Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Манăн статьясем [9]
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 23.04.2024, 13:32
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Статьясем » Манăн статьясем

    2009 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ Республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен династийĕсен пĕрремĕш слечĕн пресс-релизĕ
    Чăаш чĕлхи урокĕ2009 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен династийĕсен пĕрремĕш слечĕ Шупашкарти Педагогика колледжĕнче иртрĕ. Пысăк уяв, хамăрăн çутта кăлараканăмăр, И. Я. Яковлев çуралнă кун, чăваш чĕлхи кунĕнче, пулса иртрĕ.  

    Слетра тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен династийĕсем хушшинчи «Тăван чĕлхе сăпки - çемье» республикăри пĕрремĕш конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. çур çула майлă тăсăлнă тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен династийĕсем хушшинчи «Тăван чĕлхе сăпки - çемье» республикăри пĕрремĕш конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн ăмăрту-конкурс финалĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенĕсен 16 ушкăнĕ ăмăртрĕ. Тĕрлĕ районтан вĕсем% Вăрнар районĕнчен кăна 4 династи, Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнчен икшер династи тата Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Муркаш, Тăвай, Канаш, Элĕк, Елчĕк районĕсенчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. Династи йышне кĕрекенсем шутĕнче вара пĕтĕм республикăна курма пулать. Кунсăр пуçне тата конкурса Самара облаçĕнчи вĕрентекен те хутшăннăĕ 

      Конкурсăн «Вĕрентекенпе ун çулĕпе утакансем» номинацинче 1-мĕш вырăна çĕнсе илекенĕ Шупашкарти Димитриева Нина Ивановна пулчĕ. Вăл хăй çулĕпе вăтăра яхăн вĕренекене уттарать.

      Нина Ивановна виçĕ хутчен аслă квалификаци категорине çирĕплетнĕ вĕрентекен, аслă категорие чи малтанхисен йышĕнче 1992 çулхине илнĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри «Педагогика çĕнĕлĕхĕсем» уçă конкурс лауреачĕ. Вăл Януш Корчак, Раççей патриочĕ медальсене тата тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен, Раççей Федерацийĕнчи наципе культура автономийĕсен, Чăваш наци конгресĕн хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ, унăн ĕç кĕнекине 30 ытла тав-хисеп сăмахĕ çырăннă. Нина Ивановна - Чăваш наци лицейĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата культурине вĕрентессине никĕслекенĕ, «Тăван ен культури» предмета вĕрентмелли чи пĕрремĕш программăсемпе вĕренÿ пособийĕсен, меслет кăтартăвĕсен, видеоуроксен, 9 кĕнеке авторĕ. Унăн опычĕ республикăра та, республика тулашĕнче те анлăн сарăлнă. 

      1989–1993 - мĕш çулсенче «Тăван ен культури» предмета пуçласа вĕрентнĕ тапхăрта Нина Ивановнăн уçă урокĕсем Чăваш, Тутар, Мари, Пушкăрт, Урмурт, Коми, Хакас республикинчи, Самар, Ульяновск, Кабардин-Балкар облаçĕсенчи вĕрентекенсемшĕн опыт пухмалли плацдарм пулса тăнă, уроксенче темиçе çĕр учитель тĕслĕх илсе вĕреннĕ. 10 çула яхăн республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен пултарулăх ушкăнне ертсе пынă, ушкăн йышĕнчи вĕрентекенсем пурте - Раиса Ивановна Гурьева, Лидия Николаевна Кузьмина, Эмилия Геннадьевна Иванова, Римма Альбертовна Иванова, Элиза Федоровна Дмитриева тата ыттисем те чăваш чĕлхи кĕнекисем çырас ĕçе хутшăннă. 

