Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 22:33
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Çурла » 1 » Пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен
    Пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен
    00:03
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2015-мĕш çултан Раççейре пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине  çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Çĕнĕ саккунсем вăйа кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Паян  пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать.

     -Роза Алексеевна, 2015-мĕш çултан страховани тата пухăнса пыракан пенсисене хăйтĕллĕн  тÿлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмели условисем мĕнлерех улшăнаççĕ;

    2015-мĕш çултан пенсисене «Страховани пенсийĕсем çинчен» саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн пенси çине хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула çитсен, арçынсем 60 çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ - страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла (халĕ 5 çултан кая мар), ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффиценчĕ 30-тан  кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффицента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать.

    Çак кăтартусене тапхăрăн-тапхăрăн кĕртеççĕ. 2015-мĕш çулта ватлăхра паракан страховани пенсине тухма страховани стажĕ 6 çул, пенси коэффициенчĕн виçин калăпĕшĕ 6,6 кая мар пулмалла. 2025-мĕш çултан вара çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать.

     -Пенси çине тухма 30 коэффициент кирли çинчен пĕлтертĕр. Мĕн-ха вăл коэффициент. Ăна мĕнле шутлаççĕ;

    Уйрăм пенси коэффицентне кашни ĕçленĕ çулшăн палăртаççĕ.  Ăна ĕçлекен çыншăн тÿлекен страховани взнос суммине взнос тÿлеме палăртнă чи пысăк ĕç укçинчен тÿлекен взнос калăпĕшĕ çине пайланине пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи çине хутласа палăртаççĕ (2015-мĕш çулта пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи - 7,39, 2021-мĕш çулта – 10).

    Тĕслĕхрен, 2015-мĕш çулта ĕçпе тивĕçтерекен 20 пин ĕç укçинчен 16:  тарифпа пĕр çулталăк хушшинче 38,4 пин тенкĕ взнос тÿлет. Ĕç укçинчен взнос тÿлемелли чи пысăк виçе, калăпăр, 650 пин тенкĕпе танлашсан – ку суммăран 16: тарифпа взнос 104 пин тенкĕ куçать. Çапла вара 38,4 пин тенкĕне 104 пин тенкĕне пайлани 0,37-пе танлашать, 7,39 çине хутласан пĕр çул ĕçлени 2,7 баллпа танлашать. 

    Коэффицента шутланă чухне официаллă шалу укçине кăна шута илеççĕ – вăл мĕн чуль нумайрах, çавăн чухлĕ кашни çулшăн паракан пенси коэфициенчĕ те пысăкрах.

    Пĕр коэффициентăн хакне кашни çулах Раççей Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен Федераллă саккунпа çирĕплетеççĕ – 2015 çулта унăн  хакĕ 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать.  

     -Апла 30 коэффициент ĕçлесе илсен кăна  арçынсем малтанхи пек  60 çулта, хĕрарăмсем - 55 çулта пенси çине  тухма пултараççĕ. Енчен те граждансем ĕç укçин  чи пĕчĕк виçинчен сахалрах е пачах та ĕç укçине кăтармасан  вĕсен ĕç пенси илме ирĕк пулать-и; Ун пек чух вĕсем пенси çине миçере тухма пултараççĕ;    

    Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕ тĕлне 15 çул страховани стажĕ тата пĕтĕм тапхăрти пенси коэффиценчĕсен сумми 30-тан сахалрах пулсан страховани пенсине памалли вăхăта каярах хăвараççĕ е социаллă пенсипе хĕрарăмсене - 60 çула, арçынсене – 65 çула çитсен тивĕçтерме май пур.

    Çавăнпа та граждансен пенси çинчен маларах шутламалла. Пурин те пĕлсе тăмалла - пенси коэффицентне офицаллă шалу укçинчен шутлаççĕ.  Хăшпĕр организацисем налук тата страховани взносĕ сахалрах тÿлес тесе официаллă шалăва ĕç укçин чи пĕчĕк пĕр виçе шайĕнче кăна кăтартаççĕ, ыттине конвертра тÿлеççĕ.

    Пенси фондне тăратнă отчетсем тăрăх ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех шалу Чăваш Республикинчи 6 пине яхăн организацисенче ĕçлекен  50 пин ытла  çын илсе тăрать. Унсăр пуçне ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлекенсем те сахал мар. Кун пек чух граждансен ĕç пенсийĕ çине тухма ирĕк пулмасть. 

