Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 05:18
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Нарăс » 15 » Çĕр улми — пирĕн иккĕмĕш çăкăр
    Çĕр улми — пирĕн иккĕмĕш çăкăр
    21:14
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Иртнĕ çул, çанталăк нумай вăхăт шăрăх тăнине пула, çĕр улми тухăçĕ питĕ япăх пулчĕ. Нумай лаптăксем çинче ÿссе аталанса çитнĕ çĕр улми тепĕр хут тымарланса, калчаланса кайрĕ, çĕр айĕнчи калчасем çинче çамрăк çĕр улмисем çитĕнчĕç. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хуçалăхсенче те çакăн пек çĕр улмисене вăрлăхлăх, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте усă курма путвалсемпе нÿхрепсене хурса хăварчĕç. "Калчаланса çитĕннĕ çĕр улми вăрлăхĕн шăтаслăхĕ мĕнле пулать çуркунне лартса хăварсан?” — интересленеççĕ хăш-пĕр ял ĕçченĕсем. "Мĕнле хушма мерăсем тупма пулать малтан пăхса хăварнă лаптăксене паха вăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе?” — теççĕ вĕсем. 
    Паллах çакăн пек условире çитĕннĕ вăрлăх шăтаслăхĕ мĕнле условисенче хĕл каçнинчен чылай килет. Пĕрремĕшĕ вăл — путвалсемпе нÿхрепсенче температура режимне çирĕп тытса пымалла, вăрлăха тепĕр хут шăтса, калчалантарса ямалла мар. Иртсе кайнă çул условийĕсенче çитĕннĕ çĕр улмире тутлăхлă апатсем, шăтас энерги ахаль те ытти çулсемпе танлаштарсан чылай сахалтарах. Çавăнпа та республикăра лартса çитĕнтерекен ытларах сортсемшĕн хранилищăсенчи сыв-лăш температури Ç1 — Ç3 0С иртмелле мар. Сывлăшри нÿрĕк 85—95% танлашмалла. Çакăн пек условисенче çĕр улми вăрлăхĕ 5—6 уйăх хушши калчаланмасăрах усранать. Хранилищăри сывлăш температури асăннă кăтартусенчен ÿссе кайсан, сывлăш туртакан вентиляци люкĕсене, шахтăсене уçса уçăлтармалла. Уйрăмах "Невский” сорта калчаланасран сыхламалла. Асăннă сорт хранилищăсенче 2 хут калчаланчĕ пулсан, уя кăларса лартсан шăтмасса та пултарать. Паянхи куна нÿхрепри, путвалти çĕр улми вăрлăхĕ калчаланнă пулсан, хальтерех, ăшă çанталăкпа усă курса, калчасене иртсе пăрахмалла. 
    Иртнĕ çул чылай ял хуçалăх предприятийĕсем, хăш-пĕр хушма хуçалăхсенче çĕр улми вăрлăхне кирлĕ чухлĕ хурса хăвараймарĕç. Çакăн пек йывăр лару-тăруран тухса кайма мĕнле майсем пур? 
    ПĔРРЕМĔШĔ вăл — 50—60 грамм вăрлăхпа пĕрле шултра çĕр улмине (80 грамм ытлараххине) касса лартса хăварасси. Паллах çак икĕ фракцине уйрăм лартса хăварни усăллăрах пулать. Каснă çĕр улмин кашни пайĕ икĕ куçран (глазок) кая пулмалла мар. Çĕр улмине лартнă кун касма тăрăшмалла, каснă хыççăн вăрлăх çĕр айĕнче çĕресрен, тĕрлĕ чир-чĕрсемпе чирлесрен (хура ура, ризоктоноз) ăна типĕ кĕлпе, е ТМТД порошокĕпе пăтраштармалла. Шултра çĕр улми вăрлăхне касиччен 2 эрне хушши ăшă сывлăшра, хĕвел пайăркисем лекмен çĕрте усрасан лайăхрах пулмалла. Сăмсаланнă вăр-лăхран лартмалли материал та ытларах тухать, мĕншĕн тесен асăннă материал çинче пĕр куç (глазок) хăварсан та çитет. 
