Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 14:08
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 17 » «Эсир, хисеплĕ çыннăмăрсем, мĕн сĕнетĕр: республикăрах ĕçлеме юлмалла-и е ...."("Хыпар")
    «Эсир, хисеплĕ çыннăмăрсем, мĕн сĕнетĕр: республикăрах ĕçлеме юлмалла-и е ...."("Хыпар")
    16:17
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паянхи çамрăк ăру вĕсене аван пĕлни иккĕлентерет: хăй вăхăтĕнче вара вĕсен аллинче пысăкран та пысăк влаç пулнă, мĕн пур ыйтăва вĕсем татса панă: пĕр-пĕр шкул е клуб лартассинчен пуçласа кирек хăш колхоз е совхоз /ку сăмах пĕлтерĕшне паянхи вунă çамрăкран пĕри те пулин чухлать-ши?/ ертÿçине должноçра çирĕплетесси, çулталăкра миçе çухрăм асфальт çул хывассинчен тытăнса вăл е ку хуçалăхăн миçе ĕне пăрулаттарасси, çĕр чăх пуçне миçе çăмарта илесси таранччен. Ку сăмахсенче ирони сĕмĕ пĕртте çук. Система çапла пулнă: административлă команда тытăмĕ теттĕмĕр ăна. Вĕсен ăрăвĕпе пирĕн - вăтаммисен - ăрăвĕ çак система уççи-хуппине питĕ аван пĕлет. Мана, калăпăр, КПСС обкомĕн бюровĕнче икĕ должноçра çирĕплетнĕ: хаçат редакцийĕн çырусен пайĕн заведующийĕ /1986 ç./ тата яваплă секретарĕ /1988 ç./ пулма.
    Ас тăватăп: иккĕмĕш çирĕплетÿ вăхăтĕнче обкомăн пĕрремĕш секретарĕ И.Прокопьев мана чăваш интеллигенцийĕн представителĕсен уçă çырăвĕ айне алă пуснăшăн ÿпкеленĕччĕ. Çук, кăра çиллĕн мар, лăпкăнах* обком секретарĕ А.Леонтьев вара /чунĕ çÿлти патшалăхра çÿретĕр/ самаях хивреленнĕччĕ: «унашкал çырусене алă пусмалла мар», «деструктивлă вăйсемпе ан çыхланăр» т.ыт.те. Д.Семенов, «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакторĕнчен тинтерех çеç обкомăн идеологи секретарĕнче ĕçлеме пуçланăскер, çав тери хĕрелсе кайнăччĕ. Вăл пĕр сăмах та шарламарĕ. Мĕншĕн? Мĕн тĕшмĕртмелли... Тăван культурăри çивĕчрен те çивĕч ыйтусене Демьян Филипповичран аванрах кам ăнланнă-ши? Тепĕр тесен, Илья Павловичпа Анатолий Михайлович та чухламан мар. «Уçă çыру» йышши япаласем вара чăннипех шиклентернĕ ахăр. Эпир пултарулăх интеллигенцийĕн пухăвне ирттерме чĕнсе каланăччĕ... Каярахпа вăл чăнах та иртрĕ. И.Я.Яковлев обществине республикăра йĕркелеттермерĕç /вăл Чĕмпĕрте никĕсленчĕ/, каярахпа Чăваш наци конгресне туса хутăмăр /1992 ç./. Чăн та, ун чухне реском та /обком вырăнне/, унăн бюровĕ те, КПСС хăй те çукчĕ ĕнтĕ.
    Шупашкар заливĕ, фонтансем, Анне палăкĕ вырăнĕнче çирĕм çул каялла мĕн пулнă тесе ыйтсан çамрăк ăру епле хуравлĕ? Пурте тĕрĕс хуравласси каллех - иккĕлентерет. Тепĕр тесен, кирлех-ши ку вĕсен илемĕпе киленекен хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме? Истори чăнлăхĕшĕн кирлех-тĕр: калăпăр, политикăри карма çăварсене «вырăна лартма», республикăн çĕнĕ саманари /компарти-совет влаçĕ хыççăнхи/ аталанăвне объективлă хаклама. Ара, Раççейри «вăтам статистикăри тирпейсĕр» хуласенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман Шупашкарăмăр паян тĕнчери чи хитре, таса хуласенчен пĕри иккенне эпир мар, таçтан-таçтан килекен хăнасем палăртса калаççĕ-çке.

