Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 04:47
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 10
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăмпа - çут çанталăкăн тĕлĕнмелле паха парни. Вăл какай пек юна йÿçĕтмест тата организма шлаксемпе вараламасть. Кăмпасене çут çанталăкăн мини-аптечки тесен те йăнăш мар, мĕншĕн тесен вĕсенче тĕрлĕ чиртен пулăшакан сиплĕ япаласем пур.

    КАНЛĔ çывăрма, нервсене лăплантарма ĕлĕк аш кăмпипе /вешенка/ усă курнă. 50 грамм чĕрĕ кăмпана вакламалла, 750 грамм кагора ярса пĕр эрне сивĕтмĕшре тытмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн пĕр черкке /30 мл/ ĕçмелле. Пĕр эрнерен ыйхă йĕркене кĕрет, сăлтавсăр тарăхасси, куççуль юхтарасси иртет.

    Урари варикоз сеткисенчен çамрăк хĕрлĕ ăвăс кăмпи /подосиновик/ витĕмлĕ. 5-6 кăмпа шĕлепкине пăтă пуличчен лÿчĕркемелле, вазелинпа маç пуличчен пăтратмалла. Ăна сивĕтмĕшре упрамалла. Маçа урари палăрса тăракан вĕтĕ юн тымарĕсене массаж хусканăвĕсемпе сĕрмелле. 3-4 кунранах вĕсем шупкалма пуçлаççĕ.

    Сапаланчăк склероз /рассеянный склероз/ аптратсан типĕтсе çăнăх пуличчен авăртнă 10 грамм чăрăш кăмпине е хыр кăрăçне /рыжик/, 10 грамм шурă кăмпана /белый гриб/, 10 грамм çумăр кăмпине /дождевик/ 750 милилитр кагора ярса 7 кун лартмалла. Кунне 4 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ сывлăх лайăхланма пуçличченех ĕçсе пурăнмалла. Çур çул с ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 607 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.10.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пилĕк çул ытла ĕнтĕ эпир аслă классенчи ачасене В.Г.Родионовпа Г.И.Федоров хатĕрленĕ чăваш литературин учебникĕсемпе тата хрестоматийĕсемпе вĕрентетпĕр. Çак тапхăрта кĕнеке çыракансене тав тумалли те, хирĕçле шухăш та, сĕнсе каламалли те чылай пухăнчĕ.


    10-11-мĕш классенче тишкерме сăмахлăх историйĕнче палăрнă чăваш классикĕсен чи паха хайлавĕсене илнĕ. Вĕсем паянхи ачасене пурнăçа ăнланма, ырăпа усала уйăрма, çынлăха тытса пыма, кăмăл-сипет енчен таса пулма вĕрентеççĕ. Ку лайăх-ха. Çапах шкул ачисемпе учительсенчен учебниксемпе хрестоматисен пахалăхĕ пирки тĕрлĕ сăмах илтме тиврĕ: “Йывăр чĕлхепе çырнă”, “Ачасем валли мар, студентсем валли вĕсем”, “Учебникри материал ăслăлăх шайĕнче”, “Хайлава вуласа тишкермелли тата вуланă хыççăн сÿтсе явмалли ыйтусем кăткăс”, “Учебниксенче произведени çинчен, хайлаври сăнарсем пирки уçăмлă та татăклă каламанни чылай тĕл пулать”, “Литература историйĕпе теорийĕн кăткăс материалне ачасене май килнĕ таран ăнланмалла чĕлхепе çырасчĕ”...


    Вăхăт хăвăрт шăвать. 2010 çулта аслă классем валли чăваш литературин çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе хрестоматийĕсем тухмалла. Вĕсем паянхи пурнăç, çĕнĕ орфографи правилисене тивĕçтерĕ ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 796 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 10.10.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Раççейре юлашки 8 уйăхра çуралнисемпе вилнисен шутне тишкерсе пĕтĕмлетнĕ. Кăтартусемпе Раççей правительствин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕ Татьяна Голикова паллаштарнă.
    Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 1404 пин çын вилнĕ пулсан‚ кăçал - 1347 пин. Юлашки 15 çул хушшинче пĕрремĕш хут çуралнисен хисепĕ вилнисен шутĕнчен иртсе кайнă. Чи лайăх кăтарту çурла уйăхĕпе çыхăннă. Министр сăмахĕ тăрăх‚ çак уйăхра 151‚7 пин ача çут тĕнчене килнĕ‚ пурнăçран уйрăлнисен пĕлтĕрхи кăтартăвĕнчен шăп 1000 çын ытла.

    Миçе çын пăхнă: 752 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.10.2009 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)