    Тата çакна каласа хăвармалла. 2014-мĕш çултанпа предпринимательсене 300 пин тенкĕрен нумайрах тупăш пулсан Пенси фондне страховани взносĕ ĕç укçин  чи пĕчĕк пĕр виçинчен нумайрах тÿлеме май туса панă. Çапла вара вĕсен çулталăкри тÿлевĕ 17328,48 тенкĕ тата  300 пин тенкĕрен нумайрах тупăшран 1 : хушса тÿлемелле пулать. Ку вĕсене пенсие хăй вăхăтĕнче тухма тата пенси шайне ÿстерме май парать.

     - Ĕçлесе шалу укçи илнĕ тапхăрта коэффициентсем мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Енчен те хĕрарăм ачапа ларать пулсан, е çамрăк çар службинче тăрать пулсан коэффицентсем шутланаççĕ-и;

    Çĕнĕ йĕркепе социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене пенси шутлама стажа кĕртеççĕ, вĕсемшĕн коэффициент хушса параççĕ. Ку вăл салтакра службăра тăни,  ачана 1,5 çула çитиччен, инвалид-ачана тата 80 çул çитнĕ ватăна пăхнă тапхăрсем. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Ачана çулталăк çурă çитиччен пăхнă тапхăршăн паракан балл виçи кашни ачашăн ÿсет: пĕрремĕш ачана пăхнă кашни çулшăн – 1,8 балл, иккĕмĕшне – 3,6 балл, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасемшĕн – 5,4. Енчен те йĕкĕрешсем çуралсан пĕтĕм коэффицента хушаççĕ (1,8 çумне 3,6 хушăнать).

    Унсăр пуçне патшалăх амăшлăха хÿтĕлес тĕллевпе ача пăхнă тапхăрсене пĕтĕмпе кăÿалтан 4,5 çул таран шута илмелле тунă, 2015-мĕш çултан пуçласа 6 çул таран. 

     - Малтан эпир хамăр пенси счечĕ çинче пухăнса пыракан страховани взносĕ пирки Пенси фонтĕнче, патшалăх пулăшĕвĕн пĕрлĕхлĕ порталĕ çинче е хăшпĕр банксем урлă пĕлме пултараттăмăр. Халĕ вара ĕçлекенсем кашни çулшăн мĕнле коэффициент палăртнине тата пĕтĕмĕшле коэффицент суммине ăçта пĕлме пултараççĕ;     

    Пенси фончĕ кашни çынăн çулталăкри коэффицентне уйрăм шутлать. Мĕн чухлĕ пухăнса пынине «Страховани тунă çынăн уйрăм кабинечĕ» ятарлă электронлă сервисра пĕлме пулĕ.

    Хальхи вăхăтра Пенси фончĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ вăл – граждансем 2015 çулччен ĕçленĕ тапхăра коэффицент çине куçарса харпăр-хăй лицевой счетĕ çинче шута илесси. Пенси фончĕ республикăри 70 : ĕçлекен граждансен 2002-мĕш çулчченхи пенси прависене конвертаци тунă ĕнтĕ. Ку информацине 2002-мĕш çулсенче пенси системине страховани принципĕ çине куçарнă тапхăрта организацисем урлă  пуçтарнă. Хăйсене ĕçпе тивĕçтерекенсем тата çав тапхăрта официаллă ĕçлемен граждансем нумайĕшĕ çак информацине Пенси фондне çитермен. Çавăнпа та вĕсен ĕç кĕнекине е ĕç стажне çирĕплетекен справкăсене Пенси фондне тăратмалла. Кун пирки хуласемпе районсенчи Пенси фончĕн управленийĕсем халăха çыру ярса пĕлтернĕ. Анчах та çынсем е ăнланса çитейменнипе е вăхăт çитменнипе Пенси фондне васкамаççĕ. Ĕç стажне çирĕплетме документсем тăратма чĕнсе янă çыру илекенсене Пенси фонтне вăраха тăсса ямасăр кайма сĕнетĕп.  

     - Коэффициент мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Коэффициента усă курса пенси виçине мĕнле шутлаççĕ; 

    Пенси калăпĕшне мĕнпур коэффицента унăн хакĕ çине хутласа тупаççĕ.Унсăр пуçне кашнине çирĕплетнĕ тÿлев хушаççĕ – кун пек (çирĕплетнĕ тĕп виçе хальхи пенси формулинче те пур – унăн сумми 3935 тенкĕпе танлашать.

