Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 23:08
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 25 » АН ĔÇ. СĂРА СИЕНЛĔ
    АН ĔÇ. СĂРА СИЕНЛĔ
    18:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пĕр паллă юрăра: «Губит людей не пиво, губит людей вода», – текен сăмахсем пур. Тен, çапах та çынсене шыв мар, сăра пĕтерет? Атьăр-ха çак ыйтăва пĕрле тĕпчер. Чăн та, сăра рекламине ытларах çамрăксемшĕн хатĕрлеççĕ. Хăшне-пĕрне итлесен «эс чăнкă çын-тăк, сан сăра ĕçмеллех» пулса тухать. Çакнашкал рекламăсен результачĕ акă: Мускаври шкулсенче вĕренекенсенчен 59 проценчĕ 13 çултах сăра ĕçме пуçланă, 39 проценчĕ кашни кун ĕçет. 
    Сăра эпидемийĕ
    Статистика тăрăх, Раççейри кашни çын пуçне çулталăкра 30 литр сăра тивет. Рекламăсене шансан, сăра – алкогольсĕр, сиенлĕ мар напиток, компотпа сок пекех. Раççейри медицинăпа санитари нормисемпе килĕшӳллĕн, алкогольсĕр ĕçме шутне спирт шайĕ 1,2 процентран иртменнисем кăна кĕреççĕ. Сăра алкогольсĕр ĕçмесен шутне кĕрет текен саккун та пур. Ку вара тавар кăларакансене сăрана телевиденипе рекламăлама, нумай налогсенчен, акциз пуххисенчен хăтăлма май парать. Юлашки çулсенче сăра революцийĕ пулса иртрĕ тесен те йăнăш мар-тăр: çамрăксем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан сăрасăр сайра чухне лараççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем те тиркемеççĕ çак ĕçмене. 
    Сăлтавĕ
    Мĕнре-ха сăлтавĕ? Сăран витĕмĕ унри компонентсенчен килет: алкогольрен тата йӳçекен ăсла продукчĕсенчен. Алкоголь (этил спирчĕ) вăл – наркотикла витĕм паракан вăйлă протоплазма наркăмăшĕ. Этил спирчĕ пĕверпе пуç мимине сиен кӳрет. Алкоголь хăвăрт хăй тыткăнне илет. Çыннăн пуç миминче киленӳпе киленменлĕх центрĕсем пур. Енчен те çын хăйшĕн усăллă ĕç турĕ-тĕк – калăпăр, йывăр задачăна шутласа кăларчĕ, тăшмана çĕнтерчĕ, тутлă çирĕ, юлташĕпе тĕл пулчĕ – киленӳ центрĕ активлăланать, çын савăнать. Анчах та çак туйăм патне çитиччен çыннăн тар тăкма тивет вĕт-ха... Пĕр вăй хумасăрах кăмăла лайăхлатма та пулать иккен, организма киленӳ центрне хускатакан пĕр-пĕр вещество кăна ямалла. Тĕслĕхрен, алкоголь. Çăмăллăнах кăмăл çĕкленет, хăй хаклăх ӳсет, тĕлли-паллисĕр пурнăçра та мĕн-тĕр кирли пур пек туйăнать. Алкоголь намăса çухаттарать, совеçе «питĕрет», улталама илĕртет... 
    «Усси»
    Рекламăн ăнăçлă утăмĕсенчен пĕри – сăра усăллă пулнине ĕнентерме тăрăшни. Çакă алкоголиксене хăйсен чирне тӳрре кăларма пулăшать те нумай чух. Алкоголь напитокĕсене сарасси нумай чух УЛТАВ çинче никĕсленнĕ. Акă темиçе тĕслĕх.
    Сăра усăллă, мĕншĕн тесен унра В ушкăн витаминĕсем нумай... 
    Чăн та, сăрара В ушкăн витаминĕсем пур, анчах та питĕ сахал. Çур литр сăрара вĕсем хура çăкăрăн пĕр татăкĕнчинчен те сахалрах. 
    Сăра ĕçес килнине ирттерет.
    Çук. Алкоголь – юн плазминчи пусăма ӳстерекен активлă вещество, çавăнпа та сăра ĕçес килнине тата та вăйлатать. 
    Сăра кăкăр çитерекен хĕрарăмшăн усăллă, мĕншĕн тесен вăл сĕте нумайлатать...
    Кăкăр çитерекен хĕрарăм сăра ĕçни ачана тытамак тытни патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та йывăр çын тата кăкăр çитерекен хĕрарăмсен сăра ĕçме юрамасть! 
    Сăра алкоголизмĕ
    Сăра алкоголизмĕ те кулленхинчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Йăлтах дозăна ӳстерсе пынинчен пуçланать. Нумайăшĕ: «Виçеллĕ ĕçни хăрушă мар», – теме пăхаççĕ. Шăпах «виçеллĕ ĕçни» халăха ĕçме тытăнмашкăн вĕрентет те. Çирĕп кăмăллисем хăйсен тĕслĕхĕпе йăвашшисене, явапсăррисене ĕçме хистеççĕ. Статистика хăрушă вĕт: пирĕн çĕршывра алкоголизма пула кашни пиллĕкмĕш, пирус туртнине пула кашни виççĕмĕш çын вăхăтсăр вилет. Наркологсен шучĕпе, сăра алкоголизмĕпе чирлĕ çынна эрех алкоголизмĕпе чирлинчен сыватма йывăртарах. 
    2001 çулта Раççей санитарин тĕп врачĕ Геннадий Онищенко сăра алкоголизмĕн хăрушлăхĕ пирки ыйту çĕкленĕччĕ. Ун шучĕпе этемлĕх СПИДпа туберкулезран мар, калама çук пысăк хăвăртлăхпа сарăлакан алкоголизмран вилсе пĕтме пултарать. Онищенко сăрана алкоголь напитокĕсен шутне кĕртме, телевиденипе ăна рекламăлама чарма сĕнчĕ. Сăра кăларакансем сиксех ӳкнĕччĕ санитарин тĕп врачĕ çине. Вĕсен аргуменчĕсем çаксем: сăран «усăлăхĕ», «сиенсĕрлĕхĕ», сăра сутни патшалăхшăн тупăшлă пулни... Анчах та тахçанах паллă: сăра сутса илнĕ кашни пĕр тенкĕ тупăш пуçне патшалăхăн 5 тенкĕлĕх тăкак – вилеслĕх, аманаслăх, кĕтмен инкексен, уйрăлакан çемьесен шучĕ ӳснипе – тӳсме тивет. 
    Ӳсĕре итлеттерме çăмăлрах
    Алкоголь мафийĕ çăмăллăн кăна парăнасшăн мар. Вăл малашне те тупăш тăвас шутпа çынсене ултавпа илĕртме пăхĕ. Ара, ĕçекен çынна итлеттерме, хăв мĕн тăвас килнине тутарма çăмăлтарах вĕт. Алкоголе ĕçсен вăл организмра 28 талăк упранать. Эрех-сăрана еплерех тăтăшлăхпа ĕçнине пăхсан вара пирĕн общество ялан ӳсĕр çӳрет теме пулать. 
    Пурнăç эрехпе сăрасăр та сĕре интереслĕ. Пуç та ыратмасть, сывлăх та çирĕп. Этил спиртне хамăрăн пуç мимин хуçи тăвар мар. Серепене лекесси кăткăс мар, унран хăтăласси йывăр. Çакна яланах асра тытмалла. 

    Вера АЛЕКСАНДРОВА  (Сувар" хаçат) хатĕрленĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 751 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.8/19 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)