Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2016 Çул - кино тата ĕç çынни ÇУЛĔ


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 12
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 19.11.2017, 02:00
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Çурла » 19 » Республика Пуçлăхĕ пулас текен кандидатсем - пурте миллионерсем
    Республика Пуçлăхĕ пулас текен кандидатсем - пурте миллионерсем
    00:45
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма кандидата тӑнисем хӑйсен тупӑшӗ пирки уҫӑмланнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине вӗсем пӗлтерни тӑрӑх хакласан, чи пуянни Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев пулса тухнӑ, чи чухӑнни тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожников.

    Михаил Игнатьев тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унсӑр пуҫне Михаил Васильевичӑн Перекет банкӗн 1,5 миллион тенкӗлӗх сертификат пур. Банкра унӑн 2 миллион тенкӗ ытла пур. Кунсӑр пуҫне Михаил Игнатьевӑн 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 5 пӳрт, 1 хваттерте тӳпе пур.

    Либерал-демократсем кандидата тӑратнӑ Константин Субботин тӗп вырӑнта 3,9 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри счет ҫинче 566,1 пин тенкӗ пур. Пурлӑха илсен унӑн Екатеринбургра гараж боксӗ пур.

    «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев тӗп вырӑнта 2,2 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри вклада пула 200 пине яхӑн тупӑш илнӗ. Счет ҫинче унӑн 2,2 миллион тенкӗ пур-мӗн, унӑн «ИНТЕР РАО ЕЭС» акционерсен уҫӑ обществин 15 пин акцийӗ, ҫӗр лаптӑкӗн 1/5-мӗш пайӗ тата Hyundai IX55 урапа (машина) пур.

    Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн кандидачӗн Валентина Шурчановӑн тупӑшӗ 4,3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ пур, хваттер, Шупашкарта гараж тата Renault Fluence автомобиль пур.

    Раҫҫейӗн пенсионерсен партийӗн кандидачӗн Валерий Сапожников 1 миллион тенкӗ ытларах ӗҫлесе илнӗ. Унӑн 300 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫӗр лаптӑкӗ пур, икӗ хваттер, вӗсенчен пӗринче унӑн харпӑрлӑхӗ — 1/3-мӗш пайӗ.

    Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/9896.html

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1391 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 1.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)