Хисеплĕ ĕçтешсем, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри Сире «Чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕпе форма пулăвĕ: теори тата шкул практики» темăпа ăслăлăх конференцине йыхравлать. Конференцие 2011 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 14-мĕшĕнче 13. 00 сехетре ирттерме палăртрăмăр. Конференци тĕллевĕ – чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕпе форма пулăвне теори енчен ăнлантарасси.
Задачăсем: 1) сăмах пулăвĕпе форма пулăвне пĕр-пĕринчен уйăрмалли критерисене уçса парасси; 2) сăмах пулăвĕпе форма пулăвне аслă тата вăтам шкулсен вĕренÿ кĕнекисенче ăнлантармалли принципсене палăртасси. Конференцие ученăй чĕлхеçĕсене, чăваш чĕлхи учителĕсене йыхравлатпăр. Тухса калаçма палăртнă темăсене вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхи кафедрине 2011 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен çитермелле. Доклад тезисĕсене «Халăх шкулĕ» журналта пичетлесе кăларма хатĕрленетпĕр. 1,5 интерваллă Times New Roman Chuv шрифтпа пичетленĕ материал 3 страницăран иртмелле мар.
Пирĕн адрес: 428001, г.Чебоксары, пр.М.Горького, 5. ГОУ «Чувашский республиканский институт образования», кафедра чувашского языка и литературы, кабинет 215. Телефон: 58-47-46; Факс: 58-45-22 Эл.почта: chrio11@cap.ru Çыпăçтарнисем: |