Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 20:39
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 27 » Чĕлхе туйăмне ачаран аталантарасчĕ
    Чĕлхе туйăмне ачаран аталантарасчĕ
    19:26
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çулсерен учительсен аттестацине ирттерет, çапла майпа вĕрентекенсен пĕлĕвĕпе пултарулăхĕ тата ăсталăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртать. Аттестаци ирттерме эксперт комиссийĕ йĕркеленĕ. Унăн членĕсем пĕлтĕрхи чÿк-раштав уйăхĕсенче ял-хула шкулĕсене тухса çÿрерĕç, педагогсен ĕç пахалăхне вырăнта хакларĕç.
    Чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсемпе ĕçлекен комиссие кĕртнĕ май Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Канаш районĕсенчи, Шупашкар, Етĕрне, Канаш хулисенчи шкулсенче пултăм.
    Кашни учитель 5 çулти кăтартăвĕсене ятарлă карттăра палăртнă. Эксперт комиссийĕ ун тăрăх ĕç тухăçлăхĕ, ăсталăхĕпе пултарулăхĕ, класс тулашĕнчи ĕç-хĕлĕн пахалăхĕ мĕнлерех пулнине тишкерет, уроксенче пулнă хыççăн пĕтĕмĕшле балл лартать. Пирĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ учитель ĕçне çак мелпе хакласа пĕрремĕш тата аслă категорисем параççĕ.
    2011-2012 вĕренÿ çулĕнче аслă категори илме чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсенчен 30-шĕ хутшăннăччĕ, кăçал вара - 62-ĕн. Ÿсĕм учителĕн ĕç опычĕ, вĕрентес ăсталăхĕ, ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулнине çирĕплетет. Ăна шкулта ачасене, чăваш чĕлхипе сăмахлăхне юратни тытса тăрать. Патшалăх та вĕрентекен ĕçне тивĕçлипе хаклама пуçлани кăмăла çĕклет. Паянхи кун мĕн чухлĕ ĕçлесе илесси чылай чухне учительрен хăйĕнчен килет, вăл ачасене предмет олимпиадисене, ăслăлăх конференцийĕсене, пултарулăх ăмăртăвĕсене мĕнле хатĕрленине, хăй те аслă шкулсемпе тĕпчев институчĕсем ирттерекен мероприятисене, Интернет çыхăну урлă ăс-хакăл конкурсĕсене мĕнле хутшăннине шута илеççĕ.
    Эпир учитель шкулта яваплă ĕç тунине, тăван чĕлхене аталантарассишĕн хастар ĕçленине куратпăр та, пĕлетпĕр те. Маттуррисемпе хастаррисем чылаййăн. Çамрăксен чĕринче чăвашлăх туйăмĕ вĕресе тăтăр, тăван чĕлхе сумĕпе чапĕ ÿссе пытăр тесе пур енлĕн тăрăшса ĕçлеççĕ.
    Вĕрентÿре традици ĕç мелĕсемпе, çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе /синквэйн, кластер тата ытти те/, техника хатĕрĕсемпе анлă усă кураççĕ. Кашнин ĕçри хăнăхăвĕ хăйне май. Пурте компьютерпа туллин усă курса чĕлхепе литература материалне презентаци е проект мелĕпе, е слайдсемпе тарăннăн та сăнарлăн уçса пама пултараççĕ.
    Чăваш чĕлхине республикăн пур шкулĕнче те предмет пек вĕрентеççĕ. Лайăх-и е вăтам вĕрентеççĕ-и - ачасем, ашшĕ-амăшĕ каласа пама пултараççĕ. Ку хăйне евĕрлĕ хаклав, тĕрĕслев. Патшалăх шайĕнче те тĕрĕслев пур. 2008 çултанпа республикăри чăваш шкулĕсенче ачасем 9-мĕш класс хыççăн чăваш чĕлхипе аттестаци экзаменĕ тытаççĕ. Экзамен тĕллевĕ - ачан пĕлĕвне пĕтĕмĕшле хакласси. Чăннипе, тăхăр класс пĕтернĕ ачасем экзаменра чĕлхене чухланине, унпа çырура усă курма пĕлнине, итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештернине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе танлаштарма, шайлаштарма пултарнине аван кăтартаççĕ. 11-мĕш классен кăçалтан пуçласа чăваш чĕлхипе патшалăх экзаменĕ тытма ирĕк пур. Çакнашкал лару-тăрура чĕлхене пĕлнин кирлĕлĕхĕ ÿсет.
    Район центрĕсенчи шкулсенче вырăнта пурăнакан тата ун çывăхĕнчи ял ачисем ăс пухаççĕ. Центрсенче ачасенчен чылайăшĕ чăвашла калаçма, вулама пултарать пулин те вырăсланса пырать. Паян çак пулăм сарăлнăçем сарăлать. Çав çул çине чăваш ялĕн ачисем те тăнине асăрхатпăр. Вĕсем пĕр-пĕринпе вырăсла пуплеççĕ, чăвашла калаçнин кирлĕлĕхне туймаççĕ. Мĕне пула çапла пулса пырать-ха? Пирĕн шухăшпа, сăлтавсенчен пĕри - район центрĕсенчи тата поселоксенчи шкулсенче чăваш чĕлхине тăван чĕлхе пек вĕрентменни. Тĕрĕссипе, райцентрти чăвашсем ачисене чăваш чĕлхине вырăс шкулĕн программипе вĕрентеççĕ. Вара ачасем 5-9-мĕш классенче чăваш литературине пачах вĕренеймеççĕ, литература урлă шухăшпа илемлĕх пахалăхĕсене, çынлăхлă туйăм-ăнлава кирлĕ шайра аталантараймаççĕ.
