Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 12:01
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 16 » ВĔРЕНĔН ТЕ ВĔÇĔ ПУР...
    ВĔРЕНĔН ТЕ ВĔÇĔ ПУР...
    23:37
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Альбина АЛИФУЛИНА ("ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ")

    nullÇуркуннехи уяр кун кăнтăрлахи апата Костя /ятне улăштарнă/ Шупашкарти Атăл хĕрринчи “Турист” хăна çурчĕн столовăйне кĕчĕ. Залра халăх сахал. Пĕр сĕтел хушшинче икĕ çамрăк хĕр ларать. Костя юнашаррине вырнаçрĕ. Пĕр хĕрĕ хăй çине куç илмесĕр пăхнине асăрхарĕ. Куçсемпе тĕл пулчĕç, анчах лешĕ пуçне айккинелле пăрчĕ. Пикесем çиçсе тухса кайрĕç. Костя апат вăхăчĕ вĕçленменнипе усă курса Атăл хĕрринче теплоходсем çине пăхса тăчĕ. Çав вăхăтра паçăрхи хĕрсем юнашар килсе тăнине те сисмен. Вĕсем çине ăшă кулăпа пăхса илчĕ те: “Мĕнле лайăх пулĕ Аçтăрхана теплоходпа кайса килме”, - терĕ. Çунатлă ĕмĕтсем çинчен калаçса тăнă хыççăн:

    - Чипер юлăр. Манăн ĕçе васкамалла, - тесе уйрăлчĕ Костя. Çакăн хыççăн Атăл хĕрринче темиçе хутчен те тĕл пулчĕ ку хĕрсене. Кашнинчех ăшшăн калаçрĕç. Костьăн арăмĕ те, пĕчĕк ачи те пур-ха, анчах чĕрене хушаймăн: Вера ятли килĕшме пуçларĕ ăна. Ытла та çепĕç калаçать-çке. Кулнă чухне сылтăм енчи пит çăмарти кăшт путать те хĕр тата илемлĕрех курăнать. Вера юратуллăн тинкерет - Костьăна каччă тесе шухăшлать ĕнтĕ. 

    Хĕрсем пир-авăр комбинатĕнче ĕçлеççĕ иккен, халĕ отпускра та - Атăл хĕрринче уçăлса çÿреççĕ. Вăхăт иртнĕ май Верăпа Костя çывăхлансах пычĕç, пĕр-пĕрне килĕштернине уçăмлăнах палăртрĕç, телефон номерĕсене илчĕç.

    Костя арăмĕнчен вăрттăн Верăпа тĕл пулма пуçларĕ, пĕр уйăх иртсен тÿшеке пĕрле ăшăтрĕç. Хĕр çирĕм çулта çеç пулин те хĕрлĕхне çухатма ĕлкĕрнĕ - ĕçри мастерăн пулăшуçине юратнипе парăннă иккен. Лешĕн вара пĕр вăхăтрах 2-3 хĕр пулнă. Халĕ ăна хăйĕн тăшманĕ тесе шухăшлать. Çакна пĕлсен Костя та авланнине пытармарĕ: çав вăхăтрах Вера хăйне ытларах килĕшнине пур енчен те çирĕплетме тăрăшрĕ.

    Костя арăмĕ ача çуратичченех улшăнчĕ. Хăйне пысăка хума, ăслăрах курăнма тăрăшрĕ. Верăна яланах арăмĕпе танлаштарчĕ. Çапла иккĕллĕ пурнăçпа çулталăк ытла ырă курчĕ-ши, асапланчĕ-ши? Çав вăхăтрах ывăлĕ утакан пулчĕ, “атте” теме тытăнчĕ. Çак хĕпĕртев арăмĕн çитменлĕхĕсене те çемçетрĕ пулмалла.

    Вера юратать, нимĕн те ыйтмасть. Эрнере 2-3 хут тĕл пулни ăна тивĕçтерет те пулмалла. Ăшĕнче Костя арăмĕпе уйрăлса унпа пĕрлешессе кĕтет пулĕ те, анчах кун пирки сăмах хускатмасть. Вера урăх никампа та çÿременнине пĕлет Костя. Кашни хăй вырăнĕнче пек туйăнать. Тен, нимĕн те улăштармалла мар? Арăмĕ тарăхтарнă вăхăтра Вера патне кайса йăпанмалла та - ĕçĕ те пĕтнĕ.

    Çак пурнăç пуриншĕн те йĕркене кĕчĕ, çапла чылай çул иртрĕ. 

