Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 06:23
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çу » 2 » «Шурă вилĕмпе» кĕрешнĕ чухне пуçран шăлмаççĕ
    «Шурă вилĕмпе» кĕрешнĕ чухне пуçран шăлмаççĕ
    18:26
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Çăтмах тĕнчине» лекесшĕн çунакансен йышĕ кунсерен пысăкланать. «Çак астармăш наркотике пĕрре тутаннипе нимĕн те пулмĕ-ха, пурнăçра йăлтах астивмелле», - çапла каласа йăпанать йĕркесĕр кинофильм курса, юрă итлесе хăпартланнă çамрăк. Интернетри форумра та шапа тирне сÿсе, тĕрлĕ курăк туртса ашкăнма йыхăраççĕ. Тин çеç ялтан вĕренме килнисемшĕн ку уйрăмах хăрушă. Юлташсен умĕнче «чăнкăрах» курăнмалла пек туйăнать вĕсене. «Кун каçипе ĕçре çухалакан атте-анне çук чухне мĕншĕн-ха тутанас мар? Кÿршĕ Ваçук вĕсемпе унчченех туслашнă-çке. Вилмен, çаплах шик! шăхăрса пурăнать», - ултавлă шухăш хуçаланать 16-19 çулсенчи çамрăксен пуçĕнче. «Шурă вилĕм» вара никама та хĕрхенмест: чухăннине те, вăтам пурăнакана та, пуян ачине те... Пĕрре астивнĕ хыççăн наркотик туртăмĕ вăйланать, пурнăçпа вилĕм хушшинчи пурнăç пуçланать. 

    Республикăри лару-тăрупа Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Правительство çурчĕн пĕчĕк залĕнче иртнĕ семинар-канашлура паллаштарчĕç. Юлашки виçĕ уйăхра çеç вĕсем 83 преступление шута илнĕ. 157 ĕçрен 102-шĕ - йывăр е уйрăмах йывăр йышшисем. 24 наркопритон тупса палăртнă, пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 18. «Шурă вилĕмпе» услам тăвакансене явап тыттарас ĕç ăнăçлă пырать. Оперативлă мероприяти вăхăтĕнче килограма яхăн героин туртса илнĕ. Республикăра чи анлă сарăлнă наркăмăш вара - мăкăнь улăмĕ. Çавăн пекех çур килограмм ытла марихуанăна, синтетика наркотикне, гашиша, туртмалли хутăшсене вăхăтра туртса илмен пулсан вĕсем çамрăксен аллине лекĕччĕç, мĕншĕн тесен укçа çапмалли чи тупăшлă вырăнсем - каçхи клубсем, кану центрĕсем. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çак сереперен çăлас тĕллевпе Фаяз Баянович вĕрентÿ учрежденийĕсене, каçхи клубсене тата тимлĕрех сăнама хушрĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче пулнă тискер тĕслĕхе тепĕр хут аса илтерчĕ: тытса чарнă пĕр ушкăн кĕске вăхăтрах çичĕ преступлени туса тăватă миллион тенкĕ тупăш тунă. «Услам йĕркелÿçисем ют регионран килнĕ, вĕсене Чăваш Енре пурăнакан çамрăксен пурнăçĕ кăсăклантарман. Пысăк укçа пирки калаçу пынă чухне преступниксене нимĕн те чарса тăман», - терĕ вăл. Çавăн пекех управлени ертÿçи чи йÿнĕ наркотик пирки калаçу пуçарчĕ. Киров, Ульяновск облаçĕсенчи, Марипе Мордва республикисенчи хăрушă чир - «дезоморфин наркоманийĕ» - Чăваш Енре сарăлас хăрушлăх пур. Хальччен ку наркотике Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче тупса палăртнă. Пĕр кĕленче эрехрен те йÿнĕрехскер сиенлĕхĕпе чи йывăр наркотикрен - героинран - ирттерет, унпа туслашнă çын виçĕ çултан ытла пурăнаймасть. Наркобизнесра çирĕпленнĕ йĕркене пăсма, контрабанда çулне пÿлме пĕрре те çăмăл мар, çапах йĕрке хуралçисем сыхă тăраççĕ.

    Наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин Атăлçи округĕнчи управленийĕн инспекторĕ Фозил Шоджонов пархатарлă пуçарусене асăнса шанăç туйăмĕ çуратрĕ. Фаяз Шабаев республикăри район-хулара наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешме çирĕплетнĕ комиссисем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаннине палăртрĕ. «Хальхи вăхăтра ку - управленин пысăк кăлтăкĕ, çитменлĕхĕ», - терĕ вăл. Вырăнти хăй тытăмлăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе те кăмăллах мар вăл. Çав комиссисене республикăри район-хула пуçлăхĕсене ертсе пыма шаннă. Çапах хăшĕ-пĕри ячĕшĕн çеç ĕçленине, теприсем яваплăхне туйса кăмăлтан тăрăшнине асăнчĕ наркотĕрĕслев управленийĕн ертÿçи. Канашлăва çитме май тупайманнисен ĕçĕ-хĕлне уйрăмах тимлĕ сăнасси пирки асăрхаттарчĕ. Виççĕмĕшсен кунтах пите хĕретме тиврĕ.

    Красноармейскисене те пуçран шăлмарĕç. Район центрĕнче пурăнакан пĕр çын темиçе çул пахчара кантăр çитĕнтернĕ. Вырăнти комисси секретарĕ çак йĕркесĕрлĕхе, тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнине ниепле те ăнлантарса параймарĕ. Канашпа Улатăр хулисен комиссийĕсен тĕлĕшпе те ыйтусем пулчĕç. Малашне вĕсен мăкăнь тата кантăр ÿстерме чарас енĕпе уйрăмах хастар ĕçлемелле.

    Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕ, Константин Митрофанов капитан, «Мăкăнь - 2009» акци пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Кăçалхи операцие ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене, старостăсене, хуçалăхра вăй хуракансене профилактика енĕпе ытларах ĕçлеме хушрĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 596 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.4/10 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)