Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2018 Çул - аСЛă ВĕРЕНТЕКЕНĕМĕР и.я.яКОВЛЕВ çУЛĕ



Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 32
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 19.12.2018, 06:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2018 » Раштав » 3 » Шетмĕ Михалин поэзийĕ кашнине ырăлăх парнелерĕ
    Шетмĕ Михалин поэзийĕ кашнине ырăлăх парнелерĕ
    22:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Иртнĕ кĕçнерникун районти Культура çуртĕнче “Централизациленĕ клуб тытăмĕ” МБУКпа ЧНКан районти уйрăмĕ Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн М.Т. Тимофеев_Шетмĕ Михали поэтăн сăввисене илемлĕ вулакансен “Мухтав тăван чĕлхемĕре!” ятлă конкурсĕ иртрĕ. Çакăнта Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ĕçне палăртмаллах пулĕ. Вăл Трак енрен тухнă поэтсен пултарулăхне палăртас, вĕсен творчествăри пуянлăхĕн никĕсĕ çинче наци туйăмне хăпартас, илемлĕ литература урлă вĕренекенсен творчество пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе питех те пысăк ĕç туса ирттерет.

    Тăван сăмах, тăван чĕлхе хускатрĕ
    Ман чĕрене çунат парса вĕçме.
    Анне пекех ачашласа йăпатрĕ,
    Мĕнле пĕлем-ши ун хакне виçме?
    Тăван сăмах, тăван чĕлхе пулсассăн
    Эп пĕччен мар нихçан та тĕнчере.
    Манпа çĕр тус пуплет ялан хавассăн,
    Эп вĕсене тытатăп чĕрере.
    Тăван анне чĕлхисĕр чунăм пушă,
    Юпа пек çỹрĕп халăх хушшинче.
    Хăй амăшсĕр юлсан пăлан пăрушĕ
    Аташнă пек вăрман чăтлăхĕнче.

