Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Манăн статьясем [9]
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 18.04.2024, 04:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Статьясем » Манăн статьясем

    Пайтул таврăнни
    Çулĕ унăн ытла та вăрăм пулчĕ çав. 1671 çулта, çутă Çавал аслă Атăл шывне юхса тухнă тĕлте тăван халăхпа сывпуллашса вилĕмсĕрлĕх çулĕ çине тухнăранпа виçĕ ĕмĕр ытла, тĕплĕнрех каласан, 340 çул, иртрĕ. Ăçта кăна çитсе, мĕскер кăна курмарĕ пулĕ çак хушăра пирĕн аслă та чаплă Пайтул!... 
    Таçта пулсассăн та, тем тĕрлĕ асап-инкек курсассăн та, вăл тăван халăхне пĕр самантлăха манман, унăн телейĕшĕн кĕрешме пăрахман. Çав кĕрешÿ çулĕсенче вăл хăйĕн юнташĕсемпе тамăрĕсене пĕрре те манман. Çавăнпа ĕнтĕ Палтай Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ Каляк Минккинчен те, Кив Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ Ваçанкка Кирукĕнчен те, Самар таврашĕнче пурăннă Тилли Михайлинчен те темиçе хутчен те салам каласа янă. Пайтулăн юнташĕсем нумай пулнă: Патăрьел таврашĕнчи Сăкăт ялĕнчи учитель Федор Иванович та, Тракки таврашĕнчи Тусай ялĕнчи Миронов та, Ишек ялĕнчи Пархиле Федоров та, Марка ялĕнчи Кириле те, Шупашкарта пурăннă Иван Ильин та, Пăва районĕнчи Хĕрĕх Сутах ялĕнчи Суптеш-папай та... Вăл Валем Ахун, Юхма Мишши писательсемпе те туслă пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 1973 çулта Валем Ахуна "Палнай” кĕнеке парнеленĕ. Юхма Мишшине хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ çинчен каласа панă. Çавăнпа ĕнтĕ Юхма Мишши, ялтан яла çÿресе, чăвашсене Пайтул çинчен каласа панă. Çав вăхăтрах ваттисем ун çинчен мĕскер каланине çыра-çыра илнĕ. 
    Вулакан ăнланать пуль ĕнтĕ, ку сăмахсене эпĕ кăшт шахвăртсарах çыртăм. Çапах та ăнлантарса парам: çÿлерех асăннă çынсем вĕсем пурте чăнласах çав ялсенче пурăннă чăвашсем. Вĕсем пурте Пайтул ятне те, унăн юррисене те, паттăр ĕçĕсене те хăйсен асĕнче упранă, манăçма паман. Тĕлĕнмелле, вĕсем пурте Пайтул çуралса ÿснĕ ялтан аякра пурăннă. Истори тĕпчевĕсем тăрăх çакна куратăн: темшĕн аслă та чаплă çыннăн ĕçĕсем çинчен хăйĕн тавралăхĕнче мар, аяккарахри çĕрсенче ытларах астуса пурăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ авалхи ăсчахсемех каланă: пÿлевсем тăван çĕрте пулмаççĕ (пророков в своем отечестве не бывает). Пайтулăн юррисене 1916 çулта хальхи Патăрьел районĕнчи Кив Упи ялĕнче пурăнакан Кирук юрăçă Каляк Минккинчен çырса илнĕ. Каляк Минкки хальхи Шăмăршă районĕнчи Палтиел текен ялта пурăннă. Унăн авалхи ячĕ — Палтай-Упи. Ку ялсене пуçласа яракансен тĕп тымарĕ пурин те хальхи Красноармейски районне кĕрекен Аслă Упи. Ку яла XIII ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн мăн ламттайсен маттур ертÿçи Упи-паттăр никĕсленĕ. Вун çиччĕмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çак Упи-паттăр йăхĕнчен тухнă Арансайпик ятлă чăваш мăрси (князĕ) Çĕрпÿ хулинче хĕсметре тăнă. 1621 çулта, унăн паттăрлăхне палăртса, Мускав патши ăна хальхи Патăрьел районне кĕрекен Юхмапа Упăрша шывĕсем хушшинчи çĕрсене парнелесе парать, вĕсене иртĕхсе çÿрекен ногайсенчен сыхлама хушать. Палтай — Арансайпик ывăлĕ. Вăл вара тата кăнтăрарах кайса, Хырла шывĕн сылтăм çыранĕнче тепĕр ял никĕслет. Ăна Палтай-Упи, каярахпа Палтиель, теме тытăнаççĕ. Шăп та лăп çак Палтай-Упирен инçе мар 1670 çулта Пайтул ертсе пыракан чăваш çарĕсем темиçе кун пынă çапăçура пуç касма тухнă патша çарĕсене çапса çĕмĕреççĕ. Çак çапăçу вырăнĕсем халĕ те питĕ паллă. Виçĕмçул унта эпĕ Мускаври чăвашран тухнă офицерсен пĕрлешĕвĕнче тăракансене ертсе кайрăм — полковниксем, генералсем, адмиралсем. Пайтул ертсе пынипе чăваш паттăрĕсем, çапăçăва хатĕрленсе, çĕр хăпартнă, тĕрлĕ пытанмалли шăтăксем тунă вырăнсем халĕ те упранаççĕ. Çавсене пăхса, пысăк пĕлÿллĕ аслă офицерсем ун чухне питĕ тĕлĕннĕччĕ. "Кун йышши çĕр чавса е çĕр хăпартса çапăçăва хатĕрленни пирĕн Пайтул чăнласах та питĕ талантлă çарпуçĕ пулнине кăтартать, — терĕç вĕсем. — Ахальтен мар çак çапăçу çинчен аслă çар шкулĕсенче вĕрентеççĕ иккен...” 
