Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 22:27
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 13 » Интернетра “Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕ” портал уçнă
    Интернетра “Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕ” портал уçнă
    22:18
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Интернетра "Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕ” портала уçнă. Сайт адресĕ — www.perepis-2010 ru. Тĕп страницăра Раççейĕн кашни çыннине чĕнсе каланă: "Çырав — çĕр-шывăн коллективлă портречĕ. Сирĕнсĕр ку ÿкерчĕк тулли пулмасть. Çырава хутшăнăр, ку пачах йывăр мар”.
    Порталăн тытăмĕ питех те ансат, çавăнпа интернетпа пуçласа усă куракан та çырав çинчен мĕн пĕлес килнине тупать. "Çĕнĕ хыпар” ("Новости”) рубрикăри материалсем тăтăшах çĕнелсе тăраççĕ. Унсăр пуçне çыравăн саккун никĕсĕ тата программи çинчен тулли информаци илме пулать, иртекен мероприятисен анонсĕпе отчечĕ, тĕрлĕ справка материалĕсем, Раççейри тата СССРти халăх çыравĕсен историйĕ çинчен калакан интереслĕ фактсем, çыравсен чикĕ леш енчи опычĕ вырăн тупнă.
    "Ыйтусем тата хуравсем” рубрикăра интернетпа усă куракансем çырав хучĕн содержанийĕпе малтанах паллашма, илнĕ кăтартусен вăрттăнлăхне сыхлани пирки пĕлме пултараççĕ. "Çырав тата харпăр хăй хăрушсăрлă-хĕ” пая ятарласа харпăр хăй кăтартăвĕсем урăх алла лекессинчен хăрани вырăнсăр пулнине кăтартма тунă. Кунтах çыравпа час-часах паракан ыйтусене хуравлаççĕ: çырав мĕн тума кирлĕ, ăна миçе çулта пĕрре ирттереççĕ, çырав хучĕн анкетине тултарма мĕн чухлĕ вăхăт каять.
    "Халăх сасси” пайра социаллă ыйтăмсен (опрос) граждансем çырав çинчен пĕлни тата унта хутшăнма хатĕр пулни пирки калакан кăтартăвĕсене пичетлеççĕ. Портала кĕрекенсем форума хутшăнма тата çыравпа çыхăннă ыйтусемпе хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. "Усăллă илсе кăтартнисем” пайра Росстатăн территорисенчи мĕн пур органĕсен адресĕсене пухнă. Малалла сайтра çырав темипе "флеш” технологипе усă курса интерактивлă компьютер вăййисене хатĕрлесе вырнаçтарĕç, викторинăсем тата ытти мероприятисем те пулĕç. Ытти Интернет-ресурсемпе усă курса çĕнĕ хыпарсене пĕлĕç. Сайтрах аудио тата видеоматериалсене итлеме тата курма пултарĕç, кирлĕ пулсан копи туса илме те май пулĕ. Çырав пирки ыйту çуралсан, сайт адресĕпе çыру çырма е форумра хăйсен шухăшне хăварма пултарĕç.
    Аса илтеретпĕр, унчченхи çырав 2002 çулта пулнă. Иртнĕ сакăр çулта Раççейре интернетпа усă куракансен шучĕ чылай ÿснĕ, çавăнпа çырава йĕркелекенсем ăнлантару ĕçне интернет-ресурспа туса пырассине те манăçа хăвармаççĕ. Федераллă "Çырав” пресс-центрĕн официаллă perepis-2010. livejournal. com блогĕ ĕçлет, "Новости” информаци агенствин сайтĕнче http://www. rian. ru/ trend /population_census_ 12112009/ ятарлă рубрика уçнă.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 915 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.0/24 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)