    “Тăван чĕлхе”. Çапла ят панă хăйĕн сăввине Шетмĕ Михали. Халăх кăмăлне каякан ку евĕр сăвăсем авторăн вуншарăн. М. Тимофеев-Шетмĕ Михали хамăр ра-йонти Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче 1933 çулхи июнĕн (çĕртме уйăхĕн) 29-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă ачи калама çук йывăр пурнăç чăтса ирттернĕ. Ашшĕ — Тимофей Степанович Степанов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, 1942 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче фронтра пуçне хунă. Амăшĕ, Евдокия Семеновна, иккĕмĕш ушкăнри инвалид, виçĕ ачапа тăрса юлнăскер, Зоя хĕрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн çулталăкран пурнăçран уйрăлнă. Çитмен пурнăçран Альăна Ишекри тăлăх ачасен çуртне вырнаçтарнă. Мишша пĕччен тăрса юлнă. Ăна Кăмакал ялĕнче çуралса ỹснĕ Евдокия Абрамова виçĕ çул хушши пăхса пурăннă. Апла пулин те М. Тимофеев пуçне усман. Çăкăр çымалăх ĕçлесе илме пултарнă. Литература енне туртăннă. Унăн пĕрремĕш сăвви, “Шурă хурăн” ятли, 1956 çулта “Коммунизм çулĕпе” хаçатра пичетленнĕ. М. Тимофеев 1981-1983 çулсенче ра-йонти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Вăл чылай тапхăр асăннă хаçат çумĕнчи "Çавал хумĕсем" литература пĕрлешĕвне ертсе пынă. Унăн сăввисем “Ял пурнăçĕ”, республикăра тухса тăракан тĕрлĕрен хаçатсенче, “Ялав”, “Тăван Атăл” журналсенче пичетленнĕ. 1991 çулта Шетмĕ Михали поэта районти Н. Янкас ячĕллĕ премин лауреачĕ ятне панă. Вăл хăйĕн сăввисене пухса 2001 çулта "Асамлă çăлкуç" ятлă кĕнеке кăларма пултарнă. М. Тимофеев мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Филипп, аслă пĕлỹллĕ инженер, сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă. Ыттисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Конкурс Трак енри шкулсенчи вĕренекенсем хушшинче виçĕ ỹсĕмри ушкăнта иртрĕ: 1-мĕш ушкăн — 5-7 классем, иккĕмĕш — 8-9, виççĕмĕш 10-11 классем. Унта Трак, Красноармейски, Упи, Пикшик тата Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Конкурса ЧР Писательсен союзĕн членĕ Н. Ершов-Янгер ертсе пыракан жюри хакларĕ. Ун йышне районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх пултарулăхĕн театрне ертсе пыракан К. Васильева, районти историпе краеведени халăх музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова, Ю. Борисов журналист кĕчĕç. Пĕрремĕш ушкăнта 15 вĕренекен тупăшрĕ. Унта Шетмĕ Михалин ентешĕ, Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Анна Львова (ертỹçи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И. Козлова) çĕнтерчĕ. Вăл “Эп “ах” çумне хушатăп “а” сăвва питех те пултаруллă вуларĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Ангелина Константинова (Трак, 5 “а”, “Хурăнсем”, ертỹçи И. Павлова) тата Лейла Тимофеева (Упи, 7 кл., “Умра — тăман, чунра — çил-тăвăл”, С. Петрова). Виççĕ-мĕшĕнче — Анастасия Ершова (Трак, 5 “а”, “Красноармейски çинчен хывнă юрă”, И. Павлова), Анастасия Платонова (Красноармейски, 5 “б”, “Чĕкеç”, З. Михайлова), Екатерина Васильева (Пикшик, 7 кл., “Эп “ах” çумне хушатăп “а”, Л. Тихонова). Иккĕмĕш ушкăнта 5-ĕн тупăшăва кĕчĕç. Кунта çăмăллăнах Красноармейски вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Екатерина Васильева мала тухрĕ. Вăл “Ватă çын” сăвва питех те илемлĕ вуларĕ. Ăна тупăшăва асăннă шкул вĕрентекенĕ В. Михайлов хатĕрленĕ. Тупăшура малаллахи вырăнĕсене Денис Григорьев (Трак, 8 “а”, “Атте пирки шухăшласа”, Ю. Кузьмина), Эдуард Архипов (Пикшик, 8 кл., “Асатте саппунĕ”, Л. Тихонова), Татьяна Андреева (Красноармейски, 9 “б”, “Уяв”, З. Михайлова) тата Карина Афанасьева (Кĕçĕн Шетмĕ, 8 кл., “Атте пирки шухăшласа”, И. Козлова) йышăнчĕç. Аслă ушкăнта Трак вăтам шкулĕн 11 “а” класĕнче вĕренекен Анна Игнатьева мала тухрĕ. Вăл “Умра — тăван, чунра çил-тăвăл” сăвва пурне те тыткăна илмелле вуларĕ. Ку ахальтен мар пулĕ, мĕншĕн тесен Аня чылай хушă Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи халăх пултарулăхĕн театрне çỹрет, чылай рольсене калăплать, куракана хăй тыткăнне илет. Трак вăтам шкулĕн 10 “а” класĕнче пĕлỹ илекен Анастасия Пакова "Пĕрремĕш мăлатук" сăвва кăмăла каймалла вуларĕ. Ăна тупăшăва И.Федорова вĕрентекен хатĕрленĕ. Виççĕмĕш вырăнта — Упи вăтам шкулĕн 10 класĕн вĕренекенĕ Светлана Якимова (“Калаç, савни”, С. Петрова). Асăннă мероприятинче Шетмĕ Михали сăвăçа аван пĕлекен ЧР Писательсен союзĕн членĕ, чылай кĕнеке авторĕ Н. Ершов-Янгер тухса калаçрĕ, хăй унпа пĕрле пулнă, ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕ. ЧНКан районти уйрăмĕн ертỹçи, Красноармейски вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З. Михайлова Шетмĕ Михалин поэзийĕ кашни вулакана ырă кăмăл, ырă туйăм парнеленине палăртрĕ. Поэзи каçне Шетмĕ Михалин хĕрĕсем — Вальăпа Людмила хутшăнни те чылай пуянлатрĕ. Людмила Терентьева И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Мăшăрланнă хыççăн Вăрнар районĕнчи Калинино салинче тĕпленнĕ. Вĕрентỹ тата культура тытăмĕн-че тăрăшнă. Халĕ вырăнти вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Валентина Козлова вара чылай тапхăр хамăр районти сиплев учрежде- нийĕнче вăй хурать. — Тавах Трак енĕн вĕрентỹ тытăмĕн пуçлăхĕсене, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, — терĕ Людмила Михайловна. — Сирĕн чыслă ĕçĕре пула паянхи конкурс иртет те. Пирĕн аттене, Михаил Тимофеевича манманшăн, хисеп тунăшăн сире тайма пуç. Хаклă çыннăмăрăн пурнăçĕ пĕртте çăмăл килмен. Ашшĕ иртнĕ вăрçăра пуç хунă, амăшĕ чирлĕ пулнă, çамрăка малалла вĕренме май килмен. Атте пуçламăш шкулăн класĕсене çеç вĕренсе пĕтернĕ. Апла пулин те, Турри пулăшнипе, çын çине тухма пултарнă вăл. Мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине тата унăн литературине юратнă. Çакă ăна сăвă çырма хистенĕ те. Çапла вăл поэзин анлă анине кĕрсе кайнă та. Уяв аван иртрĕ. Вăл пурне те хавас, ырă кăмăл парнелерĕ. Конкурса культура ĕçченĕ Л. Игнатьева пултаруллă ертсе пычĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 29 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)