Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 16:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Утă » 9 » Раççей чăвашĕсен Нурлатри уявĕ
    Раççей чăвашĕсен Нурлатри уявĕ
    22:10
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ хăйĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, чăваш халăхĕн Тутарстан çĕрĕ çинчи историйĕн паллă вырăнĕсене çитсе курма палăртнăччĕ. Çав тĕллев халĕ чăннипех пурнăçланчĕ. Вăл Раççейри мĕнпур чăвашсен пысăк уявĕпе пĕрле килчĕ. Çавна май ЧНКан Тутар- станти Канашĕн председателĕ, Республикăн общество палатин членĕ К. Г. Яковлев йыхрав хучĕ ярса пачĕ. Кăçалхипе 9-мĕш хут иртрĕ Тутарстанри чăвашсен наци культурин автономийĕн ертỹлĕхĕ йĕркелекен уяв. Ăна ку хутĕнче те нефть уçлакансен Нурлат хулинче ирттерчĕç. Район администрацийĕ асăннă уява кайма ЧНКан Трак енри уйрăмĕн правлени членĕсене, чăвашлăха аталантарас енĕпе хастар ĕçлекен педагогсене, юрă-ташăра ят илнĕ пултарулăх ушкăнне ирĕк пачĕ. Çав йышра: З. Михайлова (вăлах делегаци ертỹçи), халăха вĕрентес ĕçре тăрăшакансем — В. Михайлов, Л. Тихонова, И. Федорова, халăх музыкин “Хавал” ансамбльте юрлакансем — Н. Никоноров, А. Алексеев, Н. Филиппова, С. Васильева, районти историпе тавра пĕлỹ музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ председателĕ Н. Ершов, библиотекăпа клуб ĕçченĕсем — С. Гурьевапа Л. Игнатьева. Çакна та асăнса хăварас килет: инçе çула кайса килме районти вĕрентỹ пайĕ автобуспа (водителĕ Л. Владимиров) тивĕçтерчĕ. Тимлĕхне пула çул çỹрев ăнăçлă вĕçленчĕ. Тавтапуç ăна пирĕнтен. Çавăн пекех район администрацине те тав тăватпăр. Уява палăртнă вăхăт тĕлне çитрĕмĕр — пĕр майлă 400 çухрăма яхăн яп-яка çула хыçа хăвартăмăр. Çула май авалхи Пỹлер хулин вырăнĕнчи çăлкуçĕпе паллашрăмăр. Эпир пынă чух Нурлат хулин лаша спорчĕн стадионĕнче халăх туллиехчĕ. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ чăвашсем наци тумĕсене тăхăнса хăйсен ушкăнĕсемпе карталанса утаççĕ те вăйă картине тăраççĕ. Вĕсен пултарулăхне кăтартма икĕ сцена янтăланă. Ăçтан кăна чăвашсем çук пулĕ: Атăл тăрăхĕнчи Самар, Чĕмпĕр енчен, Тутарстанпа Пушкăртстанран, çавăн пекех Чăваш Республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем, Шупашкар артисчĕсем. Вĕсем черете пăхăнса умлă-хыçлă сцена çине юрă-ташăпа тухрĕç. Тулай чăвашĕсене кăмăл туличченех курса киленме май пулчĕ. Чылай йăхташăмăрсемпе куçа-куçăн ăшшăн калаçса паллашма та туслашма тỹр килчĕ. Уява пынисене пурне те хаклă хăнасем вырăнне йышăнса сум туни те хавхалантарчĕ. Паллах, çакăн пек чаплă та йышлă çынсемлĕ уява хатĕрленсе ирттерме çăмăл килмен ĕнтĕ. Пирĕн те ку енĕпе Нурлатсенчен вĕренсе алла илмелли пурах. Уяв программи чăннипех анлă та нумай енлĕ, кĕвĕ-çемĕсĕр пуçне халăх алăсталăхĕн япалисен, тĕрĕ тата ỹнер искусствин, чăваш пухчин куравĕсем чуна уçрĕç. Нихçан манăçми йĕр хăварчĕ, пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ Нурлатри уяв. Трак ен делегацийĕ те уявра активлăх кăтартрĕ. Унăн ертỹçи — ЧНК районти уйрăмĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ З. Михайлова, уяв çыннисене хĕрỹллĕн саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн А. Шестаковăн адреслă çырăвне вуласа пачĕ, çав хута тата унпа пĕрле хаклă парне пачĕ, хăйĕн сăмахне хамăр ентеш-поэт Николай Ершов çырнă “Нурлат сăввипе” вĕçлерĕ. Ун хыççăн “Хавал” ансамбль (купăсçисем — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Н. Никоноровпа А. Алексеев) халăхра сарăлнă юрăсене хаваслăн шăрантарчĕ. Куракансем алă çупса йышăнчĕç. Ансамбьле уяв Дипломĕпе чысларĕç. Чăвашла “Тарăн вар” ăнлавлă Нурлат уявĕ чун-чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ пуриншĕн те. Уявпа саламласа ырă сунса Тутарстан Президенчĕ Р. Н. Миннихановпа Республикăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Х. Х. Мухаметшин, Нурлат хулипе район пуçлăхĕ Р. А. Кузюров пынă. Чăваш Ен делегацийĕ ячĕпе вара ЧР Патшалăх Канашĕн ертỹçи Ю. А. Попов саламларĕ, чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе çитĕнỹсем тунăшăн уйрăм хастарсене Тав хучĕсем пачĕ.

    Н. Янгер

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1537 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)