    ИККĔМĔШĔ вăл — çĕр улми вăрлăхĕнчен калчасем ÿстерсе тухăç туса илесси (помидра эпир пурте пачкăллă вăрлăхран калчасем ÿстерсе çитĕнтеретпĕр). Хальхи вăхăтра çĕр улми вăрлăхне пачкăсемпе сортсемовощ, почта уйрăмĕсем урлă туянма пулать. Мускаври К. А. Тимирязев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх академийĕнче вăрлăхран акса çитĕнтернĕ çĕр улми тухăçĕ гектартан 230—250 центнерпа танлашнă. Пирĕн условисенче калчасем валли çĕр улми вăрлăхне март уйăхĕн вĕçĕнче — апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче акма юрать. Вăрлăхсене помидор калчисене ÿстернĕ пекех торфпа перегной, хура çĕр, хăйăр хутăшĕсемпе тултарнă ещĕксем çине акмалла. Вăрлăхсене пĕр-пĕринчен 0,5 см хăварса тарăн мар йăрансем (0,5 см) çине варăнтармалла, йăрансем хушши 10 см пулмалла. Çĕр улми вăрлăхĕ 18—200С градуслă пÿлĕмре 10—12 кунтан шăтса тухать. 3—4 эрнерен калчасене торфпа перегной хутăшĕсене тултарнă ещĕксене куçармалла (пикировка). Çитĕннĕ калчасене тепĕр 3—4 эрнерен уя кăларса 70х35 см схемăпа лартаççĕ. Калчасем лартмалли лункăсене тутлăхлă апат-çимĕçсем, йывăç кĕлĕ, чăх каяшне парса хăварнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çу тăршшĕпех агротехникăна çирĕп пăхăнса пымалла — вăхăтра шăвармалла, çум курăксемпе кĕрешмелле, йăрансем хушшине кăпкалатмалла, купаламалла, хурт-кăпшанкăсемпе тата чир-чĕрсемпе кĕрешмелле. Хальхи вăхăтра "Седек” фирма пакетсемпе çакăн пек сортсем сутать: Ассоль, Баллада, Велина, Императрица, Краса, Милена, Фермер тата ыт. те. 
    ВИÇÇĔМĔШ — çĕр улми калчисене пачкăллă вăрлăхран анчах мар, шултра çĕр улминчен те пăхса çитĕнтерме пулать. Çак меслетсемпе февраль уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунĕнче йывăç ещĕк çине 7—8 см хулăнăш торф, перегной, хура çĕр, хăйăр хутăшĕ сарса хумалла, ун çине 80—100 грамм таякан çĕр улмисене пĕр рет вырнаçтарса тухмалла, çиелтен 2—3 см хулăнăш малтан асăннă çĕр хутăшне сапмалла, ун хыççăн çиелти çĕр хутăшне ăшă шывпа нÿрлентермелле. Пÿлĕмри температурăна 18—200С тытса тăмалла. Ещĕкри çĕре кашни 2 кунта шыв сапса нÿрлентермелле. 3 эрнерен кашни ещĕкрен çĕр улминчен 4—6 калча шăтса тухать. Март пуçламăшĕнче ещĕке хĕвел лекмелли вырăна куçарса лартмалла. Тепĕр 3—4 эрнерен калчасем 14—15 см таран ÿссе çитĕнеççĕ. Апрелĕн 3-мĕш вунă кунлăхĕнче ещĕкри калчасене анкартине илсе тухмалла. Малтан хатĕрленĕ йăрансем çине кашни 40 см, 40 см тарăнăш лункăсем чавмалла, лункăна 10 см хулăнăш çĕрнĕ тислĕк, 20—30 грамм йывăç кĕлĕ сапса пăтраштармалла. Ещĕкри шăтса тухнă калчана тымарĕпе пĕрле çĕр улминчен уйăрса лункăна вырнаçтармалла, çиелтен калчана 15 см тăпра хутăшĕпе витмелле, ăшă шывпа шăвармалла. Лартнă хыççăн калчана кашни эрнере пĕр хут шăвармалла. Çапла вара ÿссе çитĕннĕ калчасене лункăсене вырнаçтарса пĕтернĕ хыççăн, ещĕке юлнă çĕр улмисемпе пĕрле каялла ăшă пÿлĕме илсе кĕмелле. Май уйăхĕн 1-мĕш вунă кунĕнче ещĕкри çĕр улмисенчен çĕнĕрен калчасем тухаççĕ. Май уйăхĕн 3-мĕш вунă кунĕнче çитĕннĕ калчасене урăх лункăсене çав меслетпех тухса лартмалла. Çу тăршшĕпех асăннă йăрансем çинче çум курăксемпе кĕрешмелле, шăвармалла, кăпкалатмалла, купаламалла, хурт-кăпшанкăсемпе, чир-чĕрсемпе вăхăтра кĕрешмелле. Малтан лартнă калчасенчен июнь вĕçĕнче — июль пуçламăшĕнче асăннă агромероприятисене пăхăнса ĕçлесе пырсан, кашни тĕмрен 7-шер килограмран кая мар паха çĕр улми пуçтарма пулать. 
