Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 27.04.2024, 06:04
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 16 » “Санăн - качча каймалла, шăллун - салтака, манăн вилмелле пулать”, - тетчĕ вăл...
    “Санăн - качча каймалла, шăллун - салтака, манăн вилмелле пулать”, - тетчĕ вăл...
    23:24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullКашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Çамрăклăх илемне кашниех тĕшмĕртет. Ватă çын пурнăçĕ мĕнпе илемлĕ-ха? Пурнăç каçалăкне утса тухнă кинемейсемпе мучисем мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнаççĕ? Пурнăçпа кĕç-вĕç сыв пуллашмаллине туйса-пĕлсе тăракансене мĕн канăçсăрлантарать? Çак тата ытти ыйту тавра сăмах пуçарасшăн паян.

    Палланă ватă çынсен сăнĕсем куç умне тухаççĕ... Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Хăшĕсем пурăнаççĕ-ха. Вĕсем ватлăха тĕрлĕрен йышăнаççĕ иккен. Кулек аппа /Акулинăна ялта çапла чĕнетчĕç./ пурнăçа тем пек юрататчĕ пулин те сывлăхĕ хавшама пуçласан вилĕм пирки пуплеме тытăнчĕ. “Эпĕ “канма” кайсассăн туслă, килĕштерсе пурăнăр. Ман хĕрĕме ан пăрахăр. Йывăр чухне манран пулăшу ыйтăр. Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшăп”, - тетчĕ вăл пире, пускилсене.

    Шупашкарта пĕр вăхăт пурнăç çулĕпе 60 çула яхăн пĕрле утакансемпе кÿршĕллĕ пурăнма тивнĕччĕ. Арăмĕпе упăшки ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ-мĕн. Коля тете чылай çул директорта вăй хунă. Аран-аран уткаласа çÿретчĕ вăл. Сăнĕ шуранкаччĕ, хăй питĕ хытканччĕ. Коля тете “вилес килмест” тесе ĕсĕклесе йĕни ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Хĕрарăмсем ку енĕпе çирĕпрех пулас. Пурнăçран уйрăлас килменнишĕн куççуль кăларакан кинемее курма хальччен тÿр килмен.

    Эпир шăллăмпа ватă асаннепе çитĕннĕ. Вăл пире: “Санăн - качча каймалла, Шăллун - салтака, манăн вилмелле пулать”, - тетчĕ. Мĕншĕн апла калать-ха вăл? Вилесси çинчен мĕншĕн калаçать тесе шухăшлаттăм ун чухне. Ĕмĕрĕн вĕçĕ пулассине чухлатпăр пулин те ун пирки калаçасси йăлара çук пек туйăнатчĕ. Ватă асанне “вилĕм хутаççине” хатĕрленине те пирĕнтен пытармастчĕ. Шурă пир хутаçа темиçе хут та уçса кăтартнă вăл пире. Унта унăн вĕр çĕнĕ кĕпе-тумтир, тутăр, тапочки, сăмса тутри, тутлă супăнь пурччĕ. “Эпĕ яланлăхах куçа хупсассăн мана çак япаласене тăхăнтартăр”, - тетчĕ. Тата пуç вĕçне хурăн милĕк хурса пама калатчĕ. Ватă асанне мунча кĕме питĕ кăмăллаччĕ. Куçне хупичченех унăн кăмăлĕ аванччĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăнукĕн ачисемпе хĕпĕртетчĕ, мăнаçланатчĕ. Пурнăçа питĕ юрататчĕ. Чăваш йăли-йĕркине пăхăнса пурăнатчĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă пулсан та пире вăрмана ертсе çÿретчĕ. Анчах шăв-шавран хăвăрт ывăнатчĕ, лăпкăлăхшăн, шăплăхшăн, выртса кăтăш пулассишĕн ăшталанатчĕ. Пĕр япалана питĕ юратмастчĕ вăл. Вулаканăм сăмах мĕн пирки пынине чухларĕ те-тĕр. Çапла, тĕкĕре кăмăлламастчĕ вăл. Куç кĕски çине пăхнине нихăçан та курман эпĕ ăна. “Нĕрсĕр, пĕркеленчĕклĕ сăна курас килмест”, - тетчĕ вăл. Çамрăк хĕрарăм тĕкĕр çине кунне темиçе хут та пăхать тĕк, ватти унран тарма тăрăшать. Мучисем тĕкĕртен “хăрамаççĕ”. Ватă арçынна вилсен мĕн тăхăнтарасси те пăшăрхантармасть. “Тăхăнтартĕç-ха, пытарĕç-ха”, - тет вăл. Ятарлă хутаç та хатĕрлемест. Сăмах май, авланма та тупра пухмасть. Хĕрарăм çĕр çине пуçтаруллă, çыпăçуллă пулма çуралнăнах туйăнать. Ĕлĕк хĕрсем çÿпçе, арча тулли тум хатĕрленĕ. Хальхи хĕрсем тупра вырăнне укçа-тенкĕ пухаççĕ. Çапла вара хĕрарăм пурăнма та, вилсен тăхăнма та тум хатĕрлет.

    Ватă çыншăн пурнăç илемĕ мĕнре-ха? Пурнăçланă ырă ĕçсенче, çитĕнÿсенче. Ачапчапа, мăнуксемпе пуян вăл. Аса илÿ “çÿпçи” те туллиех унăн. Ăсĕ-тăнĕ те “тăват çынлăх”. Чылайăшĕ ватлăхран хăрать. “Çавăнпа кун пирки малтанах “шухăшлама, хатĕрленме пуçламалла”, - теççĕ пĕрисем. Теприсем: “Ватлăх, вилĕм пирки пач аса илмелле мар. Пурăнмалла та пурăнмалла, çынна ытларах ырă тума тăрăшмалла”, - теççĕ. Паллах, кун пирки татăклăн пĕтĕмлетсе калама çук. Кашни çын хăй пĕлнĕ пек, чун ыйтнă пек пурăнать...
    РОЗА ВЛАСОВА ("ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ")

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 717 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.4/11 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)