Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 21:08
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Ака » 22 » «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене...»
    «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене...»
    11:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паянхи пекех асра: пĕлтĕрхи раштавăн 16-мĕшĕ, эрне каç... «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ шăнкăравлать: «Микулай, эсĕ паян «Российская газета» вуланă-и? Çырав материалĕсем тухнă...» — «Вулайман-ха, Лекçей, — тетĕп. — Мĕн «лайăххи» пур?..» — «Лайăххи-и? Эсĕ калани чăна тухрĕ... Ытти вара — йăлтах япăххи. Чăваш йышĕ 200 пин çын ытла чакнă... Каçар, пăшăрхантар-тăм каçа хирĕç. Халь эсĕ те виçĕ талăк çывăраймастăн ĕнтĕ...»
    Çырав материалĕсене ĕненсех пĕтерейместĕп эпĕ. Пурте пĕлетпĕр-çке пире мĕнле çырса тухнине. Мĕнле шутланине вара никам та пĕлмест. Мĕншĕн тесен ун листисене машина шутлать тет. Автомачĕсем пирĕн ĕмпӳ чухнехисемех пулмалла: 2010 çулхи юпан 14-мĕшĕнче иртнĕ çырав листисене 2011 çулхи раштав тĕлне аран шутласа кăларнă. Суйлав пĕтĕмлетĕвне вара, çав кунах мар пулсан та, виç кунран халăха пĕлтереççĕ те... Тем калăр та мана, кунта ăрăмçăсем тухатмасăр пулман.
    Чăннипе вара куракан-туякан çын халăх хавшаса пынине шутлавсăр-мĕнсĕр те витĕр курса тăрать — яла кăна кайса кил. Юлашки вунă çул хушшинче ялсенчи пысăк шкулсем те хупăнса лыраççĕ: 20-30 çул каялла кăна хăпартса лартнă икĕ-виçĕ хутлă шкул çурчĕсем пушă янраса лараççĕ. Чылайăшне «пуçтарса» та пĕтернĕ. Акă Çĕрпӳ районĕнчи пĕр ялта шкул çуртне «çĕнĕ улпут» йӳнĕ хакпа туяннă та — кирпĕчĕн-кирпĕчĕн салатса хăйне валли кермен купалаттарнă. Юмахри пек: чăх-чĕп вĕçсе каçас çук.
    Хăш-пĕр районта икĕ-виçĕ вăтам шкул кăна тăрса юлнă: пĕри — райцентрта, иккĕшĕ — ялта. Унта ачасене вунпилĕк-çирĕм ялтан турттараççĕ. Апла пулин те пуçламăш классенче вĕренекен йышĕ çуллен чакса пырать — хăш-пĕр класра 3-4 ача ларать, хăшĕнче пĕрре те çук. Вунă ача вĕренекен классем таçта Шупашкар тавралла ларакан ялсенче юлнă пулсан кăна...
    Çапах та, курăмлăрах пултăр тесе, юлашки виçĕ çырав кăтартăвĕсене танлаштарса пăхар-ха: 1989 çулта Раççей Федерацийĕнче 1773 пин (Совет Союзĕнче — 1842 пин) чăваш пурăннă, 2002 çулта Раççейре — 1637 пин,. 2010 çулта — 1435 пин чăваш юлнă. Ĕнтĕ, темле автомат-компьютерпа шутласан та, çулталăк ытла «как пыть, Каринкке, епле тăвас, Емелкке» текелесе пуçа хыçса лăрсан та — Çаманкка пур пĕрех: «Сайралатпăр çав, тăван, сайралатпăр», — тесе юрлать. Çуллен 25 пин çын таран хухса пыратпăр. Тата ытларах чакса кайрăмăр пуль тесе пăшăрханса пурăнаттăм та — тавах Росстата, эпир юлашки 8 çул хушшинче 200 пин чăваша «çеç» çухатрăмăр. Апла пулин те — çĕр хута пуçран «Тилли юррисем» тухмарĕç:

    Элчелем çитре. Куçăм хупăнать.
    Ан тăкăрсам куççулĕ ман çине.
    Чун вырăнне татах чун хушăнать,
    Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене.
    Элчелĕм çитрĕ. Куçăм хупăнать...

    Çапах та йыш чакни вăл — çур инкек кăна-ха Петĕр Хусанкай, ав, «Чун вырăнне татах чун хушăнать» тет. Астурăр-и: «йыш» мар, «чун»! Чунăмăрсем вара пирĕн йышран нумай малтан хухма пуçланă. Хальхи вăхăтра чăваш ăс-тăнĕпе (интеллект) чун-хавалĕ (духовность) çав тери тарăн авăра путнă. Пирĕн пĕр аллă çул ĕнтĕ халăх ăс-хакăлне çĕклесе тăракан, халах ăс-тăнне, халăх чун-хавалне хиврелетсе, хистетсе тăракан интеллектуалсем — наци элити — çук. Паян чăваш интеллигенцийĕ çыххи татăлнă шăпăр пек сапаланса кайнă, тӳпере, ăс-тăнпа чун-хавал тӳпинче, ăна çул кăтартса пыракан çутă çăлтăрсем курăнмаççĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕнчене килнĕ ăслă та хастар çынсем пиртен уйрăлса кайрĕç те — халăхăмăрăн ăс-хакăлпа чун-чĕре пурнăçĕ лĕпĕр! сӳнсе ларчĕ. Хăй вăхăтĕнче Элкер, Хусанкай, Ухсай, Илпек, Турхан йышши улăпсем тавралла хунанă ӳсĕм шанчĕ, чăн çăлтăрсенчен «çăлтăр тусанĕ» кăна тăрса юлчĕ. Ăна та пулин анăçран килнĕ шалкам çумăр лапра ăшне çапса ӳкерчĕ. Чăваш халь — пуçсăр, чунсăр, хевтесĕр йыш. Йыш пур пек те курăнать — пĕтĕмпе 1 435 872 çын. Çапах та юлашки 8 çул хушшинче эпир 12% ытла чакнă. Чеченсем (1 431 360 çын) ура кĕли çине пусма пуçларĕç... Пирĕн демографи лару-тăрăвĕ вăрçă витĕр тухнă чеченсеннинчен те йывăртарах иккен...
