Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 11:48
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Авăн » 29 » Николай Карлин: Юрă - пурнăç çуначĕ
    Николай Карлин: Юрă - пурнăç çуначĕ
    19:25
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юрă тени юратупа пĕрех. Эпир кашниех юрлатпăр. Вăййа тухатпăр - юрлатпăр, йышпа ĕçе утатпăр - юрлатпăр, салтака каятпăр - юрлатпăр, Акатуя пухăнатпăр - юрлатпăр. «Юрăпа эп тăшмана çĕнтертĕм», - тенĕ Валентин Урташ. «Мухтаса юрлап хамăр ĕмĕре», - тенĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. Чăваш телейĕшĕн кĕрешĕве кĕнĕ Тайăр Тимкки поэт «Чаплă вилĕм юрри» сăвă çырнă. Мĕн тери сăваплăх пурнăçа тăван халăхшăн парасси!

    Халăх хăй валли хăех юрăсем хывать. Сăвай çапакансем те, тырă выракансем те, сÿс тĕвекенсем те, сăпка сиктерекенсем те, ыттисем те хăйсен ĕçĕсене хисеплесе юрăсем юрланă. Çав кĕвĕсене камсем хывнине пайăррăн калама пултараймастпăр эпир, анчах вĕсем халăхра çуралнине лайăх пĕлетпĕр, çав юрăсем пирĕн несĕлĕмĕрсене ĕçре, уявра пĕрлĕх хăватне кÿрсе тăнă. Юрă – пурнăç çуначĕ. Юрă тени юратупа пĕрех. Эпир кашниех юрлатпăр. Вăййа тухатпăр - юрлатпăр, йышпа ĕçе утатпăр - юрлатпăр, салтака каятпăр - юрлатпăр, Акатуя пухăнатпăр - юрлатпăр. «Юрăпа эп тăшмана çĕнтертĕм», - тенĕ Валентин Урташ. «Мухтаса юрлап хамăр ĕмĕре», - тенĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. Чăваш телейĕшĕн кĕрешĕве кĕнĕ Тайăр Тимкки поэт «Чаплă вилĕм юрри» сăвă çырнă. Мĕн тери сăваплăх пурнăçа тăван халăхшăн парасси! Юлашки ĕмĕрсенче халăхсен профессионал ÿнер ăстисене ятарласа хатĕрленĕ май пирĕн поэтсем, художниксем, композиторсем çĕкленсе ят илчĕç. Федор Павлов, Степан Максимов, Филипп Лукин, Григорий Хирбю, Герман Лебедев пек юрă ăстисем халĕ, хăйсем çук пулсан та, пирĕн чĕрере пурăнаççĕ. Николай Карлин... Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ юрă ÿнерçин ятне халĕ кашни чăваш пĕлет. Вăл хăйĕн пурнăçне мĕн музыка пĕлĕвĕ илнĕренпех юрă-кĕвĕре ирттерчĕ. Хор дирижерĕ пулма вĕреннĕскер ăçти кăна халăхпа ĕçлемерĕ- ши? Кашнинчех çав хорсене чи мала, хисеплĕ ятсем илмелли шая çĕклерĕ. Шупашкарти машинăсем тăвакан заводри, Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» колхозри, республикăри професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчи ансамбльсем чи пултаруллă ушкăнсем шутланатчĕç, тĕрлĕ смотрпа конкурссенче çĕнтерÿçĕсен ятне илетчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Красноармейски районĕнчи Пикшик ялĕнче ача-пăча валли искусство шкулĕ уçрĕç. Çавăнта ачасене вĕрентнĕ чухне мĕн тери хавхалантарнăччĕ Николай Сергеевич: унпа пĕрлех Анатолий Музыкантов ташăçă, Климентий Владимиров худож- ник, Николай Алексеев баянист ĕçлетчĕç çав шкулта. Вĕресе тăратчĕ Пикшик тăрăхĕнчи пурнăç - колхозĕ те малта пырать, юрри-ташши те хÿхĕм шăранать. Колхоз хорĕ икĕ-виçĕ çултанах районта чи паллисен ретне йышăнчĕ, халăх хорĕн хисеплĕ ятне тивĕçрĕ. Çитĕнÿ мар-и çакă? Мĕне пула çапла уйрăмах лайăх юрлама тытăнаççĕ-ха Карлин ертсе пыракан хорсем? Ман шухăшпа ĕçе йĕркелеме, çынсене хавхалантарма пултарнине кура. Юрланă чухне сасса мĕнле илмелле, мĕнле сывламалла - çаксене йăлтах ăнланмалла каласа кăтартнă Николай Сергеевич, халăх кăмăлне ăшă сăмахпа çĕклеме пĕлнĕ. Çав хушăрах тата çирĕп ыйтнă. Çапла майпа хăйсен партийĕсене баритонсемпе тенорсем те, альтсемпе сопраносем дирижер ыйтнă пек çыхăн- тарса пĕрлĕхлĕ янăрав йĕркеленĕ. Чулхула зонинчи смотрсенче те, Мускавра та дипломсемпе грамотăсем илнĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ертсе пыракан хорсем. Хăй пултарулăхне Кремльти керменре те кăтартма тивĕç пулнă Карлин. Халĕ ăстамăр Самар облаçĕнчи Сергиевск районĕнчи Хурамал Этелпек ялĕнче пурăнать. Мĕнле лекнĕ-ха унта вăл? Пĕр гастроль вăхăтĕнче вĕсем пирĕн ентешĕн ĕç йĕркелÿ ăсталăхĕ пысăккине асăрханă та кăштах хăйсем патĕнче ĕçлесе пама ыйтнă. Ĕçĕ, ялан- хи пекех, ăнăçуллă йĕркеленсе кайнă. Лешсем хайхи, кирлĕ çын тымар ятăр тесе, тава тивĕçлĕ çынна коттедж лартса панă, çĕр лаптăкне те çителĕклех уйăрнă. Пурăн, ĕçле! Çавăнта пурăнать те халĕ пирĕн çак кунсенче çитмĕл тултаракан паллă ентешĕмĕр. Çамрăк чухнех Виктор Ходяше- вăн композици класне çÿренĕ Николай Сергеевич халăхăмăра лай- ăх юрă та сахал мар парнелерĕ. Вăл çырнă «Юр тăкăнать», «Çичĕ чÿрече», «Пĕрле ÿснĕ туссем» тата ытти хайлав чăваш тĕнчинче анлăн сарăлчĕç. Поэзи жанрĕнче те ăнăçлă ĕçлет Николай Сергеевич. Сăвă-поэма кĕнеки сахал мар пичетленчĕ. Кĕçех, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, ентешĕмĕр Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ керменре хăйĕн пултарулăх каçне ирттерет. Унта лекме тивĕç пулакансем пирĕн хушăра мĕн тери пысăк ăста пурăннине ăнланса тепĕр хут савăнĕç, мăнаçланĕç.  

    Юрий СЕМЕНТЕР, Чăваш халăх поэчĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 771 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)