    * * *
    КПСС Чăваш облаç организацийĕн /çапла, çапла, 1989 çулччен парти Тĕпкомĕ «республика» статуса йышăнман темелле-ши/ пĕрремĕш секретарĕ И.Прокопьев, иккĕмĕш секретарĕ Г.Волков, секретарĕ Д.Семенов, хула комитечĕн секретарĕ К.Ефремов, профсоюзсен ертÿçи пулнă К.Груздева, РФКП рескомĕн иккĕмĕш секретарĕ Д.Евсеев, Шупашкар хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ильин тата ыттисем иртнĕ эрнере Правительство çуртне /киввине - Н.В.Федоров Президентăн ĕç пÿлĕмĕ унта/ пухăнсан аса илмелли чăнах та нумай пулчĕ.
    - Мĕнле, Илья Павлович, пÿлĕмре улшăну пур-и? - ыйтрĕ Г.Волков.
    - Мĕнле пулнă - çавăн пекех, - терĕ И.Прокопьев. /Çак самантра, темшĕн, Хусан мэрĕ пулнăскер Çĕпĕрти пĕр облаç кĕпĕрнаттăрне лартсан хăйĕн ĕç пÿлĕмĕн маччине вун-вун миллионлăх ылтăн сийпе витни аса килчĕ./ Стена çинче, Илья Павлович хыçĕнче, Шупашкар заливĕн фотопанорами çакăнса тăрать. Çĕнĕ самана символĕсенчен пĕри темелле-ши... Президент оппозицири тĕп парти активĕпе лимонпа чей ĕçсе икĕ сехет çурă калаçса ларни те - «çĕнĕ шухăшлав» палăрăмĕ. Кунашкал туслă, ăшă калаçу тухçанах пулма пултарнă, çак шухăша Президент тахçанах, темиçе хут, палăртсах каланине эпĕ çеç мар ас тăватăп. Манăн шухăшăмпа, тен, йăнăшатăп /çавăнпа каçару ыйтатăп/, РФКП республика организацийĕн ертÿçисенчен хăшĕ-пĕрин, хăйсене чăн-чăн коммунист текенскерсен, халĕ урăх партие куçнăскерсен, витĕмне пула йĕркеленеймерĕ ку диалог. Пурнăç аталанăвĕ, вăхăт çураçайми оппонентсене те улăштарать иккен. Уйăх каяллаччĕ пулас - РФКП рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ В.Шурчанов Чăваш телекуравĕпе тухса калаçрĕ те - Н.Федоровăн экономикăпа социаллă сферăри ĕçне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партактивистĕнчен кая мар пысăк хак пачĕ. /Эпĕ хальхинче те шÿтлеместĕп./ Ара, шурă хура мар пекех, республика влаçĕсем кризис вăхăтĕнче хăйсен пултарулăхне чăннипех те тивĕçлипе кăтартса памарĕç-и-ха? Çурт-йĕре газификацилес, кашни яла асфальт çулпа çыхăнтарас ĕçе эпир Раççейре чи малтан вĕçленине В.Шурчанов çирĕплетет-и, Д.Медведев Президент-и - чăнлăх вăл чăнлăхах.

    * * *
    Тĕл пулу çивĕч айăплавпа, паянхи куç кĕрет чăнлăхсене йышăнманлăхпа /Президент хăнисен енчен/ тулса лармĕ-ши тенĕччĕ те - телее, йăнăшрăм.