    Çырав халăх йышне кăтартса парать. Анчах халăх выльăх мар, ăна пуçпа мар, чунпа шутламапла. Атьăр-ха пуçа ватса пăхар: 1435 пин çын хушшинче чунĕпе чăваш пулса юлнă этем миçе пур-ши?.. Калама та хăрамалла. Эпĕ сĕмленнĕ тăрăх, чăн-чăн чăваш чунлă çын çĕрте те пĕрре тупăнмасть пуль. Халăха нимрен ытла культурăпа чĕлхе тытса тăрать. Пĕрре пăхма — чăвашсем пурте чăвашла калаçатпăр пек. Анчах «пек» кăна çав... Атьăр-ха талккăшпе чăваш пурăнакан пĕр яла кайса пăхар.
    Пĕр 40-50-сенчи çынсенчен тытăнса ял халăхĕ чăвашла калаçать-ха. Çамрăкраххисем, çирĕм-вăтăртисем, вырăсларах перкелешме вĕренсе кайнă. Вăтанаççĕ пирĕн хĕрсемпе каччăсем ашшĕ-амăшĕн чĕлхинчен, йĕрĕнеççĕ... Хăйсенчен хăйсем йĕрĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем авалхи Египетпа Греци культурине пĕлеççĕ. Анчах Рим империне аркатнă гуннсем (хунсем) чăвашсен авалхи тăванĕсем пулнине вĕсене никам та каласа паман. Шкула çӳрекенсем, чăвашла чухлаççĕ пулсан та, калаçмаççĕ. Вĕсене шкулта «линейкăна» тăратса тухсах директор хăй чăвашла калаçма чарнă.
    Пăр виçĕ-тăватă çул каяллах ЮНЕСКО чăваш чĕлхине вилсе пыракан чĕлхесен йышне кĕртнĕччĕ. Ах тур, мĕнле «отпор» патăмăр ун чухне чикĕ леш енчи «тăшмансене». Чисти совет саманинчи пек. «Кураймасăр калаçатăр, вилместпĕр! Никаккуй та, ниппоччем та, нисашту та пĕтместлĕр!» — терĕмĕр. Хамăр вара тĕпел кукринче кăна чăвашла калаçкаласа ларкаларăмăр. Чăваш чĕлхине «патшалăх чĕлхи» текелесе хăлаçлантăмăр та — каллех каялла чакса лартăмăр. Чăваш чĕлхине «Правительство çуртне» кĕме никам та ирĕк памарĕ. Унта мар, хăлтăр-халтăр пĕчĕк пĕр-пĕр предприятие те пырса кĕреймерĕ чăваш чĕлхи.

    Чăваш чĕлхин ĕç талккăшĕ çуллен хĕсĕнсе пырать. Кил хушшинче чăвашла калаçкалатпăр-ха. Анчах лавккана кĕрсен, больницăна кайсан кантурта санпа вырăсла кăна калаçаççĕ. Халь чăваш ялĕсенче чăвашла çырса хунă пĕр хăма татăкĕ кураятпăр-ши? Пирĕн «специалистсем» — учительсем, врачсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем, агрономсем, зоотехниксем, инженерсем... — пурте вырăсла пĕлӳ илнĕ, вĕсемшĕн чăвашла калаçасси чĕр нуша. Çавăнпа кирек ăçта пырсан та сана вырăсла «саламлаççĕ». Хальхи вăхăтра хĕрлĕ пылчăклă çырма тĕпĕнче ларакан «лапра-çĕпре кассисем» те пĕрле пухăнсан вырăсла калаçаççĕ, вырăсла «концерт-монцерт» кураççĕ, вырăсла «танци-манци» ташлаççĕ. Çамрăксем пирки каламалли те çук. Халь чăваш ачисем кăкăр пăрахичченех тĕрлĕ «мульти-пульти» курса ларсах амăшĕн чĕлхинчен малтан Микки Мауспа Симпсонсен чĕлхине вĕренеççĕ, анăç культурипе авăрланса ӳсеççĕ. Шкулта вĕсене вилсе кайса вырăсла вĕрентесшĕн тăрăшаççĕ. Ара, чăвашла виçĕ сăмаха яка та илемлĕ сыпăнтарса калаçма хăнăхман учителе вырăсла вĕрентме канасрах. Каларăм-çке-ха — пирĕн учительсем (чувашеведсемсĕр пуçне) пурте вырăсла пĕлӳ илнĕ. Вăл шутра — «дошкольниксем» те, «начальниксем» те. Шухăшласа пăхăр ĕнтĕ: аслă шкулта йăлт вырăсла вĕреннĕ педагог ачасене чăвашла выляма-кулма, юрлама-ташлама ăçтан вĕрентейтĕр ĕнтĕ? Чăвашла физикăпа математика, биологипе истори терминĕсене нихăçан та илтмен учитель чăваш ачисене хăйĕн предметне мĕнле ăнлантарса парайтăр-ха тата?.. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕ шкулта — пĕччен. Чĕп асси пек пурăнкалать-ха вăл. Ăна — кам ӳркенмест — пырса сăхать. Пурте — директортан тытăнса физкультура учителĕ таранах! — унăн пур-çук сехечĕсене туртса илесшĕн... Вăл вара аппăн-тĕппĕн, хăй пăлнĕ пек, чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ пекки (чăн-чăн кабинетне пĕр шкулта кураймăн) йĕркелет те алăкĕ çине, ялтан юлас мар — тесе, «Кабинет чувашского языка и литературы» тесе вырăсла çырса çакать. Чăвашла çырсан кабинет пек те мар-ха та. Пурте вырăсла çырнă, сумлă!..
