Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 24.12.2024, 03:51
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Ака » 11 » Зоя Нестерова çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
    Зоя Нестерова çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
    09:54
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    88 çула кайса чăвашсен паллă хĕрарăм çыравçи Зоя Алексеевна Нестерова  вилсе кайнă. Вăл 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă.
    Зоя Нестерова Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Нумай çул хушши Красноармейски тата Комсомольски районĕсенчи тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентсе пурăннă. Литературăри пĕрремĕш пичетленнĕ ĕçĕ: «Малтанхи юрату» (Первая любовь) повесть. Вăл «Ялав» журналта 1957 çулта пичетленнĕ. 
    Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009).
    Çыравçăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" (2009) кĕнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хĕррипе" ятлă повеçсем пичетленнĕ. Кунтах унăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ", "Кунта пулман хăна", "Шурă кайăк" фантастикăллă калавĕсемпе те паллашма пулать.
    Хайлавсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăрать.
    З.А.Нестерова 2000 çулта ачасем валли çырнă калавсемпе юмахсемшĕн тата «Çилçунат» журнал çумĕнче тухнă «Тăватă асамçă» кĕнекешĕн Красноармейски районĕнчи Литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
    Йывăр тăпри çăмăл пултăр!
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 820 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)