Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 23.04.2024, 09:44
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 25 » Н.Федоров: “Эпир пурте пĕр турта хушшинче”
    Н.Федоров: “Эпир пурте пĕр турта хушшинче”
    18:54
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Республика Президенчĕ темиçе кун каялла кăна йыхрава йышăнса Чăваш Енри коммунистсен активĕпе курнăçма хатĕрри çинчен пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ: çак тĕл пулу ĕнер Шупашкарти Союзсен çуртĕнче иртрĕ. Президиумра - Николай Федоровпа Чăваш Енĕн “тĕп коммунисчĕ”, Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, вĕсен хыçĕнчи стена çинче - РФКП рескомĕн эмблеми... Килĕшетĕр пуль, чăннипех хăйне евĕрлĕ ÿкерчĕк. Çавна май хăшĕ-пĕри тĕл пулу питех те хивре иртессе кĕтнĕччĕ-тĕр те - çук, йĕркеллĕ, конструктивлă калаçу пулчĕ. Çураçайми пек туйăннă икĕ ене пĕтĕçтерекенни ытларах иккен. Çак шухăша Николай Васильевич сехет ытлалăх планланă, чăннипе вара икĕ сехет ытла тăсăлнă калаçура темиçе те асăнчĕ.

    Калаçăва пуçланă май В.Шурчанов хăйне, вырăнти коммунистсене пăшăрхантаракан, республика ертÿçинчен хурав кĕтекен ыйтусемпе темăсене палăртрĕ. Федераци Пухăвĕ çитес çулхи бюджета хатĕрлеме тытăннă май Мускав федераци субъекчĕсене паракан укçа виçи кризиса пула чакасси халех паллă. Налуксем тĕлĕшпе те улшăнусем пулаççĕ - регионсем каллех укçа çухатĕç. Çак условисенче Чăваш Ен влаçĕсем халичченхи позицисене упраса хăварайĕç-и? Социаллă хÿтлĕх мерисем, çăмăллăхсем сыхланса юласса кĕтни вырăнлă-и? Е тата пайăр ыйтусем: хваттер тума укçа хывса пурăнмалли кĕтессĕр юлнисене пулăшасси, тарифсем ÿсесрен сыхланасси, Çĕмĕрле хулинче çуртсене ăшăпа тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕчлĕхе сиресси, хресченсем тĕш тырра, сĕте сутăн илмелли хаксем ытла та пĕчĕккишĕн кăмăлсăрри...

    Николай Васильевич коммунистсене кулянтаракан çак ыйтусем хăйне те пăшăрхантарнине пытармарĕ: “Тĕллевĕмĕр - пĕр: республикăна аталантарасси, çынсен пурнăçне лайăхлатасси”. Палăртнă ыйтусем тавра калаçу пуçарнă май “чи кăшкăраканнинчен” пуçларĕ. Хваттерсĕр юлнă çынсен нуши чăннипех çивĕч: “Хăшĕсем çĕнĕ хваттер илес тесе пĕтĕмпех сутнă - нимсĕр юлнă”. Унашкаллисем - 821 çын, пурне те шута илнĕ. “Финская долина”, “Волжский платинум”, ыттисем... Ку ыйтăва Правительство шайĕнче те çине-çинех тишкереççĕ, вăй тытăмĕсен представителĕсене кĕртсе ĕç ушкăнĕ туса хунă. Президент шучĕпе, харăсах пурин ыйтăвне те татса пама май çук. Миттов бульварĕнчи çуртсем тĕлĕшпе строительствăна вĕçлемелли графике çирĕплетнĕ. Чылай çынна патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене яни пулăшас шанчăк пур. Ку енĕпе Правительство йышăну хатĕрлет. Çынсем хваттерсемпе тара илмелли йĕркепе усă курĕç. “Совет саманинчи пек” çак йĕрке вĕсене кайран хăйсем тÿленĕ хваттерсене илме те, черетре тăма та чăрмантармĕ.

