Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 13:52
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 29 » Патшалăх символĕсен кунĕ
    Патшалăх символĕсен кунĕ
    23:34
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна эпир 2004 çултанпа паллă тăватпăр. «Кирек мĕнле символ та чăн пурнăçа, унăн культура пĕлтерĕшлĕ палăрăмне сăнарлать. Патшалăх символĕ вара пачах расна шайра. Вăл ахаль сăнартан паллăрах, пĕлтерĕшлĕрех. Вăл пĕтĕм гражданшăн çывăх, кашни çын тĕнчинчи тăван кĕтес, Тăван çĕршыв, патриот, истори, граждан тивĕçлĕхĕ, тăван чĕлхе евĕрлĕ ăнлавпа çыхăннă», - палăртнăччĕ республика ертÿçи Николай Федоров.
    Мĕншĕн-ха уяв валли ака уйăхĕн 29-мĕшне суйласа илнĕ? Шăпах çав кун 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕ Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав - пирки постановленисем йышăннă. Унччен кăшт маларах вара ятарлă комисси конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта патшалăх символĕсен вун-вун вариантне тăратнă. Вĕсенчен чи вырăнлă та килĕшÿллĕ Герба тата Ялава - Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннĕ версисене - суйласа илнĕ. Çак ĕçсем чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхне тата кăмăл çирĕплĕхне кăтартаççĕ.
    Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ - тăватă кĕтеслĕ пусма, сарă тата йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕскер. Сарă - чăвашсемшĕн хĕвел палли, вăл мĕн пур ырăлăхпа илемлĕхе сăнарлать. Геральдика ăнлавĕсемпе ылтăн тĕс пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ыр кăмăллăха, вăя, шанчăклăха палăртать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăх эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемине - «Пурнăç йывăçне» - витекен çăлтăра виçĕ хутчен ÿкерни чăваш халăхĕн «Пулнă, Пур, Пулатпăр» ăнлавне палăртать.
    Чăваш Республикин патшалăх гербĕ - йĕпкĕн хĕрлĕ «Пурнăç йывăçĕ» /чĕрĕлсе вăй илнин символĕ/ эмблемăн ылтăн тĕслĕ, йĕри-тавра йăрăмланă геральдика щичĕ çинчи ÿкерчĕк. Геральдика щитне икĕ пая уйăрнă: аялти Чăваш çĕршывне пĕлтерет. Щита чăвашсен авалхи «Виçĕ хĕвелĕ» эмблемипе тăрăланă, ылтăнпа илемлетнĕ йĕпкĕн хĕрлĕ хăюпа çавăрса илнĕ. Хăю çине ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики - Чувашская Республика» тесе çырнă, лента вĕçĕсенче хăмла ÿкерсе хунă. Геральдика щичĕн тĕпĕ Чăваш çĕрне пĕлтерет.
    Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ - патшалăх тата унăн суверенитечĕн символĕ. Ăна юратасси тата хисеплесси - Чăваш Енри кашни гражданинăн патриот тивĕçĕ. Гимн кĕввине РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Герман Лебедев, сăввине СССР Писательсен союзĕн членĕ Илле Тукташ çырнă. Ăна радиопа, патшалăх церемонийĕсен /пĕлтерĕшлĕ пуху-ларăва уçнă самантсенче/, культура е спорт мероприятийĕсен вăхăтĕнче итлесен чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.
    Пирĕн, чăвашсен, хамăрăн Гимн, Герб, Ялав пурришĕн чăнласах та савăнмалла, мăнаçланмалла. Вĕсем - пирĕн халăх историне, унăн тарăн философине кăтартакан пуянлăх. Патшалăх символĕсем çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас, тăван çĕре юратма хăнăхтарас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнĕ май республикăра Патшалăх символĕсен кунне анлă паллă тăваççĕ. Культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртет: конкурссем, экскурсисем, информаци сехечĕсемпе урокĕсем, викторинăсем, куравсем... «Манăн пĕчĕк çĕршывăн символĕсем», «Эпĕ хамăр Республикăна юрататăп», «Тăван çĕршывпа мухтанасси унăн символĕсене хисепленинчен пуçланать», «Пирĕн наци пуянлăхĕ» ятпа йĕркеленĕскерсенче ачасемпе çамрăксем, тен, çитĕннисем те, мĕн курни-илтнине нумайлăха ас туса юлччăр, чăн-чăн патриотсем пулччăр.
    Патшалăх символĕсене мĕнле хаклани обществăн культура шайне те кăтартать. Вăл хамăрăн наци пуласлăхĕпе те çыхăннă. Çакна Николай Федоров Президент та палăртнăччĕ: «Эпир çак куна наци пĕрлĕхне тата Чăваш Енĕн хальхипе пуласлăхĕшĕн хамăр яваплă пулнине палăртса уяв пек паллă тăватпăр. Патриот паллисене сума суни халăха хăйне хăй хисеплеме вĕрентет, обществăри тăнăçлăхăн, социаллă килĕшÿлĕхĕн, экономикăпа культура аталанăвĕн никĕсĕ пулать. Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ - пĕр территорире пурăнакан граждансене пĕрлешме чĕнекен символсем»

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 762 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/14 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)