Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 14:20
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 31 » Тури Ачак шкулне Аркадий Айдак ятне панă
    Тури Ачак шкулне Аркадий Айдак ятне панă
    19:39
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ 36-мĕш хушăва алă пусса Тури Ачакри тĕп пĕлӳ паракан вăтам шкула Аркадий Айдак ятне панă. Малашне çак шкул «Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕн «Аркадий Айдак ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Тури Ачак тĕп вăтам шкулĕ» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренӳ бюджет учрежденийĕ» ятлă пулĕ.
    Çавăн пекех «Ачак» Чăваш Республикин этноçутçанталăк паркне» те Аркадий Айдак ятне парасси пирки проект хатĕрленĕ. «Сăр» автоçул енчен «Ленинская искрăна» кĕнĕ вырăнта вара А.П. Айдак ячĕпе астăвăм стеллине туса лартма йышăннă.
    Айдак Аркадий Павлович 1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпайра çуралнă. 1961 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагигика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмне пĕтерсе аслă пĕлӳ илнĕ. 1960 çулта ПСÇЛКС Чăваш обкомĕн вĕренекен çамрăксен инструкторĕ, 1961 çулта — ССКП Етĕрне райкомĕн пропагандисчĕ, ПСÇЛКСăн Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1962 çулта «Ленинская искра» (чăв. «Ленин хĕлхемĕ») колхозăн пĕрремĕш парторганизацийĕн секретерĕнче тăрăшнă.
    1964 çултанпа вара 43 çул «Ленинская искра» колхозăн председателĕ пулса ĕçленĕ. Вăл ертсе пынипе колхоз пĕтĕм СССРĕпе чапа тухнă. Аркадий Павлович колхоз ертӳçинче ларнă вăхăтра 270 гектар çĕнĕ варман лартнă, 84 гектар лаптăклăх 64 пĕве хывнă, «Ачак» этно-çутçанталăк паркне тата юланутçăсен шкулне (35 юланут) уçнă, шкулсем, клубсем, санаторий туса лартнă.
    Аркадий Айдака СССР халăх депутатне (1989), Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутатне (1085) суйланă. Унсăр пуçне вăл районти тата ял совечĕсен депутачĕ те пулнă.
    Чылай орденсемпе чысланă ăна: Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Хисеп орденĕпе. СССР ВДНХ ылтăн медалĕпе тата ытти медальсемпе наградăланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994), Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997), Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979), РСФСРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1985), Раççей Федерацийĕн хисеплĕ çĕрйĕркелӳçи.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 590 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)