Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 22:27
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Утă » 24 » Чăлах чунлă пулас марччĕ, чăлах чунлисен юррине юрлас марччĕ...
    Чăлах чунлă пулас марччĕ, чăлах чунлисен юррине юрлас марччĕ...
    12:51
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Вырăсла калăр-ха, эпĕ сире ăнланмастăп», - чарăнми калаçакан тутар хĕрарăмне сăмах хушрăм аранах. «Мĕнле, тутар мар-им вара эсир? Тутар пекех-çке», - тĕлĕннине пытармарĕ вăл. «Çук, мĕнле тутар ĕнтĕ эпĕ, «натуральнăй» чăваш», - мăнаçлăн пĕлтертĕм. Çакăнпа калаçу вĕçленчĕ. Унччен пĕр чарăнми шăкăлтатакан çĕнĕ пĕлĕшĕмпе кун хыççăн хутран-ситрен çеç сăмах чĕнкелерĕмĕр. 
    Ĕç-пуç тĕрлĕ халăх çынни пухăннă санаторире пулса иртрĕ. Çĕр-шывăмăрăн пур кĕтесĕнчен те тенĕ пек килнĕ çынсенчен хăшĕ-пĕри чăвашсем çинчен пĕлмест те иккен. Тĕрĕсех тунă эппин ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене çухалса пыраканнисен йышне кĕртсе. Çакна илтме чăнах та йывăр, чун ыратать. Ăс-тăнĕнче чăвашлăх туйăмĕ аталанман, вырăсланнă ентешсемшĕн çакă пĕлтерĕшлĕ те мар пулĕ. Ара, экспертсен хаклавĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере кашни уйăхра икĕ чĕлхе çухалать-çке. Кашниншĕн кулянса пĕтереймĕн... 
    Манăн вара темле пулсан та анне вĕрентнĕ чĕлхепех калаçас килет. «Çав «пор», «çок»-сене хăçан манăн-ши? Хăçан тулккăш чăн чăвашла калаçма вĕренĕн», - тесе ÿпкелешнине пĕрре мар илтнĕ эпĕ хамăрла сăмахланăшăн. «Анне калаçăвĕшĕн ма вăтанмалла вара?» - хирĕçлеттĕм яланах. Хăть «моркка», хăть «кишĕр», хăть «кăçат», хăть «çăм атă», «выльăха пысаççĕ е чикеççĕ» - çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Несĕлĕмĕрсен сăмах-юмахне тĕпе хурса калаçăва йĕркелени темрен паха. Асатте-кукаçин пуянлăхне упраса хăварса аталантарни чунран савăнтармалла. Анчах лару-тăру чăннипех те пăшăрхантарать. Чăваш юнĕ чупакан кашни çынах хăйĕн нацине калама вăтанмасан пирĕн пирки пур кĕтесре те илтмелле пек мар-и-ха? Раççейри пур регионта кăна мар, чикĕ леш енче те пурăнаççĕ-çке йăхташăмăрсем.
    «Чăваш терĕр-çке, анчах та ывăлăрăн вырăс ячĕ, - тĕлĕнет коми хĕрарăмĕ. - Пирĕн патра авалхи ятсемпе çыртараççĕ ачисене. Унччен те çапла пулнă. Пирĕн те вырăс чĕлхи патшалăхăн шутланать. Çапах эпир, уйрăмах - çамрăксем, асатте-асанне, кукаçи-кукамай е ытти тăван ячĕсене суйлама тăрăшатпăр. Коми чĕлхипе шăкăл-шăкăл пуплес килет. Анчах нумайăшĕ пĕлмест ăна. Пĕлекеннисем ватăсем кăна. Пирĕн тăрăхран лагерьсене нумай çынна илсе кайнă. Çавăнта юлнă та чĕлхемĕр», - хăйĕн нацийĕпе мăнаçланнине палăртса калаçрĕ тепĕр пĕлĕшĕм. Коми чĕлхи куç умĕнче çухалса пынине пĕлтерет хĕрарăм. Çав вăхăтрах çамрăксем ăна пĕтме памасса шанать иккен. «Авалхи ятсем тепĕр хут «модăна кĕни» - лайăх паллă. Шанăç пуррине палăртать вăл», - шухăшлăн калаçрĕ 20-рен иртнĕ çамрăк амăшĕ. 
    Ăна итленĕ май йывăр шухăшсем ăс-тăна канăçсăрлантарма тытăнчĕç: «Пирĕн çамрăксем вара?..» Çак самантра миçе чăваш ячĕ аса килĕ? Алăри пÿрнесем те çитеççĕ пулинех. Вырăсланни пĕрре-иккĕ те аса илеймĕ-тĕр. Чăннипе, Салампи е Атил... ят суйланă ашшĕ-амăшне патриотсем вырăннех хуратпăр. Ав хăш-пĕр нацишĕн вара çакă - хăнăхнă йĕрке. Ырламалла ку пулăма. Нацилĕхе упрасси çакăнтан та килет вĕт, çакна пархатарлă тĕллеве пурнăçлассин пуçламăшĕ тейĕттĕм. Калăпăр, Илемпи тер-ха ачана - нивушлĕ ÿссе çитсен ят историйĕпе кăсăкланмĕ вăл? Хăйĕн тымарĕ пирки пĕлнĕскер, тен, хăйĕн тĕпренчĕкне те Нарспи е Сетнер тесе çыртарĕ. Кунпа кăна лару-тăрăва тĕпрен улăштараймăн, паллах, çапах ятран нумай килет теççĕ. Тен, чăнах та Нарпи чунĕпе чăн чăваш хĕрĕ пулса ÿсĕ? Шанас килет... Нацилĕхе упраса хăварас тĕлĕшпе уйрăмах çамрăксем кăмăл-туйăма улăштармасăр ку енпе ырă улшăнусем пулманни паллă ĕнтĕ. Çапах шанас килет... «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен ним тума та кирлĕ мар», - теççĕ. Паллă поэт калашле, «чăлах чунлисен» юрри ку. Эпĕ çапах шанатăп...

    Н.Кудряшова ("Чăваш хĕрарăмĕ")  
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 619 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.9/9 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)