Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 20:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çу » 23 » Çимĕке тĕрĕс ирттерер!
    Çимĕке тĕрĕс ирттерер!
    09:49
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Троица умĕнхи виллисен кунĕ (çимĕк) Христос çÿле çĕкленсен 9-мĕш кунне тухать. Çак кун çăлăнăçа кĕтсе шанса тăракан вилнĕ çынсене асăнатпăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх эпир çимĕк кунĕ кашни çул масар çине каятпăр. Ун умĕн унта кайса вил тăприсене тирпей-илем кÿретпĕр. Анчах та эпир çак кунăн тĕп шухăшне пĕлеймесĕр чи кирлине - чиркÿне кайса - вилнисене асăнтараймастпăр. Çак куна хатĕрленсе хамăра валли апат-çимĕç, илемлĕ тумтир туянатпăр, сăри-эрехне те туянма манмастпăр. Масар çинче вара ĕçсе çисе тăрансан, юрлама та именместпĕр. Шухăшлăр-ха, тăванăмăрсем, мĕн тăватпăр-ха эпир; Мĕншĕн савăнатпăр; Тин çеç пирĕн тăвансем çакăнта килнишĕн хуйхăрса татăлса макăрман - и -ха эпир; Кунта атте-аннесем, ывăл-хĕрсем, чи пĕчĕккисем те пур. Вĕсем ку тĕнчерен куçнă чухне чиркÿре е священнике киле чĕнсе кĕлĕ тутарса пытаратпăр. Турăран: «Вĕсен чунне çăл», - тесе тархасласа ыйтатпăр. Çимĕк кунĕнче те вĕсене чи малтанах чиркÿре асăнтарса пай кăларттармалла. «Мĕншĕн çапла асăнтараççĕ;», - тесе ыйтĕ вулакан. Вилнĕ çын çинче вуламалли псалтирь çинче çапла çырни пур: вилнĕ çынсен чунĕсене çылăхĕсенчен тасатасшăн асăнтараççĕ. Вилсен çыннăн ÿчĕ çĕрсе тăпра пулать, чунĕ нихăçан та пĕтмест. Чунĕ ку тĕнчерен леш тĕнчене анчах куçса каять, унта вара вăл ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать. Унта унăн ĕмĕр-ĕмĕрех ырăлăх курса пурăнмалла е ĕмĕр-ĕмĕрех асапланмалла пулать. Кам ку тĕнчере ырăлăх туса пурăннă, çылăхсăр пурăннă, вăл леш тĕнчере ырăлăх курса, савăнса пурăнать. Кам ку тĕнчере усал туса пурăннă, Турăран ытла шуйттана пăхăнса пурăннă пулсан, çылăхлă пулсан, леш тĕнчере усал курса, асапланса пурăнать. Анчах эпир пурсăмăр та çылăхлă, çуралнă чухах çылăхлă çуралатпăр, вилнĕ чух та çылăхпах вилетпĕр. 
    Хăшĕ-хăшĕ вилес умĕн йĕре-йĕре ÿкĕнсе, хăйсен çылăхĕсене чунтан-вартан каласа каçарттараççĕ, анчах пурте апла чунтан-вартан каласа каçарттараççĕ - и вара; Пурин те мĕн пур çылăхĕсене каласа каçарттарма вăйĕсем çитеççĕ - и; Ăна пурте ĕлкĕреймеççĕ çав. Пĕр вилсен çылăхĕсене каçарттарма çук. Леш тĕнчере çылăхлисем ялан: «Ах, ах! пĕтрĕм-çке!» - тесе йĕреççĕ, вĕсене унта пулăшакан никам та çук; кăшкăрса тилмĕрсен те пырса хăтаракан çук. Çавăнпа çылăхлă хальлĕн вилнисене пулăшма асăнса, вĕсен чунĕсемшĕн ку тĕнчере Турра кĕл тăваççĕ. Вĕсемшĕн кунта кĕл туни леш тĕнчере вĕсене питĕ пулăшать, асапĕсенчен хăтарать.
    Çимĕк кунĕ Таса Чиркÿ пирĕн вилнĕ асаттесене, асаннесене, аттесене, аннесене, тăванăмăр-хурăнташăмăрсене, Христос тĕнĕпе пурăнса вилнĕ çынсене, пĕтĕм тĕнчерисене асăнса кĕл тăвать. Пирĕн çак кун пурсăмăрăн та вилнисемшĕн кĕл тăвас пулать. Эпир пĕрлешсе тунă кĕлле Турă илтет. Вăл хăй ак çапла каланă: ăçта ман ятпа иккĕн-виççĕн пĕрле пухăннă, вĕсем хушшинче Эпĕ хам та пулăп, тенĕ.
