Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 15:52
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19 » Валери Туркай: Çеçпĕле тăванĕсем те Чăваша илсе килесшĕн
    Валери Туркай: Çеçпĕле тăванĕсем те Чăваша илсе килесшĕн
    21:46
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, поэзине писательсемпе поэтсем, ăсчахсем тĕрлĕ енчен тишкернĕ: вун-вун статья, тĕпчев ĕçĕ, кĕнеке çырнă. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра кашниех хăйĕн ăсĕ-пуçĕ çитнĕ таран, çав вăхăтрах мĕнле саманара пурăннине курса та, хакланă. Пĕрисемшĕн вăл - гени сăвăç, теприсемшĕн - революционер, виççĕмĕшĕсемшĕн - патриот, тăваттăмĕшĕсемшĕн - Шупашкар «мĕскĕнĕсенчен» шар курнă, хĕн тÿснĕ таса çын. 
    Чăваш поэзийĕн ылтăн фондне кĕнĕ поэтăмăр çут тĕнчерен уйрăлнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те унăн шăпи паян кун та нумай калаçтарать. Халăхăмăра икĕ ыйту уйрăмах канăç памасть. Пĕрремĕшĕн уççи-хуппине - Çеçпĕл Мишши хăех çакăннă-и е ăна çак утăма тума пулăшнă-и? - халĕ тин тупаймăпăр, пĕлеймĕпĕр ĕнтĕ. Иккĕмĕш пирки вара - поэтăмăра чăваш хутлăхне илсе килмелле-и е çук-и? - çирĕм çул ытла тавлашатпăр. Чăваш патшалăх телестудийĕнче ĕçленĕ чухне эпĕ ку ыйтупа ятарлă кăларăм та хатĕрленĕччĕ. Хаçат-журналта та статьясем пичетлерĕм. Темиçе çул каялла «Хыпарта» анлă дискусси иртрĕ. Влаç хăйĕн шухăшне татăклă каламанран - пĕтĕмпех калаçу шайĕнче юлчĕ.
    Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, мухтавлă поэтăмăр çут тĕнчепе сыв пуллашнăранпа 90 çул çитнĕ кун, унăн тĕп хулари палăкĕ умĕнче иртнĕ митингра Украина çĕрĕнче выртакан Çеçпĕл Мишшине Чăваш Ене илсе килме вăхăт çитни çинчен сăмах каллех хускалчĕ. Нумайăшне хумхантарать ĕнтĕ çак ыйту. Кун пирки тĕплĕн шухăшламаллине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та палăртса хăварчĕ. Асăннă темăран чăваш халăх хаçачĕ те аякра тăраймĕ. Кун пирки çырсах тăнине шута илсен - пушшех те.
    Малалла мĕн тумалла, мĕнрен пуçăнмалла? Патшалăх влаçне çывăх çăл куç пĕлтернĕ тăрăх - поэтăмăра Чăваш Ене илсе килес ыйтăва тĕрлĕ шайри пуху-канашлура çирĕм çул ытла çĕклекен Валери Туркай, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд директорĕ ĕçлеме пуçăннă та имĕш. Унпа çак кунсенче тĕл пултăмăр.
    - Валерий Владимирович, ку ĕç, пурте ăнланатпăр, пĕччен пурнăçламалли мар. Патшалăх комиссийĕ туса хунă-и? Унта камсене кĕртнĕ? 
    - Хăвăн ум сăмахунта эсĕ Çеçпĕле Украинăран илсе килсе пытарасси пирĕн ертÿçĕсем мĕн шухăшланинчен те килет тетĕн. Ку - тĕрĕс шухăш. Анчах çакна та асра тытмалла: Çеçпĕл Мишшине Чăваш Енре канлĕх парассине пуринчен те ытларах сăвăçăмăрăн тăванĕсен татса памалла. Çакна Раççей Федерацийĕн ятарлă саккунĕ çирĕплетет.
    Çеçпĕл Мишшин çывăх тăванĕсем, пурĕ 14 çын, ку тĕлĕшпе хăйсен шухăш-кăмăлне хут çине çырса пĕлтерчĕç: Михаил Кузьмич Кузьмина /Çеçпĕл Мишшине/ тăван енĕмĕре илсе килмеллех. Ку çырăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ячĕпе çырнă.
    Михаил Васильевич, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çырăва тата ытти документа Раççей Федерацийĕн Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи /НППП/ ĕçĕсен агентствин ертÿçине Константин Косачева панă.