    Тепĕр ыйту - ĕçсĕрлĕх. Ку енĕпе ĕç паракансем саккуна пăсасран сыхланса прокуратурăпа пĕрле ĕçлени усă кÿрет. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 3,4-ран 2,9% таран чакни, паллах, тивĕçлĕ тытăмсем мерăсем йышăнмасăр пулман. Халăха ĕçпе тивĕçтерме, ĕçсĕр юлнисене çĕнĕ профессисене вĕрентме, çакнашкал ытти мера валли федераци укçине 530 млн тенкĕ ытла уйăрнă. “Халĕ тата 140 млн илес енĕпе ĕçлетпĕр”, - пĕлтерчĕ Н.Федоров. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ предприятисен налуксене вăхăтра тÿлейменнипе сăлтавланнă штрафĕсене пăрахăçлани вĕсене çăмăлрах сывласа яма пулăшасси те иккĕленÿсĕр. Çавăнпа пĕрлех федераци шайĕнче промпредприятисене пулăшмалли политика тивĕçтерменни те паллă.

    В.Шурчанов Сочири Олимп хулине тунă çĕрте хамăр çĕршывра туса кăларнă пĕр трактор та çуккине тĕлĕнсе палăртрĕ. Çĕршыври компанисемшĕн техникăна чикĕ леш енчен туянни йÿнĕрех ларать иккен, мĕншĕн тесен хамăрăнне илсен 18% НДС хушăнать те - хак ÿссе каять. Çак тĕлĕнтермĕш пирки РФКП лидерĕсем патшалăх ертÿçисен ячĕпе те çырусем çырнă - улшăну курăнмасть. “Эпир пĕр турта хушшинчех - калаçса татăлмасăрах пĕрешкел çырусем çыратпăр, - сăмахне тăсрĕ Президент. - “Трактор завочĕсем” концернра Сергей Степашинпа пĕрле канашлу ирттертĕмĕр. Чылай чух тĕрĕс сăмахсем калатпăр. Хамăр çĕршыв промышленноçне тĕрев парасси чăннипех çителĕксĕр. Кун пирки Степашин урлă “çÿле” çыру ятăм. Илнĕ, сăмах тĕллĕн ырланă, анчах... Хальлĕхе вара - тĕлĕнмелле статистика: эпир чикĕ леш енчен унчченхинчен кая мар техника туянатпăр /унти предприятисем те кризисра пулнине пăхмасăр/, хамăрăн тракторсене туянасси вара 5-10 хутах чакнă! Кун пирки калаçмаллах”.

    Ял хуçалăхĕн, ял çыннисен нушисем çинче Николай Васильевич пайăррăн чарăнса тăчĕ. Тĕрĕссипе, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ те - влаç, Президент çак ыйтусене çывăха илнин кăтартăвĕ ĕнтĕ. Республикăри халăхăн 43% ялта пурăннине шута илсен ку ыйтусем пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Президент шучĕпе, ял çыннисем хушма хуçалăха аталантарма кредитсемпе анлăн усă курни питех те вырăнлă пулчĕ - пĕтĕмпе 7 млрд тенке яхăн /пĕр регион та кун чухлĕ илмен/, кашни пиллĕкмĕш çемье укçа илнĕ. Тепĕр чух, йышăнчĕ Николай Васильевич, унăн хистеме те тивнĕ. Калăпăр, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене: “Хăвăр илмесен ыттисем те илмĕç. Кредит нумай ĕçлеме хистет - кунта ним хăрушши те çук”. 

