Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 17:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 27 » «Çемьесĕр пурăнма пултараймастăп...»
    «Çемьесĕр пурăнма пултараймастăп...»
    20:26
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Альбина ЮРАТУ
    “Юрату саншăн мĕн вăл?” - тесен Эдуард Кириллов, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Уяв» фольклор ушкăнĕн купăсçи, пĕр иккĕленмесĕр, нумай шухăшламасăр: «Наташăсăр тата ачасемсĕр пурăнма пултарайманни», - терĕ. Кун пек хурав кĕтменнипе пуçра шухăш вĕçсе иртрĕ: çакă пуль вăл чăн-чăн хурав. Илемлĕ туйăм пирки сăмах тапратсан хăшĕ-пĕри философланма пуçлать: «юрату вăл - вутлă туйăм, çиçĕм, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни, йывăрлăхра пулăшни» тата ытти те. Чăн-чăн юрату вăл çумри çынна тÿрех аса илни, ăна ятран чĕнсе пĕрремĕш вырăна хурса хаклани-тĕр çав. Мĕнех, юрату, туслăх, çемье çинчен чăн-чăн арçынпа калаçма эпĕ пĕртте хирĕç мар. 
    - Эдуард, сана чылай çул пĕлетĕп тесен те йăнăш мар. Эсĕ уявсенче хĕрÿленсе купăс каланине пĕрре мар савăнса сăнанă. Санра чăвашлăх çăл пек тапса тăрать, чуну уçă та таса. Тавах шăпана мăшăрупа туслашма май туса панăшăн. Сан çинчен тата та аванрах пĕлес шутпа Наташăна та кĕрекене йыхравларăм. Сăмахăмăр паян çемье тавра пулĕ. Сана аçупа аннÿ воспитани еплерех панинчен пуçлăпăр...
    - Атте-аннен виçĕ ывăл. Аслă тете - Радик, пирĕн хушăра 13 çул, вăтамми - Славик - манран 7 çул аслă, эпĕ кĕçĕнни. Атте çамрăк чух Донбасра шахтăра вăй хунă, анне - фермăра, дояркăра. Эпĕ чăн чăваш мар, манра тутар юнĕ те кăштах юхать. Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчен эпир. Пирĕнпе юнашар тутар ялĕ чылай. Вĕсенчен пĕринче, Хутсанра, асатте пĕр хитре хĕре куç хывнă, арăм тунă. Манăн асанне – тутар. Аслисем ватăлсан, вăйсăрлансан аттепе анне тăван ялне куçса килсе тĕпленнĕ. Атте тракториста кĕнĕ, анне колхозри ĕçсене пурнăçланă. Пирĕн çемьере ĕç яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Эпир пурте ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Анне каласа панă тăрăх, мана вăл 4 уйăхранах кÿмене лартса хăйĕнпе пĕрле хăмла татма илсе çÿренĕ. 4 çултан пуçласа вара, кăна хам та лайăх ас тăватăп, кăшман уйне çум курăкран тасатма илсе каятчĕ. Йăранĕсем вăрăмччĕ, вĕçне тухма çук пек туйăнатчĕ. Аслăрах классенче кил-хуçалăхра хур-кăвакал, ĕне-сурăх пăхма пулăшнă. Вĕсем валли апат хатĕрлесе кун иртни сисĕнместчĕ. Çулла утă çулса тирпейленĕ, кĕркунне вăрмантан йĕкел йăтнă. Кĕтÿ черетне çÿрес килместчĕ. Вăхăт час иртместчĕ. 
    Атте ку тĕнчерен час уйрăлчĕ. Тăвансем каласа панă тăрăх, вăл чаплă купăсçă шутланнă. Эпĕ çуралнă ял çывăхĕнче икĕ тутар ялĕ пур. Вĕсен виç кĕтеслĕхĕнчи пушă вырăнта, вăрман çумĕнче, аттепе анне пĕрлешиччен ыттисемпе пĕрле вăййа тухнă. Аннене, сасси илемлĕ те янкăр пулнипе, вăйăра юрă пуçлама шаннă. Ку - пысăк хисеп. Аслă тете гитара, купăс лайăх каланă, вăтамми те ăста пулнă. Вĕсене курса илĕртÿллĕ çак инструмента 8 çултах алла тытрăм. Ыттисем еплерех вылянине чылайччен тинкереттĕм, унтан евĕрлеттĕм. Ялти клубра баянист пулманнипе чылай концертра музыка енĕпе ертсе пыма мана шаннă. Ялти çамрăксене салтака ăсатнă вăхăтра сехечĕ-сехечĕпе юрлаттарнă-ташлаттарнă. Вăтам пĕлÿллĕ пулсан Çĕрпÿри культура училищине çул тытрăм. 

    Пĕр çултан хамăн ирĕкпе салтака кайрăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Пурнăç тутине ас тивме... Аслă сержант пулса таврăннă хыççăн училищĕрен вĕренсе тухрăм. Унтах ĕçлеме юлтăм. Дирижер меслетне вĕрентнĕ педагог аслă пĕлÿ илме сĕнчĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультечĕ маншăн тăван кил пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен чăваш фольклорне вĕрентекен Зинаида Алексеевна Козлова, Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин «Раççей чунĕ» премийĕн лауреачĕ, анне вырăнне пулчĕ. Пĕр харăсах тăватă çĕре вырнаçтарчĕ. Студентсен «Юрай» фольклор ушкăнĕнче - концертмейстерта, «Уяв» фольклор ушкăнĕпе «Пилеш» ача-пăча фольклор ушкăнĕнче - купăсçăра, П.Хусанкай керменĕ çумĕнчи ветерансен хорĕнче баянистра ĕçлерĕм.
