Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 02:08
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Юпа » 23 » Паян - И.Я.Яковлева асăнмалли кун
    Паян - И.Я.Яковлева асăнмалли кун
    17:54
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ, Аслă Вĕрентекенĕ тата наци культурин патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев вилнĕренпе 82 çул ситрĕ.
    1848 çулхи ака уйăхĕн 25 хальхи Тутар Республикине кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, чăваш шкулĕн инспекторĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ертӳçинче ĕçленĕ. Н.И. Ильминский вĕренекенĕ. 1930 çулта вилнĕ, Мускаври Ваганьково масарĕнче пытарнă.
    Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта Чăваш наци библиотеки умĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне И.Я. Яковлев музейĕ тăван ялĕнче те, Чĕмпĕрте те пур.
    Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ. Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать.
    Чи малтанах И. Я. Яковлев Евангелие чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. Библие куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă. Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: Пушкинăн «Полтавине», Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, Толстойăн калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.
    Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.
    1870 ç., Хусан университетĕнче пĕлу пухнă чухнех, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унăн çемьипе паллашать, унта усрав хĕр Екатерина Алексеевна Бобровникова (1861 ç. юпан 2-мĕшĕнче çур.) ӳснĕ пулнă. Çичĕ çул иртсен 16 çулхи Екатерина, хусанти хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухнăскер, чăваш шкулĕсен 29 çулхи инспекторне Иван Яковлева качча тухать.
    Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.
    1878 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Яковлевсен çемьинче пĕрремĕш пепке çуралать, ăна Алексей аслашшĕ ятне параççĕ. Каярах Натали, Лиди, Николай тата Александр çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем шутĕнчен Наташăпа Саша ача чухнех вилнĕ.
    Алексей Иванович Яковлев (1878—1951) — паллă историк, СССР ĂА пайташ-корресподенчĕ, СССР Патшалăх парнин лауреачĕ;
    Николай Иванович (1983—1949) — ту ĕçĕсен инженерĕ, вăрçă конструкторĕ, музыковед;
    Лидия Ивановна (1881—1942) — филолог тата тăлмач.
    Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), М. О. Ефремов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 558 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)