Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 05:21
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Утă » 8 » Тĕрĕслев ĕçне чăвашла çырма ирĕк парĕç-ши?
    Тĕрĕслев ĕçне чăвашла çырма ирĕк парĕç-ши?
    15:39
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чĕлхе пирки хаçатра куллен çыратпăр пулин те чуна ыраттаракан тепĕр пулăм каллех ку ыйтăва çĕклеме хистерĕ. ЧР наци культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн хастарĕсене пуçламăш шкулта тăван чĕлхепе вĕрентессине пĕтерме пултаракан хăрушă пулăм канăçсăрлантарать. Ку, паллах, вĕсене çеç мар, мĕн пур чăваша пырса тивет. Пăлхану сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха?

    Раççейри пур шкулта та 4-мĕш класс пĕтерекенсен вĕренÿ шайне тĕрĕслес тĕллевпе РФ Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви хушнипе «Математика», «Пирĕн тавралăх», «Вырăс чĕлхи» предмечĕсемпе Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене ирттерме тытăннă. Вĕсен материалне Мускав хатĕрлет. Çавăнпа ку ĕçе шкул ачисем вырăсла кăна çыраяççĕ. Малтан ПТА, ППЭ пурнăçа кĕчĕç. Халĕ 4-мĕш класс хыççăн та пĕлÿ шайне пĕрлехи мел- пе тĕрĕслес йĕрке çирĕпленет. Республикăра чăвашсен офи- циаллă йышĕ _ 68%. Чăваш Енре шкулчченхи 355 вĕренÿ учрежденийĕ. Пуçламăш пĕлĕве ачасем чăвашла - 277 шкулта, тутарла - 16 пĕлÿ çуртĕнче, ирçелле 3 шкулта илеççĕ. «Пирĕн тавралăха» «Математикăна» тăван чĕлхепе 4 çул вĕреннĕ ачасен юлашкинчен экзамена вырăсла тытма тивет. Чылайăшĕ ăна тивĕçлĕ шайра пурнăçлайманни паллă. Пуçламăш шкулта тăван чĕлхепе вĕрентме пăрахасси патне илсе çитерекен хăру- шă пулăм мар-и ку? РФ Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуçламăш шкулта предметсене чăвашла куçарса вĕрентни саккунпа килĕшсе тăмасть. Эппин, вулавăшсенчи тăван чĕлхепе кăларнă учебниксене кăларса ывăтмалла-им? Лару-тăру çăмăлах мар, чăваш ачисене пĕлĕве тăван чĕлхепех илме, тĕрĕслев ĕçĕсене çаплах çырма ирĕк парĕç-ши? ЧР Вĕренÿ институчĕн шкулчченхи тата пуçламăш вĕренĕвĕн кафедрин заведующийĕпе, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕпе Светлана Игнатьевăпа çыхăнтăмăр. Ăна ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне пĕлтерме ыйтрăмăр.  4-мĕш классем Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче пĕрремĕш хут çырчĕç. Апробаци хыççăнах чăваш шкулĕсенче вĕренекен ачасен шăпишĕн кулянса ЧР Вĕренÿ министерствипе çыхăнтăм. «Математикăпа» «Тăван тавралăх» предметсене тăватă çул тăван чĕлхепе вĕреннĕскерсене хăйне евĕр экзамена вырăсла тытма, тем тесен те, йывăр. Вырăс программипе вĕренекенсем те тĕрĕслеври заданисене тĕплĕн ăнкарса çитереймеççĕ. Чăваш ачине çакна ăнланма пушшех çăмăл мар. Манăн шухăшпа, пуçламăш класра вĕренекенсене тĕрĕслев ĕçне тăван чĕлхепе пурнăçлама ирĕк памаллах. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе те пĕлÿ шайне тĕрĕслеме май туса пани вырăнлă. Хушу пулсан тĕрĕслев ĕçĕсене эпир чăвашла куçарма хатĕр. Анчах çакă  РФ Вĕренÿ çинчен калакан саккунĕпе килĕшсе тăмалла. Пирĕн йĕркене пăхăнса ĕçлеме тивет. Ку тĕлĕшпе ытти регионти шкулсене шăнкăравларăм. Вĕсем те тĕрĕслев ĕçĕсене тăван чĕлхепе пурнăçлама ирĕк парасса кĕтеççĕ, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Светлана Геннадьевна. Ыйтăва уçăмлатас тĕлĕшпе ЧР Вĕренÿ министерствине çыру ятăмăр. Хурав килчĕ. 4-мĕш клас- сен пĕлÿ шайне РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче алă пуснă хушăвĕпе килĕшÿллĕн тĕрĕслеççĕ. Заданисене Рособрнадзор РФ патшалăх чĕлхипе вырăсла хатĕрлет. РФ вĕренÿ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн, Раççей регионĕсенче патшалăх чĕлхине вĕрентессине тĕпе хураççĕ. Çавна май ЧР Вĕренÿ министерстви РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министер- ствине Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене пуçламăш классенче тăван чĕлхепе вĕрентекен ачасене çав чĕлхепех пурнăçлама ирĕк ыйтса çыру янă, малашне те ку ыйтăва уçăмлатма майсем шырасса пĕлтернĕ. Ытти регион та ку тĕлĕшпе кăмăлсăр. Тутарстанра хăш-пĕр предмета 9-мĕш класченех тăван чĕлхепе вĕрентеççĕ. Кăçал унти 4-мĕш классем тĕрĕслев ĕçне сăнав шайĕнче кăна çырнă. Вĕсем те ку ыйтăва тимлĕхсĕр хăварманни иккĕлентермест. Темиçе регион пĕр шухăшлă пулсан, тен, лару-тăрăва татса пама çăмăлрах килĕ. