«Урхамахсем тăраç тапăртатса...» фантастикăлла хайлавсен инçет конкурс-ăмăртăвĕ вĕçленнĕ. Жюри хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса Чăваш халăх сайчĕ (админĕ Николай Плотников) тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ (ертÿçи - Владимир Андреев) йĕркелесе ирттернĕ. Ăмăртăва пурĕ 140 хайлав килнĕ. Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх çĕнтерÿçĕсем çаксем: 6-7 классенчи ачасен сăввисем
● 1 вырăн. Анна Данилова çырнă «Кӳршĕ лаши» сăвă. Елчĕк районĕ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Екатерина Майоровăн «Манăн ырă урхамах» сăвви. Элĕк районĕ, Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Любовь Мешкова çырнă «Сан пуласлăхна куратăп...» сăвă. Патăрьел районĕ, Пăлапуç-Пашьел шкулĕ. ● 3 вырăн. Анна Максимовăн «Пурнăç кустăрми» сăвви. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Тури Çĕрпӳкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул. ● 3 вырăн. Даша Терентьева çырнă «Çывăх тусăм манăн пур...» сăвă. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул. ● 3 вырăн. Снежанна Матвеевăн «Çулçӳрев» сăвви. Вăрмар районĕ, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул.
6-8 классенчи ачасен калавĕ, юмахĕ. Ку ушкăн чи пысăкки пулчĕ, пурĕ 41 ĕç хутшăнчĕ. Вĕсенчен 6-ĕшĕ çак вырăнсене йышăнчĕç: ● 1 вырăн. Иван Ильдер çырнă «Пирĕн вăрттăнлăх» калав. Элĕк районĕ, Мăн Ямашри вăтам шкул. ● 2 вырăн. Стас Илларионовăн «Суеçĕ Ваçли» калавĕ. Красноармейски районĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш шкул. ● 2 вырăн. Валентина Адигановăн «Хĕллехи кун» калавĕ. Комсомольски районĕ, Явăшри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкул. ● 3 вырăн. Анастасия Леонтьева çырнă «Çичĕ пĕртăван» калав. Вăрмар районĕ, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 3 вырăн. Александр Давыдов хайланă «Çиçĕмут мыскари» калав. Канаш районĕ, Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 3 вырăн. Роксана Хромова çырнă «Лаша пулса куртăм» юмах. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанашри шкул.
8-9 классенчи ачасен сăввисем. Ку ушкăнра пурĕ 9 сăвă пулчĕ. Пурĕ 3 хайлава вырăн пама май пулчĕ:
● 1 вырăн. Татьяна Федотовăн «Лаша калаçăвĕ» сăвви. Элĕк районĕ, Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Елена Ильина хайланă «Пуян Сантăр» сăвă. Элĕк районĕ, Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул. Кашни çулах хутшăнать. ● 3 вырăн. Татьяна Павлова çырнă «Тиха» сăвă. Канаш районĕ, Сиккассинчи шкул. Хайлавĕ çумне ӳкерчĕк хушма та манса кайман.
8-9 классенчи ачасен прозăлла хайлавĕсем. Ку ушкăнра пурĕ 30 ĕç пулчĕ. Вырăн илме çаксем тивĕçрĕç:
● 1 вырăн. Елена Егорова çырнă «Тĕлĕкри чăнлăх» пьеса. Елчĕк районĕ, Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Мария Ершовăн «Вут лаша» калавĕ. Çĕрпӳ районĕ, Кăнарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Денис Никитин хайланă «Ăнсăртлăх» калав. Çĕрпӳ районĕ, Йĕкĕрварти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул. ● 3 вырăн. Алёна Александровăн «Лашана пула çĕнĕ пурнăç» калавĕ. Элĕк районĕ, Мăн Ямашри вăтам шкул. ● 3 вырăн. Анна Матвеева çырнă «Асамат» сценки. Элĕк районĕ, Мăн Ямашри вăтам шкул. ● 3 вырăн. Татьяна Львовăн «Вăрманти тĕлпулу» калавĕ. Элĕк районĕ, Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул.
10-11 классенче вĕренекенсен сăввисем. Пурĕ 6 сăвă килчĕ. Вырăнсем çаксене лекрĕç:
● 1 вырăн. Екатерина Майкова çырнă «Санпегас» сăвă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Татьяна Антоновăн «Урхамаха утланса...» сăвви. Сĕнтĕрвăрри хули. ● 3 вырăн. Наталия Петрова çырнă «Çăлтăрчăк» сăвă. Çĕрпӳ хули.
10-11 классенче вĕренекенсен юмахĕ, калавĕ. 6 калавпа 2 юмах пулчĕ ку ушкăнра. Вырăн çак хĕрачасене лекрĕ:
● 1 вырăн. Елена Васильевăн «Тĕлĕнмелле чĕрчун» калавĕ. Красноармейски районĕ, Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Виктория Платонова çырнă «Çăлтăрсен тĕнчинче» юмах. Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ. ● 3 вырăн. Татьяна Григорьева хайланă «Урхамах парни» юмах. Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул .
Вĕрентекенсен сăввисем. Ку ушкăнра пурĕ 6 сăвă килчĕ. Вырăнсене çапла уйăртăмăр:
● 1 вырăн. Наталья Медведьева çырнă «Хĕвеле çăлни» сăвă. Комсомольски районĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен факультечĕн студенчĕ. ● 2 вырăн. Светлана Яруткинăн «Ăслă Айăр» сăвви. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнчи тĕп шкул. ● 2 вырăн. Светлана Никитина хайланă «Ан çухал эс çĕр çинчен, чĕмсĕр янавар!» сăвă. Патăрьел районĕ, Пăлапуç-Пашьел шкулĕ. ● 3 вырăн. Ирина Ухваркинăн «Кермен» сăвви. Шăмаршă районĕ, Шăмаршăри вăтам шкул. ● 3 вырăн. Алина Петровăн «Çул çинче» сăвви. Элĕк районĕ, Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул. ● 3 вырăн. Любовь Фёдоровăн «Тĕлĕкре курсассăн, хĕрĕм...» сăвви. Шупашкарти 1-мĕш гимнази.
Вĕрентекенсен калавĕ, юмахĕ. Ку ушкăнра пурĕ 12 хайлав килчĕ. Вырăнсем çаксене лекрĕç:
● 1 вырăн. Владислав Сазонов çырнă «Фантом» калав. Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. ● 2 вырăн. Нина Афанасьевăн «Тĕлĕнмелле тĕлĕк» юмахĕ. Канаш районĕ, Ăвăспӳрт Кипечри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкул. ● 2 вырăн. Наталия Шибаевăн «Шăпа» калавĕ. Йĕпреç районĕ, Пучинкери вăтам шкул . ● 3 вырăн. Надежда Кругловăн «Ахун ятлă ут кĕтӳçĕ çинчен хывнă халап» калавĕ. Елчĕк районĕ, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. ● 3 вырăн. Людмила Андреевăн «Куками патне кайса килни» калавĕ. Элĕк районĕ, Мăн Ямашри вăтам шкул.
Вулакансем кăмăлласа йышăннă хайлав шутне кăçал ачасен хушшинче уйрăм, вĕрентекенсем хушшинче уйрăм палăртас терĕмĕр:
● Марина Кабаковăн (Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул) «Этемĕн чи çывăх тусĕ» очеркĕ; ● Галина Вениковăн (Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул) «Тусăм» калавĕ.
Ăмăртăва хутшăннисене пурне те мухтас килет! Вырăнĕ пурне те лекмерĕ пулсан та эсир маттур! Чаплă хайлав кăçалхи ăмăртăва чылай килчĕ. Вырăн лекменнисен ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар — пичете тивĕçлĕ кашни хайлава (пĕтĕмлетӳ документĕнче вĕсене сарă тĕспе уйăрнă) эпир кĕнекен кăларма тăрăшăпăр. Хулăм пулать-и, çӳхе-и — «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» конкурс хайлавĕсем уйрăм кĕнекере пичетленĕç. Пахалăхĕ «Асамлăх çулĕнчен» кая мар пуласса шанатпăр. Эпир панă вырăнсем хăш-пĕрине тен килĕшмĕç те пулĕ — анчах та эпир уйăх хушши вĕсене хакланине ан манăр. Вырăна тивĕçлисем нумай — анчах та пурне те параймастпăр çав. Кашни çĕнтурӳçĕ парнеллĕ пулĕ — 1-мĕш вырăн йышăнакансене 60х40 см пысăкăш карттин, иккĕмĕш вырăна тухнисене 40х30 см пысăкăшши, ыттисене 30х20 пысăкăш рамкăри сăнӳкерчĕк. Асăнмаллăх юлаççех пулĕ тесе шутлатпăр. Кашни хутшăнакана унсăр пуçне ĕнентерӳ хучĕпе тивĕçтерĕпĕр (сире электронлă вариант та çитет пулсан — amartu@chuvash.org адреспа çыру ярăр). Вĕренӳ институчĕ килĕшсен, ыттисене патне вĕсен урлă тивĕçтерĕпĕр. Ку конкурсра вырăн йышăнаймарăр пулсан — тепĕр ăмăрту валли вăй пухăр. Тепĕр çул, чипер пулсан, тепре те ирттерĕпĕр. 2011 çулхи конкурса та фантастикăпа тата фэнтези стилĕпе çыхăнтарас тетпĕр. Вăл ăмăрту темине малтанлăха Атăлçи Пăлхар патшалăхĕпе, Пӳлер, Пăлхар, Сăвар, çак вăтам ĕмĕрти патшалăхăн ытти хулисемпе çыхăнтарма шутлатпăр. Пур хутшăнакана та тепĕр хут ăнăçу сунатпăр!
Конкурса хутшăнакансен пĕтĕмĕшле ятлăхĕ Çыпăçтарнисем: |