    Мĕнле пурăнать чăваш чĕлхи чăваш шкулĕнче — никама та хумхантармасть. Хам ĕмĕрте эпĕ Çутĕç е Вĕрентӳ министерстви чăваш чĕлхи шăпипе кăсăкланнине, тĕрĕслев (каçарăр, «мониторинг» темелле-тĕр халь) пекки ирттернине илтмен. Ытти предметпа ĕçлеме мĕнле ансат: программи, учебникĕ, методики... — йăлт хатĕр, янтă. Йăлтах çӳлтен çуса тăрать. Ним хуйхи те çук! Чăваш чĕлхипе вара — çăрăлса тухма çук чăрмав: программисене тумалла, учебниксем çырмалла, методикине йĕркелемелле, специалистсем хатĕрлемелле... Кусене те чăтма пулать-ха... Анчах пĕр хăрушлăх пур: «чăваш шкулне чăвашлатма пикенсен, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси çине кăшт тимлĕрех пăхма тытăнсан, турă сыхлатăр та, «националист» ятне илтесси те инçе мар. Пĕтрĕ вара карьера!..» Мĕн пурĕ те пукан çине вăхăтлăха хăпарса ларнă чиновниксем «национализм мĕлкинчен» шикленсе пурăннине пула — чăваш шкулĕнче чăваш чĕлхине шăпăр шăтăкне хĕссе лартрăмăр та ĕнтĕ. Шиклĕ çак туйăм, вăйран вăкăр тухасран хăраса ларасси, шĕкĕр хуламăр кабинечĕсенчен ялти шкул директорĕсем патне те çитнĕ.
    Путишле япала каласа кăтартам-ха. Иртнĕ çулла Казахстанран килнĕ делегацие ялти шкула илсе кайрăмăр. (Ял ятне каламăп, мĕншĕн тесен лару-тăру пур шкулта та пĕрешкел). Директор хăнасене шкул кăтартса çаврăнчĕ те, вĕсенчен пĕри ăнсăртран тенĕ пек: «Сирĕн кунта камсем вĕренеççĕ вара?» — тесе ыйтрĕ. Директор çухалса каймарĕ: «Чăваш ачисем, пĕтĕмпех чăваш ачисем... Чăвашла пĕлменнисем пурĕ те виç ача кăна», — терĕ. «Апла пулсан ăçта кунта сирĕн чăваш чĕлхи?» — ыйтрĕç хăнасем. «Чăваш чĕлхи-и, — чĕвĕлтетрĕ директор, — пур чăваш чăлхи пирĕн. Ав унта, алăкран кĕнĕ çĕре çырса хунă...» Ĕненмесĕр тухсах пăхрăм: «Ырă сунса кĕтетпĕр!»
    Çакă пулать-и вара вăл — чăваш сăмахĕ? Çапса пăрахăр та мана, эпĕ ĕмĕрте те чăваш «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенине илтмен... Никама та нимĕн те каламан пушă çак сăмахсене эпир кашни «кантур» алăкĕ çинех çырса çакнă. Никам та шухăшласа пăхман-и: мĕншĕн пĕр шкул алăкĕ çине те «Хапăл тăватпăр!» е «Килĕрех!» тесе çырса хуман? Мĕншĕн тесен пирте чун çук! Ячĕшĕн ĕçлетпĕр, ячĕшĕн пурăнатпăр. Такамран хăраса, вăтанса, йăпшăнса...

    Эпир апла мĕскĕн халăх пулман-çке.
    Ĕлĕк ваттисем кĕрекере:
    Асаттесем атлас тăхăннă,
    Арки-çанни çĕртен сĕтĕрĕннĕ, —

    тесе юрлатчĕç. Вăл кăна-и? Пирĕн мăн асаттесем пĕтĕм Еврази çеçенхирĕсене пин çул хушши хăйсен аллинче тытса тăнă. Пирĕн эрăчченхи V ĕмĕртен тытăнса пирĕн эрăри V ĕмĕрччен вĕсем тухăçра Пысăк Хинган тăвĕсенчен тытăнса анăçра Карпат тăвĕсем таран хуçаланнă. Хĕвелтухăç Европăра вĕсем XIII ĕмĕрте монголсем килсе тухичченех патшалăх тытса пурăннă. Мĕншĕн пĕлместпĕр эпир çакна? Мĕншĕн ачасене вĕрентместпер хамăрăн чаплă историе?
    Истори вăл — этемлĕх ăс-хакăлĕпе (идея) чун-хавалĕн (дух) аталану çул-йĕрĕ. Пурнăç аталанăвĕ нимрен малтан ăс-хакăлпа чун-хавалĕнчен килет.

    Чун-хавалĕ хавшасан пурнăç та хуллен-хуллен, майĕпен чарăнса лăрать: патшалăхсем саланса каяççĕ, халăхсем пĕтсе пыраççĕ. Вĕсен тĕсне çухатнă ячĕсем кăна асра-тĕсре пил çине килеççĕ... Ăс-хакăла пула кăна матери чунли те, чунсăрри те — пурнăçра хăйĕн вырăнне тупать. Халăх ăс-хакăлĕ — этемлĕх историне аталантарса пыракан пĕртен пĕр хăват. Этемлĕх пурнăçĕнче пулса иртекен япаласем пурте этем ăс-хакăлĕнчен тĕвĕленсе тухаççĕ. Тĕнчене кисрентерекен вăрçăсем... Куçпа виçсе илме çук хуласем... Тĕнче тытма талпăнакан патшалăхсем... Тĕнче уçлăхне шăтарса çӳрекен çĕмрен-карапсем... Пурте вĕсем этем ăс-хакăлĕнчен тĕвĕленсе тухнă...
    Ăс-хакăлпа чун хавалне катертсен тĕнчере хускалмасăр выртакан вилĕ матери кăна юлать.