    1994-2008-мĕш çулсенче Нина Ивновна Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин аппаратĕнче ĕçленĕ, чăваш чĕлхипе литературин тата культурин вĕрентÿ историйĕнчи пĕрремĕш патшалăх стандарчĕсене хатĕрлес ĕçе йĕркелесе пынă, регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине пуçарса яракан специалист пулнă. Нина Ивановна нумай çул хушши общество ĕçĕнче те ырми-канми вăй хурать, Патшалăх Совечĕн чĕлхе комиссийĕн членĕ пулнă, нумай çул хушши Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн тата Президиумĕн членĕ, вăрçăпа çар службин ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ, «Юрла, салтак, юрла», «Паттăрлăхпа ырăлăх сăпки - çемье», «Икĕ çăлтăр - шурсухалпа мăнукĕ», «Эткер» çуллахи куну лагерĕн программин тата ытти нумай интереслĕ проектсен авторĕ. 

    Наци лицейĕнче хăй вĕрентнĕ Людмила Николаева, Елена Федорова, Татьяна Ефремова, Лия Григорьева, Наташа Васильева 2002-мĕш çулхине Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи факультетĕнчен хĕрлĕ дипломсемпе вĕренсе тухнă. Халĕ Людмила Николаева Шупашкарти 54-мĕш шкулта, Елена Федорова – 35-мĕш шкулта, Лия Григорьева Чăваш патшалăх университетĕнче, Татьяна Ефремова çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш номерлĕ ача пахчинче, Наташа Васильева Шупашкарти 62-мĕш ача пахчинче тăван чĕлхе вĕрентессишĕн 7-шер çул тăрăшаççĕ. /сĕмĕсем те пур. Елена Федорова (Демидова) тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ, регионсенчен килнĕ Чăваш ачисене çуллахи «Кĕрен парăс» кану лагерĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, «çулталăк учителĕ» конкурса хутшăнса та вăй виçнĕ вăл, лауреат ятне çĕнсе илнĕ, пултаруллă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине те тивĕçнĕ. çакăнпа пĕрлех Елена Юрьевна çамрăксен театрĕнче тĕп родьсене выляса куракансене свăнтараканĕ. Татьяна Ивановна Федорова (Шавикова) та унран юлмасть, вăл та пултаруллă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине, темиçе хут та хисеплĕ хутсемпе дипломсене тивĕçнĕ.  

    Надя Павлова, Наталья Железнова, Евгений Григорьев, Алина Баранова, Лариса Николаева, Евгения Александрова, Дина Данилова, Ольга Васильева, Ольга Григорьева, Ирина Мустаева, Саша Степанов шкулта вĕреннĕ чухне те тĕрлĕ олимпиадăсампе конкурс çĕнтерÿçисем пулнă, 2002 çулта Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕн факультетĕнчен ытларахăшĕ хĕрлĕ дипломсемпе вĕренсе тухнă. Халĕ Алина Баранова 39-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентет, Ольга Васильева хулари ача пахчинче чăвашла вĕрентет, Надя Павлова та Шупашкарти 122 номерлĕ ача пахчинче ачасене чăвашла калаçма, сапăр пулма вĕрентет, чăвашла сăвă кĕнеки те кăларнă вăл, ыттисем шкулсенче чăваш чĕлхи учителĕсен штатне чакарнă тапхăра лекнĕ май чăваш чĕлхине аталантарма тĕрлĕ вырăнсемпе мелсем тупнă% Наталья Валериановна Иванова (Железнова), 2002 çулхине ЧПУн Чăваш филологи факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер, Шупашкарти Маяковский ячĕллĕ библиотекăн ĕçченĕ, чăваш чĕлхине аталантарма библиотекăра мел тупнă, тĕрлĕ мероприятисене чăвашла ирттерет, «çеçпĕл вулавĕсем», Чăваш чĕлхи эрнисем хатĕрлесе ирттерекенĕ, Юрий Сементерĕн «çиçĕм сапаки» кĕнекин презентацине йĕркелесе ертсе пыраканĕ те вăлах пулнă.