    Çавăнпа ĕнтĕ Пайтул çинчен каланисем тата унăн юррисем çав Хырла тăрăхĕнче питĕ лайăх упранса пурăннă. Эпĕ çуралса ÿснĕ ял та Хырла тăрăхĕнче, Пайтул патша çарĕсене çапса çĕмĕрнĕ вырăнтан инçе мар. Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ мĕн пĕчĕкрен Пайтул çинчен илтсе ÿснĕ, унăн юррисене те пĕлнĕ. Каярахпа, шкулта вĕренме тытăнсассăн, ялтан яла çÿресе ун çинчен мĕн каланине, ун юррисене тĕрлĕ çĕрте çыра-çыра илме тытăнтăм. Çак çапăçу пулнă вырăнтан инçе мар Хĕрĕх Сутах ятлă тутар ялĕ. Унта та пултăм. Унта та Пайтул çинчен чылай япала çырса илтĕм. Тутарсем те Пайтул ятне упрани мана ун чухне питĕ савăнтарнăччĕ. 
    Каярахпа, Шупашкарта вĕренме тытăнсассăн вара, Пайтул çинчен калакан историлле чăнлавсем шырама тытăнтăм. Вĕсем те питĕ нумай иккен. Вĕсенче пуринче те Пайтула патша вăйпучĕсем вăр-хурах тесе мар, "полковник” тесе калани мана питĕ савăнтарчĕ тата тĕлĕнтерчĕ. Патша вăйпучĕсем хăйсен тăшманне хисеплесе "полковник” тенĕ. Ку вăл çав тапхăрта полководец тенине пĕлтернĕ. Эппин, Пайтул чăнласах та аслă та чаплă полководец пулнă пуль. Хăйĕн тăшманĕсене те хисеплеттерме пултарнă пулсассăн. Кайран вара Пайтулăн тăван ялĕ ăçта пулнине тем чухлĕ шырама лекрĕ. Мĕншĕн тесен историлле чăнлавсенче унăн тăван ялне, те вырăслатнипе, тĕрлĕрен çырнă. Мана ку ĕçре И. И. Одюков профессор, Алексей Талвир ватă писатель, Валем Ахун поэт-тĕпчевçĕ, Трак тăрăхĕнчи çыравçăсемпе тавра пĕлÿçĕсем Юрий Сементер, Владимир Константинов, Владимир Серафимов, Николай Ершов тата ыттисем те питĕ пулăшрĕç. 
    А. Ф. Талвир, паллă тавра пĕлÿçĕсем Павел Шортанаткас-Николаев, Вера Енцова тата ытти маттур çынсем мана каярахпа Пайтул вил тăприне те тупма пулăшрĕç. Пайтул 1671 çул вĕçĕнче Çавал шывĕ Атăла юхса кĕнĕ тĕлте хаяр çапăçура пуçне хунă. Ăна Çавал шывĕн сылтăм çыранĕнче пысăк Улăп тăпри туса пытарнă. Халĕ ку вырăн Çĕнĕ Шупашкар çĕрĕ çине кĕрет. Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ çак хулана хăçан та пулсан Пайтул ят парасса шанатăп. 