    Акă эпир тахçан-авал пурăннă аслă çынсем çинчен калаçатпăр. Çут тĕнчене çавăрса илнĕ çар пуçĕсене аса илетпĕр. Тĕнчери чи чаплă палăксене асăнса тухатпăр... Кирек те мĕн çинчен сăмах-юмах тапратсан та эпир чи малтан этем ăс-хакăлĕ мĕн тума пултарни çинчен калаçса каятпăр. Мĕншĕн тесен ăс-хакăл кăна этемлĕх кун-çулĕнче пулса иртнĕ япаласен хроникине сăлтавласа кăтартма пултарать. Этем ăс-хакăлĕпе этем чун хавалĕ ĕмĕртен ĕмĕре, ламран лама мĕнле улшăнса пынине ăнланса илсен кăна эпир тĕнче тытăмне, этемлĕх аталанăвĕн сăлтавĕ-тĕллевĕсене ăнланма пуçлатпăр. Вилĕ материе чун вĕрсе кĕртекĕн хăват вăл — этем ăс-хакăлĕпе этем чун хавалĕ!
    Халăхăн чун хавалĕ сӳнсен — çав халăх тĕнчерен çухалать, халăх вилет. Таçта хут çинче е çĕр кăкри çинче унăн ячĕ юлма пултарать-ха. Пур-çке-ха Çĕпĕрте, Тюмень таврашĕнче, Чăваш сăмсахĕ... Анчах халăх чунĕ юлмасть, халăх чунĕ çухалать. Вăл йăлт улшăнса каять те урăх халăх чунĕпе хутшăнса, урăх культура чунĕнче ирĕлсе хухать.
    Халăх йышĕ тĕп икĕ сăлтава пула йăшма тытăнать: е вилекен йышĕ çуралакан йышĕнчен иртсе кайнине пула (депопуляция), е халăх хăйĕн сăн- сăпатне, культура пуянлăхĕсене çухатса пынине пула (деэтнизация). Паян чăваш пурнăçĕнче икĕ çак фактор та пĕрле ĕçлет.Депопуляци ытла хăрушă япалах мар. Лару-тăру улшăннă май çуралакан ача йышĕ татах ӳсме пултарать. Деэтнизаци процесĕсене каялла тавăрма шутсăр йывăр. Паян пирĕн халăхăн 99 проценчĕ чăваш культурине пачах пĕлмест. Çакна эпĕ паянхи «чăваш культури» мĕнле аталанса пынине курса калатăп, «Чăваш энциклопедийĕнчи» статьясене кăна пăхса тухăр. Чăваш халăх культури пирки çырнă кашни статьяра çурриех мар пулсан та чĕрĕкĕ — суя. Наци культури пирки тухнă кĕнекесене пурне те вуласа пыма тăрăшатăп. Юлашки 20-30 çул хушшинче халăх культури çинчен çырнă ĕçсенче суялăх тӳпи геометри профессийĕпе ӳссе пырать. Хальхи вăхăтра чăваш культурине тĕрĕс çырса кăтартма пултарахан виçĕ çынна кăна пĕлетĕп: пĕри — Самарта пурăнакан Екатерина Ягафова, тепри — Ĕпхӳре ĕçлесе тăракан Игорь Петров. Шупашкарта чăваш халăх кĕвви-çеммине тĕпчекен чаплă специалист Михаил Кондратьев пур. Каçарăр та, пил çине урăх ят килмест.
    Ĕлĕк чăвашсем ăнăçсăр пулса пыракан ĕç пирки «кам мĕнле пĕлет — çапла тăвать» тетчĕç, халь вара «кам мĕнле пĕлмест — çапла тăвать» тесен тĕрĕсрех пулассăн туйăнать. Халь никам та пĕлесшĕн мар, пурте вĕрентесшĕн кăна. Чăннипе каласан, пирĕнте чăваш чунĕ юлмарĕ.
    Пире халь ăс-хакăл та, чун хавалĕ те кирлĕ мар, пире халь мул пар. Эпир халь «çăткăнсен (потребительсен) обществине» кĕрсе ӳкнĕ те — пурте çуллă çисе тутлă какăрасшăн хаччаланса çӳретпĕр. Пире материалистсем пулма вĕрентсе ӳстернĕ. Астăватăр пуль: «пурнăç ăс-хакăла тыткалать» («бытие определяет сознание»), «малтан матери пулнă» («материя первична») тенисене? Анчах мана вунçиччĕри каччă çырнă «Нарспи» поэмăн философийĕ тĕрĕсрех пек туйăнать.
    Матери, хамран хушса калатăп, чунсăр матери, пĕрремĕшле физика тĕлĕшĕнчен япала тесе вĕрентекенсем тĕрĕсех пуль-ха та вĕсем. Анчах чунсăр выртакан вилĕ япала пин çул выртсан та мĕнле пулнă — çапла хальлĕнех юлать. Чул арканса тусана çаврăнать пуль-ха та, анчах матери хăй хальлĕнех юлать. Материе аталанма чун кирлĕ. Материе чун кĕртекен хăват — этем ăс-хакăлĕ! Философи тĕлĕшĕнчен пăхсан этемлĕх пурнăçĕнче, историре, пĕрремĕш вырăнта япала (чунсăр матери) мар, ăс-хакăлпа (интеллектла) чун хавалĕ (духовность) тăраççĕ. Çакна ăнланса илеймерĕмĕр пулсан пирен ĕмĕр кĕске!
    Ăс-хакăл — истори урапине чуптаракан пĕртен пĕр хăват. Этемлĕх историйĕнчи чи аслă событисем пурте çын пуçĕнче тĕвĕленнĕ шухăшран пуçланнă.

    Чингисханăн тĕнчене çавăрса илмелĕх пурлăхĕ те, халăхĕ те пулман. Анчах та унăн ăс-хакăлĕ, чун хавалĕ, чарусăр ĕмĕчĕ пулнă.

    Большевиксем 1917 çулччен никамах та пĕлмен-туман пĕчĕк ушкăн кăна пулнă. Анчах та патшалăх тытакан пулас килнĕрен вĕсем коммунизм интернационалĕ туса хума хевте çитернĕ, тĕнче историне урăх çулпа кустарса яма пултарнă.
