнĕ вăйă конкурс ирттерме тĕв тытрĕç Трак енри учительсем. "Улăп-2012: Эпир Улăп йăхĕнчен!" ятпа иртрĕ вăл. Конкурс малтанхи пекех инçет майпа Интернет уçлăхĕ урлă йĕркеленчĕ. Унта чăваш халăх историне тата культурине лайăх пĕлекен ачасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче пулчĕ. Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртнĕччĕ.
    Вăйă конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура аталанăвĕпе çыхăннăччĕ.
    Конкурса пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен  165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 130 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:
    Красноармейски районĕ – 75 ача
    Комсомольски районĕ – 15 ача
    Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14 ача
    Вăрмар районĕ – 11 ача
    Канаш хули - 11 ача
    Шупашкар хули – 10 ача
    Хĕрлĕ Чутай - 6 ача
    Элĕк районĕ – 4 ача
    Елчĕк  районĕ – 4 ача
    Етĕрне хули - 3 ача
    Çĕрпÿ районĕ - 3 ача
    Етĕрне районĕ – 2 ача
    Канаш районĕ – 2 ача
    Çĕрпÿ хули - 2 ача
    Куславкка районĕ - 2 ача
    Улатăр  районĕ - 2 ача
    Муркаш районĕ – 1 ача
    Çĕмĕрле хули – 1 ача
     Çĕмĕрле районĕ - 1 ача 
    Пĕтĕмпе 11 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнчен тата Элкел районĕнчи Хусанкай шкулĕнчен пурĕ  4 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ  теме пулать.
    Вăйă конкурс оргкомитечĕ 40 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 7 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 15 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара  18 ача йышăнчĕ.
    Кăçал та çакăн йышши вăйă конкурс ирттерме йышăннă. Вăл "Улăп-2013: Эпир Улăп йăхĕнчен" ятлă пулĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш тата Дагестан республикисен тава тивĕçлĕ культура деятелĕ, РСФСР халăх артисчĕ Ф.М.Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
    Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вăйă конкурс çĕнтерÿçисемпе мала тухнисем "Улăп-2012" вăйă конкурсăн электронлă Дипломне çĕнсе илĕç. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн электронлă Хисеп хутне тивĕçĕç. 
    Вăйă конкурса хутшăннăшăн укçа тÿлеме кирлĕ мар.
    Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Вăл - аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.


     
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1103 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)