Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 01:35
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Чӳк » 1 » Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртрĕ
    Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртрĕ
    21:33
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Видеорепортаж 1
     Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн залĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртрĕ. 
     Съезда Чăваш Ен Элтеперĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕрлĕ министрсем тата ытти тӳре-шара хутшăнчĕç. Ларăва ЧНК вице-президенчĕ Ивантаев Пётр Васильевич ертсе пычĕ. Пĕрремĕш ыйтупа тухса калаçакансен йышĕнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчĕç тата Раççейĕн тĕрлĕ регионсенчен килнĕ чăваш-делегатсем. 
    Сăмах май, Аслă Пухăва 300 яхăн делегат суйланă, анчах форума 260 делегат çеç килни паллă пулчĕ. Вĕсем Раççейри 26 регионтан тата 5 ют çĕр-шывран (Франци, Эстони, Украина, Белоруси тата Казахстан) пулчĕç. Маларах пĕлтернĕччĕ, пирĕн районтан кворумпа килĕшÿллĕн 4 делегат суйланă. Вĕсем: Вĕсем: Гурьева С.А. (районти централизациленĕ вулавăшăн краеведени пайĕн ĕçченĕ), Игнатьева Л.Н. (районти кану центрĕн методисчĕ), Михайлов В.М. (Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пресс-секретарĕ тата сайт администраторĕ) тата "Тус" ХАО ертÿçи Угаслов Н.Ф.. Хăнасен шучĕпе Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Ершов Н.Г. (Янгер) поэт хутшăннă. Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхрен Юрий Сементер поэтпа А.В.Яковлев публицист пулнă. Аслă Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков та пырса курчĕ, делегатсемпе сăн ÿкерттерчĕ.
     Иккĕмеш ыйтупа тĕрлĕ резолюцисем йышăнса хăварчĕç. Вĕсен шутĕнче: "Чăваш наци конгресĕн viii Аслă Пухăвĕн йышăнăвĕ", "ЧНК-ан чăваш халăхĕн этника хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас енĕпе ĕçлемелли программи", "Чăваш наци телевиденийĕ çинчен", "Чăваш наци лицейĕ çинчен", "Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ çинчен" тата ытти те. 
    Виççĕмĕш ыйтура ЧНК-ан çĕнĕ Президентне суйласси пулчĕ. Суйлава пурĕ виçĕ кандидат тăратрĕç — Николай Угаслова, Николай Лукианова тата Валерий Клементьева. Валерий Леонидович, хăйне сăмах парсан, унăн кандидатурине шута илмесĕр, уншăн сасăласшăннисене хăйĕн сассисене Николай Угасловшăн пама сĕнчĕ. Çапла май икĕ кандидат хушшинче суйламалла пулчĕ.
    Суйлав тĕлне залра пурĕ 245 делегат юлчĕ, вĕсенчен 168-шĕ хăйĕн сассине Николай Фёдорович Угаслова пачĕç. Лукианов Николай Егоровичшăн вара пурĕ 43 сасă çеç пухăнчĕ. Çапла май, Устав тăрăх 2/3 пайĕ килĕшет тесе, çĕнĕ Президент пулма АХО «ТУС» компанийĕн ертӳçине Николай Угаслова суйларĕç.
    Юлашкинчен Мăн Канаш йышне суйларĕç. Унта пĕтĕмпе 100 çын ытла суйланчĕ.
     Аслă Пуху ларăвĕ вĕçленсен Мăн Канаш хăйĕн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Канашçăсем вице-президентсене суйларĕç тата ЧНК президиумне йĕркелерĕç. Унта, пĕтĕмĕшле илсен, малтанхи йышах юлчĕ. Президент сĕннипе пĕрремĕш вице-президентпа вице-президентсене çаксене суйларĕ: пĕрремĕшĕ - Валерий Клементьев /юлашки тапхăрта ЧНК президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçланă/, вице-президентсем - Петр Ивантаев /Ваттисен Канашĕн ертÿçи пулнă/, Алексей Леонтьев /«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, халĕччен те вице-президент пулнă/, Олег Мешков /Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ/, Константин Яковлев /Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи. Николай Угасловпа тупăшнă Николай Лукианова та Президиум йышне кĕртрĕç. Пурĕ - 22 çын. Çавăн пекех Геннадий Архипов та, Атнер Хусанкай пекех, ЧНКан Хисеплĕ президенчĕ ятпа Президиум йышне кĕчĕ.  Çакна палăртмалла, Чăваш Республикин патшалăх кунĕ умĕн, 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш Наци Конгресĕн черетсĕр Пухăвĕ пулмалла. Унта çак обществăлла организацин çĕнĕ Уставне пăхса тухса çирĕплетĕç.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 818 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 3
    1 Migulaj   (04.11.2013 19:29) [Материал]
    Пĕтĕмне пăхса тухрăм. Çавăнпа ыйту: мĕншĕн Чăваш наци конгресĕнче ют чĕлхене ытларах кăмăлаççĕ?

    2 mixaj_58   (14.11.2013 19:48) [Материал]
    Ют чĕлхе вăл - акăлчан, француз чĕлхи тата ытти те.

    3 Migulaj   (27.11.2013 00:27) [Материал]
    Чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесем: тутар, пушкăрт, узбек, турккă тата ытти тĕрĕк чĕлхисене кĕрекен чĕлхесем. Пĕр вунă çул каялла Чăваш республикин Элтеперĕн Мускаври çынни Тимофеев "Эхо Москвы" ятлă радиостанцинче чăваш тата вырăс чĕлхисем пĕртăван чĕлхесем тесе пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕччĕ.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)