Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 03:29
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Ака » 21 » Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхин вунă кунлăхĕ пуçланчĕ
    Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхин вунă кунлăхĕ пуçланчĕ
    22:35
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕ пуçланчĕ. Акă, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче те администраципе тăван чĕлхе вĕрентекенсен творчествăлла ĕçлекен ушкăн ларăвĕнче чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕн ĕç планне çирĕплетрĕç. Унта И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекене халалласа уроксем иртĕç. Класс тулашĕнче вара «Юхма Мишши çыравçăн нумай енлĕ таланчĕ» рефератсен конкурсĕ, «Юхма Мишши – чăвашсен паллă çыравçи» электронлă хаçатсен конкурсĕ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе…» илемлĕ вулав ăмăртăвĕ, сăвă çыракансен «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» литература конкурсĕ, Трак тăрăхĕнче çуралнă Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100 çитнине халалланă «Мăн Шетмĕ паттăрĕ» викторина  пулĕ. Шкул вулавăшĕнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавĕсемпе паллашĕç.
    Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта Республикăмăрти районсем хушшинчи V «Çамрăк ăсчах» вăйă конкурс иртет. Унта юнашар районсенчи шкулсенчен килнĕ ачасем – инçет куçăмсăр вăйă конкурсăн пĕрремĕш турĕн çĕнтерÿçисем, чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен вĕренекенсем хутшăнаççĕ.
    Вунă кунлăх ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн ачасем Шупашкара, Чăваш драма театрне те  кайса килесшĕн. Вĕсем унта Трак ен тăрăхĕн Алманч енче çуралса ÿснĕ Александр Пăртта артист, драматург тата поэт çырнă пьеса тăрăх лартнă «Укçа чул кастарать» спектакле кайса курасшăн.
    Вунă кунлăх Чăваш патшалăх символĕсен кунне паллă тунипе вĕçленет. Çав кун кашни класра Чăваш патшалăх Ялавĕпе  Гербĕн авторĕн Элли Юрьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентаци курма палăртнă.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 738 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/3 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)