Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 01:15
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Авăн » 2 » Вĕренӳ - çĕр-шывăн инновациллĕ аталанăвĕн тĕп элеменчĕ
    Вĕренӳ - çĕр-шывăн инновациллĕ аталанăвĕн тĕп элеменчĕ
    15:59
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче Пĕлӳ кунне халланă уява хутшăннă. Университет ректорĕ-профессор, Чăваш Республикин Президенчĕн советникĕ Всеволод Агаков 5 пин те 500 шкултан вĕренсе тухакансенчен 2 пине яхăн студент вĕсем патне вĕренме кĕни çинчен пĕлтернĕ. Кашни пĕрремĕш курсса вĕренме килнĕ студентран çиччĕмĕшĕ ылтăн медальпе пĕтернĕ. «Эсир тĕрĕс çул суйласа илнĕ, сирĕн ĕмĕтсем пурнăçланса пыччĕр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр», - тесе палăртнă Всеволод Агаков. Вĕренӳре, пурнăçра ăнăçусем суннă. «Чăваш патшалăх университечĕ - паллă, пĕлтерĕшлĕ аслă шкул, хальхи пурнăçа тивĕçтерекен чăн-чăн специалистсем хатĕрлет. Эсир экономика аталанăвĕшĕн малашне те тулли вăй-халпа ĕçлессе пырасса шанатăп. Сирĕнтен те паллах, республика пуласлăхĕ нумай килет»,- тесе палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев. Çакнах Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин кăçалхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççейри редакторсен Союзĕн активĕпе ирттернĕ тĕл пулура та палăртса хăварнă. Президент пĕлӳ пĕлтерĕшĕ пирки каланă май вĕренӳ никĕс пулнине уйрăммăн палăртнă. «Тарăн пĕлӳсĕр, диплом илнипе кăна паян тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма та, ӳссе пыма та май çук. Çĕнĕ технологисене аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ тăрăшмалла. Çавна май пĕлӳсĕр диплом алла илни çителĕксĕр, ытларах вĕренме тăрăшмалла, тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелле. Ун чухне тин ĕçре кирлĕ çынсем пулма пултаратăр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев студентсене саламланă май. Университетра тĕрлĕ çĕр шывран килнĕ студентсем вĕренеççĕ. Калăпăр ют çĕр шывран 50 студент пĕлӳ пухма килнĕ. Пухăннисене ырă уявпа - Пĕлӳ кунĕ ячĕпе çĕнĕ ӳсĕмсем туса пыма ырлăх-сывлăх вăй хал суннă Михаил Игнатьев. Студентсене Раççей Федерацийĕн Федераллă Собранийĕн Канашĕн Аппарачĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Валериан Викторов саламланă май, хăй университетра вĕреннĕ чухнехи самантсене аса илнĕ. «Педагогсем пиллĕк çул хушшинче пĕлӳ пани, кайран ĕмĕрлĕхех пурнăçа кĕрсе юлать. Ан манăр, вĕреннĕ тапхăрти хаваслă самантсене», - тесе палăртса хăварнă сумлă хăна. Валериан Викторов вĕренекенсене пысăк çитĕнӳсем тума, вĕрентекенсене вара сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçусем суннă. Саламсем çумне ытти пысăк хăнасем те хутшăннă. Пурте чĕререн тухакан саламсем каланă. Университетăн çултан-çул çирĕпленсе пынă ырă йăла-йĕркепе, йăлана кĕнĕ тăрăх, Пĕлӳ уявĕнче тĕрлĕ наци студенчĕсен туслăх монуменчĕ палăкĕ умне чечексем хунă. Çак тивĕçе Чăваш Республикин Президенчĕ стипендине илме тивĕçнĕ, вĕренӳре палăрнă студентсене шаннă. Пĕрремĕш курссене вĕренӳ ăнăçлăхĕн символĕсене - пĕлӳ уççипе студент билетне панă.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 654 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.6/8 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)