    Анчах темле вĕренĕн те вĕçĕ пур. Верăн та çамрăк ĕмĕрĕ иртсе пырать. Костя ăна качча кайса çемьеллĕ пулма темиçе хутчен ыйтрĕ. Вера унăн сăмахĕсене ăша илмерĕ. “Мана урăх арçын кирлĕ мар”, - терĕ. Хăйне мантарас тесе Костя Верăран хăпма шухăшларĕ. Вĕсем сайра хутра çеç тĕл пулма тытăнчĕç. Каярах, урăх çĕре ĕçлеме куçсан, Костя ун патне пачах çÿреме пăрахрĕ. Çур çултан Верăна пĕчĕк хваттер панине, вăл пĕр арçынпа тĕл пулкаланине çынсем урлă пĕлчĕ. “Вера пурнăçĕ майлашăнса пырать”, - шухăшларĕ Костя.

    Пурнăç урапи тикĕс кусмасть. Тепĕр виçĕ çултан Костя арăмĕнчен уйрăлчĕ. Хваттере пайласа пĕчĕк пÿлĕме куçрĕ те пĕчченех пурăнма пуçларĕ. Халиччен пĕччен юлманскере телевизор умĕнче кашни каç ларма кичем те тунсăх пулчĕ.

    Пĕрле ĕçлекенсен хушшинче ватă хĕр шутне кĕнисем ун тавра явкаланма пуçларĕç. Вĕсенчен пĕри, хитререх тăхăнса çÿрекенни, хăйне хăнана чĕнме ыйтрĕ. Костя, хĕрарăмсăр тунсăхласа çитнĕскер, хирĕçлемерĕ. Кĕçех Ирина çие юлни пирки пĕлтерчĕ. Çуратас умĕн, ачан ашшĕ пултăр тесе, Костя унпа хут уйăрттарсах пĕрлешрĕ. Ирина хăйне пуринчен те телейлĕ туйрĕ. Ывăл çуралсан общежитири пÿлĕмсене сутса пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянчĕç.

    5 çул иртсен Костя ăнсăртран Вера пĕчченех пурăнни çинчен пĕлчĕ.

    Пĕррехинче ĕç хыççăн юлташĕсемпе пĕрер черкке ĕçсен чунĕ чăтмарĕ - лавккана кĕрсе ĕçме-çиме илчĕ те ун патне çул тытрĕ, Вера сиввĕн кĕтсе илчĕ.

    - Кĕр, - терĕ кĕскен. - Мĕнле пурăнатăн? - ыйтрĕ алăка хупсанах.

    - Мĕнле калас, пурăнатăп.

    - Мĕн çинчен пĕлтерме килтĕн-ха? Санăн пурнăçна эпĕ каламасăрах лайăх пĕлетĕп. Арăмунтан уйрăлса манран миçе çул çамрăккине качча илтĕн-ха? Тен, ăна пăрахса манпа пурăнасшăн? “Сана юрататăп” тесе вунă çул суеçтертĕн. Эпĕ, айванскер, ĕнентĕм, кĕтсе пурăнтăм. Арăмунтан уйрăлнине пĕлсен, килет пулĕ-ха тесе, ытти арçынна хамран сивĕтрĕм. Каллех сан çинчен шухăшлама пуçларăм.

    - Эсĕ урăх арçынпа тĕл пулнине эпĕ пĕлнĕ. Пĕрлешетĕр пуль тесе шухăшларăм. Тен, çине тăрсах килмелле пулнă. Сан умăнта, чăнах та, айăплă эпĕ.

    - Эпĕ хĕрĕхе çитетĕп, манăн çемье те, ача та çук. Çамрăк ĕмĕр иртрĕ. Халĕ мана ĕлĕкхи пек тĕл пулусем, эсĕ хăв та кирлĕ мар. Урăх ан кил.

    Верăна итлесе Костя шухăша кайса ларчĕ. Хăй айăплине туйса ăна куçран пăхма та хăяймарĕ.

    - Каçарма пултарсан - каçар, - терĕ те Костя хваттертен салхуллăн тухса утрĕ. “Манăн кунта урăх нихăçан та килмелле мар”, - шухăшларĕ иртнине аса илнĕ май.

    Сухаллă Микулай

    - Хĕрÿ хăв пекех правур, пур ĕçре те çыпăçуллă, савăнса çеç пурăнмалла санăн. Эх, кама ырă кăтартĕ-ши качча кайсан?! - теççĕ кÿршисем Сухвие час-часах.