    Эпир пурте истори юхăмĕн пĕчĕкçĕ пайĕ. Пире «истори хăйĕн обьективлă саккунĕсене пăхăнса аталанать» тесе вĕрентнĕ. Анчах та истори хăй пайăр çыннăн хăватлă чун хавалĕпе ăс-хакăлĕ пурнăç юхăмĕн çулне тĕпрен улăштарса яма пултарнине кăтартать.
    Эпир темшĕн пирĕн шăпа, пирĕн пуласлăх ку саманари вăйлă, пуян çынсенчен килет тесе шухăшлатпăр. Пирĕн пуçа çапла минретнĕ.
    Чăннипе вара халăх шăпи, пирĕн пуласлăх çивĕч ăслă, çирĕп чун-хаваллă хастар çынсенчен килет.
    Халăхăмăра упраса хăварас тетпĕр пулсан пире çивĕч ăс-хакăллă, çирĕп чун-хаваллă, халăх пурнăçне тĕпрен улăштарса яма хатĕр вĕри юнлă çынсем кирлĕ. Анчах çакă кăна çителĕксĕр. Халахра хастар çынсен ăс-хакăлне çĕклеме кар тăракан сий пулсан кăна халăхăн пĕрлĕхлĕ ăс-хакăлĕ (коллективное сознание) тĕпрен улшăнма пултарать.
    Чăваш халăхĕн истори арени çинчи паянхи синкерлĕ вырăнĕ пире йывăр çак ыйтăва кун йĕркине кăларма хистет.
    Этем ăс-хакăлĕ виçĕ япала çинче никĕсленсе тăрать. Пĕрремĕшĕ — тавралăх (пространство), иккĕмĕшĕ — вăхăт, виççĕмĕшĕ — япала (материя). Эпир кашни япала хăй еккипе, хăйне хăй аталанать тесе шухăшлатпăр. Тĕрĕсрех каласан пире çапла вĕрентнĕ.
    Анчах та пурнăç — япала мар, пурнăç вăл япала (матери) ăшĕнче пурăнакан чун хавалĕ. Шăпах куçа курăнман чун хавалне ламран лама аталантарса пырсан кăна этемлĕх çутçанталăк умĕнчи хăйĕн тĕп тĕллевне пурнăçлать.
    Эпир хальхи саманара пурте пурлăх çине тăрăнтăмăр — укçаран пуçне урăх нимĕн те курмастпăр. Анчах та, шухăшласа пăхăр-ха, — экономика, техника, технологи, пурлăх, машинăсемпе приборсем — этемлĕх чун хавалĕн шайне тултан кăтартса тăракан япаласем кăна-çке вĕсем.
    Чун хавалĕн хакне нимĕнле укçа-тенкĕпе те, нимĕнле мулпа та шайлаштарса кăтартма çук, анчах та этемлĕх ăс-хакăлĕпе чун хавалĕн аталаннă шайне, ӳсĕм шайне япалан (материн) тавралăхпа вăхăт талккăшĕнчи вырăнĕ лайăх кăтартса парать.
    Пирĕн чăваш чун хавалĕпе ăс-хакăлĕ юлашки вăхăтра мăншĕн хавшаса пынинĕ ăнланма тăрăшмалла. Халăхăн ăс-хакăлĕпе чун хавалĕн шайĕ, тĕрлĕ сăлтава пула, халăх йышĕ, экономики, культури аталанăвĕнчен уйрăм аталанса пырать.
    Халăха тытса тăракан шăнăр вăл — культура (этеплĕх). Чĕлхе — этеплĕхĕн пĕр пайĕ кăна. Чăваш культурине илес пулсан — унта лару-тăру тата йывăртарах. Хурлăхлă 1937 çул хыççăн наци культурипе ĕçлеме пачах пăрахнă, искусствăсене аталантарма пуçланă. Анчах культурăпа искусство — пĕр япала мар. Культура вăл — пурнăç шайĕнчи япала, кулленхи пурнăç илемĕ, кашни çын кашни кун тĕл пулакан япала. Искусство — ятарласа уйласа кăларнă япала, унпа ĕмĕртен уйрăм çынсем, аристократсем кăна айкашнă.
    Ватăрах çынсем астăваççĕ пуль: ĕлĕк кашни сцена çамки çине шит тăршшĕ сас паллисемпе «Искусство принадлежит народу» тесе çырса çакатчĕç. Витĕр суя лозунг. Совет саманинче искусствăсем халăх ăсне минретмелли вăйлă идеологи хатĕрĕ пулнă. Кулленхи пурнăçпа уйрăлми тачă çыхăнса тăракан культурăна çĕнĕ идеологи лавне кӳлме май килмен. Наци культури — хăй еккипе аталанакан япала. Çĕнĕ идеологие халăх хушшине сарас тĕлĕшпе искусствăсем меллĕ хатĕр пулнă. Культурăна мĕнле килчĕ çапла улăштарма çук. Искусство вара пачах урăхла япала — ăна темĕнле те çăрса унама пулать: ĕнер политбюро членĕсен сăнĕсене ӳкернĕ художник паян чиркӳре çветтуйсене сăрлать. Ĕнер «Слава КПСС» тесе кĕвĕленĕ поэт паян Маркспа Ленин çине сурать... Çакă вăл пирĕн «искусство».
    Наци культури халăхшăн çăкăр пек, сывлăш пек куллен кирлĕ япала. Культура çухалсан — халăх та çухалать. Искусство тени халăхшăн — те пур вăл, те çук. Авă, художниксен картинисене галерейăсене хупса хунă та — халăха хăнк та мар. Выставкăсене пĕтĕмпе пĕр икçĕр-виççĕр çын пырать-и... Халăхăн 90 проценчĕ Н.Карачарсковпа Н.Овчинников ятне илтмесĕрех ĕмĕрне ĕмĕрлет.