    Ĕлĕкхи саманара Пайтул пек чаплă чăваш çыннисем çинчен çырма питĕ йывăрччĕ. Çапах та эпĕ хамăн "Кăвак çĕмрен” историлле романра паттăр чăваш çар пуçĕ Пайтул пулни çинчен, тепĕр çĕр çултан та, Пугачев пăлхавĕ вăхăтĕнче те, унăн ятне чăваш кĕрешÿçисем ялав пек тытса пурăнни çинчен çырма пултартăм. "Кăвак çĕмрен” романри тĕп герой Укаслу унăн ĕçĕсемпе хавхаланса, унăн ятне çÿлте тытса кĕрешÿ хирне тухать. Самана кăшт улшăнма тытăнсассăн эпир Чăвашсен обществăпа культура центрĕ кăларакан "Вучах” хаçатра Пайтул çинчен пысăк очерк пичетлесе кăлартăмăр, Владимир Агеев художникпе, вăл мĕнле пулма пултарние тĕпчесе, унăн портретне турăмăр. Çав çулхинех хулари пĕр-пĕр урама Пайтул ятне парас тесе хутсем çырма тытăнтăмăр. Эпир тăрăшни çитрĕ. Шупашкарта Пайтул урамĕ те пулса тăчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта чăвашсен пĕрлешĕвĕ турăмăр. Ăна та Пайтул ячĕпе хисеплес терĕмĕр. Çаксене пĕлнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти казаксем те хăйсен пĕрлешĕвне Пайтул ячĕпе хисеплеме пулать-ши тесе калаçу тапратрĕç. Чăваш наци юхăмĕн активисчĕсем пĕрле канашласа вара эпир Атăлçи Казаксен VII правленине пăхăнса тăракан çарне Пайтул ячĕпе хисеплес пирки йышăну турăмăр.
    Ку хушăра эпир темиçе хутчен те Сурăмхĕррипе Карай таврашне кайса çÿрерĕмĕр, ватă çынсемпе калаçрăмăр. Малтанласа ватă çынсем Пайтул çинчен, пĕлеççĕ пулсассăн та, калаçма хăратчĕç. Хамăр ун çинчен çырнă хаçат-кĕнекесене кăтартсассăн вара хăрами пулчĕç, хăйсем мĕн илтнине, мĕн пĕлнине хăпартлансах каласа пама тытăнчĕç.
    1996 çулта манăн "Авалхи чăвашсем” кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта Пайтул çинчен пысăк очерк тата унăн портречĕ пичетленчĕ. Тепĕр икĕ çултан çав кĕнекене вырăсла пичетлесе кăлартăмăр. Çав кĕнекесене кăтартни ватă çынсене питĕ савăнтарчĕ, вĕсен чĕлхине уçрĕ. Сурăмхĕрри ялĕнче пурăнакан ватăсем Фекла Ефремовна Степанова, Филипп Иванович Алексеев, Михаил Илларионович Суриков, магазинра ĕçлекен Любовь Иванова Пайтул çинчен мĕн илтнĕ-пĕлнине каласа пани пире савăнтарчĕ. Пĕлеççĕ, питĕ лайăх пĕлеççĕ Сурăмхĕрри çыннисем хăйсен чаплă паттăрĕ çинчен. 1927 çултах Илья Яковлевич Яковлев учитель ертсе пынипе Сурăмхĕррине пырса кĕнĕ тĕлти сăрт çинче Пайтул çарĕсем патша çарĕсемпе çапăçнă вырăна чавса та пăхнă, патша çарĕсем тарса кайнă чухне пăрахса хăварнă çĕмрĕк тупăсене те тупнă. 
    2000 çулта эпир Пайтул çинчен мĕскер пуçтарнине пĕрлештерсе тата унăн юррисене, халăх ун çинчен юрланисене, каланисене пуçтарса "Çутă хĕçĕм ялтăратăр” ятлă кĕнеке пичетлесе кăлартăмăр. Ăна пичетлесе кăларма пире Шупашкарта пурăнакан армян çынни В. Х. Овсепян предприниматель пулăшрĕ. 
