Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2016 Çул - кино тата ĕç çынни ÇУЛĔ


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 17
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 19.11.2017, 02:05
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Утă » 26 » ЧНКан Мăн Канаш йышăнăвĕ
    ЧНКан Мăн Канаш йышăнăвĕ
    09:06
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ Мăн Канашăн ЙЫШĂНĂВĔ

    «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен» кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе тунă ЙЫШĂНУ:

    Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çапла сĕнусем парас:

    – «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕренмелли условисем туса хурасси çинчен калакан положенине пурнăçлас, чăваш чĕлхипе литературине вĕренме çителĕклĕ сехет сыхласа хăварас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсене чакарасси патне илсе пыракан ĕçсем тăвасран (вăл шутра 5-11-мĕш классене 5 кунлă вĕренÿ эрнине куçасран) асăрханма сĕнсе ятарлă çыру яма ыйтас;

    – Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче тăван чĕлхе ăслăлăхĕн пысăк ыйтăвĕсене татса пама, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине тĕпчев çинче никĕслеме, меслетçĕсене, кĕнеке çыракансене пĕрлĕхлĕ ĕçе явăçтарма ăслăлăхпа тĕпчев лабораторине уçма сĕнес;

    – патшалăхри тивĕçлĕ органсеме калаçса татăлса Чăваш Республикинче 9 класс пĕтерекенсем валли суйласа илмелли экзаменсен шутне тăван чĕлхене кĕртес ыйтăва пăхса тухма ыйтас;

    – шкул умĕнхи вĕренÿ организацийĕсенче (учрежденийĕсенче) чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе тĕплĕнрех йĕркелеме ыйтас;

    – республикăн вĕренÿ институтĕнче шкул умĕнхи вĕренÿ организацийĕсен (учрежденийĕсен) воспитателĕсемпе методисчĕсем валли чăваш чĕлхине вĕрентме пулăшакан ятарлă курссем йĕркелеме ыйтас;

    – Чăваш Республикинче чĕлхе, литература, культура енĕпе наци кадрĕсем хатĕрлекен гуманитари лицейĕ уçма вăхăт çитнине палăртас (Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе пĕрле);

    – вĕренÿ кĕнекисене, çав шутрах килти вулав кĕнекисене, ача шутне пăхса çителĕклĕ кăларма ыйтас;

    – республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата историпе культура вĕрентекенсем валли методикăпа чĕлхе пĕлĕвне ÿстерме Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе ытти регионсен вĕренÿ министерствисем/департаменчĕсем хушшинче ятарлă килĕшÿ туни вырăнлă пулнине палăртас;

    – республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсене чăваш чĕлхипе литературин тата тăван ен историйĕпе культурин вĕренÿ кĕнекисен электронлă варианчĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва ятарлă сÿтсе явма ыйтас;

    – Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне туллин пурнăçа кĕртме чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене кирлĕ программăсемпе, компьютерпа е ноутбукпа, проекторпа тата ытти техника хатĕрĕпе тивĕçтерме ыйтас;

    – профессиллĕ вĕренÿ организацийĕсенче (колледжсемпе техникумсенче) чăваш чĕлхине вĕрентме май тупма ыйтас;

    – ял тата хула шкулĕсенчен 9 класс вĕренсе тухакансене "Чăваш чĕлхине алла илнĕ"("Обладающему чувашским языком") сертификат пама сĕнес.

    – наци компонентне тивĕçтерекен аудио-видео-компьютер материалĕсемпе дисксем хатĕрлекен, чăваш чĕлхипе, литературăпа, фольклорпа меслет кĕнекисемпе нота кĕнекисене çыракан авторсем, вĕсен электронлă вариантне çыракансем валли тĕллевлĕ грантсем йĕркелеме сĕнес;

    – ял клубĕсемпе культура çурчĕсен ĕçне çÿлерех шая çĕклес, вĕсенче ирттерекен ĕç-хĕле чăваш чĕлхипе усă курассине тĕп вырăна хурас;

    – чăваш халăх пурнăçĕпе тата кун-çулĕпе çыхăннă вырăнсене курса çÿремеллин (туризмăн) çĕнĕ маршручĕсем йĕркелеме ыйтас;

    – Шупашкарта çулсерен ирттерекен Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйне» чăвашлăх хăй евĕрлĕхĕхĕпе сĕмне (колоритне) парса ирттерме сĕнес;

    – ял кунĕсемпе уявĕсене ирттерес йĕркене вăйлатма ыйтас;

    – Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул уявĕсене хатĕрленнĕ чухне чăвашлăх хăй евĕрлĕхĕхĕпе сĕмне (колоритне) шута илме сĕнес;

    – Чăваш Патшалăх телерадиокомпанине, Чăваш наци радионе тата телевиденине ача-пăча тата шкул ачисем валли чăвашла кăларăмсен хисепне ÿстерме тата шкул умĕнхи вĕренÿ организацийĕсен (учрежденийĕсен) воспитателĕсен, чăваш чĕлхипе литератури тата культури вĕрентекен пултаруллă учительсен паха опытне сарма ятарлă кăларăмсем тума ыйтас;

    – ача-пăча валли чăвашла мультфильмсен, аслисем валли чăваш халăх пурнăçне кăтартакан истори фильмĕсем, чăвашла илемлĕ фильмсем çителĕклĕ кăларма ыйтас (Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе пĕрле);

    – Чăваш Республикин мĕн пур ялĕнче Чăваш наци телевиденийĕн тата радио кăларăмĕсене курма тата итлеме май туса пама ыйтас;

    – хуласемпе ялсенче вырнаçнă организацисемпе учрежденисен, суту-илÿпе лавккасен ячĕсене Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисемпе чăвашла тата вырăсла çырассине йĕркене кĕртсе çитерме тата вĕсене çĕнĕрен ят парассине йĕркелеме ыйтас;

    – хуласемпе район центрсенче тата ялсенче курăнакан рекламăсене чăвашла тата вырăсла ят парассине тата çырассине вăя кĕртме ыйтас;

    – географи объекчĕсен ячĕсене, çул паллисемпе кăтартмăшсене, урам ячĕсене, кăтарту хăми çинче ялсен, транспорт чарăнăвĕн ячĕсене чăвашла та, вырăсла та çырассине çирĕп йĕрке тытса пыма ыйтас.

    – пурне те усă курма чăваш шрифчĕн пĕр тĕслĕхне патшалăх шайĕнче çирĕплетме ыйтас.

    – Чăваш Республикинче туса кăларакан юр-вара, ĕçме-çимене, çăкăр-тăвара, апат-çимĕçе тата ытти чĕр-тавара, япалапа хатĕр-хĕтĕре Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисемпе чăвашла тата вырăсла тĕрĕс ят парассине, этикетсене чăвашла-вырăсла çырассине йĕркелеме, çырнине хаклама чĕлхе специалисчĕсене явăçтарма ыйтас. Чăваш чĕлхи тата вырăс чĕлхипе усă курнине тĕрĕслеме тивĕçлĕ те ятарлă учрежденисене тупма хушас.

     

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 488 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)