Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 22.11.2024, 23:58
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Пуш » 4 » Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева халалланă "Букварьтен - илемлĕ литературăна çити" XIV конкурс йĕрки
    Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева халалланă "Букварьтен - илемлĕ литературăна çити" XIV конкурс йĕрки
    22:37
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Конкурс тĕллевĕсем 

    Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлева чысласси. Чăваш чĕлхи кунне тивĕçлĕ шайра палăртасси. Шкулта вĕренекенсене литература ĕçĕпе çывăхрах туслаштарасси. Çамрăк çыравçăсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿстерме пулăшасси.

    Конкурс йĕркелÿçисем

    Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви.
    «Тантăш» хаçат редакцийĕ.
    Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ.
    И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
    Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕ.

    Конкурса хутшăнакансен мĕнле хайлавсем, хăçан тата ăçта ярса памалла.

    Литература пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикипе ун тулашĕнче пурăнакан 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕренекенсене те конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Комисси халиччен пичетлемен, конкурссене тăратман чăвашла сăвăсемпе калавсем, очерксемпе повеçсем, пьесăсем тата литературăн ытти жанрĕ- пе çырнă ĕçсем йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, поэзи произведенийĕсен хисепĕ 5-рен кая мар пулмалла.
    Авторсен хăйсен ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта, мĕнле районта тата миçемĕш класра вĕреннине, пултарулăх ертÿçине, литература кружокне кам ертсе пынине туллин чăвашла тата вырăсла кăтартмалла.
    Хайлавсене компьютерпа пичетлесе е алăпа таса та тирпейлĕ çырса ака (апрель) уйăхĕн 8-мĕшĕччен çак адрессенчен пĕринпе ярса памалла:
    428019, г. Чебоксары, проспект Ивана Яковлева, дом 13, «Редакция газеты «Тантăш»
    428023, г. Чебоксары, ул. Гражданская, дом 54. Комиссия по проведению творческого конкурса.
    Телефонсем: 56-15-30, 28-83-86, 31-54-61, 31-66-52
    Конкурс комиссийĕ чи лайăх хайлавсене суйласа илет, вĕсен авторĕсене пултарулăх ăмăртăвĕн II турне килме «Тантăш» хаçатра пĕлтерет.

    Пултарулăх ăмăртăвĕн йĕрки

    Литература пултарулăх конкурсĕ Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнче (Шупашкар хули, Граждан урамĕ, 54 çурт) ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртет, 10 сехетре пуçланать. Пурин те 9 сехет тĕлне лицея çитмелле.
    Паллă писательсемпе литература ĕçченĕсем поэзи, проза, очерк тата драматурги секцийĕсенче çамрăк çыравçăсемпе ăсталăх урокĕсем ирттереççĕ, хайлавсене авторсемпе пĕрле пăхса тухса хак параççĕ. Конкурса хутшăнакасен хăйсен ĕçĕсенчи тĕп шухăша уçса пама пĕлмелле.

    Çĕнтерÿçĕсене палăртни тата чыслани

    Конкурс çĕнтерÿçисене – ял тата хула шкулĕсенче вĕренекенсене – уйрăммăн икĕ ушкăнра (7-9 тата 10-11-мĕш классем) палăртаççĕ.
    Конкурсра 1, 2, 3-мĕш вырăн йышăннă çамрăк çыравçăсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Дипло- мĕпе, «Тантăш» хаçат редакцийĕн Хисеп грамотипе чыслаççĕ.
    Иккĕмĕш тура тухнă пур автор тата вĕсен вĕрентекенĕсем "Тантăшăн” Тав хутне илме тивĕç пулĕç.
    Кăçал 7-мĕш класс пĕтерекен çĕнтерÿçĕсене Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейăн 8-мĕш филологи класне вĕренме (калаçу йĕркипе) илеççĕ. 9-10- мĕшсене те çак йĕркепех хапăл туса йышăнĕç. Конкурсра малти вырăна тухнă 11-мĕш класс пĕтерекен пултаруллă çамрăксене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне «Литература ĕçĕ» специализацине тата очерк жанрĕнче çĕнтернисене журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăх параççĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1421 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.0/7 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)