    Ача чунне илемлĕ сăмахлăхпа ÿнер кăна витĕм кÿрет. Çакна пурте пĕлетпĕр. Шкул ачин кăмăлне çĕклекен, паянхи ăс-хакăлне тивĕçтерекен чăвашла хайлав сахал мар. Уйрăмах кăмăл-сипете, сапăрлăха, чун пуянлăхне, чĕр чунсемпе йывăç-курăк тĕнчине, çут çанталăк ырлăхне сăнарлакан хайлавсем паха. Ачасен ÿсĕм çулне тивĕçтерекеннисем шутне М.Трубинан «Шĕшкĕ», В.Туркайăн «Айăп», А.Васильевăн «Çĕн кайăкпа кантраллă кукăль», Л.Саринен «Кукамай», Ю.Скворцовăн «Пушмак йĕрĕ», «Ултăк», «Хĕрлĕ мăкăнь», В.Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача», Д.Гордеевăн «Кукăр алăсем», И.Лисаевăн «Чире парăнма çуралман», Л.Сачковăн «Оля-Улькка», А.Лазаревăн «Урок пуçланчĕ», Е.Лисинăн «Çăкăр чĕлли», Г.Красновăн «Катăк чĕлĕм», Л.Таллеровăн «Пысăк тĕнчери пĕчĕк чун», Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă», К.Ивановăн «Нарспи», «Шуйттан чури», П.Хусанкайăн «Тилли юррисем», Я.Ухсайăн «Шурă хурăнпа калаçни», Н.Петровскаян «Шурă лили», Ç.Элкерĕн «Хурапа шурă», А.Артемьевăн «Салампи», Н.Терентьевăн «Пушар лаши», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», К.Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» хайлавĕсене кĕртес килет. Вĕсем çыннăн кăмăл-сипетне, шухăш-ĕмĕтне, чунĕпе шалти тĕнчине кăтартакан, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентекен хайлавсем пулнипе паянхи кун та шкулта вĕрентме вырăнлă тесе шухăшлатпăр. Çавăнпа, чăваш литературине вĕрентмесен те, учителĕн пур класра та хушма тата килти вулавпа ирĕклĕ вулав йĕркелемеллех. Кашни шкултан кĕнеке вулама юратакан ачасенчен пĕр-иккĕшĕ те пулин аслă шкулта вĕренсе учитель е культура ĕçченĕ, е журналист, е çыравçă, е библиотекарь, е куçаруçă ĕçне алла илсен мĕн тери лайăх пулмалла.
    Чăваш чĕлхин сумне çĕклес тесен тата мĕн-мĕн тумалла-ши? Çĕннинех калаймăпăр пулин те район центрĕсемпе поселоксенчи ачасене тата ял ачисене садикренех чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. Ача тăван чĕлхерен писесрен, наци туйăмне çухатасран шкула кайма пуçласанах наци шкулĕн программипе вĕрентмелле. Ку программа никĕсĕнчи математикăна, пирĕн тавралăх предмечĕсене чăвашла тата чăваш букварĕпе литература вулавне тăван чĕлхепе вĕрентес пулать.
    Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать /вырăс чĕлхипе танах/. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнине чăвашла çырнă шкул ячĕсене, «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенисенче куратпăр. Шала кĕрсен вара урăхла тĕнче. Шкул пурнăçне кăтартакан стендсем, плакатсем, кабинетсен ячĕсем вырăсла пулни тÿрех куçа тăрăнать. Çакă пире, паллах, хурлантарать. Чăваш чĕлхи учителĕн шкулта стендсем тума хастар хутшăнмалла, май килнĕ таран вĕсене чăвашлатма тăрăшмалла.
    Чăваш чĕлхипе литератури, ытти предметпа танлаштарсан, чылай уйрăлса тăрать. Чăвашла чăвашсем пурăнакан вырăнсенче кăна вĕрентетпĕр. Учителĕн куллен-кун çĕннине шырамалла, урокра кирлĕ пулакан хатĕр-хĕтĕре туянма та, хăйĕн ăсталама та, Интернетра шыраса тупма та тивет. Шкулсенче учительсем хăйсем хатĕрленĕ вĕрентÿпе кăтарту хатĕрĕсем, чĕлхе таблицисемпе писательсем çинчен каласа паракан плакатсем, аудиодисксем, юрă кассетисем, компьютерпа кăтартмалли электрон материалсем яланах ал айĕнче пулнине, вĕсемпе уроксенче вырăнлă усă курнине куртăмăр.
    Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - калаçупа çыру чĕлхине аталантарасси. Учителĕн чĕлхе урокĕсенче те, литература урокĕсенче те çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлемелле. Çын илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма çамрăк чухне çăмăлрах тата хăвăртрах хăнăхать. Çавăнпа пулас ăрăвăн чĕлхин, ăс-хакăлĕн пуянлăхĕ шкулта мĕнле вĕрентнинчен нумай килет.

    Геронтий Никифоров
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1068 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)