    Халь, атьăр-ха, шухăшласа пăхар, мĕн ĕçлетпĕр культура анинче? Халăха культура çимĕçе вырăнне «искусственнă» унаса тунă япаласемпе тăрантарса пурăнатпăр. Сăнарлăрах каласан акă мĕн пулса тухать. Халăх: «Хырăм выçрĕ, çăкăр çисе пăхасчĕ», — тет. «Культура» хуçисем ăна çуллă сăрăпа ӳкернĕ «Çăкăр» картина тыттараççĕ, çăкăр çинчен юрă (гимн, оратори...) юрласа параççĕ, «Хура çăкăр» ятлă спектакль кăтартаççĕ... Кирлĕ пулсан, «Пиçмен пашалу» ятлă опера, балет, мюзикл лартса пама та пултараççĕ... Хисепсĕр укçа-тенкĕ кăларса тăкатпăр, томĕ-томĕпе отчет çыратпăр... Халăхĕ çавах выçă юлать...
    Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха?
    Мĕншĕн тесен отчетшăн, Мускавшăн ĕçлетпĕр. Астăватăр пуль-ха: пирĕн искусство ĕçченĕсем тĕп хулана кайса «культура кунĕсем» ирттеретчĕç те хисеплĕ ятсем илсе таврăнатчĕç. Халăх вара вĕсен «тава тивĕçлĕ ĕçĕсене» пĕлмесĕрех юлатчĕ.
    Кĕскен каласан — «культура отраслĕнче» «чанашăн» (галочкăшăн) ĕçлетпĕр. Çакна эпĕ хамăн пурнăçăмра тахçанах курса ĕненнĕ. Ун чухне ялти клубра ĕçлеттĕм. Районти культура пайне чĕнсе илчĕç. Шупашкартан хушу килнĕ иккен: виçĕ кунран Кӳкеçре драма коллективĕсен смотрĕ пулать, районăн хутшăнмалла. Тĕрлĕ ялтан пуçтарнă клуб пуçлăхĕсемпе виçĕ хут репетици пекки тукаларăмăр. Ирхине смотра тухса каймалла. Культура керменĕн директорĕ: «Каймастпăр. Намăс курса пĕтетпĕр», — тет. Культура пайĕн пуçлăхĕ: «Каятпăр! Галочка пулать», — тет. Кайрăмăр та килтĕмĕр, «чанине» те тытрăмăр, «халăх театрĕ» те пулса тăтăмăр... Ячĕ паян та пур, «театрĕ» кăна çук. Çак пĕчĕк «камитре» «Культурăн» çитмĕл пилĕк çулхи ĕç-хĕлĕ куççуль тумламĕ çинчи пек витĕр курăнса тăрать.
    Пирĕн темĕн те пур. Чăннипе вара — нимĕн те çук.
    Пирĕн «Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ» пур. Ячĕ кăна мĕне тăрать. Кĕç-вĕç (2014 ç.) 90 çул тултарать. Анчах та тĕнче касса çӳрекен юрăпа ташă ансамблĕн репертуарĕнче хăçантанпа ĕнтĕ чăн чăваш юрри (чăваш музыка чĕлхипе çырнă юрă) илтĕнмест. Ташши пирки каламалли те çук. Ансамбль историйĕнче чăн-чăн чăваш ташшине курса ӳснĕ хореограф нихăçан та пулман, ташăсене ялан ютран килне «варягсем» лартнă. Темшĕн пирĕн академи ансамблĕ 80 çул хушшинче те «академически» наци çипуçĕ çĕлесе тăхăнаймасть. Е чăваш халăхĕн тумтир культури çав тери чухăн-ши?
    Мĕн чăрмантарать-ши пире чăваш халăх музыка инструменчĕсен (шăпăрçăсен, сăрнайçăсен, кĕслеçĕсен...) ансамблĕ йĕркелеме?.. Шыракан пин сăлтав та тупать: инструментсем çук, ăстасем çук, итлекен çук... Чи пысăк сăлтав — мехел (возможность) çук, укçа çук...
    Чăннипе вара — кăмăл (воля) çук. Шотландсем, ав, сăрнайçăсенчен çар оркестрĕ туса хунă... Пирĕн — укçа çук (е çĕр тĕслĕ урăх сăлтав).
    Оперăпа балет театрĕ тытма укçа пур. «Уяв» ансамбль валли кĕтес тупма мехел çук. Чăваш юррисем çыракан композиторсем хатĕрлеме мĕн çитмест? Чăваш хореографĕсем хатĕрлеме мĕн чăрмантарать? Мĕншĕн республикăри 5-6 театр валли пьеса çырма драматургсем çук? Мĕншĕн чăваш литератури куç умĕнчех вилсе выртрĕ? Мĕншĕн Шупашкара чăваш сăнĕ кĕртейместпĕр? Мĕншĕн культура вучахĕ-сем кирлĕ пек ĕçлемеççĕ? Мĕншĕн пĕр культура керменĕнче те наци культурин архивĕ (тумтир, йăла-йĕрке, юрă-ташă, вăйăсем т.ыт.те) çук? Мĕншĕн культурăпа искусствăсен институтĕнче чăваш культури валли вырăн çук?.. Мехел çитмест-и?
    Атьăр-ха — шухăшласа пăхар: кирлех-и чăваш халăхне оперăпа балет театрĕ? Миçе çын çӳрет çав театра? Хальхи вăхăтра эпир тĕнче классики пулса тăнă оперăсемпе балетсене килтен тухмасăрах курма пултаратпăр. Тен, хамăр ушкăнпа шывак опера лартиччен пысăк театрсенчи труппăсене гастроле чĕнсе килнин пайти ытларах пулĕ, йӳнерех те ларĕ. Тен, халăх чун-хавалне упраса хăварма пире этнографи театрĕ кирлĕрех? Мĕншĕн тутарсем тахçанах этнографи туризмĕ аталантарма пуçланă, эпир вара хăнк та çук? Малашне мĕн ĕçлесе пурăнас тетпĕр? Пирĕн мул çĕр айĕнче мар, пирĕн пуянлăх — чунра! Чăваш халăхĕн пин-пин çул хушши пухăнса пынă ăс-хакăл культурин вăйĕ пирки эпир тĕлленместпĕр те. Халăх йăли-йĕркипе юрри-ташши, çине тăрсан, республика бюджетне нефть шăтăкĕсенчен те нумайрах укçа-тенкĕ пама пултараççĕ. Пирĕн пек пĕчĕк патшалăхсем тĕнчере тахçанах туризм аталантарса пуяççĕ. Этнографи туризмĕ, пĕр енчен, республика чысне (имиджне) тĕнчене кăтартакан япала пулса тăма тивĕç, тепĕр енчен, вăл халăхпа унăн ăс-хакăл культурине тăкаксăр чĕртсе тăратмалли инструмент. Эпир ылтăн çинче утса çӳретпĕр, хамăр çавна курмастпăр. Тĕнчере халăхсене ракетăсемпе танксен йышĕшĕн мар, культура шайне кура хисеплеççĕ. Юрă-ташă чĕлхине пур халăх та тăлмачсăрах ăнланать.
