Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Манăн статьясем [9]
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 05:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Статьясем » Манăн статьясем

    Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн паллă турĕç
    nullКрасноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн уявларĕç. Уяв шкул дирекцийĕ çирĕплетнĕ ятарлă план тăрăх пулса пычĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем кашни класрах Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă мультимедиллĕ урок презентацисем ирттерчĕç. Уроксенче вĕрентекенсем çамрăк Мишшан пултаруллă енĕсене туллин çутатса пама тăрăшрĕç, чăваш поэзине çĕнĕ сĕм кĕртнĕ çыравçăн кун-çулне тишкерчĕç, ачасен кăмăл-сипетне поэтăн асап-нушаллă пурнăçĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарма май тупрĕç.
       Уйрамах класс тулашĕнче чылай ĕç туса ирттерчĕç вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Хамăр районта иртекен "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" сочиненисен конкурсне хутшăнса ачасем килте сочиненисем хайларĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илсе çак конкурс жюрине тăратрĕç. 9-мĕш "б" класра вĕренекен Алексей Михайловăн сочиненийĕ 2-мĕш вырăн, Николай Марковăн - 2-мĕш вырăн, 7-мĕш "а" класра вĕренекен Анастасия Ивановăн сочиненийĕ вара 3- мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кунсăр пуçне шкулта "Чăваш ачи, сассуна пар!" илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Çеçпĕл сăвввисене пăхмасăр каларĕç. Çивĕч тупăшура, сăмах тата сцена ăсталăхĕ кăтартса  Аня Васильева (7а), Анастасия Иванова (7а) тата Елена Степанова (9а) пĕрремĕш, Максим  Степанов (6б), Ксения Сергеева (6а), Александра Яковлева (6б) тата Снежана Феофанова (9а) иккĕмĕш, Оксана Журавлевăпа (7б) Олег Здрок (9а) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене район конкурсне йыхравларĕç.  
       "Çеçпĕл Мишши - 110 çулта" кроссворд шĕкĕлчессипе те ăмăрту иртрĕ шкулта.
       Чаплă поэтăн çуралнă кунне халалласа ачасем "Шкул меридианĕ"  электронлă хаçат кăларнă. Унта Алексей Михайлов (9б) çырса хатĕрленĕ Çеçпĕл Мишши пурнăçне çутатакан материала районти конкурсра хаçатсенчи чи лайăх материал тесе йышăннă.
       Уявăн пĕтĕмлетÿ каçне районти чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем, илемлĕ вулав конкурсне хутшăнакан ачасем пухăнчĕç. З.П.Михайлова вĕрентекен çитес Амăшĕсен кунне халалласа "Аннерен хакли çук" темăпа уçă урок пачĕ. В.А.Тихонова вĕрентекен вара "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере"  темăпа уçă урок ирттерчĕ. Вĕрентекенсен уçă урокĕсене пысăк хак пачĕç, инноваци технологийĕсемпе анлăн усă курнине палăртрĕç.
       Шкулăн акт залĕнче В.М.Михайлов вĕрентекен мастер-класс йĕркелерĕ, Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнлакан презентацисемпе паллаштарчĕ. Унтан ачасем Çеçпĕл Мишши сăввисене илемлĕ вулассипе тупăшрĕç. Ку конкурса пирĕн шкултан Аня Васильева (7а) район шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Юлашкинчен литература каçне йĕркелесе пыракан В.М.Михайлов "Çеçпĕл Мишши поэтăн шăпи тавра" викторина ирттерчĕ. Хĕрÿ тупăшура Марина Якимова (Упи шкулĕ), Снежана Феофанова (Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ) тата Неля Филиппова (Алманч шкулĕ) çĕнтерчĕç, поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне питĕ аван пĕлнине çирĕплетрĕç.
       Уява Ăсан Уçăпĕ (О.А.Алексеев) çыравçăпа Георгий Тусли публицист килнĕ. Вĕсем ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕç, ачасен пултарулăхне хакларĕç.
    Категорисем: Манăн статьясем | Хушнă: mixaj_58 (19.11.2009)
    Уçса пăхнă: 843 | Рейтинг: 5.0/2 |
    Комментарисем: 0
    Коментарине регистраци тухнисем çеç хушма пултараççĕ
    [ Регистраци | Кĕр ]

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)