    Чиркÿ уставĕн йĕркипе асăнас пулсан, çакăн пек тумалла: чиркÿ çимĕк умĕнхи каç каçхи кĕлĕрех вилнисене асăнса кĕл тăвать. Ятарласа Патша алăкне уçса урай варрине тухса священник 17 кафизма вулать. Кафизма вуланă чухне вилнисен ячĕсене асăнса кĕвĕ вулать. Тепĕр кун ирхине апат кĕлли (литургия) пулать. Çак кĕлĕре вилнĕ тăвансене асăнса просфортан пай кăларать (заказная). Кĕлĕ хыççăн вилнисене асăнса пысăк панихида юрлать, чиркÿне илсе килнĕ апат-çимĕçсене Турă шывĕ сапса тасатать (çветит тăвать). Вилнĕ тăвансемшĕн вара çакă чи кирли!
    Чиркĕве килнĕ халăх Турăшсемпе чиркÿ ялавĕсем йăтса масар çине каймалла. Масар çинче каллех пĕчĕк панихида вуламалла. Ун хыççăн тин вилнĕ тăвансен вил тăпри çине саланмалла. Çветит тунă çимĕçсемпе асăнса çимелле. Масар çине эрех-сăра, какай илсе кайма юрамасть. Эпир хамăр йĕркесене пĕлменнипе, чиркÿсене кайса асăнтармасăр хамăршăн анчах тăрăшатпăр, ĕçсе çиетпĕр, вилнĕ тăвансем çинчен манса каятпăр, вĕсем вара пире чиркÿсенче асăнтарасса кĕтсе тăраççĕ. Акă вилнĕ çын çинче вуламалли чăвашла кăларнă псалтирь çинче çырнă тепĕр тĕслĕхе илсе кăтартатăп: Святой Иоанн Дамаскин акă мĕн каласа хăварнă: пĕр таса ватă çын пулнă, вăл ялан хăй чунне тасатса çăласшăн пулнă. Тата ун патĕнче унăн вĕренекен ачи пулнă. Çав ача епле килнĕ, çапла пурăннă. Турра юрăхлă пуласси çинчен пĕрре те шухăшламан. Çапла пурăннă çĕртех вăл вилнĕ. Хайхи таса ватă çыннăн ун çинчен питĕ пĕлесси килнĕ: вилнĕ ачан чунĕ леш тĕнчере мĕнле вырăна вырнаçрĕ-ши, тесе хуйхăрнă вăл. Вара вăл Турра йăлăннă, Турă мана çавна пĕлме пар, тенĕ.
    Ырă кăмăллă Турă вăл йĕрсе кĕл тунине илтнĕ те çав ача леш тĕнчере асапланнине кăтартнă. Ача леш тĕнчере мăйĕ таран вутра çунса тăнă. Çавна курсан, таса ватă çын пĕтĕм чунтан-вартан Турра тархасла пуçланă: хĕрхенсе каçар çылăхлă чуна, тенĕ вăл. Кĕлли хăватлă пултăр тесе, хăй вăл вăхăтра типĕ тытнă. Çапла пайтахчен кĕл туса пурăнсан, Турă ăна çав ачана каллех кăтартнă. Ун чухне ача çунакан вутра пилĕк таран анчах пулнă. Ăна курсан, таса ватă çын уншăн тата ытларах кĕл тума тытăннă. Виççĕмĕшĕнче кăтартнă чух вара ача вутран пĕтĕмпех тухнă. Вилнĕ çыншăн кĕл туни еплерех усăллă пулнине ăнланса илтĕр пулĕ. Пирĕн вара хамăр пурăннă чухне, темле пулсан та, пирĕнтен уйрăлса леш тĕнчене куçнисене манас марччĕ, асăнтарасчĕ. Чиркÿ вĕрентнине çирĕп тытса пырасчĕ.
    Тăванăмăрсем! Эпир пурте вилĕмлĕ! Масар вăл пирĕншĕн пулас хула тата вăл таса вырăн. Çавăнпа та ăна ирсĕрлер мар. Вилнисене асăнмалли кунпа ĕçкĕ-çикĕне хутăштарар мар.

    Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 640 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.7/7 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 Astaha   (25.05.2010 15:23) [Материал]
    Çапли çапла та анчах эпир манса кайнă курăнать — пирĕн православинче авалхи чăваш тĕнĕн тӳпи пĕчĕкех мар! Авал çимĕкре макăрса çӳремен — кайнă, асăнса килнĕ, кайран вăййа тухнă. Православипе чăваш тĕнĕ вилнисем çине расна пăхать. Шел те, авалхи тĕн пайне православи пупĕсем пирĕнтен пушшех те кăларса çапасшăн.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)