    Мĕншĕн эпир халăхăмăра 60-70 çул хушши ют культура çимĕçĕпе тăрантса усратпăр? Ăна часрах тĕнче «культуринче» ирĕлтерсе ярас тетпĕр-и?.. Пĕлетĕр-и: Китай саккунĕ тăрăх — çулталăкра ют çĕршывра ӳкернĕ 16 фильм çеç туянма юрать. Ытти — йăлтах хăйсен. «Мĕншĕн ют кинофильмсене çав хатер юратмастăр вара эсир?» — тесе ыйтатăп та — чăрр! пăхаççĕ. — «Эпир хамăр культурăна çухатасран хăратпăр», — теççĕ. Шухăшласа пăхăр-ха: тĕнчери пĕтĕм халăх йышĕн пилĕк пайĕнчен пĕрне йышăнса тăракан миллиард çурăллă китайсем хăйсен культурине çухатасран шикленеççĕ... Эпир мĕн ĕçлетпĕр? Калăр-ха мана, тархасшăн, Шупашкарта çулталăк тăршшĕпе чăлт чăвашла концерт миçе пулать? Республикăра? Эпĕ ун пекки курман. Пирĕн пурте «вырăсла хурса, чăвашла çăрса». Е тепĕр май... Пайти çавах — чăваша ирĕлтеретпĕр. Халь калăр-ха: кам айăплă чăваш пĕтсе пынăшăн? Е татах мехел çитмест-и?
    «Культура» каналпа «Вся Россия» фольклор уявĕнче ӳкернĕ передачăсен ярăмне пăхса ларатăп. Раççейри пур-пур халăх пур те пур, 15 пинлĕ чукчасем таранах. Калмăк ташши халь те куç умĕнчех. Виççĕн кăна ташларĕç. Сехет пек!.. Пирĕн ташша пĕлекен виçĕ чăваш та юлмарĕ пулас. Эх, Мулла Генипе Саккам Ваççиччĕ кунта», — тесе лартăм вара. Питĕм пиçрĕ.
    Мĕншĕн «Раççей çăлкуçĕсене» çуллен Шупашкарта таптарма мехел çитеретпĕр, çав вăхăтрах хамăр республикăмăрта тĕнче умне хăвармалăх пĕр-икĕ фольклор ушкăнĕ те пулин хатĕрлеме мехел çитерейместпĕр? Мĕншĕн библиотека умĕнчен театра çити «шестви» йĕркелеме Мускав режиссерĕсене чĕнсе килме пултаратпăр, анчах хамăр специалистсене çитĕнтерме мехел çитерейместпĕр?
    Мĕншĕн хулара çуралнă ачасем чăваш пулса ӳсеймеççĕ? Хулара 60 ытла процент чăваш пурăнать. Мĕншĕн вĕсен ыйтăвĕсене никам та асăрхасшăн мар? Мĕншĕн пирĕн район центрĕсенче те чăваш ачисем валли садиксем çук? Мĕншĕн чăваш ялĕсене радиопа телекурав сасси çитмест? Мĕншĕн телекурав передачисенче чăваш историйĕ, культури, чĕлхи çинчен, чăвашлăха сыхлас ыйтусем тавра передачăсем çук? Мĕншĕн наци телекуравĕнче кăларăмсем вырăсла?
    Кăçал пирĕн патшалăх уявĕ — Чăваш чĕлхин кунĕ — нумай та мар, сахал та мар, шăп çирĕм çул тултарать. Çирĕм çул ĕнтĕ çак кун И.Я. Яковлев палăкĕ патне пухăнкалатпăр, лăкăр-лăкăр калаçкалатпăр (хамăра кăтартмалăх), кĕвĕсĕр авăн çапнă пек шĕпĕр-шĕпĕр алă çупкалатпăр та саланатпăр. Патшалăх уявĕ çакă пулать-ши вара? Элле, пирĕн патшалăх органĕсен, чĕлхе шăпипе тӳрремĕнех çыхăннă министерствăсемпе учрежденисен хевти çапла хавшак-ши? Е вĕсем патшалăх уявĕ çине те алă кăна сулаççĕ-и?.. Отчетра «чана чĕппи» лартмалăх вĕрентӳпе культура министерствисенчен хут çине çырнисене вулама пĕрер çын яраççĕ те — пулчĕ те патшалăх уявĕ! Пырать пире — чăваша... Хулара мĕн чухлĕ вĕрентӳ заведенийĕ, мĕн чухлĕ культура учрежденийĕ... Ăçта вĕсен сасси? Нивушлĕ министерствăсенче ĕçлекенсене Чăваш чĕлхи кунĕн пĕтĕмĕшле сценарине хатĕрлеме çирĕм çул та çитмен? Патшалăх уявĕ тетпĕр пулсан, ăна пĕтĕм халăхпа ирттересчĕ, тăван чĕлхене хӳтĕлеме, упрама, сыхлама, аталантарма кашни çынна кар тăратасчĕ те çав... Ăçта ĕнтĕ пире.
