Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 17:17
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Раштав » 1 » "Раççей чăваш пики" - Тутарстанран
    "Раççей чăваш пики" - Тутарстанран
    20:06
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Вулаканăмăрсене конкурс çĕн­терÿçипе çывăхрах паллаштарар. Ксения Романова Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Халĕ пике Ху­санти федераци университечĕн 3­-мĕш курс студентки. Çак аслă шкулта вĕренме вăл тахçанах ĕмĕтленнĕ. Экзаменсене 9­-мĕш класс хыççăнах хатĕрленме пуç­ланă. Тăрăшни харама кайман. Ксения ППЭре пĕрле вĕренекен тантăшĕсенчен ытларах балл пух­нă, университета тÿлевсĕр май­па вĕренме кĕнĕ. Вăл Раççейри çамрăксен чи пысăк пĕрлешĕвĕн - Универсиада ялĕнчи студент­сен ассоциацийĕн председателĕн çумĕ. Ксения сĕннипе унта дебатсен клубĕ йĕркеленнĕ. Пике общество ĕçне хастар хутшă­нать. Хăй вĕренекен аслă шкулăн чысне тĕрлĕ форумпа конкурс­ра хÿтĕлет. 2014 çулта Хусанта иртнĕ шыв спорчĕн тĕсĕсен чем­пионатĕнче вăл волонтер пулнă, хăнасемпе спортсменсене кĕтсе илнĕ çĕрте тăрăшнă. Кăçалхи кĕркунне Ксения «Тутарстан­ри студентсен канашĕн чи лайăх председателĕ» конкурсăн фина­лисчĕ пулса тăнă. Экономист профессине суйла­ ма ăна мĕн хистенĕ-­ха? - Манăн анне шкулта тирпей­лÿçĕре ĕçлет, атте - строитель. Ку специальноçе хамах суйларăм. Пĕчĕкренех пĕр пысăк компанире тăрăшма ĕмĕтленеттĕм, çавăнпа экономиста вĕренме кĕтĕм. Атте­пе анне - чăвашсем. Мана вĕсем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юрат­ма, йăла-­йĕркепе культурăна хи­сеплеме вĕрентнĕ. Килте чăваш­ла калаçатпăр. Уявсене çемьепе пĕрле паллă тăватпăр. Анне чă­вашсен наци апат-­çимĕçне час­ часах пĕçерет. Вĕсен йышĕнче - шăрттан, хуплу, чăкăт… - каласа кăтартрĕ пике. Тутарстанра йĕркеленекен «Чă­ваш пики» конкурс - унта пурăнакан пултаруллă пикесен чи юратнă та кĕтнĕ тупăшăвĕсенчен пĕри. Пуш уйăхĕнче иртнĕ конкурсра «Тутар­стан чăваш пики» ята Ксения Рома­нова тивĕçнĕ. Вăл республика чыс­не Раççей шайĕнчи тупăшура - Шу­пашкарта - хÿтĕленĕ. _ Конкурс хĕрÿ иртрĕ. Эпĕ Чăваш Ене çĕнтерес тĕллевпе килтĕм. Çитĕнÿ тăвасси тăрăшу­лăхран, тус­юлташпа тăвансен хавхалантарăвĕнчен, пултарул­лă ертÿçĕрен нумай килет. Манăн çĕнтерÿ - пĕрлехи çитĕнÿ. Мана хавхалантарма тăван тăрăхран чы­лаййăн килчĕç, пĕрле пырайман­нисем эпĕ çĕнтерессе шаннине пĕлтерчĕç. Ăс­хакăл конкурсĕнче хура тул вырăсла мĕнле куçнине калама тиврĕ. Апат-­çимĕç тупă­шăвне пелмен пĕçерсе килтĕм, вăл чăвашсен апачĕ пулнине ăн­лантартăм, - конкурс саманчĕсем­пе паллаштарчĕ пике. Ксения юрлама­ташлама ăста, анчах пултарулăх конкурсĕнче вăл оригами мелĕпе чечек туса кăтар­тнă. Сцена çинче хăйне илемлĕ тытма пĕлекенскер жюри членĕ­сен кăмăлне, ахăртнех, хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ кун Ксенийăпа пĕрле çывăх çыннисем те пулнă. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, Анто­нина Петровнăпа Александр Алек­сеевичăн хавхалантарăвĕ ыттисен­чен уйрăлса тăнă, вĕсем залра лар­ни вăй­-хăват панă. - Анне манран та ытларах пă­ шăрханчĕ, кулянчĕ. Эпĕ вĕсен шанăçне тÿрре кăларма пултарнăшăн чунран савăнатăп. Çак кун манпа пĕрле пулнă çынсене тав тăватăп, - пĕлтерчĕ «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи. Тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçни, анлă тавра курăмлă пулни, халăх культурипе историне ăса хывни, сцена çинче хăйне тытма пĕлни конкурсра пĕлтерĕшлĕ вы­рăн йышăнаççĕ. Ксения йăлтах лайăх пурнăçланă. Тĕрлĕ наци çыннисен хушшинче пурăнса чă­ваш культурине çÿллĕ шайра тыт­са пыракансем пурри чăннипех те савăнтарать. Пике малашне те тăван халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăвассинче иккĕленÿ çук. Ксения - Хусанти чăваш çамрăкĕ­сен «Аталан» ушкăнĕн чи хастар членĕсенчен пĕри. Пĕрлешÿ чă­ваш чĕлхине тата культурине ата­лантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ меропри­яти йĕркелет. Пике çак ушкăна чă­ваш яш-­хĕрне кĕме чĕнет. Йыш­па тăван халăх ыйтăвĕсене татса пама çăмăлрах-­çке. Ксения «Су­вар» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Пĕр вăхăт вăл кăларăм анонсĕсе­не чăвашла вуланă. Илемлĕ те пултаруллă чăваш пикин чĕри хальлĕхе пушă. Ксе­ния Турă çырнă савнийĕпе тĕл пулман-­ха. Пушă вăхăтра вĕренет, конкурссене хатĕрленет. Хальлĕ­хе çемье чăмăртасси пирки шу­ хăшламасть. Универсиада ялĕнче часах ер­тÿçĕне суйлĕç. Ксения унта хăйĕн кандидатурине тăратасшăн. Ма­лашне те тĕрлĕ конкурса хутшăн­са çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума па­лăртать вăл. - Кашни çĕнтерÿ çĕнĕ тĕллев­сем патне талпăнма хавхалан­тарать. Пурнăç мĕнле пулас­си хамăртан килнине ăнланатăп. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме тăрăшу­лăх çеç кирлĕ, - калаçăва вĕçлерĕ Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи.

    Любовь ПЕТРОВА

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1102 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)