    Евгений Григорьев Атăлçи медиакомпанин виб-менеджерĕ, культурăпа реклама мероприятийĕсене йĕркелекен «Фиеста» фирмăн генеральнăй директорĕ, Евгения Александрова хаçат корреспонденчĕ, вĕсем хăйсен ĕçĕнче тăван чĕлхе шăпишĕн вăй хураççĕ. 

      Маларах вĕреннисен йышĕнчисем - Ольга Петрова шкул директорĕ, Саша Степанов шкул директорĕн çумĕ пулса тăнă. Ольга Исааковна Петрова пĕр вăхăт культура министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ, халĕ çĕнĕ Шупашкарти исскуство шкулĕн директорĕ, вăл ертсе пыракан шкул малтисен ретĕнче, вĕренекенĕсем Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, республикăри конкурссемпе тĕрлĕ фестивальсен çĕнтерÿçисем.

      Саша Степанов Калайкасси шкулĕн директорĕн çумĕ, чăваш чĕлхине вĕрентет, шкулта вĕреннĕ чух Нина Ивановнăна уçă уроксем ирттерме пулăшаканĕ пулнă, халĕ те питĕ маттур, тĕрлĕ-тĕрлĕ чăвашла мероприятисене ирттерекенĕ.  

      Кĕçĕнреххисем% Леня Симаков, Анюта Енцова (халĕ Евграфова), Маргарита Яшкова, Алена Горшкова, Олеся Иванова, Оля Соловьева, Валя Никитина Чăваш патшалăх тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕсен чăваш филологийĕн факультечĕсене ăнăçлăн пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра министерствăсемпе, район администрацийĕсенче вăй виçсе пăхнăскерсем, Анюта Енцова (Евграфова) халĕ культура министерствин, Леня Симаков суд приставĕсен Упраленийĕн пресс-секретарĕсем. Анна Патшалăх Совечĕн çамрăксен палатин членĕ. 2007 çулхи Республикăри «Чăваш пики» илемлĕх конкурсĕнче «Хÿхĕм пике» номинацире çĕнтерекенĕ. Леонид Георгиевич Симаков, çамрăк специалист пулсан та, тĕрлĕ ведомствăсен хисеп хучĕсемпе тав хучĕсене, Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă премине тивĕçнĕ. Анна Георгиевна Евграфовапа иккĕшĕ хăйсен пĕлĕвĕсене академире тарăнлатаççĕ.  

      Нина Ивановна вĕрентсе пынисен шутĕнче аслă ăрури вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем. 

      Вĕсенчен пĕри - Римма Альбертовна Гаврилова - Нина Ивановна ĕçленĕ лицейрах вăй хурать. Вăл халь хăй аслă квалификациллĕ учитель, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, çулсерен унăн вĕрентекенĕсем тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтереççĕ. Вăл хăй те тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи, питĕ пултаруллă вĕрентекен, вĕренÿ пособийĕсем çырас ĕçе хутшăнсах тăрать. 

      Вĕрентсе пынисенчен тепри - Вера Николаевна Михайлова, аслă категориллĕ вĕрентекен, 19-мĕш шкулта чылай çул чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, халĕ ачасен чăваш фольклор ансамблĕн ертÿçи. Вера Николаевна Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, вăл ертсе пыракан ачасен ансамблĕ пĕтĕм Раççейри, республикăри, хулари тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ, «Тĕслĕхлĕ ача ансамблĕ» ята тивĕçнĕ. 

      Вĕрентсе пынисен шутĕнче Светлана Азамат, сăвăç, композитор, Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ. 

      Вăл вĕрентсе пыраканĕпе пĕрле нумай конкурссем, фестивальсем, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерекенĕ. çамрăксене тăван чĕлхепе, тăван культура илемне алла илсе патриот пулса ÿсме пулăшаканĕ. 

      çапла, вĕрентекен ĕçне вĕренекенĕсем тăсаççĕ. Апла пулсан, чăваш чĕлхи пĕтес çук, чĕлхе пĕтмесен, халăхĕ те пĕтес çук. 

      Хисеплĕ вĕрентекене йĕркелÿ комитечĕн I степеньлĕ дипломĕпе çĕнтерÿçĕ парнине парса чысланă.