    Константин Иосифовичпа эпир кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавра курнăçрăмăр, Çеçпĕле Украинăран Чăваш Ене илсе килесси пирки калаçрăмăр. Вăл Çеçпĕл Мишшин тăванĕсен çырăвĕпе паллашни çинчен пĕлтерчĕ, вĕсен шухăшне ырланине палăртрĕ.
    Чăннипех çапла: ку ĕç пĕччен пурнăçламалли мар. Пĕр кунра, пĕр уйăхра тумалли те мар.
    Патшалăх комиссине туса хуман-ха. Ăна йĕркелесси кăткăс ĕç мар. Хальхи вăхăтра, манăн шухăшăмпа, влаç органĕсен Чернигов облаçĕнчи тÿре-шарапа çине тăрса ĕçлемелле, «Çеçпĕл ыйтăвĕ» тĕлĕшпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла.
    - Остер Украинăн Чернигов облаçне кĕрет. Унти влаç тытăмĕпе те килĕшсе татăлмалла пулать ĕнтĕ, вĕсен те комисси туса хума тивет-тĕр. Унсăрăн Çеçпĕл Мишшине илсе тухма памаççех. Украина текех союзлă республика мар вĕт - никама пăхăнман патшалăх.
    - Тĕрĕсех. Остерти влаç тытăмĕпе те, унти халăхпа та килĕшсе татăлмалла.
    Кунта çакна та палăртса хăвармалла: иртнĕ ĕмĕрĕн 50-90-мĕш çулĕсенче Остерта Çеçпĕл Мишшине питĕ хисепленĕ, хакланă. 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче, уйрăмах Украинăри влаçа ющенкосем-тимошенкосем ярса илсен, Остерта та лару-тăру тĕпрен улшăнчĕ. Вырăнти влаç Раççее юратманнине уççăнах кăтартма пуçларĕ...
    Çав вăхăталла хулари чăн-чăн «çеçпĕлçĕсем» е çĕре кĕчĕç /И.Литвиненко/, е ватăлса çитрĕç, е обществăпа политика пурнăçĕнчен пăрăнчĕç /Н.Перещ/.
    Остерти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Николай Перещ темиçе уйăх каялла телефонпа шăнкăравласа çапла каларĕ: «Çеçпĕле Чăваш Ене илсе кайса пытармаллах, кунти тÿре-шарана халь Çеçпĕл кирлĕ мар».
    Çеçпĕле тăван çĕр-шывне тавăрассине Остерти чиркÿ настоятелĕ Виктор /Штепа/ архимандрит та ырларĕ, ку ĕçе пиллеме пулчĕ. Сăмах май, Виктор атте темиçе çул каялла Чăваш Ене икĕ хут та килнĕччĕ, Çеçпĕлĕн тăван ялне те çитсе курнăччĕ.
    - Юрĕ, икĕ çĕр-шыв шайĕнче калаçса татăлтăмăр тейĕпĕр. Анчах та Остертан кама илсе килĕпĕр? Ыйтăва кун пек лартни сана кăна мар, хаçат вулакана та тĕлĕнтерет пулĕ-ха та, çавăнпа уçăмлатам.
    Эсĕ те, поэт шăпипе кăсăкланакансем те Çеçпĕл Мишшине 1954 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче хулари парка куçарса пытарнă çĕре хутшăннă Украинăри медсестран Татьяна Нелюбинăн аса илĕвне вуланах ĕнтĕ. Чавса кăларнă çĕрте пулнăскер «Çеçпĕл Мишшине тупăка хурса пытарнă», «сулахай уринчи чĕр куççирен аяларахри пайĕ çукчĕ», «çĕрнĕ çĕлĕкрен юлнă хĕрлĕ çăлтăр çамки çинче выртатчĕ», «уринче салтак пушмакĕччĕ» тесе çырать.
    Халĕ пĕлетпĕр: Çеçпĕлĕн юлташĕ Павел Бекшанский аса илÿри фактсене чăнлăх вырăнне хурса йышăнман. Çапла тĕв тума унăн сăлтав та чылай пулнă.
    Пĕрремĕшĕ. Т.Нелюбина аса илĕвне çыриччен пĕр çул маларах çеç «тупăк пулман, кĕлеткине тумтирпе çавăрса чĕркенĕ» тенĕ.
    Иккĕмĕшĕ. Сулахай уринчи чĕр куççирен аяларахри шăмă ăçта кайса кĕнĕ. Вăл, пĕрле ĕçленĕ тусĕсем каланă тăрăх, уксахламан. Унăн ура тупанĕ кăна шăмă туберкулезĕпе «сиенленнĕ».