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, çĕр çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем те. Тăван чĕлхене пепке амăшĕн кăкăр сĕчĕпе ăша хывса ÿсет. Кая юлсан - каю шăтĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен те килет ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2011-2015 çулсенче шкулчченхи пĕлĕве паракан 45 организаци хута кайнă, 7205 ача валли вырăн пур. Виçĕ çултан аслăраххисене пурне те тата 1,5-3 çулчченхисене 85% вырăн- па тивĕçтернĕ. Чăвашла пуплевпе ачасене мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарас тĕлĕшпе 2015-2016 çулсенче ача сачĕсене тĕрлĕ вĕренÿ пособийĕсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех тĕслĕ ÿкерчĕклĕ алфавит, чăваш музыкин хрестоматийĕ, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе çыхăннă электрон пособисем те пур. Пепкине ача садĕнче чăваш е вырăс программипе вĕрентессине ашшĕ-амăшĕ татса парать. Ку ыйтăва çĕртме уйăхĕнче ЧНКн Мăн канашĕн черетлĕ ларăвĕнче те хускатнă. ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова докладĕнче ашшĕ-амăшĕ, хăй чăваш пулин те, ачине вырăс программипе вĕрентме тăрăшни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ. Ялти ача сачĕсенче те çакнашкал лару-тăру. Ачана тăван чĕлхерен пистерни сиен кÿнине аслисене мĕнле ăнлантармалла, шăпăрлана чăваш чĕлхине вĕренме мĕнле илĕртмелле? Чăваш ачисем вырăсланни куç кĕрет. Çакна юлашки тĕпчевсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхипе ытларах урок вăхăтĕнче е тĕрлĕ меропри- ятире усă кураççĕ. Килте тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ кул- лен чакать. 2008 çулта 7 çул тул- тарнă ял ачисенчен 92% чăвашла пупленĕ пулсан ку кăтарту 2014 çул тĕлне 89% танлашнă. Çĕнĕлĕх кĕртмелле Чăваш чĕлхипе литература урокĕсем валли чăваш шкулĕнчи кĕçĕн классенче _ 5-6 сехет, вă- там классенче - 4-5 сехет, аслă классенче 2-шер сехет уйăраççĕ. Вырăс шкулĕн вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн, 1-9-мĕш классенче эрнере чăваш чĕлхине 2-3 сехет вĕрентеççĕ. Аслă классенче чăваш литератури валли 1 сехет уйăрнă. Шкулта та, садикри пекех, ача мĕнле программăпа вĕренесси ашшĕ-амăшĕнчен килет. Республикăри чылай шкулта чăваш чĕлхипе литературине вырăс программипе вĕрентеççĕ. Çапах чăваш класĕсем уçăлни, урок тулашĕнче тăван чĕлхепе тата халăх йăли-йĕркипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттересси вăй илсе пынине те палăртмасăр хăварма çук. ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ача сачĕсемпе шкулсем валли чăвашла çырнă çĕнĕ йышши кĕнеке, меслет кăтартăвĕ, дидактика материалĕ, электрон вĕренÿ пособийĕ, словарьпе справочник кирлĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисем пособи шутланаççĕ. Вĕсене учебниксен федераци переченьне кĕртмелле. Ку тĕллеве пурнăçлама кашни вĕренÿ кĕнекин электрон вариантне ыйтаççĕ. Çак ыйтусене татса парас тесе министерство çумĕнче ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Республикăра 835 учитель тăван чĕлхе вĕрентет. Вĕсенчен 97% - аслă пĕлÿллĕ, 27% - аслă категориллĕ. Пурте чуна парса чăвашла вĕрентмеççĕ пулин те тăван чĕлхешĕн хыпса çунакан сахал мар. Чĕлхене çĕнĕлле вĕрентессишĕн Александр Степанов, Евгений Майков, Ольга Вишнева вĕрентекенсем тĕллевлĕн тăрăшаççĕ. Вырăс шкулĕсенче ку меслетсемпе Галина Абрамова, Юлия Анисимова, Людмила Николаева, Светлана Тяхмусова усă курнине палăртса хăвармалла. Анчах тăван чĕлхене вĕрентесси учительсенчен çеç килмест-çке. Кунта çемье пĕлтерĕшĕ те пысăк. Енчен те эпир ачасемпе чăвашла калаçмасан пирĕн мăнуксем тăван чĕлхепе пуплемеççех. Тымарсăр пĕр йывăç-курăк та ÿсмест. Чĕлхе те çавнашкалах. Ăна мĕн пĕчĕкрен аталантармалла. Несĕлсем парса хăварнă пуянлăха упраса хăварма тăрăшмалла. Пулăшăва никамран кĕтмесĕр çак ĕçе чи малтанах хамăртан пуçламалла.

    Любовь ЗУБОВА ("Çамрăксен хаçачĕ", 07.07.2016)

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 954 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)