    - Ватлăхра хама пăхма Турă пачĕ пулинех, пĕтĕм шанчăкăм унра, - сăпайлăн калаçать хĕрарăм вĕсемпе. Хĕрĕпе Анкелинпа кăмăллă пулин те мухтанмасть вăл. “Шкулта тăрăшуллă, çын çинче хисеплĕ, сывлăхлă çитĕнтĕрччĕ”, - шухăшлать тĕпренчĕкĕ пирки.

    Хĕрача, вĕрентекен пулас ĕмĕтпе пĕчĕкренех çунатланнăскер, Шупашкарти педагогика институтĕнче /халĕ педуниверситет/ экзаменсене ăнăçлă тытрĕ, анчах кирлĕ таран балл пухаймарĕ. Пур пĕр хуçăлмарĕ, тепĕр çул ăнăçу пуласса çирĕп шанса Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçлеме пуçларĕ. Общежитире алăран кĕнеке ямарĕ, канмалли кунсенче тăван ялне васкарĕ.

    Пĕр-пĕринсĕр тунсăхланă амăшĕпе хĕрĕ ăшшăн калаçса чунĕсене уçаççĕ. Кил хушшинче тĕрлĕ ĕç пурнăçлама та ĕлкĕрет вашават Анкелин... Сыв пуллашу вара - иккĕшĕшĕн те чи йывăр самант.

    Хĕрне Сухви аппа кашнинчех уй хапхи тĕлне çити ăсатать. Инçетре курăнми пуличченех алă сулать хĕрарăм.

    Вăхăт сисĕнмесĕр иртрĕ. Малтанах çамрăксемпе питех хутшăнман Анкелин юлашки вăхăтра тус-тантăшĕпе кинона, Атăл хĕррине çÿрерĕ. Пĕррехинче хăйне пĕр çамрăк сăнанине сисрĕ. Каччă Чĕмпĕртен килнĕ иккен. Гера ятлă, ĕç хыççăн аэроклуба çÿрет. Вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿпе пĕчĕклех илĕртнĕ ăна, летчик пулас шухăш канăç паман. Çитĕнсен вĕри чунлă йĕкĕт çар институчĕ пирки ĕмĕтленнĕ. 

    Хĕрпе каччă хушшинчи туслăх çирĕпленсех пычĕ. Пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕскерсем ĕç хыççăн вулавăша васкарĕç, кайран алла-аллăн çавăтăнса çÿресе шуçăмччен уйрăлаймарĕç. 

    Экзаменсен вăхăчĕ те çывхарчĕ. Телейлĕ чунсене ку хутĕнче савăнăç парнелерĕ. Ача чухнехи ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç çамрăксен. Гера Иркутскри çар институтне вĕренме кĕчĕ.

    Уйрăлу йывăр, анчах пин-пин çухрăмлă инçе çул та хăрушлăх мар студентпа курсантшăн. Шанчĕç, кĕтрĕç вĕсем пĕр-пĕрне. Тунсăхларĕç. Çыру хыççăн çыру ăсатрĕç. Нимĕнле чăрмава пăхмасăр савнийĕ патне Гера темиçе те килме май тупрĕ. Нихăçан асран тухмĕç асамлă çав кунсем... 

    Çапла иртрĕ пилĕк çул. Институт хыççăн Анкелина Геннадьевна Шупашкарти пĕр шкулта ĕçлеме пуçларĕ. Геронтий Львович службăна Казахстанра тăсрĕ.

    Юлашки вăхăтра амăшĕ самаях хавшанăран Анкелин час-часах яла çÿрерĕ. Килтен кайнă чухне уй хапхи патне пĕччен утни чĕрине кашнинчех пăчăртарĕ унăнне. “Сансăр пуçне кам пăхĕччĕ-ши мана, чирлĕскере. Пиччÿсем инçе, сайра килеççĕ. Телейлĕ пул, ачам”, - амăшĕн сăмахĕсем хăлхаран каймарĕç. 

    Гера отпуска килни вăй-хăват хушрĕ, çунатлантарчĕ.

    - Анкелин, эпĕ сансăр пурăнаймастăп. Атя, пĕрле кайăпăр. Унта ачасене вĕрентĕн. Пĕрлешĕпĕр. Хваттер парĕç.