    Пĕлтĕр вара, 2010 çулхи кĕркунне, хăй вилĕмсĕрлĕх çулĕ çине тухнăранпа 339 çул иртсессĕн, Пайтул пĕрремĕш хут тăван халăхĕ патне çаврăнса çитсе Çĕнĕ Шупашкар хулине кĕчĕ. Çапла, пĕрремĕш хут эпир унта "Пайтул таврăнни” ятпа чыслав кунĕ туса ирттертĕмĕр. Чăнласах пирĕн Пайтул хăйĕн юратнă Хăлат урхамахне утланса, виçĕ юлташĕпе пĕрле тăван халăхĕ патне таврăнчĕ. Ăна унта савнийĕ Минисса кĕтсе илчĕ. Питĕ хĕрÿ сăмах каларĕ çавăн чухне Пайтул. Анчах унăн кĕрешÿ кунĕсем пĕтĕмпех иртсе пĕтменччĕ. Тăван халăхне пехиллерĕ те, телей сунчĕ те Пайтул каллех хăйне чĕнекен аслă çул çине тухрĕ. Çак сăмахсене каласа хăварчĕ вăл пире:
    Чăваш çĕрĕ питĕ чаплă — 
    Ăмсанаççĕ тăшмансем. 
    Пĕлĕр халь: эп Пайтул ятлă, 
    Сире сутмăп, чăвашсем!.. 
    Пайтул кайнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти музейре унăн сăнĕсем, ун çинчен çырнă кĕнекесем тата Миниссан Владимир Захаров поэт-художник çырнă питĕ хитре портречĕ юлчĕ. 
    Шаннă-ĕненнĕ эпир тепĕр çул Пайтул хăйĕн халăхĕ патне, тăван ялне ĕмĕрлĕхех таврăнасса. Халĕ, акă, эпир кĕтни-шанни çитрĕ. 
    Чăнласах та питĕ пысăк уяв пулчĕ çакă. Пайтул тăван халăхĕ патне таврăнни. Ку вăл чăваш халăхĕ ĕмĕр кĕтни, ĕмĕр ĕмĕтленни. Мĕнле савăнса, мĕнле хапăлласа кĕтсе илчĕ тăван халăхĕ хăйĕн паттăрне!... Чăнах та хăватлă, чăнах та тăван халăхне юратакан паттăр çав пирĕн Пайтул. Хăй таврăнас умĕн шăрăхпа аптранă çĕре шăварма епле ăшă çумăр ячĕ вăл. Чăнахласах та ун пек çумăра чăвашсем "Ыр çын парни” теççĕ. Çав кунхи сасартăк килсе тухнă ăшă та хăтлă çумăр вăл чăнласах та ыр çын, Пайтул парни пулчĕ пĕтĕм халăхшăн. Халĕ ĕнтĕ Пайтулăн Сурăмхĕрри ялĕ варринче хăйне валли уйăрса панă çĕрĕ те пур. Текех тĕнче тавра çÿремелле мар унăн. Ан тив халлĕхе вăл вырăнта юпа-палăк пултăр. Çитес çулсенчех унта Пайтула, чăвашсен аслă та чаплă, вилĕмсĕр паттăрне тивĕçлĕ ялтăраса тăракан чăн-чăн палăк пуласса шанатăп эпĕ. 
    Юлашкинчен тата çакна калас тетĕп. Хамăн тĕпчевсемпе шыравсене шута хурса, эпĕ халĕ 12 кĕнекерен тăракан историлле романсен çаври çырма тытăнтăм. 9 романне çырнă, вĕсем пурте "Аттил” издательствăра пичетленсе тухнă. Тăххăрмĕш роман — "Хура вăрман çинче хура пĕлĕт”. Пирĕн ламтайсен XIV ĕмĕр вĕçĕнчи пурнăçĕ. Тĕп ĕçсем 1391 çулта иртеççĕ. Ун чухне пирĕн мăн асаттесем, хальхи чăваш çĕрĕсем таранах тапăнса кĕнĕ Тамерлан (Ухсах Тимĕр) çарĕсене хирĕç çапăçнă. Халĕ вуннăмĕш романа çыратăп. Унти ĕçсем Хусан патшалăхне тунă хыççăн пулса иртеççĕ. Вун пĕрмĕш романра эпĕ чăваш çĕрĕсем Мускав патшалăхне кĕнĕ тапхăра çырса кăтартасшăн. Вуниккĕмĕш роман вара Пайтул çинчен пулать. Унăн ячĕ те паллă — "Пайтул”. Вулакансем ăна çитес çулсенчех кĕтсе илессе шанатăп.  

    ЮХМА МИШШИ

    АУ ЧР "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"


    Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=204822
    Категорисем: Манăн статьясем | Хушнă: mixaj_58 (02.10.2011) | Автор: М.Н.Ильин (Юхма Мишши)
    Уçса пăхнă: 577 | Рейтинг: 5.0/1 |
    Комментарисем: 0
    Коментарине регистраци тухнисем çеç хушма пултараççĕ
    [ Регистраци | Кĕр ]

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)