    Август вĕçĕнче иккĕмĕш срокра лартнă калчасенчен паха тухăç пухса илме пулать. Паллах калчаран çĕр улми тухăçĕ пăхса çитĕнтерме кăткăсрах, анчах та çак меслет пысăк репродукциллĕ, хаклă çĕр улми вăрлăхĕ илсе лартнинчен чылай йÿнĕрех. Çу тăршшĕнче 80—100 çĕр улми калчи пăхса çитĕнтерме кашниех пултарать. Çакă вăл 2—3 çынтан тăракан çемьене хĕл каçма ытлашшипех çитет. 
    ТĂВАТТĂМĔШ — иртнĕ çул Раççей Федерацийĕнчи çурçĕр регионсенче, Белорусси Республикинче япăх мар тухăçлă çĕр улми пăхса çитĕнтернĕ. Çакă вăл паллах асăннă регионсенчен çĕр улми вăрлăхĕсене тивĕçлĕ хакпа турттарса килсе малтан палăртнă лаптăксене кирлĕ чухлĕ лартса хăварма чылай пулăшнă пулĕччĕ. Çÿлте палăртнă регионсенчен илсе килнĕ çĕр улми вăрлăхĕсене туяннă чухне асăрханулăха çухатмалла мар. Чи малтан сутăçсенчен сертификат пурри пирки интересленмелле. Лартмалли материал çителĕксĕр пулнине кура, предпринимательсем уйрăм хушма хуçалăхсенчен те çĕр улми туянма пултараççĕ. Хушма хуçалăхсенчен илнĕ çĕр улми карантинлă чирсемпе, хурт-кăпшанкăсемпе пуян пулма пултараççĕ. Уйрăмах нематодăран сыхланмалла. Нематода вăл — куçа курăнман, микроскоппа анчах курăнакан вĕтĕ ăман. Вăл ытларах çĕр улми вăрлăхĕпе, çĕр улми лаптăкĕ çинчи çĕрпе куçса килет. 
    Пирĕн республикăра вăл карантинлă обăект шутланать. Нематода сарăлнă лаптăксем çинче 4—5 çул хушши çĕр улми лартса ÿстерме юрамасть. Асăннă лаптăксем çинче нематодăна парăнман культурăсем анчах акса çитĕнтермелле. Нематодăна пĕтерес тĕллевпе çак лаптăксене тиазон, карбатион препарачĕсене варăнтарса хăвараççĕ. Анчах та вĕсен усси сахалтарах. 
    Çапла вара паянхи кун çĕр улми вăрлăхĕ çук, е унăн калăпăшĕ пĕчĕк тесе кулянса лармалла мар, хăвăртрах ĕçе кÿлĕнмелле.

    Л. Журавлев, ЯЛ ХУÇАЛĂХ НАУКИСЕН КАНДИДАЧĕ
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 785 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.0/6 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)