    Ку сăмахсене пачах кĕтменччĕ хĕр. Нимĕн калама аптранипе шак! хытрĕ. “Епле-ха... Казахстана? Анне вара? - явăнчĕ те явăнчĕ шухăш. - Савнине те ăнланмалла. Тĕрĕс, пĕрле пулнинчен пахи çук, анчах...” - “Çук, пыраймастăп”, - чĕтревлĕн те шăппăн илтĕнчĕç сăмахсем. Тупăран кĕрĕслеттернĕнех туйăнчĕç офицершăн вĕсем. Ÿкĕтлесен те пĕрле кайма килĕшмерĕ юратнă çынни. Юлашки тĕл пулăва туйса, урăх никама та юратмасса ăнланса куççульпе йĕчĕ хĕр. Амăшне пĕччен хăварсан хăйне нихăçан та каçармĕ Анкелин, пурнăç тăршшĕпе ÿкĕнĕ.

    - Мĕн илтетĕп, чунăм? Анкелин: сана çеç юратнă эпĕ, юрататăп та. Эсĕ вара юратман, улталанă мана, - каччă куçĕнчи ачашлăхпа ăшăлăх тăруках çухалчĕç.

    Уйрăлас умĕн чĕнмесĕр, хурлăхлăн пăчăртанчĕç савнисем пĕр-пĕрин çумне. Каччă хĕре юлашки хут чуп турĕ.

    - Яланах кĕтетĕп сана, пĕр сана, пирĕштийĕм. Шухăшласа пăх. Аннÿне пĕрле илсе кайăпăр, - шанчăка çухатмасăр калаçрĕ офицер.

    Автобус тапранчĕ. Хĕр алă сулса ăсатрĕ, анчах куççуль витĕр нимĕн те курмарĕ. Вăл пит çăмартине пĕçертсе юхрĕ те юхрĕ.

    Никам çине пăхмасăр утрĕ Анкелин. Савнипе тĕл пулнă, çавăтăнса çÿресе чуна уçнă вырăнсем... “Телейĕм çухалчĕ, ĕмĕтĕм сÿнчĕ, пурнăçăм кисренчĕ. Мĕн пурăнни малашне? Анчах... анне! Хаклăран та хаклă анне пур манăн!” - хурăн çумне вăйсăррăн тайăнчĕ хĕр. 

    Гера çырăвĕсем сиплĕ эмел пекех пулчĕç уншăн. Юратнă ĕç, ачасемпе хавасланни йывăрлăха пусарса умри тĕксĕмлĕхе сирчĕç, чуна ăшăтрĕç. Лайăххине шанса пурăнчĕ хĕр. Анчах... кăштахран пĕр çыру та килмерĕ. Манăçми Гера хĕр чĕринчен тухма пĕлмерĕ, урăххи те кĕреймерĕ. Хăйпе çÿрес текенсене пĕрремĕш юратăвĕпе танлаштарса хакларĕ: “Гера хăйне апла тытмастчĕ”, “Унашкал кăнттам калаçмĕччĕ”, - шухăшларĕ вĕсем пирки час-часах.

    ...Вунă çултан Анкелин Маркелпа пĕрлешсе çемье çавăрчĕ. Хĕрача çуралчĕ. Анчах телей нумая пымарĕ. Ĕçке ярăннă арçынна ĕçрен кăларчĕç. Çине-çинех тавлашу, харкашу кисретрĕ чунсене. Мăшăрĕ çине алă çĕклеме те именмерĕ намăса çухатнă упăшка. Уйрăлма тиврĕ хĕрарăмăн. Хĕр пĕрчине пĕчченех ÿстерчĕ. 

    Амăшне шалкăм çапсан Анкелин пурнăçĕ пушшех йывăрланчĕ. “Ачусенчен пархатар пултăр, хĕрĕм, сана та çапла пăхчăр пепкÿсем. Йывăрлăхсемшĕн каçарсам мана, тĕпренчĕкĕм. Пил сана манран”, - тесе аллине кăкăр çине хучĕ. Унтан шăпланчĕ. Ĕмĕрлĕхех.

    “Хама телейсĕр теместĕп. Таса юратăва туйнă, аннене йĕркеллĕ пăхнă. Хĕрĕм телейлĕ пултăрччĕ. Анчах Гера.. Телейлĕ-ши эсĕ? Каçарсам мана, юратăвăм...” - шухăшларĕ Анкелина Геннадьевна манăçми сăн ÿкерчĕк çинчен куç илмесĕр...

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 756 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.7/15 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)