    Кунашкал ыйтусем умлă-хыçлă сыпăнса пыраççĕ, тулă чусти пек татăлмасăр тăсăлаççĕ... Çакă вăл йăлтах республикăмăрти наци политики çуккинчен, çавна пула эпир наци ыйтăвĕсене тĕпрен юхăнтарса янинчен килет. Ку — тарăна кайнă чир. Вăл уйрăмах Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ «национализма хирĕç хĕртнĕ пăшатанпа çапăçнă» вăхăтра тарăна кайрĕ. Пĕрремĕш Президента суйланă чухне эпир пурте вăл наци политики туса хурасса кĕтрĕмĕр, анчах кĕтсе илеймерĕмĕр. Малараха кайса пăхсан та республикăмăр историйĕнче чăваш халăхĕн шăпишĕн хыпса-çунса ĕçленĕ пуçлăхсене асăнма пултараймастăп.
    Кирек мĕнле патшалăх тытăмĕн пĕрремĕш тĕп тивĕçĕ вăл — хăй халăхне сыхласа хăварасси. Ку ĕмĕртен çапла пулнă. Патшалăх институчĕсене халăхсем хăйсене сыхлама шутласа тупнă. Ваттисем ĕлĕкрен çапла каланă: «Чĕлхе пур чухне халăх пур, халăх пур чухне çĕршыв пур, çĕршыв пур чухне патшалăх пур, патшалăх пур чухне пăхăт пăхан та пур». Халь эпир «пăхăт пăхан» кам пулнине те манса кайрăмăр курăнать. Ĕлĕк чăвашсем патшалăх тытакана «пăхăт пăхан» тенĕ. Урăхларах каласан, патшана, эппин, е президент. Халь ваттисем вĕрентсе хăварнине паянхи лару-тăрупа çураçтарса пăхар: «Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет, халăх пĕтсен президент та пĕтет».

    Элчелĕм çитрĕ, куçăм хупăнать.
    Пур ĕмĕт те пĕр харăс сыпăнать,
    Мĕн шырани йăлтах халь тупăнать,
    Йăлт ывăç тăприне вăл пухăнать.
    Элчелĕм çитрĕ. Куçăм хупăнать.

    Çапах та... Çапах та... «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене...» Чăваш чунĕ чул хушшине хĕсĕнкелесе те пулин пурăннă чухне патшалăх умĕнче тăракан пăхăт пăхан çынсенчен тулли курка тытса, асăнса, тайăлса пехил ыйтас кăмăлăм пур.
    Атьăр-ха, чăваш тĕнчи йăлт пушансах юличчен халăхăмăра упраса хăварас тесе ырă ĕçсем пуçласа ярар. Малтанлăха, калăпăр, республикăмăр Пуçĕ (Пуçлăхĕ) çумĕнче, кӳршĕсене кура, наци политикин департаменчĕ йĕркелер, наци политикишĕн тӳрремĕнех яваплă министерствăсене çав департамента пăхăнтарар. Вара чăваш халăхне, унăн культурине, чĕлхине упраса усрас тата аталантарас тĕлĕшпе тумалли пысăк ĕçсен кĕрет планне йĕркелер те çав планпа пурăнма тытăнар.
    Çитет пуле хаклă ĕмĕрсене «чанасемшĕн» ĕçлесе сая ярса пурăннипе.
    Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Чăваш Республики те, Раççей те темскĕрле «наци идейи» шыраса нушаланать. Чăннипе наци идейи шутсăр ансат: халăхăмăра упрар! Тата мĕнле наци идейи пулма пултарать? Кунтан та аслăрах, ырăрах, хăватлăрах, сăваплăрах идея пулма пултарать-и вара? Тата мĕнле идея пĕтĕм халăха хăй тавралла çавăрса тытма пултарать?
    Эй, чăвашсем: хура халăхпа ертӳçĕсем, хуçасемпе ĕç çыннисем! Халăхăмăра упрар!
    Манран килес пулсан — эпĕ çак сăмахсене республикăмăрăн тĕп символĕсем çине ылтăнпах çырса хунă пулăттăм.
    Халăхăмăра упрар!

    Николай Егоров, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ
    «Хыпар», 2012, пуш, 21-22.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1346 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    1 Migulaj   (22.04.2012 13:06) [Материал]
    Вара çак «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Лекçей мар-и ха кам ытларикуна - ытлари кун тесе çырма вĕрентекенни? Кам Турă панă илемлĕ чăваш чĕлхине пăсса вырăса кăларать. Эпĕ кунта тахçан çырнăччĕ. Халĕ тепĕр хут кăларса хуратăп.
    Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:

    1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
    2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
    3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
    4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
    5. Чăвашсен инçекуравне (television), радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
    6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.

    Эпĕ ĕçре час-часах Швеци, Анатри çĕршыв (Kingdom of the Netherlands) çыннисемпе тĕл пулса калаçатăп. Вĕсем хăйсем нумай чĕлхепе калаçаççĕ, анчах та чи мала вĕсем тăван чĕлхене хураççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене пĕлменскерсене çын вырăнне хурса шутламаççĕ. Тăван чĕлхене пĕлменни вĕсемшĕн чи пысăк çылăх шутланать.

    2 Аида   (22.04.2012 19:15) [Материал]
    Кун ячесене прле сьирмалла.. Атол лешь енчисем йхсень чльхине, тньне кусярма торошась чваша, улоштарно сявонпа -всень смахесене кртьсе тутрлатма - хйсен вырссенче артистсем, юрлакансем..- весене пула малалла туртонась. Чваш пирки асонмассе В.Б. пирки сирно чух - сутно весене чваш хй историне. Шутлр аванрах -кама кирле чваш чльхи птьни, чваш эмер тарсё пулни. Осьта пулатче чваш чльхи? Кам сюмонче вл сёлонно? Чваш сёрё осьта юлно? Чльхе те унтах птетче тахсянах. СьЛа ан сурор -шиве кирле пуле татах. Чльхепе сьемсе сарассе -выртма хыто пулё. Кам урапи сине лартасшн халха? Халх смахе: ?! - барин, р -кучер, ч -лошадь.
    Чваш ачисем выросла пльни англ. пльме - малалла аталанма пулошать - Эстонинче чвашсем пур, юнашар Псков сересем пуш, хорамалла мар вырсла пльме -халхн сер сахал.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)