    Кунта çакна палăртса хăвармалла. Çĕнĕ саккун йĕркипе тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен пенси çине тухмасăр малалла ĕçлекенсене хавхалантармалли нормă кĕртнĕ. Каярах пенсине тухнă кашни çулшăн преми коэффициенчĕ хушса тÿлеме палăртнă. Тĕслĕхрен, пенсие 5 çул каярах тухсан  çирĕплетнĕ тÿлев 36 :, страховани пенсийĕ 45 процент ÿсет.

    - Пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçине ÿстерсе тÿлемелли йĕрке çĕнĕ саккунта пур-и; Ял ĕçченĕсене çав енчен мĕнле çăмăллăх туса панă;

    1-мĕш ушкăн инваличĕсене, 80-çулхи ватăсене, «çурçĕр» районĕсенче ĕçлекенсене çирĕплетнĕ тÿлеве малтанхи пекех ÿстерсе тÿлеççĕ. Тĕслĕхрен 1-мĕш ушкăн инваличĕсен, 80-çулхи ватăсен ыттисен пек 3935 тенкĕ мар икĕ хут нумайрах (7870 тенкĕ). Çĕнĕ саккунпа ялта пурăнакансене 30 çултан кая мар ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ пулсан çирĕплетнĕ тÿлеве 25 процент хăпартса тÿлеççĕ. Раççей Правительстви икĕ çул хушшинче çак йĕркене çирĕплетме палăртнă – 2016-мĕш çултан  тÿлеве ÿстерсе параççĕ.  

     - Пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă-и çĕнĕ саккунра;

    Çĕнĕ саккунра пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă. Сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕç вырăнĕ пур организацисем валли улшăнусем кĕртнĕ. Малтан вĕсен 1-мĕшпе 2-мĕш Списокпа ĕçлекенсемшĕн Пенси фондне саккунра çирĕплетнĕ хушма тарифпа взнос тÿлемелле пулнă – 1-мĕш Списокпа-9 процент, 2-мĕш Списокпа - 6 процент. 2014-мĕш çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ «Ĕç условисене ятарлă хакласси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн организацисен сиенлĕ тата йывăр ĕç вырăнĕсене ятарлă хакламалла. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Пенси фондне тÿлемелли взнос тарифĕ 2 процентран 8 процент таран пулать. Хушма тарифа пĕчĕклетме май пурри ĕçпе тивĕçтерекенсене ĕç условисене лайăхлатман хавхалантарать.

    Тата предприяти ĕçлекен çынпа калаçса татăлса патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕпе килĕшÿ туса ун урлă пенсие маларах тивĕçтерме пултарать. Ун пек чух хушма взнос ун тытăмне хывăнать.

    Учительсемпе  медецина работникĕсем пенсие маларах тухмалли йĕрке улшăнман – учительсем малтанхи пекех 25 çул педагогика стажĕ пулсан, врачсемпе медицина сестрисем ялта -25 çул, хулара -30 çул сиплев ĕçĕнче вăй хурсан ÿсĕме пăхмасăрах пенсие тухма пултараççĕ.     

      - 2015-мĕш çултан вăйа кĕрекен çĕнĕлĕхсем хальхи пенсионерсене пырса тивеççĕ-и; Тата  ĕçлекен пенсионерсен малтанхи пек кашни çул пенсийĕсене ÿстермелли йĕрке упранса юлать-и;

    Граждансен 2015-мĕш çулччен йĕркеленнĕ пенси прависем сыхланса юлаççĕ – 2014-мĕш çул хушшинче вĕсен пенсисене уйрăм пенси коэффициенчĕ çине куçарма палăртнă. Пенсионерсен пенси виçи улшăнмасть, кашнин пенси правине коэффициент çине  куçараççĕ.

    Ĕçлекен пенсионерсен пенси шайне çулсерен шутласа ÿстерес ирĕк сыхланса юлать. Пенси виçин чи пысăк ÿсĕмĕ 3 коэффиценпа танлашать, тепĕр майлă каласан 23 пин тенкĕ таран шалу укçине шута илеççĕ. 

     

    Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи

    уйрăмĕн пресс-служби.

    Хушса çырни:
    Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 879 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)