    Чăваш автономийĕн 90 çулхи юбилейĕ умĕн Президент çак темăна хускатманни ăнланмалла мар пулатчĕ-тĕр. Николай Васильевич республикăн унчченхи ертÿçисен /«чи малтанах е, çав шутра, сирĕн те, Илья Павлович»/ еткерне пархатарлăн хакларĕ. Çав вăхăтрах 1920 çулта чăваш коммунисчĕсен активĕ республика мар, обком та мар, «Чăваш Коммуни» текен темĕнле ăнланмалла мар тытăмпах çырлахасшăн пулнине, В.И.Ленин вара /«чăвашсене лайăх пĕлекенскер, чи малтанах - И.Я.Яковлев урлă»/ республика йĕркелеме хистенине, тĕп хулине Чĕмпĕре суйласа илме ыйтнине аса илчĕ. Н.Федоров шухăшĕ: мĕн пулнă - пулнă... «Паян пирĕн сирĕнчченхисем тата эсир туса хăварнине малалла аталантармалла... Историе пĕлмелле, пĕтĕмĕшле вара - пĕлÿ никĕсĕ çинче Тăван çĕршыва - республикăмăра - юратса, халăхăмăршăн тăрăшса аталанмалла, çапла майпа Чăваш Цивилизацине аркатма памалла мар».
    Çак хаклава никам та хирĕçлемерĕ. Пĕтĕмĕшпе илсен те - хирĕçÿллĕ самантсем сиксе тухмарĕç терĕмĕр. Илья Павлович икĕ-виçĕ ыйтăва «уçăмлатма» хистенинче эпĕ конфронтаци палăрăмне пачах та курмарăм. Тĕслĕхрен, вăл Раççей Президенчĕн 1996 çулхи суйлавĕ хыççăн республика ертÿçи тунă пĕтĕмлетĕве «ас тутарчĕ». Н.Федоров хăвăрт манакансен йышĕнчен мар. Вăл палăртнă тăрăх, ун чухнехи хаклав шухăшне оппозици пичетĕнче тĕрĕс мар уçса панă, пăсăлса урăхланнă сăмахсем пĕр хаçатран теприне куçнă. Ун чухнехи сăмах çаврăнăшĕсене тепĕр хут илсе кăтартас кăмăлĕ çук унăн, хăйĕн халăхне кÿрентерсе вăл нимĕн те каламан, калама та пултарайман. Суйлавçăсенчен чылайăшĕ сассине Ельциншăн мар, Зюгановшăн панишĕн вара чăннипех те пăшăрханнă. Отставкăна яма ыйтса Борис Николаевич ячĕпе çырнă, хăйĕн йăхташĕсене «тĕплĕн ăнлантарса парайманнишĕн» унран каçару ыйтнă. «Çĕршывăн иртнĕ пурнăçа таврăнма юраман, - палăртрĕ Президент. - Юрамасть... Шухăшăм халĕ те çаплах».
    И.Прокопьев Президента коммунизм идеологине улăштарнăшăн /«эпĕ нихăçан та коммунист пулман» тенĕ эсир»/ ÿпкелеме халĕ те чарăнманнине, манăн шухăшăмпа, философи шайĕнче хакламалла. Ку енĕпе Н.Федоров вунă-вун пилĕк çул каялла çапларах каланăччĕ: ялсене газификацилесси, çурт-йĕр тăвасси, çул хывасси, ял-хула инфраструктурине аталантарасси, ветерансен, çемьесен, çамрăк ăру ыйтăвĕсене куллен-кун мала кăларса тăратасси, тĕрлĕ наци çыннисен килĕшÿлĕхне, туслăхне упрасси, культурăна, вĕрентĕве, сывлăх сыхлавне тĕнче шайĕ ыйтнă стандартсемпе тивĕçтересси манăн ĕçĕмре яланах тĕп вырăнта пулнă, ÿлĕм те çаплах пулĕ, «эппин, мана республикăри 1-мĕш коммунист тесе йышăнăр».
