Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2016 Çул - кино тата ĕç çынни ÇУЛĔ


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 17
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 19.11.2017, 02:06
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Чӳк » 3 » Сочинени конкурсĕ иртрĕ
    Сочинени конкурсĕ иртрĕ
    19:27
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Республикăра авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» («Образ Нарспи – глазами современного школьника») ятлă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Сочинени конкурсне К.В. Иванов çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – ачасен шухăшлавне, вулав туйăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси.

    Вуннăмĕш класра вĕренекенсем сочинени конкурсне малтан шкул, кайран район (хула) шайĕнче хутшăнчĕç. Республика тапхăрне 14 районтан тата 7 хуларан 55 сочинени тăратнă. Вĕренекенсем сочиненисене чăвашла та, вырăсла та çырма пултарнă. Ĕçсене жюри çак критерисене тĕпе хурса хакларĕ: сочинени панă темăпа шайлашса тăни, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, ача хăйĕн шухăшне çыпăçуллă тата ĕнентерÿллĕ çырса пани, пуплев культури. Тарăн шухăшлă, тĕрлĕ стильпе çырнă сочиненисем пулни жюри членĕсене уйрăмах савăнтарчĕ. Ĕçсене жюри члĕнĕсем уйрăммăн пăхса вун икĕ ĕçе уйăрса илчĕç, пĕрле сÿтсе явса çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç.

    Чăваш шкулĕсем хушшинче 1-мĕш вырăн Евдокимов Роман Николаевич Йĕпреç районĕн Чăваш Тимеш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ çĕнсе илчĕ.

    2-мĕш вырăна Катыкова Кристина Ивановна Патăрел районĕн Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн тата Леонтьева Ксения Михайловна Çĕрпÿ районĕн Опытлă поселок вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем тухрĕç.

    3-мĕш вырăна Борисова Юлия Ильсуровна Шăмăршă районĕн Палтиел вăтам шкулĕн, Данилова Анастасия Юрьевна Красноармейски районĕн Красноармейски вăтам шкулĕн тата Белякова Анна Алексеевна Етĕрне районĕн Тури Ачак вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем тивĕçрĕç.

    Вырăс шкулĕсенче вĕренекенсенчен чи маттурри Улатăр хулин 11-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Колосова Юлия Сергеевна пулчĕ, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

    2-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарсем тухрĕç - Иванич Дарья Игоревна 16-мĕш вăтам шкулăн тата Никифорова Анастасия Сергеевна 4-мĕш вăтам шкулăн вĕренекенĕсем.

    Щеглова Юлия Евгеньевна Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей,

    Ахметова Люция Рамисовна Шăмăршă районĕн Шăмăршă вăтам шкулĕн,

    Синёва Елизавета Валерьевна Çĕмĕрле хулин 8-мĕш гимнази вĕренекĕнĕсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

    Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!

    Çăлкуç: http://gov.cap.ru/Declarations.aspx?gov_id=121&id=3120748

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 407 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)