Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 00:55
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Чӳк » 13 » "Юрларĕç, ташларĕç, чăваш апачĕпе хăналарĕç..."… («Тантăш»)
    "Юрларĕç, ташларĕç, чăваш апачĕпе хăналарĕç..."… («Тантăш»)
    10:37
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Иртнĕ эрне кун Шупашкар тĕрлĕ регионта пурăнакан чи маттур, чи ăста, чи пултаруллă чăваш пикисене пуçтарчĕ. "Мега Галакси” кану центрĕнче "Раççей чăваш пики-2011” V конкурс иртрĕ. Икĕ çулта пĕрре пулакан конкурс халиччен Мускавра пулнă, Шупашкарта – пĕрремĕш хут. Унта Чăваш, Пушкăрт, Тутарстан Республикисен, Самар, Ульяновск облаçĕсен тата Мускав хулин пикисем хутшăнчĕç. 
    Регионсенчен килнĕ делегаци ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, çулсерен конкурса хутшăнма килĕшекенсене тупма йывăрланса пырать. Чăваш хĕрĕсем чăнласах хитре те пултаруллă, анчах тĕп условисенчен пĕри – конкурсантсен чăвашла ирĕклĕн калаçмалла. "Чăваш пики” илем конкурсĕ çеç мар, жюри сăн-пит, кĕлетке чиперлĕхне, сцена çинче хăйне мĕнле тытнине те хаклать ĕнтĕ, унсăр пуçне пултарулăхне те, чăваш йăли-йĕркине пĕлнине те шута илет. 
    Хĕрсем чылай вăхăт хатĕрленни куç кĕрет: акă пултарулăх конкурсĕ валли хăшĕ-пĕри клип та ÿкернĕ, визиткăна та слайд-шоу евĕр тума мехел çитернĕ, апат-çимĕçне те янтăланă, чăваш тĕрриллĕ кĕписем те пĕринчен тепри хитре. Сăмах май, республика тулашĕнче пурăнакансен вĕсене çĕлеттерме ятарласа Шупашкара килнĕ. "Раççей чăваш пики-2011” ята Чĕмпĕртен килнĕ Елена Васильева çĕнсе илчĕ, ытти хĕрсене те тĕрлĕ номинацире палăртса парнесемпе хавхалантарчĕç. 
    Конкурс вĕçленчĕ: юрас тесе вăл пĕр самант пек иртсе кайрĕ темеллеччĕ пулĕ те... Тăватă сехете яхăн тăсăлсан кирек мĕнле уяв та хăй сĕтеклĕхне çухатать çав. Хĕрсене курма, танлаштарма, хаклама вăхăт çителĕклех пулчĕ темелле, анчах темиçе сехет сцена çине куç илмесĕр пăхса лартăм пулин те пĕрне те уйрăммăн палăртаймарăм. Хам тимсĕр пултăм пулинех. Çапах та конкурссем ытла та "сăнсăр” пулчĕç пек туйăнать. Урамра: "Эсĕ мĕнле чăваш апатне пĕлетĕн?” – тесе ыйтсан иккĕленместĕп, çурри хуплăва тата шăрттана асăнĕ. Хĕрсем те пурте тенĕ пекех шăп вĕсене пĕçерсе килнĕ. Чăн та, пирĕн асанне-кукамай пĕçернĕ апатсем манăçма ĕлкĕрчĕç пуль çав. Анчах конкурса шăпах авалхи йăла-йĕр- кене манăçма парас мар тесе ирттереççĕ-çке! Пикесем ĕлĕкхи рецептсене шыраса тупнă пулсан куракансене те, жюри членĕсене те чылай интереслĕрех пулĕччĕ. 
    Конкурса пач та улшăну кĕртмен теме çук-ха. Акă, пикесен ăс-тăнне унччен чăваш писателĕ-поэчĕсене, авалхи ĕç хатĕрĕсене пĕлнине кура хаклатчĕç пулсан, хальхинче вĕсене "чăваш”, "халăх” тата "Атăл” сăмахсемпе усă курса сăвă е калав çырма сĕнчĕç. Паллах, кашниех тăван халăхĕпе мăнаçланнине, хăй чăваш пулнишĕн хĕпĕртенине палăртма васкарĕ. Раснарах сăмахсем пулнă тăк, ахăртнех, калав-сăвви те кăткăсрах пулĕччĕ. 
    Чăваш пикисем – уяв илемĕ пулчĕç тĕк, спонсорсем – хуçисем. Хăшĕ-пĕри сцена çине тухса юрă шăрантарма та ÿркенсе тăмарĕ, ыттисем вара жюри сĕтелĕ хушшинче вырăн тупрĕç. Вĕсен хаклавĕ пĕртте иккĕлентермест, çапах та пултарулăх конкурсне ку енĕпе ĕçлекен ăстасем хак парсан вырăнлăрах пулĕччĕ пуль. Пикесене хăйсен парнисене панă чухне жюри-спонсорсем вырăсла калаçрĕç те хĕрсен чăвашла пуплевне куçарса паракансем пулнă-ши; "Спорт-пике” номинацие пĕлтерсен ман кÿршĕ чăтаймарĕ: "Вĕсем чупрĕç те-им?” – тесе хушса хучĕ. Номинаци спонсорĕ спорт фирми иккен. Ун хыççăнах строительство фирми хăй пикине палăртрĕ. Ăна мĕне кура палăртнине асăнмарĕç пулин те "строитель-пике” ят паманниех савăнтарчĕ. 
    Вырăссем "Çĕнтерни мар, хутшăнни паха” теççĕ. "Чăваш пикин” тĕп шăнăрĕ те çакăнта пулмалла пек, тĕп вырăна ăмăрту мар, чăваш йăли-йĕркине, пултарулăх туприне, юрри-кĕввине кăтартасси мала тухмалла.

    Надежда ЯКОВЛЕВА.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 626 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: Чăваш пики 2011 | Рейтинг: 4.0/4 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    1 Migulaj   (18.11.2011 18:10) [Материал]
    "Раççей чăваш пики-2011” 5-мĕш конкурсĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?

    2 Migulaj   (27.11.2011 23:00) [Материал]
    Эпĕ маларах ыйтса çырнине никам та ăнланман пулĕ?


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)