    Газ кĕртни пирки те çавнах каламалла: “Турра шĕкĕр, кризисчен ĕлкĕртĕмĕр”. Республика пуçлăхĕпе килĕшсе Валентин Сергеевич та сăмах хушрĕ: “Ĕнер çеç Мари Элта пултăм. Унти пĕр районта газ кĕртме çынсенчен 90-шар пин тенкĕ пухаççĕ...” Николай Васильевич та хăйĕн “иккĕмĕш тăван çĕршывĕнче”, Кострома тăрăхĕнче, пулнине аса илчĕ: “Ялсенче кăна мар, райцентр шайĕнчи хуласенче те газ çук!” Ку çеç-и? “Унти больницăсене кĕрсе курасчĕ! Тахçантанпах юсаман. Ахальтен мар ĕнтĕ нумаях пулмасть пирĕн пата Чазов академик килсен çаплах каларĕ: “Сирĕн сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ - чи лайăххи!” Пирĕн медучрежденисенче компьютер томографĕсем йышлинчен тĕлĕнчĕ. Çын пуçне мĕн чухлĕ томограф тивнине шута илсен Мускавпа Санкт-Петербургсăр пуçне ниçта та пирĕнни чухлĕ çук”. Медицинăна аталантарни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă май чĕре хирургийĕн центрне йĕркелени кăçалхи 8 уйăхра кăна 450 çын пурнăçне çăлса хăварма май панине асăнчĕ: “Çав шутра сирĕн ĕçтешĕр те - Моляков депутат...” Çав центра уçма палăртнă чух специалистсем вăл чĕрепе чирлисем вилессине 20% чакарасса шантарнă-мĕн. Кăтартăвĕ вара тата та лайăхрах пулса тухнă - 30%. 

    Ĕççи вĕçленсе пынă май унăн кăтартăвĕсемпе паллаштарни те, паллах, вырăнлă пулчĕ. Тухăç пĕчĕкрех пулин те кăçал усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртсе çĕр улми лаптăкĕсене 5 пин гектар пысăклатни “иккĕмĕш çăкăр” туса илессине ÿстерме май панă - 800-805 пин тонна пулмалла. Президент çитес 2-3 çулта миллион тонна шайне çитессе шанать. Тĕш тырă та пĕлтĕрхинчен нумайрах - 580 пин тонна. Кашни гектартан илнĕ тухăç вăтамран 23,4 центнерпа танлашмалла. Аш-какай туса илесси - 6,7, сĕт - 0,5, çăмарта 10% ÿснĕ. Чи лайăх ĕçлекенсен шутĕнче Николай Васильевич Елчĕк, Вăрнар, Комсомольски, Улатăр районĕсене асăнчĕ, япăххисем - Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Çĕмĕрле районĕсем.

    Тĕрĕсех, ыррипе пĕрлех япăххи те пайтах. Республика ертÿçи Чăваш Енре арканакан, пушă ларакан фермăсем нумаййине те пĕлет: “Вĕсене районсене каймассерен куратăп”. Мĕн тумалла? “Хуçисене тупмалла”. Мĕншĕн çапла пулса тухни те вăрттăнлăх мар. Хăй вăхăтĕнче хуçалăхсем вырăнсенчи ертÿçĕсен амбицийĕсене пула пайланса пĕтрĕç. Чăннипе вара йĕркеллĕ экономика валли хуçалăхăн 5 пин гектартан кая мар çĕр пулмалла. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртме хистени - шăпах çак ĕçĕн пĕр енĕ. Кăçал кăна 40 пин гектара яхăн çĕре çаврăнăша кĕртнĕ. Хыт хура пуснă çĕрсем тата 60-70 пин гектар юлнă. Чăн та, хăшĕ-пĕри чееленни те вăрттăнлăх мар. Усă курман çĕрсене кĕтÿ çÿретме кирлĕ лаптăксен шутне кĕртсе хураççĕ те... Хуçалăхсем - юридици вăйĕнче тăракан тытăмсем, вĕсене айккинчен е “çÿлтен” хистеме те çăмăл мар. Çапах нумайăшне çĕрсене суд урлă туртса илессипе хăратса ăса кĕртеççĕ. 

    Кадрсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăнпах Президент йышăну туса 50 çынна хуçалăхсене ертсе пыма шанасси пирки пĕлтернĕччĕ. Ура çине тăма 1,5 млн тенкĕ параççĕ. Шел те, 50 çын пухăнман. 38 çынна янă. “Çав шутран 3-4 çынна судпа айăпланă”, - пытармарĕ Николай Васильевич. Апла пулин те вăл çак утăм пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать. Çийĕнчен вырăнсенчи коммунистсенчен сигналсем кĕтет: усă курман çĕр лаптăкĕсем пур тăк - пĕлтерĕр.

    Сĕте сутăн илмелли хаксем пĕчĕкки пирки каланă май Европăра фермерсем ăна пин-пин тонна тăкни çинчен аса илтерчĕ. Тен, унти фермерсем çине тăнин витĕмĕ Раççейре те патшалăх шайĕнче ку енĕпе мерăсем йышăнма пулăшĕ. Хресчене тĕрев кирли куç кĕрет. Ăна тĕш тырă хакĕ те тивĕçтермест. Республика шайĕнче апат-çимĕç фончĕ валли тырă туянма 80 млн тенкĕ уйăрнă. РФ Ял хуçалăх министерстви те ку енĕпе интервенци тума шантарать. Усси пулсан тем пекехчĕ.

    Кунашкал тĕл пулу тарифсем пирки сăмах пуçармасăр иртместчех ĕнтĕ - çаплах пулчĕ. Николай Васильевич авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ярославльте иртнĕ тĕнче шайĕнчи конференци вăхăтĕнче ĕçленĕ “çавра сĕтел” валли хатĕрленĕ докладри йĕркесене цитатăларĕ. Чăн та, социаллă яваплăх темипе йĕркеленĕ калаçăва вăл хутшăнайман, ăна урăх ушкăнра доклад тутарнă. Апла пулин те... “Вулатăп: “монополисен тарифĕсене 3 çуллăха “шăнтса лартмалла”. Пирĕн çĕршыв социаллă яваплăха тĕпе хуракан патшалăх пулнă тăк вĕсене пĕчĕклетесси пирки те калаçма юратчĕ”* “уйрăм çынсенчен илекен налук виçине тупăша кура тĕрлĕ тумалла”* “ертÿçĕсен тата ахаль ĕçченсен шалăвĕсен виçин шайлашăвне саккунпа çирĕплетмелле. Хальлĕхе вара тепĕр чух патшалăх предприятийĕн ертÿçин ĕç укçи те ытти пĕтĕм йышăн шалу фончĕпе танлашма пултарать”. Ку сăмахсене пухăннисем алă çупса тенĕ пек йышăнчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ Николай Васильевич шÿтлесе илчĕ: “Калатăп вĕт: эпир пĕр шухăшлă...”

    Тепĕр чух чăнлăх танлаштарура кăна курăнать. Çавăнпах Президент цифрăсем асăнчĕ: бюджет тытăмĕнчи ĕçченсене ĕç укçи тÿлемелли фонд Раççейре вăтамран 14% пысăкланнă. Тутарстанра - 1,2, Пушкăртстанра, Мари Элта - 8, Ульяновск облаçĕнче - 1%. Чăваш Енре вара - 22%. Апла пулин те Йĕпреç тăрăхĕнчен килнĕ вĕрентекен шкулта тин çеç ĕçлеме пуçлакан учительшĕн 5 пин тенке яхăн шалу сахалли пирки каларĕ. Водитель те, техничка та ытларах илеççĕ... Президент ку цифрăна ĕненмерĕ пулас /“манăн кăтартусем тăрăх, юлашки 2 çул хушшинче вĕрентекенĕн ĕç укçи 2 хут ÿснĕ”/ - Вĕрентÿ министерствине явăçтарса ĕç-пуçа тишкерме шантарчĕ. 

