Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 18.04.2024, 06:29
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Ака » 30 » Районсем хушшинчи "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ
    Районсем хушшинчи "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ
    16:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ака уйăхĕн 17-27-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекен В.М.Михайлов пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс иртрĕ.
    Вăйă конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура аталанăвĕпе çыхăннăччĕ.
    Конкурса пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен  165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 130 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:
    Красноармейски районĕ – 75 ача
    Комсомольски районĕ – 15 ача
    Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14 ача 
    Вăрмар районĕ – 11 ача
    Канаш хули - 11 ача
    Шупашкар хули – 10 ача
    Хĕрлĕ Чутай - 6 ача
    Элĕк районĕ – 4 ача 
    Елчĕк  районĕ – 4 ача
    Етĕрне хули - 3 ача 
    Çĕрпÿ районĕ - 3 ача 
    Етĕрне районĕ – 2 ача
    Канаш районĕ – 2 ача
    Çĕрпÿ хули - 2 ача
    Куславкка районĕ - 2 ача 
    Улатăр  районĕ - 2 ача 
    Муркаш районĕ – 1 ача
    Çĕмĕрле хули – 1 ача
    Çĕмĕрле районĕ - 1 ача 
    Пĕтĕмпе 11 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнчен тата Элкел районĕнчи Хусанкай шкулĕнчен пурĕ  4 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ  теме пулать.
    Вăйă конкурс оргкомитечĕ 40 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 7 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 15 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара  18 ача йышăнчĕ.
    Электронлă дипломсене çывăх вăхăтрах (вĕренÿ çулĕ пĕтиччен) ачасен электрон ещĕкĕсене ярса паратăп. Сертификатсене вара çак сайта лартса парăп, вĕсене уçласа илсе тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа хăвăрăн çаптармалла пулать. Чи маттур вĕрентекенсене район администрацийĕн Тав хучĕпе саламлăпăр.
    Вăйă конкурса тепĕр çул та ирттерме шутлатпăр. Ун çинчен унчченхинчен маларах - 2013 çулхи пуш уйăхĕнчех пĕлтерĕпĕр.
     

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1217 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/3 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 Михайлов А.Л.   (11.05.2012 20:11) [Материал]
    Михайлов Алексей Львович Куславкка Чăваш Республики Мăн Хураçка шкулĕ, 6 класс 40 балл
    Куславкка мар, Муркаш


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)