    Виççĕмĕшĕ. Çеçпĕл çуллахи кунсенче çĕлĕк тăхăнса çÿремен. Унсăр пуçне, вилнĕ çынна нихăçан та çĕлĕкпе пытармаççĕ: çулла та, хĕлле те.
    Тăваттăмĕшĕ. Ф.Пакрышень çырса хăварнă тăрăх - çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ĕçе çарран кайнă: çÿреме юрăхсăра тухнă пушмакне юсама хăварнă. Çав кунран вăл килне текех таврăнман.
    Иккĕленÿ çуратакан тепĕр пулăм пирки каласа хăварни те вырăнлă пулĕ тетĕп. Вăл Т.Нелюбинăн «... хĕрлĕ çăлтăр çамки çинче выртатчĕ», «уринче салтак пушмакĕччĕ» сăмахсемпе тÿр килме те пултарать.
    Историксемпе ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх - Чернигов облаçĕнче фашистсемпе çав тери хаяр çапăçусем пынă, икĕ енчен те пин-пин салтак, офицер пуç хунă. Çеçпĕле пирвай пытарнă вырăнта та вун-вун салтака чавса чикме пултарнă... Сăмахăма ăçталла сулăнтарнине тĕшмĕртрĕнех ĕнтĕ. Мана тахçанах «хула паркне Çеçпĕл Мишши мар, татăк ураллă салтак лекмен-ши?» ыйту канăç памасть. Çавăнпа та чи малтанах Çеçпĕл Мишшине куçарса пытарнине ĕнентерекен официаллă документа Остерти, Черниговри архивсенче шыраса тупмалла мар-ши? Ун чухне кун пек ĕç-хĕл тĕлĕшпе йĕрке çирĕп пулнине тĕпе хурсан - вăл пулмаллах, упранмаллах. Çак шухăша темиçе çул каялла Валерий Алексин журналист та «Ялав» журналта хускатнăччĕ.
    Валерий Владимирович, мĕн каланă пулăттăн кун пирки?
    - Авалхи Остерăн паркĕнче /вăл тахçан В.В.Куйбышев ячĕпе хисепленетчĕ/ Çеçпĕл Мишши мар, урăх çын выртать тесе çирĕплетсе эпир Украинăри тусăмăрсене кÿрентеретпĕр: вĕсене ултавçăсем вырăнне хурса. Ара, Ю.Збанацкий те, О.Ющенко та, Б.Степанюк та, С.Репьях та, Н.Перещ та, çав шутра 1945 çултанпа Украинăра ĕçлесе пурăннă П.Чичканов чăвашăмăр та «Остерти паркра 1954 çултанпа Çеçпĕл Мишши выртать» тесе суйса пурăннă пулса тухать. Эпир вара, айвансем, вĕсене ĕненнĕ, вĕсемпе пĕрле Çеçпĕл вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă, аслă поэтăмăрăн сăввисене каланă - чăвашла, вырăсла, украинла. Халĕ çакăн пек ыйту парас килет: Çеçпĕл Мишшин Остерти палăкĕ айĕнче чăнах та кăвар чĕреллĕ поэтăмăрах выртать-ши тесе 30-40 çул каялла мĕншĕн иккĕленмен эпир? Ку темăна мĕншĕн халĕ, уйрăмах юлашки çулсенче, тăтăшах хускататпăр? Ăнланатăп: Çеçпĕл ĕлĕк те никама та лăпкă пурăнма паман, паян та памасть. Çапла, иккĕленмелле, тавлашмалла. Анчах та...
    Тата çакна калам: паркра поэтăмăра мар, урăх çынна пытарнă пулсан ку вил тăпри умĕнче Петĕр Хусанкай пуçне тайса тăнă пулĕччĕ-ши? Е сăвăçăн амăшĕ, шăллĕ, ытти тăванĕ?
    «Çеçпĕл ыйтăвĕ» тавра тĕрлĕ сенсаци тăвакансене, тĕрлĕ халап çуратакансене çапла сĕнесшĕн: лăпланăр, ан пăтратăр халăха!
    - Валерий Владимирович, тепĕр пысăк ыйту: Çеçпĕл Мишшине ăçта пытарни вырăнлăрах, усăллăрах? Темиçе çул каялла эсĕ: «Е Шупашкарта, хăй каласа хăварнă пек, е тăван ялĕнче, хăйĕн ячĕллĕ асăну комплексĕнче. Кунти паркра поэтăмăра канлĕх памашкăн вырăн çителĕклĕ. Çеçпĕл ялне кайса килме те намăс мар: комплекс тулли пурнăçпа пурăнать. Çеçпĕл таврăнсан унăн ячĕ-хисепĕ татах ÿсĕ», - тенĕччĕ. Çак шухăшах Петр Ивантаевпа Арсений Тарасов та, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕсем, палăртнăччĕ. Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев вара урăхларах тĕв тăвать: «Çеçпĕл хăйне çÿллĕ ту çинче, Атăл курăнса тăмалла çĕрте пытарма çырса хăварнă. Ун пек вырăн тупма пулать. Шупашкарти Çеçпĕл ячĕллĕ урамра канлĕх пани те япăх вариант мар. Хăйĕн ячĕллĕ урама таврăнма кирек кам та хирĕç пулас çук».
