Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 20:09
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Юпа » 17 » Чăваш литературипе те пĕрлĕхлĕ экзамен кирлĕ!
    Чăваш литературипе те пĕрлĕхлĕ экзамен кирлĕ!
    20:24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Юлашки виçĕ çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕрес текенсен умне çĕнĕ йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Чи малтанах литературăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ (ППЭ) памалла тунине палăртмалла. Чăваш литературипе пĕрлĕхлĕ экзамен çуккине асра тытсан, абитуриентсен пĕтĕм Раççейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вăл вырăс литературипе) памалла пулчĕ. Хайхи чăваш филологине вĕренме кĕрекенĕн вырăс чĕлхипе литературине пĕлнин шайне кăтартма тиврĕ. Çак лару-тăрура Тутарстанăн Çутĕç министрествийĕ тутар чĕлхипе тата литературипе республика шайĕнчи ППЭ йĕркелеме ăс çитерчĕ. Вĕсен филологи факультетне вĕренме кĕрекенсем çапла майпа тăван чĕлхипе тата литературăпах экзамен парса кĕчĕç.
    Кăçал педагогика специальноçĕсене вĕренме кĕрекенсене «Литература» вырăнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирĕк пачĕç. Çак улшăнăва пула И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологийĕн факультетне вĕренме кĕрекенсемшĕн чылай çăмăлрах пулчĕ (обществознанипе шкултах ППЭ параççĕ-çке). Пирĕн И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вара малтанхи пекех «литература» дисциплини юлчĕ. Ялсенчи учительсем (вырăс литературине вĕрентекенсем) ачасене хатĕрлесе çитереймерĕç, хăшĕ-пĕри шикленсе те ӳкрĕ пулас (ара предмета еплерех вĕрнтнине ППЭ шайĕнче тĕрĕслеççĕ-çке). Логика тĕлĕшĕнчен вĕсен кăмăлсăрлăхне ăнланма пулать: чăваш филологине вĕренме кĕрекенсене мĕншĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн хатĕрлемелле мар-ха? 
    Çак экзамен пăтăрмахĕсем пирĕн патăмăра вĕренме килекенсен йышне самаях чакарчĕç. Кăçал эпир хамăр факультета вĕренме 16 ача кăна илтĕмĕр (çавăн чухлĕ бюджет вырăнĕ панă пире). Наци чĕлхипе литературине вĕренекенсене регионти ытти университетсенче икĕ хут е ытларах та илнĕ. Çакă пире хытах пăшăрхантарать, хамăр çаврăнăçуллăрах пулманни кулянтарать.
    Лару-тăрăва еплерех лайăхлатмалла-ши? Кирлĕрех ĕçсене асăнатăп:
    1. Май килнĕ таран хăвăртрах «Чăваш чĕлхи» тата «Литература (чăваш литератури)» предметсене ППЭ парассине республика шайĕпе йĕркелемелле.
    2. Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕрентекенсен профориентаци ĕçне çак çĕнĕлĕхсене шута илсе вăйлатмалла.
    3. Чăваш чĕлхипе литературине шкулсенче вĕрнтекенсен ачасене хăйсен предмечĕсемпе ППЭ пама паянтан пуçласах хатĕрлеме пуçламалла.
    Çак виçĕ енлĕ ĕçсене пурнăçлама тĕрлĕ шайри тата вырăнти тытăмсемпе вĕрентӳ ушкăнĕсем пурте çине тăрсах пуçăнсассăн çеç эпир умри йывăрлăхсене ушкăнпа çĕнтерме пултарăпăр, ун чухне тăван факультетăмăрăн шăпи пирки те кулянман пулăттăмăр.


    В.Г. Родионов, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ, Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ деятелĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1021 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: Чăваш литератури | Рейтинг: 4.0/10 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)