    Вĕрентекене çĕмĕрле район администрацийĕпе ЧР Вĕренÿ министерстви, Чăваш наци лицейĕ тата Шупашкар хула администрацийĕ Хăй верентнĕ В. Н. Михайлова ертсе пыракан ачасен тĕслĕхлĕ фольклор ушкăнĕ ăшшăн саламланă, дипломсемпе парнесене чечек çыххисем панă.

    Нина Ивановна хăй те В. Н. Михайлова ертсе пыракан ачасен тĕслĕхлĕ фольклор ушкăнне видео аппаратура парса тав тунă.

     

      «Династи» номинацире Галина Васильевна Абрамова 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Вăл Андреевсен çемйи çинчен материал панă. 

      Канаш районĕнчи çĕнĕ Шуртан ялĕнче пурăнакан Иустина Дмитриевнăпа Василий Андреевич Андреевсем çемье çавăрнă хыççăн 8 ача çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен 4-шĕ – Валерий, Александр, Галина, Елизавета – 1975, 1976, 1979, 1980 çулсенче пĕр факультетах вĕренме кĕнĕ. çакă, паллах, ăнсăртран пулнă пулăм мар. Пуçламăш классен сăпкинчен вĕçсе тухнă Шуртан ачисем 5 çухрăмра вырнаçнă Вăтакас Татмăш шкулне лекнĕ. Кунта сăмах вăйне, илемне туянакан ачасене «Хунав» литература кружокĕ хăйĕн ытамне йыхравланă. Ача психологине лайăх туякан Александр Архипович Архипов вĕрентекен кашни ача пултарулăхĕ патне уйрăм сукмак хывма пултарнă. 

    Валерий Васильевич йăхри учительсен династине пĕр тĕвве çыхакан, ăс паракан, династи курсне тытса пыракан капитан. Вăл чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене тĕрлĕ енчен тишкерсе 19 кĕнеке пичетлесе кăларнă. «Чувашская терминология% общие вопросы, лингвистические термины», «Чăваш чĕлхипе литератури. Сăмахлăхĕ. Культурипе историйĕ (тестсем, кăсăк ĕçсемпе ыйтусем», «Вопросы теории чувашского словообразования», «çыр та-пĕлсе çыр». ЧПУри чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчи тухăç тата чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ 28 çул хушшинче чăваш чĕлхине, литературине, культурине вĕрентекен тата саракан пин-пин специалиста вĕрентсе хатĕрленĕ. 

      Валерий Васильевич йăмăкĕ Елизавета Васильевна Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕнче ачасене вĕрентет. Ăна ачасем ăш пиллĕ пулнăшăн, анне пилленĕ чĕкеç чĕлхи тĕнчери чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе пулнине ăнлантарнăшăн, «Сĕнтĕр чĕнтĕрĕ» литература кружокĕнче çеçпĕл, Иванов, Хусанкай, Ухсай, Элкер сăввисене тишкерме вĕрентнĕшĕн, жанрсен тытăмне Алла илме пулăшнăшăн хисеплеççĕ. Елизавета Васильевна чунĕпе те пултарулăхĕпе те учитель пулма çуралнă çын. 

      Елизавета Васильевна вырăс шкулĕсенче меслет ыйтăвĕсене сарассипе тăрăшса ĕçлет, вĕренÿ кĕнекисене рецензилет, ăслăлăх статйисем çырать. Вăл «Чăваш чĕлхи. Вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли» вĕренÿпе меслет комплексене кĕрекен кĕнекесене, ĕç тетрачĕсене тишкерсе хак панă. Мăн Сĕнтĕр шкул историне тĕпченĕ, ăна Муркаш райхаçатĕнче номерсерен пичетленĕ.

