Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 11:39
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Утă » 26 » Шăрăх çанталăкра асăрханăр!
    Шăрăх çанталăкра асăрханăр!
    13:18
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çын организмĕ шăрăхпа аптраса кайнин сăлтавĕсем ĕнтекен хĕвел çути айĕнче нумай вăхăт пулни е пăчă пÿлĕмре шыв ĕçмелли режима пăсни, синтетика пусминчен çĕлетнĕ тумтирпе ларни, вăй-хал енĕпе ытлашши ĕçлени, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, сăмахран кремпа, пуç çине тăхăнмаллипе, хĕвелтен хÿтĕлекен куç кĕскипе, зонтпа усă курманни пулса тăраççĕ.
    Аса илтеретпĕр, шăрăхпа нушаланакансене пиçсе кайнин пĕрремĕш паллисем палăрсанах — пуç ыратма пуçласан, хăсас килсен, хăйсене вăйсăр туй ма пуçласан — пулăшу кÿме васкамалла. Нимĕнле мера та йышăнмасан, вĕсем хăйсене япăхрах туйма пуçлаççĕ: ÿт-пÿ температури 40 градуса çитме тата унран иртме те пултарать, ÿт-тир типсе вĕриленет, куç умĕнче тĕксĕм çаврашкасем курăнаççĕ, питĕ вăйсăрланаççĕ, пуç çаврăнма пуçлать, йывăр чух вĕсем тăн çухатаççĕ. Ун пек çынна çийĕнчех медицина пулăшăвĕ кирлĕ!
    Çывăх çыннăн пиçсе кайнă паллăсем пулсан мĕн тумалла-ха?
    Чи малтанах ăна уçă сывлăш кирлĕ, сулхăна илсе тухмалла; пуçĕ çине сивĕ шывпа йĕпетнĕ ал шăлли е сăмса тутри хумалла, сивĕрех (анчах питĕ сивĕ мар) шыв, курăк чейĕ, минерал шывĕ ĕçтермелле; çынна май килнĕ таран нÿрĕ пусмапа чĕркемелле; çын тăн çухатрĕ пулсан ун сăмси патне аммиакпа йĕпетнĕ вата илсе пымалла; пуçĕ айне тумтиртен чĕркесе тунă валик хумалла. Пиçсе кайсан е хĕвел аптратсан, çын сывлама пăрахрĕ тата пульс палăрмасть пулсан çийĕнчен искусственнăй майпа сывлаттармалла, чĕрене хупă массаж тумалла. Тата, паллах, "Васкавлă пулăшу" чĕнсе илмелле.
    Çакна палăртмалла, пепкесемпе çул çитмен ачасем, ватă çынсем, вĕсен организмĕн çулĕсене пула физиологиллĕ уйрăмлăхсем пур, шалти терморегуляци тытăмĕ пулса çитменнипе часах хĕвелпе аптраççĕ тата пиçсе каяççĕ. Вĕри çанталăка хăнăхман çынсемпе шыçмаксем, чĕрепе сосуд тата эндокринлă чирсемпе аптăракансем е алкоголь ĕçме юратакансем те теветкеллĕ (риск) ушкăнра тăраççĕ.
    Юлташсем, пиçсе каясран тата хĕвел аптратасран кирлĕ маршăнах хĕвел çине тухса ан çÿрĕр, урамра пуç çине мĕн те пулин тăхăнăр е зонтикпе хÿтĕленĕр, 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пÿлĕмре пулма тăрăшăр. Кăнтăрла сахалрах çийĕр (уйрăмăх çуллă апат-çимĕç). Çанталăк сулхăнлатсан тăраниччен çисен те юрать. Шыв ĕçмелли режима та пăхăнмалла: час-час ĕçмелле, анчах сивĕ шыв мар, уççине, курăк тăрри, сивĕтнĕ симĕс чей, минерал шывĕ. Вĕри çанталăкра алкоголь ĕçме хушмаççĕ.
    2010 çулхи çу кунĕсем чи вĕри пулаççĕ тесе шутлаççĕ ученăйсем. Синоптиксем кăнтăрлапа температура кăшт сулхăнланасса шантараççĕ, анчах та лăпланма иртерех. Шăрăх кунсем малалла-ха. Çавăнпа та хăвăра тата çывăх çыннăрсене сыхлăр !
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 538 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.5/11 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)