    - Пĕрремĕш курсра вĕренме тытăниччен эсĕ пĕр ялта, пĕр çулта, пĕр уйăхра çуралса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ Наташа Федоровăпа ял тĕлĕнсе тăмалăх туй кĕрлеттернине пĕлетĕп... 
    - Чăнах та, туй виçĕ кун кĕрлерĕ. Иксĕмĕрĕн те - ял тулли тăван. Пĕрремĕш кун туй халăхне тетесем ташлаттарчĕç, иккĕмĕшĕнче вара, пичке тавăрнă кун, эпĕ те алла купăс тытрăм. Çамрăк мăшăрăм ман умра куç тулли авкаланса та саркаланса ташларĕ. Ун хыççăн кашни уяврах - манпа юнашар. Ачаран ăста пулни паян ăна хăйĕн пултарулăхне «Уяв» ушкăнра туптаса халăха савăнтарма май парать. 
    - Итле-ха, Эдуард, шÿтлес кăмăлăм пур. Кашни самантра мăшăру юнашар пулни ывăнтармасть-и, йăлăхтармасть-и? 
    - Наташăна мĕн чухлĕ нумайрах пĕлетĕп - çавăн чухлĕ ытларах юрататăп. Унпа яланах канашлатăп. Вăл юнашар чухне питĕ çăмăл. 
    - Юрату вучĕ хăш вăхăтра хыпса илнине ас тăватăн-и?
    - Çуралсанах /кулать/. Аннесем пире çут тĕнче пĕр вăхăтра парнеленĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне çывăх туссем пулнă. Мĕн пур уява юлташсемпе пĕрле йĕркеленĕ. Килне каçсерен ăсатса янă. Çарта чухне Наташа кăна ман пата çыру çырнă. Киле таврăнсан унпа клубра тĕл пултăмăр. Вăл Шупашкарта медицина училищинче пĕрле вĕренекен хĕр-тусне хăнана илсе килнĕ. Мана унпа паллаштарасшăн. Анчах Наташăпа иксĕмĕрĕн куçсем тĕл пулчĕç те... пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине сăмахсăрах ăнкарса илтĕмĕр. 
    - Таса туйăмпа юратакан чĕресен аса илмелли нумай пуль?
    - Паллах. Туй хыççăн Наташа Шупашкарти чĕре чирĕпе чирлекенсен пульницине медсестрана вырнаçрĕ. Эпĕ институтра вĕренме пуçларăм. Пурăнмалли вырăн çуккипе вун-вун хваттер улăштарма тиврĕ. Зинаида Алексеевна Козлова тăрăшнипе чылай ыйтăва татса патăмăр. Вăлах чăваш чĕлхине, сăмахлăхне, йăли-йĕркине ĕмĕрлĕхех чĕрене вырнаçтарчĕ. Тÿрех калам: «Уяв» пирĕншĕн – иккĕмĕш çемье. 
    - Чăнах та, республикăри пĕр-пĕр уяв «Уявсăр» иртме пултарасса ĕненессĕм те килмест... Ара, сирĕн репертуар питĕ пуян-çке, пурте пур унта: хăна-вĕрле, туй, кĕреке, салтак, вăйă юррисем...
    - Чăваш Енре çеç мар, ытти çĕрти уявсене те май çитнĕ таран хутшăнатпăр. Мускавра, сăмахран, П.Чайковский ячĕллĕ концерт залĕнче «Раççей чунĕ» фестивальте З.А.Козловăна преми панă вăхăтра халăха алă хыттăн çуптартăмăр. Кремльти съездсен керменĕнче чăваш фольклорĕпе паллаштартăмăр. Оренбург, Тюмень, Сыктывкар, Ĕпхÿ, Хусан... - эпир çитсе курнă вырăнсен географийĕ питĕ анлă. Раççейре пире чăвашсемпе вырăссем, тутарсем, пушкăртсем ытларах пĕлеççĕ пулсан, чикĕ леш енче вара - эстонсем, белоруссем, французсем, турккăсем, венгрсем. 
    - Çемье патне тепĕр хут таврăнар-ха. Унăн ăшшине еплерех упратăр? 
    - Ачасем, икĕ хĕрĕмĕр, ăслă-тăнлă, халăха юрăхлă çын пулччăр тесе тăрăшатпăр. Ятарласа воспитани парса мар, хамăрăн тĕслĕхпе. Ачасене урам туртса ан илтĕр тесе вĕсен вăхăтне май çитнĕ таран йĕркелетпĕр. Час-часах уçăлса çÿретпĕр, шкулти мероприятисене хутшăнатпăр, çут çанталăка сăнама, сыхлама хăнăхтаратпăр. Çулла кукашшĕпе кукамăшĕ патне яла ăсататпăр. Унта вĕсене ĕçе хăнăхтараççĕ. Ксения ÿнер шкулне çÿрет, Карина ача-пăча садĕнче пултарулăхне туптать. 
    - Енчен те ачăрсене чăваш фольклорне хаклама вĕрентейсен, хăвăр вырăна юрлама-ташлама хăварайсан эпĕ сирĕн çемье умĕнче пуç тайăп. Çаксене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх сунатăп.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 854 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.6/22 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)