Четверг
25.04.2024
19:03
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Cайт Егоровой Татьяны Александровны
Главная Регистрация Вход
Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Форма входа

Хĕрачасем, хĕрсем, хĕрарăмсем! Асаннесем, кукамайсем! Сире пурне те çуркуннехи пĕрремĕш уяв ячĕпе, Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Çуркуннехи тавралăх епле капăр, эсир те çавăн пекех илемлĕ пулăр, çуркуннехи çил епле ăшă эсир те çавăн пекех ăшă кăмăллă пулăр. Телей, юрату ан иксĕлтĕр сирĕн пурнăçра!
 

Просмотров: 2531 | Добавил: учитель | Дата: 08.03.2011 | Комментарии (4)

Сурхурипе мăнкун хушшинчи уяв. Чăн чăвашла ăна пушăн 21-27-мĕшĕсенче, çĕрпе кун танлашнă вăхăтра ирттермелле.



Просмотров: 633 | Добавил: учитель | Дата: 06.03.2011 | Комментарии (0)


Йĕке хÿре
1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996
Йĕке хÿресемшĕн çак çул лăпкă темелле. Карьера пусмипе çÿлелле те хăпармĕç, анмĕç те. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăру йĕркеллех пулĕ. Анчах та вĕсен ĕçре никампа та хирĕçмелле мар. Çавна май эсир ĕçтешĕрсенчен пултарулăх енĕпе ăнăçлă идейăсем илме пултаратăр, каярах вĕсем тупăш кÿрĕç. Иккĕмĕш çур çулта сире кăсăклă сĕнÿсем кĕтеççĕ. Тахçанхи тусăрсем, партнерсем тата тăванăрсем пулăшсан çулталăк вĕçĕнче сире тата пысăкрах ăнăçу кĕтĕ.

Вăкăр
1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997
Пултарулăх çыннисемшĕн лайăх çул. Пуçланă ĕçсем малалла аталанĕç, шăпа çĕнĕ проектсене çул парса пырĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче Вăкăрсем унччен пĕлсех кайман çынсемпе паллашĕç, вĕсем çулталăкăн иккĕмĕш çурринче ăнăçу тума пулăшĕç. Малтанхи уйăхсенче укçа-тенкĕ çитсе пымĕ, кивçенсене парса татас енĕпе йывăрлăхсем тухса тăрĕç. Çапах та çакă çĕнĕ тĕллевсем патне ăнăçлă куçса пыма чăрмантармĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче Вăкăрсен ... Читать дальше »
Просмотров: 572 | Добавил: учитель | Дата: 12.01.2011 | Комментарии (0)

 
 

Çитрĕ, çитрĕ сурхури!
Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитрĕ курăнать.
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çӳрĕпĕр,
Килĕрен кукăль чӳклĕпĕр.
Просмотров: 623 | Добавил: учитель | Дата: 12.01.2011 | Комментарии (0)

Культурăллă ӳсентăрансем:
Вир - просо.
Пăри - полба.
Тулă - пшеница.
Урпа - ячмень.
Пăрçă - горох.
Сĕлĕ - овес.
Ыраш - рожь.
Нимĕç пăрçи (Хура пăрçа, Çыруллă пăрçа, Патак парçи) - бобы.
Сухан - лук.
Çарăк - репа.
Шалча пăрçи - фасоль обыкновенная.
Хура тулă, хуратул - гречиха.
Çĕрулми, улма, паранкă - картофель.
Кишĕр, муркав - морковь.
Купăста - капуста.
Кантăр - конопля.
Ясмăк - чечевица.
Шур тулă, тĕкĕ (архаизм) - рис.
Чакан тулă - кукуруза.
Йĕтен - лен.
Тутлă кăшман (çарăклă кăшман, сар кăшман) - брюква.
Кăшман, чĕкĕнтĕр - свекла.
Хĕрлĕ кăшман (чĕкĕнтĕр) - свекла столовая.
Шурă кăшман (чĕкĕнтĕр), сахăр кăшманĕ - свекла сахарная.
Выльăх кăшманĕ (чĕкĕнтĕрĕ) - свекла кормовая.
йӳçĕ кăшман (хура кăшман) - редька.
Хăяр - огурец.
Мăн хăяр, калăм хăярĕ, тын хăяр, кавăн - тыква.
Ыхра - чеснок.
Помитор - Пом ... Читать дальше »
Просмотров: 2266 | Добавил: учитель | Дата: 07.12.2010 | Комментарии (0)