    Вĕрентÿ тенĕрен - Николай Васильевич шкул хупăнни яла тĕп тунипе килĕшмест. Хăйĕн те, ача чух, малтан пĕр шкула çÿреме тивнĕ, кайран вăл хупăннă та - урăх шкула. Паллах, шел, анчах шкула “кирек мĕнле хакпа упраса хăварма ăнтăлни те вырăнсăр”. Чи кирли - ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пани. Пĕчĕк йыш вĕренекен шкулсенче вара ачасемшĕн конкуренци те, ытти те çук. Çавăнпах шкул автобусĕсем çÿреççĕ, шкулсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Кăтартăвĕ куç кĕрет. Çĕршыври тĕп ултă аслă шкула вĕренме кĕрекен чăваш ачисен шучĕ юлашки çулсенче 100 хут ÿснине пĕлсен Путин та тĕлĕннĕ-мĕн. “Сахал йышлă шкулсене хупни мана та кулянтарать, - йышăнчĕ Президент, - анчах ку - ирĕксĕртен тăвакан утăм. Шкулсем юлччăр тесен ача ытларах çуратмалла. Ача ытларах пулсан пуррисене упрăпăр кăна мар, çĕннисене те тăвăпăр”.

    Кирек мĕнле пулсан та ыррине суккăр кăна асăрхамĕ. Николай Васильевич кану кунĕсенче ахаль çын пек пулса хула урамĕсем тăрăх уçăлса çÿрени çинчен сăмах пуçарчĕ. Шăмат куна пăхмасăр стройкăсем ĕçлеççĕ. Пĕр 50 çын - Калинин урамĕнче - çул тăваççĕ. Тепĕр бригада Ленин палăкне юсать. Ку ĕç валли 10 млн тенке яхăнах уйăрма май тупнă. Сăмах май, Лениншăн В.Шурчанов та тав турĕ: “Пысăк ĕç”. “Истори страницисем пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Президент. - Çынсем иртнине пĕлччĕр, вĕсен суйламалли ирĕк пултăр. Пире пĕтĕçтерекенни уйăраканнинчен пин хут нумайрах”.

    Республика пуçлăхĕ халиччен пулнă, тĕрлĕ категори усă курнă çăмăллăхсем упранса юласса шантарчĕ. Çăмăллăхсем татах пуласса шантарма йывăр. Мĕншĕн тесен Мускав тăкаксене чакарма хистет. Вĕсем пысăкланчĕç тĕк федераци бюджетĕнчен килекен пулăшу виçи чакасси те паллă. Çавăнпах çулталăк пуçламăшĕнче республикăри патшалăх служащийĕсен шалăвне 13,5% ÿстерме палăртнине те пăрахăçлама тивнĕ. Укçа пулсан, паллах, пулăшу кирлĕ категорисене тĕрев парасси пирки шухăшласа пăхма пулать.

    Чăваш Ен малашне те ăнăçлă аталанасси пирки вара Николай Васильевич иккĕленмест. Çав шутра - Мускав пулăшнипе те. Хайхи Ярославльти конференцие регионсен пуçлăхĕсенчен 4 çынна çеç /Лужков, Боос, Тулеев тата Федоров/ чĕнни те, республика ертÿçин шучĕпе, “Чăваш Ене хаклани, Чăваш Ен сассине илтни”.

    Тĕл пулăва вĕçленĕ май Н.Федоровпа В.Шурчанов каллех “пĕр шухăшлăх теми” патне таврăнчĕç. “Манăн тĕллев - социализм”, - терĕ Валентин Сергеевич. “Манăн вара - социаллă патшалăх. Уйрăмлăх пысăк мар”, - пулчĕ Николай Васильевичăн сăмахĕ. Сыв пуллашнă май пухăннисене малашне те хальхи пек хастар пулма, республика аталанăвĕн ыйтăвĕсене çывăха илме сунчĕ.
    Николай Коновалов ("Хыпар" хаçат)

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 671 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/20 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)