    Кам вăл - коммунист? Кампанеллăпа Морăн фантастика-утопи, Маркспа Энгельсăн, Ленинăн теори ĕçĕсенчи «коммунистпа» социализм-коммунизм строительствин юнлă-тискер практикинчи «большевик-коммунист» пĕр мар-çке-ха, пĕр мар. «Çветтуй» Ленина «эсрел»-Сталинран уйăрса хаклатăн-и, сталинизмран, репресси меслечĕсенчен тахçанах хăтăлнине çĕр хут пĕлтеретĕн-и - анчах коммунизм идеологийĕ хăйне шăпах практикăра тĕрĕслесе юрăхсăра кăларнине /дискредитациленине/ ниепле те хирĕçлейместĕн. Паянхи коммунистсен, манăн шухăшăмпа, халĕ шăпах хăйсен идеологине реабилитацилес тĕлĕшпе ĕçлемелле. Ĕнентерĕр халăха тепĕр хут. Чару - çук, никам та сире репрессилемест. Маларах «çирĕм çул каялла» сăмах çаврăнăшĕпе усă курнăччĕ. Вĕсенче те символ пур: 1917 çул* 1937 çул - «Ленин гвардийĕ» тенĕ йышран ку вăхăт тĕлне хăшĕ те пулин юлнă-ши? Ельцин влаçне темĕн тĕрлĕ ятласан та - манар мар: çирĕм çул хушшинче коммунизм идеологийĕшĕн пĕр çынна та тĕрмене хупман. ГКЧП-и? 1993 çулхи хăшĕ-пĕри «юнлă» текен октябрь-и? Вĕсенче идеологин сĕмĕ те çук, «тап-таса» политика, влаçшăн кĕрешни çеç.

    * * *
    Пирĕн тĕл пулу пÿлĕмне таврăнар. - Çаплах, эсир каланă пекех, - кунта Президент И.Прокопьевăн тепĕр ыйтăвне «уçăмлатать», - эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче совет правине вĕрентнисĕр пуçне «наука коммунизмĕ» предметпа та лекци вуланă. Хусан патшалăх университетĕнчен хам кĕтмен çĕртенех кунта килмелле пулса тухрĕ - ректор хăй патне чĕнсе илсе: «Николай, Тăван çĕршыв чĕнет», - терĕ те... КПССа çĕнетсе улăштармасан, социал-демократи çулĕпе каймасан вăл пĕтесси, Совет Союзĕ арканасси çĕнетÿ пуçлансанах паллăччĕ ĕнтĕ. Шел те, çаплах пулса тухрĕ. Балти республикисен малтан СССРтан тухас шухăш пулман, вĕсем конфедерацие пĕрлешесшĕнччĕ. Итог - паллă...»
    Г.Волков вăл парти енчен «куратор» пулса «пăхса тăнă» промпредприятисем - «Химпром», трактор, агрегат завочĕсем, «Элара», пир-авăр комбиначĕ т.ыт.те - кризисран тухайманнишĕн, хăш-пĕр предприяти профильне çухатнăшăн куляннине Президент та ăнланать. Анчах...- Сире аса илтерме кирлĕ-и, кирлĕ мар-и, - терĕ малалла Президент. - Тĕрĕссипе, республикăн паянхи влаçĕсен полномочийĕсем сирĕн вăхăтринчен чылай сахалрах. - Сирĕн вăхăтра регионта Союз тытăмĕнчи пĕр тÿрене те вырăнти влаçпа канашламасăр çирĕплетмен. Халĕ хăйсем пĕлнĕ пек... Мĕн тумалли центртан лайăхрах курăнать теççĕ ахăр. Предприятисемпе тĕрлĕрен килсе тухать. Пысăккисенчен пĕринче акă акцисен тĕрĕслев пакечĕн хуçисем опытлă директора кăларса ячĕç, заводра пĕр кун та ĕçлемен çамрăка ун вырăнне лартрĕç. Квалификациллĕ специалистсене чакарасшăн, профильне улăштарасшăн. Кĕскен каласан, суту-илÿ умĕнхи хатĕрленÿ пуçланчĕ. Мускава, федерацин Атăлçи округĕнчи полпредствăна телеграммăсем ятăм, хутшăнма ыйтрăм. Лару-тăру акционер обществисем çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать теççĕ... В.Путин премьера «Промтрактора» мĕншĕн илсе кайнин сăлтавĕ вăрттăнлăх мар-çке. Вĕсене федераци центрĕн пулăшăвĕ кирлĕ. Ыйтăва татса патăмăр: 16 млрд тенкĕ уйăраççĕ.
    - Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, - хушса хучĕ Г.Волков, - 6 млрд тенкĕ килнĕ те ĕнтĕ. Тавах сире пирĕн çынсемшĕн тăрăшнăшăн. Пĕлетĕр-и, Николай Васильевич, хăй вăхăтĕнче мана кунта урăх регионтан янă. Анчах Чăваш Ен - манăн, ачасемпе мăнукăмсен тăван çĕршывĕ. Эпир кирек ăçта кайсан та Шупашкар чи хитре хула тесе мăнаçланатпăр. Мĕн каласси - эпир «Чăваш Ен» ятлă карап çинче пĕрле ишетпĕр, эппин, пайламалли пирĕн нимĕн те çук.
    К.Груздевăн та, К.Ефремовăн та, паллах, хăйсен «ветеранла аргуменчĕсем», критикăллă асăрхаттарăвĕсем пур, анчах вĕсем те Волков шухăшнех палăртрĕç. Груздевăна паянхи профсоюзсем «шăлсăртарах» пулни пăшăрхантарать, К.Ефремов «вăл е ку шкула /тĕслĕхрен, Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассинчи/ хупнă чух тĕплĕ шухăшлама» сĕнчĕ.
    Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ пурне те пĕрешкелех канăçсăрлантарать. И.Прокопьев «ун вăхăтĕнче», иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, оргнабор тытăмне пăрахăçлани пирки аса илчĕ. «Анчах çакна Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх яланлăхах пĕтнипе ăнлантарни тĕрĕс мар, - тенĕ Президент. - Пĕтĕмĕшле - ĕçсĕрлĕхе нихăш патшалăхра та, нихăш регионра та вуçех пĕтерейместĕн. Çĕнĕ ăру... çĕнĕ экономика... Çавăнпа ĕçсĕрлĕхе чакарма та çĕнĕ меслетсем кирлĕ».
    Николай Васильевич Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел батарейкисем кăларакан пач çĕнĕ завод кĕçех хута каяссине, унта 20 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнине, пысăк квалификациллĕ 1300 çын ĕçлессине тĕслĕхшĕн илсе кăтартрĕ. Е тата - Канашра çывăх кунсенчех чи çĕнĕ йышши вакунсем кăларма тытăнаççĕ. Чăваш Енри хăйне евĕрлĕ рекорд: «АПК» наци проекчĕ ĕçлеме пуçласан ял хуçалăхĕнче ĕç тухăçлăхĕ 2 хут/!/ ÿснĕ. 50 пин çемье /кашни тăваттăмĕшĕ!/ килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илнĕ. «Акă вĕсем - паянхи «кулаксем», - терĕ Н.Федоров. Шупашкар ГЭСне туса пĕтерес ыйтăва РФ Правительстви шайĕнче татса панă* çакă - 10 пин ĕç вырăнĕ, 60 млрд тенкĕ, Шупашкар тракторĕсем йышлăн ĕçлени, налуксем, ĕç укçи, çемьесен хăтлăхĕ...

