Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 22:20
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Ака » 21 » "Улăп – 2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ. Дипломсемпе сертификатсене уçласа илĕр!
    "Улăп – 2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ. Дипломсемпе сертификатсене уçласа илĕр!
    23:32
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ака уйăхĕн 8-21-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.
    Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан Республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, паллă чăваш композиторĕ Ф.М.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
    Конкурса пурĕ 425 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен 225 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 193 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:
    Шупашкар хули – 49 ача 
    Красноармейски районĕ – 43 ача
    Çĕнĕ Шупашкар - 35 ача
    Комсомольски районĕ – 25 ача
    Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14 ача
    Çĕрпÿ хулипе районĕ - 9 ача
    Вăрнар районĕ - 8 ача
    Хĕрлĕ Чутай районĕ - 8 ача 
    Тăвай районĕ - 7 ача
    Патăрьел районĕ - 5 ача 
    Вăрмар районĕ – 4 ача
    Канаш хулипе районĕ - 3 ача
    Етĕрне хулипе районĕ - 3 ача
    Элĕк районĕ – 3 ача 
    Муркаш районĕ – 2 ача
    Йĕпреç районĕ - 2 ача
    Етĕрне хулипе районĕ - 1 ача
    Çĕмĕрле хулипе районĕ - 1 ача
    Пĕтĕмпе 18 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Пăва районĕнчи Лащипуç шкулĕнчен  пурĕ 5 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ теме пулать.
    Вăйă конкурс оргкомитечĕ 56 ачан ĕçне (хутшăннисен 25%) тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 11 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 20 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 25 ача йышăнчĕ.
    Электронланă дипломсене çывăх вăхăтрах (вĕренÿ çулĕ пĕтиччен) ачасен электрон ещĕкĕсене ярса паратпăр. Сертификатсене вара çак сайта лартса парăп, вĕсене уçласа илсе тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа хăвăрăн çаптармалла пулать. Чи маттур вĕрентекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕпе саламлăпăр.
    Вăйă конкурса тепĕр çул та ирттерме шутлатпăр. Ун çинчен унчченхинчен маларах - 2014 çулхи пуш уйăхĕчченех пĕлтерĕпĕр.







    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1162 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 6
    1 Владимир Гордеев   (30.04.2013 22:11) [Материал]
    Эсир "сертификатсене çак сайта лартса парăп, вĕсене уçласа илсе тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа хăвăрăн çаптармалла пулать" тесе çырнăччĕ. Çав сертификатсене хăçан уçласа илме пулĕ-ши? Кĕтсе ывăнтăмăр

    4 mixaj_58   (03.05.2013 13:47) [Материал]
    Кĕçех пулать. Кĕтĕр кăштах.

    2 Людмила Алексеевна   (01.05.2013 11:11) [Материал]
    Хисеплĕ Виталий Михайлов! Манăн веренекен Яковлев Александр ыйтусем çине хуравланă. Хуравласа пĕтерсен 9 тĕрĕс хурав тесе кăтартнă. Анчах та пĕтĕмлетÿ протоколĕнче вăл хуравламан тесе палартнă. Мĕншĕн ун пек-ши? Тепĕр хут пăхса илме пулмасть-ши? Çак ача сертификата та тивĕçейместь-и?

    3 mixaj_58   (03.05.2013 13:47) [Материал]
    Яковлев Александр Михайлович
    Название теста "Эпир Улăп йăхĕнчен!" (5-7 кл.)
    Дата назначения теста 15.04.2013 / 12:22
    Дата начала выполнения 21.04.2013 / 15:43
    Дата завершения выполнения 21.04.2013 / 15:47
    Пройдено вопросов 20
    Правильных ответов 5
    Тăватă минутра мĕнлерех хуравлама пулать тата?
    Сертификата тивĕçет, паллах.

    5 Васильева Анна   (13.05.2013 09:17) [Материал]
    Хосеплĕ Виталий Михайлович. Эпĕ "Улăп-2013" ыйтусене хуравланăччĕ. Анчах та пĕтĕмлетÿ протоколĕнче мана хуравламан тесе палăртнă. Манăн 10 балл пулнăччĕ.
    Шупашкар хули, 17-мĕш вăтам шкул.

    6 mixaj_58   (13.05.2013 21:02) [Материал]
    Васильева Анна Александровна / anka5a@yandex.ru
    Название теста "Эпир Улăп йăхĕнчен!" (5-7 кл.)
    Дата назначения теста 14.04.2013 / 15:48
    Дата начала выполнения 20.04.2013 / 13:36
    Дата завершения выполнения 20.04.2013 / 14:08
    Пройдено вопросов 20
    Правильных ответов 10

    Тÿрлетрĕм.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)