Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 14:17
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2018 » Çу » 1 » “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль чăвашлăха юратакансене пухрĕ
    “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль чăвашлăха юратакансене пухрĕ
    21:47
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти историпе краеведени халăх музейĕнче Чăваш чĕлхин кунне тата пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр, хальхи чăваш çырулăхне никĕслекен И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль пулчĕ. Унта Мăн Шетмĕри, Пикшикри, Чатукассинчи, Алманчри, Красноармейскинчи, Тракри шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чи малтанах районти историпе краеведени халăх музейĕн ĕçченĕсем В. Серафимовпа В. Тихонова вĕренекенсене ушкăнсене пайласа кунта экскурси ирттерчĕç. Курмалли-пĕлмелли вара музейра сахал мар. Владимир Серафимовичпа Валентина Аркадьевна Иван Яковлевич юбилейне хатĕрленсе кунта ятарлă кĕтес тунă. Унта ĕлĕкхи чăвашăн пурнăçне сăнлакан чылай япалана вырнаçтарнă. Кунтах И. Яковлевăн ачалăхĕпе çамрăклăхне сăнлакан сăнỹкерчĕксем вырăн тупнă. Ку таранччен Чăваш Улăпĕ çинчен чăвашла тата вырăсла 30-а яхăн кĕнеке пичетрен тухнă. Вĕсенчен 20-шĕ кунти куравра вырăн тупнă. “Трак ен” çыравçисем пỹлĕме çитсен В. Серафимов уява килнĕ районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсене, чылай кĕнеке авторĕсене — Именкассинчи К. Шачкина, Красноармейскинчи В. Рудниковăпа Ю. Борисова сăмах пачĕ. Вĕсем вĕренекенсене хăйсен пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕç. Унтан пурте акт залне пуçтарăнчĕç. “Туслăх кăшăлĕ” фестивале пухăннисене Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи, Красноармейски вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З. Михайлова саламларĕ. “Ака уйă-хĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕ пирĕншĕн чăн-чăн уяв кунĕсем, — терĕ Зинаида Петровна. — Чăваш чĕлхин кунĕ тата чăваш çырулăхне пуçарса яраканĕ, алфавит йĕркелекенĕ тата чăваш букварьне çыраканĕ — И. Яковлев çуралнăранпа 170 çул. Эпир сирĕнпе çак паллă кунсене уявлама пухăнтăмăр та. “Туслăх кăшăлĕ” фестивале уçăлнă тесе пĕлтеретĕп”. Уява хутшăнакансене районти историпе краеведени халăх мухейĕн ĕçченĕсем В. Тихоновăпа В. Серафимов, Именкассинчи пуçламăш классен заведующийĕ О. Арманова салам сăмахĕсем çитерчĕç. Район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Ырă тăвакансен çулталăкне тата чăваш халăхне çутта кăларакан И. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине, вăл тăван халăхăмăршăн тунă ырă та пархатарлă ĕçсене халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче “Пурăнар малаллах талпăнса, Иван Яковлева асăнса” ятлă сăвă çыракансен конкурсне ирттернĕ. Ăна фестивальте пĕтĕмлетрĕç те. Ку ыйтупа райхаçат журналисчĕ Ю. Борисов тухса калаçрĕ. Конкурса районти виçĕ шкултан 30 ĕç тăратнă. 3-5 классем хушшинче Анна Матвеева, Диана Тарасова (Красноармейски) малти икĕ вырăна йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕнче — Анна Ивановăпа (Красноармейски, пурин те ертỹçи — В.М. Михайлов) Анастасия Ефремова (Чатукасси, Р.И. Яковлева). 6-8 классем хушшинче Ксения Андреева çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Юлия Афанасьева (Красноармейски, З.П. Михайлова). Виççĕмĕшĕнче — Ксюша Федотовăпа (Красноармейски, В.М. Михайлов) Ксения Викторова (Красноармейски, З.П. Михайлова). 9-11 классем хушшинче Марина Емельянова (Алманч, Г.Н. Димитриева) мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Кирилл Васильевпа (Красноармейски, З.П. Михайлова) Артем Егоров (Чатукасси, Р.И. Яковлева). Поэзие кăмăллакансем хушшинче Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Зинаида Михайлова çĕнтерчĕ. Вĕсем тата конкурса хутшăннисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. “Ырă çын пулар!” ятлă районти сочиненисен конкурсне вара 23 ĕç тăратнă. Унăн кăтартăвĕсемпе районти тĕп вулавăшăн краеведени пайĕн ертỹçи С. Гурьева паллаштарчĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре 5-6 классем хушшинче Виктория Егоровăпа (Трак) Татьяна Димитриева (Карай) — пĕрремĕш, Анастасия Егорова (Чатукасси) — икккĕмĕш, Ксения Афанасьевăпа Екатерина Григорьева (Чатукасси) виççĕмĕш пулчĕç. 7-мĕш классем хушшинче Анастасия Григорьева (Красноармейски) — пĕрремĕш, Наталия Осипова (Алманч), Александр Тихоновпа Ксения Андреева (Красноармейски) — иккĕмĕш, Дарья Иванова (Алманч), Екатерина Васильевăпа Юлия Афанасьева (Красноармейски) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. 8-9 классем хушшинче малти виçĕ вырăна Алена Спиридонова (Карай), Татьяна Андреева (Красноармейски), Анна Ефимова (Чатукасси) тухрĕç. 10-11 классем хушшинче Марина Емельянова (Алманч) çĕнтерчĕ. Район территорийĕнче пурăнакансем хушшинче В.М. Михайлов педагог (Красноармейски) мала тухрĕ. Л.К. Степанова вĕрентекен (Карай) — иккĕмĕш, Р.И. Яковлева (Чатукасси) педагогпа Т. А. Викторова (Яманак) виççĕмĕш пулчĕç. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Уявра вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр вуларĕç, Трак вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем И. Яковлев çырнă калавсем тăрăх лартнă инсценировкăсем кăтартрĕç. Юлашкинчен районти Культура çурчĕ çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пыракан агитбригада хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

    Г. Борзин.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 548 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)