    * * *
    Палăртнинчен чылай ытларах вăхăта тăсăлнă тĕл пулура коммунистсен паянхи активисчĕсем, шел те, нумай калаçаймарĕç... Тен, аслисем нумайрах ыйту пани, Президента ăнланма тăрăшни - йĕркеллех, ара, тата хăçан тĕл пулайĕç-ха вĕсем Президентпа? Тен, çамрăк функционерсем В.Шурчанов позицине туллин ырлаççĕ... Д.Евсеевăн кĕске сăмахне эпĕ шăпах çапла хаклатăп. Вăл тинтерех çеç Мускавран таврăннă, Польша посольстви умĕнче çак çĕршывра коммунизм символикине чарнине хирĕçлесе пикетра тăнă-мĕн. «Польша тележурналистне панă интервьюра, - терĕ Дмитрий, - Чăваш Ен тĕслĕхĕпе паллаштартăм. Историе хисеплени, В.И.Ленинăн Шупашкарти палăкне реставрацилеме кризис вăхăтĕнче те укçа тупни çинчен каларăм, сире, Николай Васильевич, тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрăм». В.Ильин Президента республикăн общество пурнăçне малашне те демократизацилесех пымашкăн май туса пама, хăй хатĕрленĕ саккун проекчĕсене пăхса тухассине хăвăртлатма сĕнчĕ».
    Президент тĕл пулăва хăйне евĕрлĕ канаш ыйтнипе вĕçлерĕ. Унăн полномочийĕсен черетлĕ тапхăрĕ вĕçленсе пырать. «Эсир, хисеплĕ çыннăмăрсем, мĕн сĕнетĕр: республикăрах ĕçлеме юлмалла-и е Д.Медведевпа В.Путин, пысăк шайри ытти ертÿçĕсем мана Мускавра пысăк, сумлă должноç сĕннипе килĕшмелле-и?
    И.Прокопьев шухăшĕ: «Ку ыйтупа сире тĕрĕс канаш никам та параймасть, юлашки йышăнăва пур пĕрех хăвăр тăватăр». К.Груздева вара кĕске репликинче Президента «ÿлĕм те çак ĕçрех ырлăх та сывлăх, ăнăçу сунчĕ».

    * * *
    Паян пире мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме йывăр. Çапах та, «шухăш шухăшласа» кайсан, иртнĕ икĕ вунă çуллăха аса илсен /Президента хирĕçле пикетсем, митингсем, коммунистсем президент институтне пĕтерме пуçарни, импичмент тума хăтланни, темĕн тĕрлĕ айăплав.../ - компартактивпа Н.В.Федоров тĕл пулăвĕ пирĕн çĕнĕ историн çĕнĕ сыпăкĕ уçăлнине пĕлтерет-тĕр. «Коммунист» /çавăн пекех: «либерал-демократ», «социал-демократ», ытти «демократ», тĕнче словарĕсенчи ытти сăмахсем - политизациленнĕскерсем, идеологизациленнĕскерсем/, чăннипе илсен, ахаль сăмах кăна мар-и-ха? Тен, Христос - пĕрремĕш коммунист, либерал-демократ тата, паллах, христиан-демократ? Буддăпа Магомет унран мĕнпе кайра? Хĕрлĕ /е симĕс, е шурă, е.../ хут çине санăн партилĕхне çырса хуни кăна çав парти идеологине тĕп-тĕрĕс, пăркаланмасăр тытса пырассине пĕлтерет-ши? Темĕн... Пархатарлă ĕç тăвас тетпĕр тĕк - карланкă какăричченех калаçни усăллăрах-и е иртнĕлĕх тунсăхлăн аса килнĕ май лимонпа чей ĕçни çав... карланках çемçетсе лăпкăн, шăкăл-шăкăл пуплени аванрах-и? Манăн шухăшăмпа - иккĕмĕшĕ килĕшÿллĕреххине те ăнăçуллăраххине Президентпа çав кун тĕл пулнисем хирĕçлемеççех.
    Ÿлĕм те çапла пултăрччĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 736 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.8/12 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (17.06.2010 22:45) [Материал]
    Российские республики просят ещё больше суверенитета, чем могут себе позволить в нынешнем состоянии. В Черкесске, например, звучат требования о восстановлении Черкесской автономной области в составе России. А со стороны руководителей Башкирии идёт и вовсе неприкрытый шантаж федерального центра на предмет предоставления исключительных полномочий. Если их претензии будут в той или иной степени удовлетворены, Россия может вернуться на 20 лет назад, к периоду распада Советского Союза.