Раштавăн 16-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитет. Çак датăпа палăртас тĕлĕшпе факультет шкул ачисен хушшинче олимпиадăсемпе тĕрлĕ ăмăртусем ирттерет:
● «Янра, чăваш чĕлхи» сочинени ăмăртăвĕ (8-9 классем, сочиненисене факультета раштавăн 15-мĕшĕччен ярса памалла);
● «Чи лайăх илемлĕ хайлав» — сăвă, калав, эссе, тĕрленчĕк (8-9 классем, хайлавсене факультета раштавăн 15-мĕшĕччен ярса памалла);
● Раштавăн 16-мĕшĕнче — 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи тата литература» олимпиада (пуçламăшĕ 9 сехетре, 2-01 аудитори);
● Раштавăн 16-мĕшĕнче — 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче «Культура родного края» олимпиада (пуçламăшĕ 9 сехетре, 2-03 аудитори);
● Сăвă вулакансен ăмартăвĕ — пуçламăш классем (раштавăн 16-мĕшĕнче, пуçламăшĕ 9 сехетре);
● «Чĕлхе, литература, тăван ен культури» олимпиада — 5-6 класра вĕренекенсем хушшинче (раштавăн 16-мĕшĕнче ... Читать дальше »
Просмотров: 822 | Добавил: учитель | Дата: 07.12.2010 | Комментарии (1)

Тунти кун — уйăх мăйрака туса çуралнă кун. Тына, вăкăр кунĕ. /Пуç пӳрне кунĕ/.
Ытларикун — Ут çине /вăкăр çине/ ларнă кун. /Шĕвĕр пӳрне кунĕ/.
Юнкун — Турă кунĕ. Чӳк кунĕ. Выльăх пусмалли кун /така пусса чӳкленĕ/. /Вăта пӳрне кунĕ/.
Кĕçнерни кун — Кĕçĕн эрне кунĕ. Хĕрарăмсен кунĕ. Тулли эрне кунĕ умĕнхи кун. /Ятсăр пӳрне кунĕ/.
Эрнекун — Пилĕк кунлă эрнене пуçтарса вĕçлекен кун. /"Эрне" перс халăхĕн "адиня" сăмахĕнчен пулса кайнă/./Кача пӳрне кунĕ. Алăри пилĕк пӳрне чăмăрĕ/. Пĕр пиллĕкĕн кунĕ.
Чăвашсем XVI ĕмĕрте вырăссен кун йĕрки çине куçнă. Эрнен кунĕсем çумне шăмат /еврейсен "шабат", "уяв" "кану"/ кунне, вырăс эрнин кунне, "вырсарни куна" хушса кĕртнĕ. Эрнене çичĕ кун тăрăх, уйăха тăватă эрне тăрăх /пĕр эрнине уйăх тăххăр пулнă тăрăх/, çулталăка 12 уйăх тăрăх шутла пуçланă.
Авалхи чăвашсен çулталăк ярăмне-календарьне шутламалли хăйсен йĕрки пулнă: арçынсен тăваттăлла явнă тăватă вĕçлĕ "вун икĕ юплĕ" ярапаллă пушă /Вун ик йӳплĕ чĕн пушă. Н.И. ... Читать дальше »

Просмотров: 682 | Добавил: учитель | Дата: 18.11.2010 | Комментарии (0)

Чӳк уйăхне тата хура кĕр, юпа, шалча, хĕле кĕрен, çуна уйăхĕ тесе калаççĕ.
Чӳк уйăхне хĕлпе кĕр кĕрешекен уйăх, мулкач юпах пăрахса улăштарнă уйăх тенĕ. Çак уйăхра кĕр вĕçленет, хĕл пуçланать. Хресчен урапа çинчен çуна çине ларать.
Кӳлленсе тăракан шывсем пăрланса лараççĕ. Юр ӳксе çуна çулĕ уçăлать. Чӳк уйăхĕнче вилнĕ ваттисем /чунĕсем/ çăва çине таврăнаççĕ тенĕ. Уйăха /уйăх пĕтнине/ пăхса вĕсене асăннă.
Кĕлĕ, чӳк, киремет вырăнĕсенче кĕрхи чӳксене ирттернĕ. Киремете тасатса, хапхине хупнă. Тăванĕсемпе пĕрле килте хĕрт-сурт, картиш, кил-çурт, ял-кӳршĕн чӳкне ирттерсе кĕрхи ĕçке ĕçсе ирттернĕ. Унта çемйипе, тăванĕсемпе, кӳршĕ-аршăсемпе пуçтарăннă. Сунарçăсем типе, мулкач тытма сунара тухнă. Пулăçсем шыв вутăшне кĕселпе чӳклесе пулă тытма пуçланă. Килти выльăха, хур-кайăксене пусса тирпейленĕ. Качча тухма çитĕннĕ хĕр-упраç валли минтер-тӳшек тултарнă.
Килти ватăсен вырăнĕсене улăштарнă. Çĕнĕ ыраш-улăм тӳшекне сарса панă. Пасар хакне кура усрама хăварнă ... Читать дальше »
Просмотров: 562 | Добавил: учитель | Дата: 18.11.2010 | Комментарии (0)

