Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 02.05.2024, 01:03
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 10 » Нина Суслонова - Чăваш Енĕн çĕнĕ премьерĕ ("Хыпар")
    Нина Суслонова - Чăваш Енĕн çĕнĕ премьерĕ ("Хыпар")
    18:43
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 27-мĕш сессине уçса Михаил Михайловский спикер «черетсĕр» ăнланăвăн пĕлтерĕшне уçăмлатрĕ: республика Правительствин Председателĕ пулнă Сергей Гапликов урăх ĕçе куçнă май /Раççей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕн - Раççей Правительствин Аппарачĕн ертÿçин Сергей Собянинăн пĕрремĕш çумне уйăрса лартнă. Владимир Путин Хушăва алă пуснă самантран Сергей Гапликов социаллă пурнăçпа экономика блокĕн департаменчĕсен ĕçĕшĕн яваплă. - Ю.Л./ Чăваш Ен Президенчĕ унăн отставкине йышăннă. Унăн тивĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрне Нина Суслоновăна шаннă. Премьер отставкăна кайнă май Правительство членĕсем хăйсен тивĕçĕсене Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ йышне йĕркеличчен пурнăçлаççĕ.
    Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Республика парламентне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне çирĕплетме Нина Владимировна Суслонова кандидатурине сĕннĕ.
    Сессин кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн Михаил Михайловский республика ертÿçине сăмах пачĕ. Николай Федоров Президент Нина Суслоновăна республикăра та, унăн тулашĕнче те аван пĕлнине палăртрĕ. «Нина Владимировнăна Раççей Правительствинче ĕçлеме темиçе хут та чĕннĕ, - терĕ Николай Васильевич. - Анчах ăна Чăваш Ен шăпи, унта пурăнакансен пуласлăхĕ ытларах кăсăклантарнăран вăл сĕнÿсене йышăнман. Пуçаруллă, пысăк шайлă ертÿçĕ, тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлакан, яваплăха хăйĕн çинчен сирме тăрăшман çын... Нина Владимировна пĕлтерĕшлĕ тытăмсенчи нумай ыйтăва тĕрĕс татса парать. Халĕ ун çине тата пысăкрах яваплăх тиенет».
    Нина Суслонова хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: «Енчен те эпир пĕр ушкăнпа, пур тытăм та тĕллевлĕ ĕçлесен республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика тата демографи аталанăвĕнчи ыйтусене ăнăçлă татса пама пултарăпăр. Пур предприятие те тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшăпăр. Çакăншăн пирĕн пуриншĕн те чылай вăй хума тата кашнин лăш курмасăр ĕçлеме тивĕ. Мĕн палăртни пурнăçланасса шанатăп...»

    *****
    Нина Владимировна Суслонова 1960 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Иркутск облаçĕнчи Мамакан поселокĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ çемйипе Шупашкар ГЭСне тума Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ. Хулари 5-мĕш вăтам шкул хыççăн Нина Владимировна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ пухнă, 1984 çулта «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ. Диплом илсенех ăна аспирантурăна йышăннă, 1994 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Тепĕр икĕ çултан Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Раççей Патшалăх службин академийĕнче вĕренсе «Юриспруденци» специальноçпа пĕлÿ илнĕ.
    Нина Владимировна ĕç биографине Тюмень облаçĕнчи Нефтеюганск хулинчи «Юганскнефтегаз» производство пĕрлешĕвĕн медсанчаçĕнче пуçланă, ун хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти хула больницин хĕрарăм консультацийĕн акушер-гинекологĕнче ĕçленĕ.
    Н.В.Суслонова 1984 çултанпа 1996 çулччен сиплекен тухтăртан пуçласа сывлăх сыхлавĕн министрĕн пулăшуçи тата Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин управлени пуçлăхĕ таран ÿснĕ. Тăватă çул Чăваш Республикин медицинăн обязательнăй страхованийĕн фондне, 2000 çулхи нарăсран Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине ертсе пынă.
    2005 çултанпа - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ, 2007 çулхи кăрлачран - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ.
    Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн 2010 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 34-мĕш Хушăвĕпе Н.В.Суслоновăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ.
    2002 çулта Н.В.Суслоновăна «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă. 2005 çулта «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 2010 çулта «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа чысланă.

    Çемьеллĕ, хĕр пур.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 580 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: Патшалăх Канашĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабине, Нина Суслонова | Рейтинг: 3.2/28 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)