    О состоявшемся 5 июня в Черкесске Чрезвычайного съезда черкесского народа, потребовавшем создать Черкесскую автономную область с отделением от республики (нынешней Карачаево-Черкесии), "Правда.Ру" уже писала в материале "Кто мечтает о "Великой Черкесии"?". Одним из поводов для столь радикального решения стала недовольство черкесов засильем во всех органах республиканской власти карачаевцев, которые "доминируют во всех госструктурах".
    В Башкирии складывается похожая ситуация. С той лишь разницей, что претензии башкир направлены в сторону... русских. Точнее, федерального центра, который, как считают в республики, им не указ.
    В Башкирии настаивают на возврате выборности президента республики (начиная с 2004 года в России действует система назначения глав регионов по представлению президента страны). "Испокон веков башкиры не ошибались в выборе своих руководителей. Отмена же всенародных выборов президента республики подрывает доверие населения к федеральным органам власти", - сказал завотделом СМИ правительства республики Азамат Галин на заседании Всемирного курултая башкир в Уфе.
    "Мы сами в состоянии решить все вопросы, - поддержал его нынешний президент Башкирии Муртаза Рахимов. — Приезжий на посту главы Башкирии — это просто унижение", - сказал Рахимов, пояснив, что, дескать, "люди приезжают, с собой везут еще десятки людей, обеспечивают их отдельными квартирами, два-три года живут и уезжают", в то время как "те, кто у нас работают, остаются в стороне".
    Собственно, именно защита власти Рахимова и его окружения от возможных посягательств со стороны федерального центра и является единственной и главной причиной заявлений главы республики, так сильно беспокоящегося об оскорблённых чувствах "своего" народа. Слово "своего" не случайно взято в кавычки: накануне курултая руководители около 10 общественных национальных организаций подписали обращения к лидерам страны и республики, сообщив, что местная власть уже более 20 лет занимается "обслуживанием своих личных интересов", неясно, куда ушли деньги после продажи республиканского ТЭКа, а цель курултая - удерживать эту власть и дальше.
    Так или иначе, но личные взаимоотношения Рахимова с федеральным центром могли бы остаться его личной проблемой, если бы глава республики не замешивал эту кашу на основе культивируемых в республике сепаратистских настроений. Собственно, именно игра на теме сдерживания угрозы башкирского национализма и стала основой удержания у руля власти Рахимова: как только речь заходила о необходимости предоставления республике каких-либо привилегий или же возникала опасность благополучия Рахимова, неизбежно активизировались местные националисты с призывами выхода Башкирии из состава России. До последнего времени эта тактика приносила Рахимову успех. Не исключено, что и на этот раз ему удастся получить от федерального центра определённые гарантии.
    Но вот какая штука: на минутку представим, что примеру Башкирии последуют и другие национальные образования, требуя столько суверенитета, сколько нужно. Да и Башкирия, где башкиры являются отнюдь не титульной нацией, может начать раскалываться уже изнутри. И это не говоря уже про республики Северного Кавказа, где стоит только поднести спичку к проблеме межэтнических отношений, как мгновенно вспыхнет огонь гражданской войны. И это понимает не только Рахимов, но и, скажем так, некие внешние силы, активно спекулирующие и подогревающие тему межнациональных взаимоотношений.
    Одним словом, если не сейчас, то в ближайшем будущем российскому руководству придётся решать доставшуюся от сталинского прошлого проблему. Как именно - вопрос для отдельной серьёзной дискуссии. Например, вернуться к разговору о ликвидации национальных образований и уравнивания статусов субъектов Федерации. В любом случае, необходимо понять, что в России проживает более 180 национальностей. И можно только догадываться, что произойдёт, если представитель каждого народа начнёт требовать свой кусок суверенитета с последующим правом на самоопределение.

    http://www.pravda.ru/politic....suver-0



    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)