Çулталăк "çул" тата "талăк" сăмахсенчен тăрать. "Çул" çӳремелли çула пĕлтерет. "Талăк" сăмах "талкăш" сăмаха çывăх: ут, васка, таврăн тенине ăнлантарать.
Çулталăкра çултан-çул пĕр курăмлă пулăмсем — хĕл, çур, çу, кĕр вăхăчĕсем.
Çулталăк çулне, кунне, вăхăтне пĕлӳçĕсемпе ăрăмçăсем, ватăсемпе юмăçсем сăнанă. Çулталăк кунĕсене каçхи уйăх тăрăх, кунри хĕвел тăрăх шутланă.
Çулталăкра уйăх 12 хут пулса-тулса пĕтет. Çав вăхăтра 354 кун иртет. Хĕвел пĕр пек мĕлке йăвантаракан тĕле /21.03 е 23.09/ 365 1/4 кун хушшинче таврăнса çитет. Хĕвел тăрăх, çулталăкра 365 1/4 кун шутланать. Уйăхпа хĕвел çулталăкĕсем 11 кунпа уйрăлса тăраççĕ.
Ăсчахсем ку çухатăва йĕркелес тесе 2-3 çулта вун виççĕмĕш уйăха çулталăк ярăмне кĕртеççĕ.
Паянхи кун уйăх тăрăх шутлакан календарьсемпе пурăнакан патшалăхсем: Китай, Израиль тата мăсăльман тĕнне йышăннисем. Çулталăкри кунсен шучĕсене çухатас мар тесе 19 çул хушшинчи çул — 13 уйăхлă, 12 çул — 12 уйăхлă çулталăк йĕркине тытса пыраççĕ ... Читать дальше »

Просмотров: 570 | Добавил: учитель | Дата: 18.11.2010 | Комментарии (0)

Çу уйăхĕ вĕçнелле, çĕртме уйăхĕ пуçламăшĕнче чăваш тĕнчинче Акатуй уявĕ кĕрлеме тытăнать — вăл Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те шавлăн та савăнăçлăн иртет. Акатуй — чăвашсен ĕлĕкрен пыракан уявĕ.
Авал Акатуя ăçта, хăçан, мĕнле ирттернĕ?

Ăçта?
Шыв хĕрринчи улăхра, çаран çинче.
Вăрман хушшинчи уçланкăра.
Улăх варринче.
Суха туман, выльăх çӳрекен хирте.

Хăçан?
Тыр-пул акса пĕтерсен — халăхпа. Тырă акнă вăхăтра — çемьепе.
Халăхпа пуçтарăнса ирттерекен Акатуйне — уйăх тулнă эрнесенче кĕçнерни-вырсарни кунĕсенче.

Мĕнле?
Ун пирки кĕскен хуравлама май çук. Ял-ял пур çĕрте те хăйне майлă уявланă. Хăшĕсем çурхи уяв, çурхи вăйă, тапă, пуху, хĕр аки тесе каланă. Тĕллевĕ пĕрре: ваттисене /вилнисене/, çĕр ырлăхне асăнса, çут тĕнчерен ырă-лăпкă çанталăк ыйтса "учукне" - уй чӳкне — чӳкленĕ хыççăн тепĕр кунне /кунĕсене/ ял халăхĕ /тарăхни ялсенчи çынсем/, çамрăксем Акатуй улăхне, çаранне пуçтарăннă.
... Читать дальше »
Просмотров: 725 | Добавил: учитель | Дата: 28.05.2010 | Комментарии (0)

1 2 »
Поиск

Календарь
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright Татьяна Егорова © 2024
    Создать бесплатный сайт с uCoz