    Валерий Васиьевичăн тепĕр йăмăкĕ Шупашкарти 59-мĕш шкулта ĕçлет. Галина Васильевна Абрамова УМК (Вĕренÿпе методика комплексĕ – учебник, меслет кĕнеки, ĕç тетрачĕ, электронлă пособи) хатĕрлекен республикăри пĕртен пĕр практик-учительница. Вăл 21 кĕнеке, 2 электронлă пособи, 2 видеодиск авторĕ. Чăваш чĕлхине тĕпчекен паллă ученăйсем Галина Васильевна ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Унăн вĕренÿ кĕнекисемпе ачасем хаваслансах чăваш чĕлхи вĕренеççĕ. Галина Абрамова ячĕ чăваш лингводидактикнче çĕнĕ ят мар. Вăл ачасене хавхалантармалли тĕрлĕ меслет шыракан педагог. Г.В.Абрамова Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ министерствисен, Чăваш Наци конгрессĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ (2008). Василийпе Иустина Дмитриевнăн кинĕ-кĕрÿшĕсем те чăваш чĕлхине тăрăшсах аталантараççĕ. 

    Евдокия Александровна Андреева Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика унивеситечĕн чăваш филологи факультетчĕн деканĕ, 19 кĕнеке авторĕ. Вăл çырнă «Чăваш чĕлхи» ял ачисен сĕтел кĕнеки пулса тăчĕ, доцентăн ăслăлăхри тĕп çул-йĕрĕ – чăваш чĕлхине ял шкулĕсенче вĕрентесси. Вăл çырнă «Чăваш чĕлхи» учебниксем илемлĕ, пуян содержаниллĕ.  

    Анатолий Серафимович - кĕрÿшĕ, чăваш чĕлхине аталантармалли çĕнĕ çул-йĕр шутласа тупнă. 1986 çулта вăл пуçласа фольклор кабинетне йĕркеленĕ. çавăнтан чăваш чĕлхи, литератури, культури, журалистики кабинечĕсене тĕллевлĕн илемлетесси. çак ыйтупах вăл ăслăлăх статйисем те пичетлерĕ. Чăваш улăпĕсен кабинечĕсен тытăмне те Анатолий Серафимовичах йĕркелерĕ. ЧПУри И.Я.Яковлев. Г.И.Воронцов. М.Р.Федотов академик ячĕллĕ, Етĕрне, Красноармейски, Комсомольски, Йĕпреç районĕсенчи чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсем район, республика конкурсĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ. ЧПУри чăваш филологийĕпе культури тата журналистика факультечĕсене йĕркелеме хастар хутшăннă. Асăннă факультетсен декан заместителĕ пулнă. Вăл республика пурнăçне сăнлакан 60 ытла кĕнекене сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

    Тепĕр кинĕ, Светлана Андреева, педагогика анине нумаях пулмасть сухалама тытăннă. çапах та курăмлă ĕçсем тума ĕлкĕрнĕ те. Вăл 3 кĕнеке пичетлесе кăларнă, ăслăлăх статйисем çырнă.

    Валерий Васильевич хĕрĕн, Ая Валерьевнăн ĕç стажĕ пысăках мар, 3 çул. Ашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсса ĕçлеме Айăн ĕмĕчĕсем пысăк.

    Пĕр тăвансен пĕрлехи ĕç стажĕ - 135 çул.

    Династи членĕсем - Валера, Евдокия, Галина, Анатолий, Светлана - чăваш чĕлхин тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе, çав шутра чăваш чĕлхи учебникĕсем, ĕç тетрачĕсем, меслет кĕнекисем, программăсем, вĕрентÿпе методика пособийĕсем 64 ятпа пичетленĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ- 250 000 экземпляр.

      Андреевсен династине диплом, пысăк парне парса чысланă.




    Çăлкуç: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=122
    Категорисем: Манăн статьясем | Хушнă: mixaj_58 (15.08.2009) | Автор: МОО "ЧНК"
    Уçса пăхнă: 1313 | Рейтинг: 5.0/1 |
    Комментарисем: 0
    Коментарине регистраци тухнисем çеç хушма пултараççĕ
    [ Регистраци | Кĕр ]

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)