    Тĕрлĕ шухăшран пурне те çырлахтараканнине мĕнле тупăпăр? Референдум е ятарлă ыйтăм ирттермелле мар-и? 
    - Нимĕнле референдум та ирттермелле мар - усси вăл референдумсенчен!..
    Ан тив, ку ыйтăва та поэтăн тăванĕсем татса паччăр. Литературăпа культура ĕçченĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе те паллах. Хальлĕхе, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Çеçпĕлĕн тăванĕсем те тĕрлĕрен шухăшлаççĕ: пĕрисем тăван ялĕнче пытарттарасшăн, теприсем - Шупашкарта.
    Хамăн шухăшăма эпĕ улăштарман. Çапах та пĕрне суйласа илмеллине тĕв туса куçăм умĕнче çав тери илĕртÿллĕ лаптăк çуталса тăрать. Вăхăт çитĕ - калăп.
    - Украинăра хĕрлĕ-саррисен революцийĕ хыççăн Чернигов облаçĕнчи Козелец районне Владимир Француз ертсе пыма тытăнсан вăл хушнипе Остерти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ 1-мĕш шкула Çеçпĕл Мишши ячĕсĕр хăварттарнăччĕ, Çеçпĕлĕн шкулти бюстне сарайне кайса пăрахтарнăччĕ, шкул çинчи «Килĕрех» сăмаха хураттарнăччĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреатне, поэтăмăрăн ятне-чысне 17 çул хушши упраса, пропагандăласа пурăннă шкул директорне Николай Переща ĕçрен пĕр сăлтавсăр кăларса янăччĕ.
    Валерий Владимирович, хальхи вăхăтра унти лару-тăру мĕнлерех? 
    - Эсĕ каланисем пĕтĕмпех тĕрĕс: алхасмаллипех алхасрĕ ун чухне Владимир Француз. Ĕмĕрĕпех Козелец районĕн /аса илтеретĕп: авалхи, 914 çулти Остер Козелец районне кĕрет - Н.С.Хрущев саманинче çавнашкал пулса тухнă та, çакă халĕ те тăсăлать/ пуçлăхĕ пулатăп терĕ-ши айванкка?! Тытрĕç те 6 çуллăха тĕрмене хупса лартрĕç: халăх укçине вăрланăшăн. Халĕ те кирпĕч шутлать-ха вăл унта.
    Николай Федорович Перещ, чăваш халăхĕн пысăк тусĕ, юлашки 2-3 çул обществăпа политика пурнăçне хутшăнма пăрахнă. «Ывăнтăм, тек пĕр политика та, тÿре-шарана та ĕненместĕп», - тет. «Çеçпĕл ĕçĕпе» те текех аппаланмасть.
    Вăл каланă тăрăх, хальхи вăхăтра та лару-тăру унта ансат мар. Влаçшăн çаплах çапăçаççĕ. Бизнесменсемпе предпринимательсем «пире йĕркеллĕ ĕçлеме халĕ пушшех те памаççĕ» теççĕ иккен. Православи тĕнĕ тĕлĕшпе те хирĕç тăру: пĕрисем Мускав патриархачĕшĕн, теприсем - никама пăхăнман Украина чиркĕвĕшĕн. Пĕлтĕр Остерта та никама пăхăнман Украина патриархачĕн чиркĕвне тума пикеннĕ /Остерăн авалхи храмĕ, Виктор /Штепа/ архимандрит тытса тăраканни, Мускав патриархатне пăхăнать/.
    «Çеçпĕл вара? Çеçпĕле сума сăваслăх чакни туйăнмасть-и халăхра?» - терĕм те Н.Перещ çапла хуравларĕ: «Аванах, сисĕнмеллех туйăнать. «Пирĕн пуç ватмалли Çеçпĕлсĕрех нумай», - теççĕ уççăнах».
    Вăт çапларах ĕç-пуç Остерта - Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн пурнăçĕ татăлнă тăрăхра.
    - Калаçушăн пысăк тав.

     Геннадий МАКСИМОВ калаçнă ("Хыпар")
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 632 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)